Комментировать

31 Дек, 2021

Тăван Атăл, 12 №, раштав, 2021 çул

Михаил Сунтал, Арсений Тарасов: «Пуласлăх пур-и пирĕн?»

Кайăк хурсем карталанса кайрĕç кăнтăра,
Сивĕ çил çеç çывăрать халь ăшă йăвара.
Ан кай, кайăк, ан кай, кайăк, йăва çавăрма.
Санăн кунта, санăн кунта халь пурăнмалла.
Сивĕ кунсем килсе çитсен çунату шăнсан
Камăн çине килсе ларса ачашлать сана.
Ан кай, кайăк, ан кай, кайăк, йăва çавăрма
Санăн кунта, санăн кунта халь пурăнмалла.
Кайăк хурсем кайри мала кайрĕç кăнтăра…
……………………………
Ку юрра Чăвашра пĕлмен кăна мар, юрламан çын та çук-тăр. Хăй вăхăтĕнче халăхра питĕ сарăлнăччĕ вăл, халĕ те хăнана-мĕне пуçтарăнсан аса илсех тăраççĕ. Чăнласах та халăх чĕрине кĕрсе йăва çавăрнă юрă вăл. Халăха питĕ çывăх пулнăранах ĕнтĕ ăна вĕçĕмех кĕвви те, сăмахĕсем те халăхăн тесе пĕлтереççĕ. 1990 çулсен пуçламăшĕнче çеç çуралнăскер пулин те. Авторĕсем хамăр хушăрах пулнă вăхăтрах. Ку юрра манăн Чăваш телевиденийĕнчи ĕçтешсем хайланă: кĕвви — пирĕн сасă режиссерĕн Владимир Неверовăн, сăмахĕсем — Михаил Желтовăн. Чылай сăвăç, композитор телевиденипе радио редакцийĕсенче эфирта хăйсен ятне асăнманшăн вăрçăнса çӳрет, халăх тӳрех ярса илнĕ юрра çыракансенчен вара кун пирки пĕр сăмах та илтмен. Тĕрĕссипе, çĕнĕ хыпарсен телекăларăмĕсен редакцийĕнче ĕçлекен Михаил Желтов чăваш литературинче хăйĕн сăввисемпе, фантастикăллă калав-повеçĕпе самаях палăрма пуçланă Михаил Сунтал пулнине малтанласа чухласах та кайман ĕçрисем. Телевидение вăл Володя Неверовпа паллашса юрă çыриччен кăшт маларах çеç вырнаçнăччĕ-ха. Эпир вара, иксĕмĕр, 1985-1986 çулсенче паллашрăмăр. Эпĕ ун чухне Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеттĕм те Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕпе пĕр çуртрахчĕ ĕç вырăнĕ, тĕрлĕ хутра кăна, Сунтал унта çыравçăсен пĕрлĕхĕ çумĕнче çамрăк авторсем валли йĕркеленĕ литература кружокне çӳреме пуçланă. Хăй вăл приборсем тăвакан «Элара» заводра электронщик пулса ĕçлетчĕ пулмалла. Ун чухне эпир унашкал професси пуррине те пĕлмен. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнчен çавнашкал техника пĕлĕвĕ илсе тухнă. Литературăран чылай аякра пулмалли çын сăвăсем, калавсем çырма пуçланă. Чăн литература çулĕ çине ăна Василий Кервен сăвăç илсе тухнă. Çамрăк авторăн /М.Желтов ун чухне самаях çулланнă çынччĕ-ха ĕнтĕ/ пĕрремĕш фантастикăллă повеçне пичете майлаштараканĕ шăпах вăл пулнă.

