Комментировать

24 Мар, 2022

Тантӑш № 11 (4780) 24.03.2022

Пуйăсра çĕрле юрă кĕвĕленĕ

Вун иккĕре кăна-ха вăл. Тантăшĕсенчен гитара калассипе тата бард юррисене шăрантарас ăсталăх пуррипе уйрăлса тăрать. Ăна пĕр иккĕленмесĕрех «телекурав çăлтăрĕ» теме пулать. Пултарулăх арçын ачана темиçе хутчен те Раççейĕн тĕп хулинчи ача-пăча кăларăмĕсене илсе çитернĕ, паллă çынсемпе паллаштарнă. Маттурскер — Раççей шайĕнчи нумай конкурспа фестиваль çĕнтерӳçи, лауреачĕ. Сăмахăм Шупашкарти 12-мĕш шкулти 6-мĕш класра ăс пухакан Степан Трофимов пирки.

Кăвайт умĕнче çуралнă туртăм

— Степа çулталăк çурăра чухнех совет саманинчи юрăсене кăсăкланса итлетчĕ. Иккĕре ăна пĕчĕк купăс парнелерĕç. Унран уйрăлмастчĕ, хăй чĕлхипе юрлакалатчĕ. Юрă-кĕвĕпе кăсăкланнине кура 5 çулта ывăла ача-пăча музыка шкулне илсе кайрăм. Улттăра вăл фортепиано калама пуçларĕ. Юлташсемпе походсене çӳреме юрататтăмăр. Каçхине кăвайт умне пуçтарăнаттăмăр та юрăсем шăрантараттăмăр. Андрей Иванов, вăл халĕ Степăн вĕрентекенĕ, нумай çул «Орленок» ача-пăча центрĕнче вожатăйра вăй хунăран нумай юрă пĕлетчĕ, гитара калатчĕ. Ывăл ăна куç илмесĕр сăнаса ларатчĕ. Эпир ыйтнипе Андрей Геннадьевич Степăна гитара калама вĕрентме тытăнчĕ. Фортепианăна хăнăхнăскерне хĕлĕхлĕ музыка инструментне алла илме çăмăлах пулмарĕ. Пĕчĕкскер йĕретчĕ те, вăрçăнатчĕ те. Хамăн музыка пĕлĕвĕ пулнăран пулăшаттăм, хăш чухне ӳкĕтлеттĕм, тепĕр чухне хытăрах та калаттăм. Мăшăрпа иксĕмĕр те ĕçленĕрен хăй тĕллĕнех музыка шкулне, Андрей Геннадьевич патне çӳретчĕ, — куç умне кăларчĕ Степăн пултарулăхри пĕрремĕш утăмĕсене амăшĕ Ольга Владиславовна.

Арçын ача виçĕ çул фортепиано калама хăнăхнă, çав вăхăтрах гитарăна та алăран яман. Вăл халĕ те музыка шкулĕнче аталанать, çав вăхăтрах «Оранжевый кот» студире те хĕлĕхлĕ музыка инструменчĕпе калас ăсталăха туптать. Степăн репертуарĕнче — бард, тепĕр майлă автор юррисем. Пуринчен ытла вăл Олег Митяев, Вадим Егоров, Павел Фархтинов музыкантсен пултарулăхне кăмăллать.
Пултарулăх çулĕ арçын ачан Шупашкарти сценăран пуçланнă. Чи пирвайхи фестивальтех Степăна «Надежда» номинацире чысласа гитара парнеленĕ.

Грушин фестивалĕ

Валерий Грушин ячĕллĕ автор юррисен фестивалĕ — гитара калакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Самарта иртекен мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи бард юррисене кăмăллакансем пуçтарăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Тимофеевсем унта пĕрремĕш хут 2019 çулта пулса курнă.

— Çав çулхине çемьепе Чехин тĕп хулине Прагăна кайрăмăр. Унта Юрий Кукин паллă барда халалласа «За туманом» автор юррисен фестивалĕ иртрĕ. Эпир ятарласа ăна курма çула тухрăмăр, тĕрлĕ çĕршыври вырăссен пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Çул çӳревре чухне паллакансем шăнкăравласа Самара Грушин фестивальне йыхравларĕç. Нумай шухăшласа тăмарăмăр, Прагăран тӳрех унта çул тытрăмăр, — калаçăва малалла тăсрĕ Ольга Трофимова.

Грушин ячĕллĕ фестивале Степа та лайăх астăвать. Вăл унта Вадим Егоров бардпа паллашнă. Гитара ăста калакан арçын ачана юрăç та асăрханă, пĕрле сцена çине хăпарса юрă шăрантарнă. Фестивальтен Степа лауреат пулса таврăннă.

Вера ШУМИЛОВА.


Каждая игра – новая ступень

Наша команда «Дети Индиго» второй год подряд становится участником телепроекта шоу талантов «Детский КВН». КВНом я занимаюсь уже пятый год. Мы пока единственная детская команда из Чувашии, которая добилась таких результатов.

