Комментировать

22 Мар, 2022

«Хыпар» 30 (27909) № 22.03.2022

«Те лутра пулнипе – мана пуля лекеймерĕ»

Донецк хулинче пурăннă Олег Леонидов ветеран каласа кăтартни чуна çӳçентерет

Донецк хулинче пурăннă Олег Леонидов сакăр теçетке çула çитсен алла пăшал тытасси çинчен шухăшлама та пултарайман, анчах 2014 çулта Донбаса бандеровецсем тапăнсан вăл ополчени йышне тăнă.

«Нацистсем пирĕн хулана пĕрмай перетчĕç, бомба пăрахатчĕç. Пеме пуçласанах çынсем путвала анса пытанатчĕç. Ялан хуралта тăраттăмăр. Пирĕннисен малтанхи вăхăтра пăшал тавраш çукпа пĕрехчĕ, каярахпа кăна тупăнчĕç. Броньлĕ машина та пурччĕ. Хулана хӳтĕлекенсен йышĕнче шахтерсем йышлăччĕ. Вĕсем питĕ хăюллă та хастар. Паттăррăн çапăçаççĕ. Шел те, нумаййăн пуç хучĕç. Эпĕ мĕнле чĕрĕ юлнă, хам та пĕлместĕп. Те лутра пулнипе — мана пуля лекеймерĕ», — терĕ паян Çĕнĕ Шупашкарта хӳтлĕх тупнă ветеран. Унта вăл аппăшĕ патĕнче пурăнать. Аппăшĕпе упăшки иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Химпрома» ĕçлеме килнĕ.

Олег Владимирович — вырăс çынни, Орел хулинче çуралса ӳснĕ. 1953 çултанпа Донецкра пурăннă, Пĕтĕм Союзри сăрт-ту ĕçĕн наукăпа тĕпчев институтĕнче нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăмах май, унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăшмана Донбасран хăваласа Берлина çитнĕ.

— Украина çарĕсем Донецк çывăхĕнчи чылай ял-поселока çавăрса илнĕччĕ, хуларан кĕме-тухма памастчĕç. Нумай кил-çурта аркатрĕç, вĕсем çынсене те ним шелсĕрех перетчĕç. Çапах ниме пăхмасăрах хула пурăнчĕ, Донецкри завод-фабрика, ытти предприяти графикпа килĕшӳллĕн ĕçлерĕç. Кăçал Раççей çарĕсем ятарлă операци пуçланă хыççăн нумай яла ирĕке кăларчĕç. Донбасс çыннисем Раççейпе пĕрлешме хирĕç мар. Унта вырăссем, Раççей гражданинĕсем нумаййăн пурăнаççĕ.

Киев — вырăс хулисен амăшĕ, ăна нацистсенчен ирĕке кăларасса шанатăп, — терĕ пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Крым Раççей йышне кĕнĕренпе 8 çул çитнине халалласа Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» концерта пынă Донецк çынни.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Раççей тĕрлĕ халăха пĕрлештерсе тăнине черетлĕ хут аса илтерчĕ. «Нумай наци – пирĕн çĕршыв пуянлăхĕ. Крым та пирĕн патра хӳтлĕх тупрĕ. Украинăра, Донбасс тăрăхĕнче пурăнакансем те пирĕншĕн ют мар. Паянхи кун унта пулса иртекен ĕçсем чуна хумхантараççĕ. Çар операцийĕ вĕçленнĕ хыççăн унта тăнăç пурнăç пуçланасса шанатăп. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерĕпĕрех», — терĕ вăл пурте пĕрле пулмаллине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине палăртса. Регион ертӳçин шухăшĕпе Пенсионерсен союзĕн хастарĕ Лидия Шмелева та килĕшет. «Эпир мĕн ĕлĕкрен тĕрлĕ наци халăхĕпе туслă пурăннă. Пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреттĕмĕр. Украинăра та пулса куртăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Фермăна амăшĕ чĕннипе пынă та…

Республика Пуçлăхĕ 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче указ кăларса Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозăн машинăпа ĕне сăвакан операторне Лариса Здорновăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă.