1992 çулта эпĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин радиовещанийĕнче чăваш кăларăмĕсем йĕркелеме пулăшса ĕçленĕ хыççăн тепĕр хут телевиденине таврăнтăм та Михаил Павлович Чăваш радиона куçичченех пĕрле ĕçлерĕмĕр. Нумай хутшăннă, нумай калаçнă. 1980 çулсен вĕçĕпе 1990 çулсен малтанхи çулĕсенчи тапхăр вăл — наци юхăмĕ аталанса, хĕрсе пынă вăхăт. Хальччен уççăн хускатма юраман чăваш¬лăх ыйтăвĕсен тавраччĕ, паллах, ун чухнехи пирĕн калаçусем. Ĕç пӳлĕмĕнчисем те, эфиртисем те. Эпир унпа манăн «Тавсси» телеканала пĕрлех ертсе пынисем те пулнă: чăваш тĕнĕ, суверенитет тата ытти пирки те. Студире йышлă аудитори, экспертсем, уçă эфирта сехет çурăшар ĕçлетпĕр. Хĕрӳ калаçусем, тавлашусем, телекуравçăсен ыйтăвĕсене йышăнатпăр, йышлăччĕ вĕсем. Вячеслав Тимуков /вăл председатель çумĕччĕ¹ пире хут çырса парать: «Калаçу лайăх пырать, сирĕн хыççăнхи кăларăма эфиртан кăларатпăр, тепĕр çур сехет ĕçлеме пултаратăр». Хальччен пуç усса пурăннă, хăйĕн тĕп хулинче тăван чĕлхипе ирĕклĕн, уççăн калаçма хăю çитереймен чăваш самай чĕрĕлнĕччĕ ун чухне. Шел, нумая тăсăлаймарĕ ку тапхăр. Айккинчен хистемесĕрех хамăрах пăчлантартăмăр.

Михаил Павловичпа эпир чăваш халăхĕ паянхи кун ама е аçа текен гипотеза патне те пырса тухнăччĕ. Кашни çынрах амалăх та, аçалăх та пур. /Ку — ученăйсен пĕтĕмлетĕвĕ, арçынра амалăх çиеле тухать те çавăнпа «кăваккисем» тупăнаççĕ-мĕн. Кун çинчен эпĕ тахçан «Учительская газета» хаçатра вуланăччĕ/. Халăх çынсенчен тăрать, эппин халăхра та çав дуализм тапхăрăн-тапхăрăн палăрать. Пурнăçа тăсаканĕ — ама, вăл пурнăçшăн тăрăшать, арçын авланса çемье çавăрнă, ача çураттарнă, хăйĕн çут çанталăк умĕнчи тивĕçне пурнăçланă, унăн «вилмелле» /хăш-пĕр пулă çавăн пек: вăлча сапнă — вилнĕ¹, арçынна та диван ытларах туртма пуçлать. Хĕрарăм пурнăçа тăсас тесе пĕтĕм вăйне хурать. Сунталпа иксĕмĕрĕн пĕтĕмлетӳпе пирĕн чăваш халăхĕн тапхăрĕ хальлĕхе — аçалăх. Унăн ама тапхăрĕ /пассионари¹ пуçлансанах чăваш чĕрĕлет. Кулăшла пуль, эпир чăнласах çапла шутланă. Сунталăн шухăшлавне эпир хамăр хушăра «конструкторла» теттĕмĕр. Пирĕн, гуманитари çыннисен, шухăшлав маларах ӳкнĕ пĕр йĕрпе тенĕрех пырать, вăл пĕтĕмĕшне пач сĕмленмен ракурспа курать, шухăшлавĕ анлăччĕ. Ку тĕлĕшпе маншăн вăл хăйне евĕр лаборатори пек те пулнă тетĕп. Фантазийĕ чăнласах та вăйлăччĕ ĕнтĕ унăн. Фонтан пек тапса тăратчĕ.