За четыре с половиной года существования коллектив «Дети Индиго» становился два раза финалистом Всероссийской Юниор-лиги КВН (сезоны 2018- 2019 и 2019-2020), два раза участником телепроекта «Детский КВН» (сезоны 2020-2021 и 2021-2022), чемпионом Школьной Лиги Чувашии. Еще мы, девочки, десять раз становились лучшими актрисами на разных играх и фестивалях, выступали на сценах го¬родов Москвы, Казани, Нижнего Новгорода, Анапы, Йошкар-Олы и Чебоксар.

КВН – не простая игра. Игроки за 4-5 минут на сцене должны выложиться так, чтобы у зрителей не оставалось ни грамма сомнения в том, что это лучшая команда из всех. Каждая игра – это жесткое соперничество, где основной соперник, как бы странно не звучало, мы сами. Это ступенька, на которую поднимаемся и сравниваем себя с самим собой, той командой, которая была на предыдущей игре. Здесь не смотрят ни на возраст, ни на обстоятельства. Команды, выступающие перед зрителем и жюри, однозначно, равны.

У каждого коллектива есть руководитель, группа поддержки, авторы, костюмеры... Но бывает, что руководитель может стать и автором, и костюмером, и родителем, и другом, и спонсором, и грузчиком, и оформителем декораций, и режиссером... За самим выступлением на сцене (это 4-5 минут) стоит большая подготовительная работа: организаторская, авторская, репетиции, редактуры, подгон музыки, видео, декорации, костюмы. Но это все кажется незначительным и преодолимым на пути к тому выступлению, которое запомнится и развеселит зал и жюри.

Александра ЛИСИНА, 4-й класс.
Чебоксары, 6-я школа.


Паллă ентешсен çурчĕ умĕнче

«Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă», — тенĕ ваттисем. Чăвашсем кашни çынра ырă шухăш пулмалла теççĕ. Ырă ăс ырă шухăш çуратĕ, ырă шухăш — ырă сăмах, ырă сăмах — ырă ĕç, ырă ĕç — ырă ят. Ырă ят илнĕ çын хисеплĕ, сумлă. Ваттисем ятлă çынна ял савать тесе ахальтен каламан. Чыспа сума тивĕçес тесен çыннăн ĕçчен пулмалла, тăван çĕршывшăн, тăван еншĕн вăй хумалла.

Чăваш Енре 2022 çула Паллă ентешсене халалланă. Çавна май Нĕркеç шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ. Пирĕн ялтан паллă та сумлă, хастар та маттур çын нумай тухнă. Кунта пурăнакансем мĕн ĕлĕкренех тăрăшуллă пулнă, ĕçе вĕçне çитерме пĕлнĕ. Кашни çемье кирпĕч çапса укçа-тенкĕ тунă. Ял çынни хастар ĕçлеме пĕлнипе çеç палăрса тăрать тени çителĕксĕр. Унăн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Кам пĕлмест-ши илемлĕ ӳкерчĕксен ăстине Сирена Юманковăна, Юрий Ксенофонтов скульптора, авалхи чăвашсен тĕррине тĕпчекен, пир-авăр эрешĕсен кĕнекине кăларакан Валентина Минеевăна, Алексей Этмене, Лаврентий Таллеров, Хĕветĕр Агивер, Геннадий Максимов писательсене, ЧР тава тивĕçлĕ артистне Валерий Карпова, «Хыпар» Издательсво çуртĕнче тăрăшакан Николай Коновалов журналиста, Петр Таллеров тавра пĕлӳçе? Сăмах май, Петр Пантелеймонович паллă тавра пĕлӳçĕ. Вăл ертсе пынипе нумай ĕç туса ирттернĕ: вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă ентешсене тупса палăртнă. Вăл районти тата республикăри чылай шкулпа ял историне тĕпченĕ.

Нумай пулмасть 6-мĕш класс вĕренекенĕсем çыравçăсем çуралса ӳснĕ вырăнсенче пулчĕç. Чи малтанах Хветĕр Агиверĕн çурчĕ умне тата çывăхри Акивер çырмине çитрĕç. Ун хыççăн чăваш халăх çыравçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Лаврентий Таллеров тăван килĕ умĕнче чарăнчĕç.

Эпир хамăр тăрăхри сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр, вĕсен ĕçĕсене асра тытатпăр, ырă тĕслĕх илетпĕр. Малашне те Нĕркеçрен мухтава тивĕçлĕ çынсем тухасса шанатпăр. Çыравçăсен çурчĕсем типтерлĕ, вĕсене тăванĕсем пăхса тăраççĕ. Ачасем сумлă ентешсен килĕ умĕнче пулса курнăшăн савăнчĕç, хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

Даниил ЕФРЕМОВ, 6-мĕш класс.
Комсомольски районĕ, Нĕркеç шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.