Каярахпа телерадиокомпанин ертӳçи пулнă Сергей Павлов вырăнне /тав ăна, вăл пире чăнласа ĕçлеме чарман, М.Сунтала та нимле журналистика пĕлĕвĕсĕр, хăнăхăвĕсĕрех ĕçлеме илнĕ, ăна хăйне тупма май панă¹ çĕнĕ пуçлăх килчĕ. начарах марччĕ, унпа та ĕçлеме пулатчĕ, хăйне пĕрре те пуçлăх вырăнне хумастчĕ /Наталья Володина пирки калатăп, анчах шел, вăл В.П.Большовăна /унччен компани председателĕ пулнăскере¹ каялла илсе килчĕ. ТВран ГКЧП майлă пулнипе кăларса янăскер ырă кăмăлпах таврăнмарĕ курăнать: чылайăшĕн, тĕрĕссипе, чи пултаруллисен /«70 те 7» студи йĕркеленĕ Татьяна Ильинапа Владимир Филипповăн, калăпăр¹ ĕçрен каймалла пулчĕ. М.Желтов вăл вăхăта Чăваш радиона куçнăччĕ ĕнтĕ. Питĕ лайăх кăларăмсем йĕркелесе янăччĕ: «Кăмăл турамĕ», «Литература тата пурнăç» тата ытти те. М.Сунталăн питĕ лайăх калаçу манерĕ пурччĕ, вăл кăларăма уйрăм радио итлекенпе сăмахланă евĕр ертсе пыратчĕ. Ахăртнех, итлекенсем кашни хăйĕнпе калаçнă пек туятчĕ пулмалла, çавăнпа ăна питĕ тимлесе итлетчĕç. Унсăр пуçне, ăслă калаçусем, халăха кирлĕ шухăшсем калатчĕ вăл. Тĕрĕссипе, вăл ытти чылай журналист пек каласа памасть, вăл пĕр-пĕр тема тавра итлекен умĕнче шухăшлать. Унăн тӳрех хăйĕн аудиторийĕ йĕркеленчĕ. Ахăртнех, унăн эфирти ăнăçăвĕ пĕр çынна /хушаматне асăнмăп¹ кĕвĕçтерчĕ пулать-ши, вăл ĕçрен ямаллисен списокне тăвакан В.Большовăн пуçне çавăрчех пулĕ-и — М.Сунтал «хура» списока лекрĕ. Н.Володина мана темиçе хутчен те: «Да вернется твой Желтов!» — терĕ-терĕ, анчах Михаил Павлович, университета ĕçе вырнаçнăскер, хăйĕн пурнăç çулне пачах урăх еннелле çавăрса ячĕ — вăл наука çынни пулса тăчĕ: философи докторĕ! Асăрхарăр пулĕ, вăл хăйĕн пурнăçне пат татса ним çуклăхран тепĕр пач урăхла йышши çĕнĕ тапхăр пуçлама пултарать. Кун пек пулма вăй кирлĕ, пултарулăх, хăвна шанни, ху çĕнтерӳçĕ пулассине ĕненсе тăни. Сунтал пек çирĕп çын, е урăхла калама пулать пуль: вăл хăйне пурнăç сунталĕ çине хурса туптанă. Ыйтман пĕрре те унран: мĕншĕн «Сунтал» хушма ят суйласа илнĕ вăл? Чуххăммăн мар-çке-ха.

Халĕ, ак, ыйтас тесен те ыйтаймастăн: чӳк уйăхĕн вĕçĕнче вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Чылай вăхăт чирлесе пурăннă хыççăн. Шел, питех те шел, ун пек юлташа, ĕçтеше, çыравçа çухатма. Ăна çывăх пĕлнĕ çынсен пурнăçĕ, чунĕ çеç мар, чăвашăн илемлĕ çырулăхĕ те катăлса юлчĕ.

Манăн архивра пĕр радиокăларăмăн микрофон папки упранать. Самаях сарăхнă хут çинче машинкăпа пичетлени пур: ДИКТОР /студирен¹. Вăхăт… «Пурнăç тата литература» калаçу пуçлатпăр. Михаил Желтов редакторпа Арсений Тарасов çамрăк çыравçă хутшăнаççĕ.

Чăваш радио дикторĕ çапла пĕлтернĕ те малалла эфирта çак калаçу пулса иртнĕ.

М.СУНТАЛ. Пĕр ыйту тавра шухăшласа пăхас килет чи малтан: литературăпа пурнăç пĕр-пĕринпе мĕнле шайлашса сыпăнса пыраççĕ-ши? Хирĕçӳллĕ-и вĕсем е пĕр-пĕринпе килĕштерсех пурăнаççĕ-и?

А.ТАРАСОВ. Тен, эпир тĕрĕсех те ăнланса каймастпăр литература пĕлтерĕшне? Эпир калатпăр: литературăн паянхи пурнăçа сăнласа памалла. Вулакан çак пурнăçа кĕнеке вуламасăрах курать. Мĕншĕн кĕнекере курмалла? Çапла шутласа кĕрсе кайсан литература пĕлтерĕшĕ, тĕллевĕ кăшт урăхла пулмалла пек. Эппин, вулакан кĕнекере урăххине шырать. Çакна ăнланса илмелле пуль. А мĕн шырать вăл?

М.СУНТАЛ. Ман шутпа, хăйĕн чунĕн ыратăвне шырать. Мĕн пулăшма пултарать ăна çак пурнăçра — çавна. Тен, ăна вăл калавра тупать. Пире пĕрмаях тем çитмест. Çав çитменнине çитересшĕн эпир.

А.ТАРАСОВ. Манăн чун ыратать. Санăн та çавна пулах ыратать пулсан пирĕн иксĕмĕрĕн чунсем пĕр пек. Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр, пĕр-пĕринпе курса калаçас килет. Пĕр-пĕрне пулăшма пултаратпăр. Ахăртнех вулакан та çав кĕнекере хăйĕн пек çынна шырать, çын пек курать. Шел пулин те, пирĕн кĕнеке вара, писатель çырни, вулаканшăн куçран куçа калаçмалли çын вырăнне пулаймасть. Çавăнпа вăл пирĕн кĕнекесенчен писет. Писнĕ те пуль.

М.СУНТАЛ. Çыравçă чăн малтан хăй писнĕ. Унăн çын, çемье, ял, халăх ыратăвне пĕлсе тăмалла. Вара тин куçа-куçăн калаçма май килĕ. Кĕнекесем те вуланĕç.

А.ТАРАСОВ. Тепĕр ыйту тупăнать: камсем вулаççĕ? Хĕрарăмсем-и, арçынсем-и? Телейлисем-и е телейсĕррисем-и? Чăн-чăн литература вăл, паллах, вулакансене пайламасăр — пурне те тивĕçтерсе тăрать. Достоевский, Толстой, Распутин, Айтматов, калăпăр. Вĕсене уйрăм категорисемпе уйăрма çук. Пурте вулаççĕ, кашниех хăйĕн валли мĕн те пулин тупать. Эпир вара уйрăмшар çынсем валли çырнă пек туйăнса каять. Пирĕн пурнăç мĕнрен тăрать, мĕн çинчен никĕсленет — çавăн çинчен çырмалла. Пирĕн пурнăç — кирпĕчрен купаланă çурт тесе сăнарлатпăр. Çитменлĕхсем унта… Лайăххи, начарри… — тем те пур: проституци, алкоголизм, тăванлăх татăлни… Пĕтĕмпех çавсенчен купаланать пирĕн пурнăç. Çырмалла çав çурт çинчен. Анчах та эпир çавăн çинчен те мар, пĕр кирпĕч çинчен çыратпăр. Кирпĕчне кăна туртса кăларнипе нимĕн те улшăнмасть.

М.СУНТАЛ. Пурнăç, чăнах та, питĕ кăткăсланса çитрĕ. Вăл питĕ анлă япала. Ăна кăтартас тесен анлăрах çырмалла. Пĕчĕк кирпĕч урлă та, тен, сăнласа пама пулать пулĕ те… талант пысăк пулмалла. Çав кирпĕч ыттисемпе мĕнле çыхăнса- сыпăнса тăнине кăтартса пама пултарсан.

Арсений ТАРАСОВ.

Тĕплĕнрех вулас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.