Вăл хуçалăхра 37 çул ытла ĕне сăвать. Надежда Андреева дояркăпа пĕрле 2021 çулта 59 ĕнерен вăтамран 8153-шер килограмм сĕт сунă.
ЧР Ял хуçалăх министерстви ĕнесен продуктивлăхне çуллен ӳстерме тĕллев лартать. Ку ĕçе Лариса Здорнова та тӳпе хывать. Калăпăр, сăвăма пысăклатмашкăн ытти дояркăна вĕрентме те пултарать. Çитĕнĕвĕн сăлтавĕсемпе паллашар-ха.

— Пĕрремĕшĕ — выльăха кирлĕ тĕрлĕ элемент тытса тăракан паха апат çитерни, — каласа кăтартрĕ оператор. — Вăл пирĕн ĕнесен умĕнчен татăлмасть, ăна колхозра çуллен çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Рационра — патока, силос, дробина, сенаж, витамин-минерал премиксĕ, тăвар, шыв. Кунне виçĕ хутчен фураж паратпăр. Силос-сенажа, ыттине миксера Андрей Белов тракторист тиесе тултарать, Сергей Ильин ăна çавăрттарса, вĕтетсе хутăштарать, ĕнесен умне тăкса тухать. Юлашки тăватă-пилĕк çул ĕнтĕ çапла çитеретпĕр. Маларах уйрăммăн панă. Тен, хутăштарса апатлантарнăран та сăвăм çуллен ӳсрĕ?

Иккĕмĕшĕ — Лариса Здорнова ĕçлекен Хурамалăх ферминче хура-шурă ĕнесен голштин ăратне ĕрчетни, продуктивлă ĕнесенчен илнĕ тынасене кашни çулах кĕтĕве кĕртни, чирлисене, хĕсĕррисене, сăвăма катакансене унтан вăхăтра кăларни, ĕнесене 4-5 çултан ытла усраманни /çак тапхăрта сĕт ытларах, ватăлнăçемĕн сахалрах антараççĕ/, вĕсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерни /вăкăрпа чуптарсан кĕтӳре чир-чĕр сарăлма пултарать/.

— Виççĕмĕшĕ — фермăра ĕçлекен кашни çын ӳсĕмшĕн тăрăшни, — палăртрĕ унăн ертӳçи Эльвира Соловьева, коллектива 13 çул ертсе пыраканскер. — Вера Николаева зоотехник рациона пăхăннине тĕрĕслесех тăрать, сăвăма пĕр шайра тытса тăма ыйтать, Александр Ястребов ветеринар чирлĕ выльăха çийĕнчех сиплет, тĕрлĕ амака фермăра сарăлма парас мар тесе профилактика ĕçне пурнăçлать, Дмитрий Волков селекцие тĕрĕс йĕркелет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Кинĕм, мĕн-ма пĕрре те выртса канмастăн-ха эсĕ?»

Ял хĕрарăмĕ тума пĕлмен ĕç сахал. Кил-çурта хăтлăлатасси, ачи-пăчине тивĕçлĕ пăхса çитĕнтересси унăн тĕп тивĕçĕсем тетпĕр. Унсăр пуçне чун ыйтнине пурнăçлаканни те пайтах. Пĕрисем юрă-ташăра маттур, теприсене алă ĕçĕ тăвас енĕпе çитекен çук. Виççĕмĕшсем тутлă апат-çимĕç пĕçерме ăста. Нумаях пулмасть курса калаçнă Галина Мулюкова вара ăна та, кăна та чăн-чăн маçтăрла пурнăçлать. Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан хастар та пултаруллă хĕрарăмпа сире те паллаштарар.

Пукане валли — шакмаклă кĕпе

Галина Васильевна калашле, Турă кашни çынна хăш енчен те пулин ăсталăх паратех. Анчах хăв тăрăшмасан тӳперен нимĕн те персе анмĕ. Тури Туçапа кӳршĕллĕ Вăтаел ялĕнче кун çути курнăскер мĕн пĕчĕкрен тĕрленĕ. Пилĕк-ултă çулта чухнех амăшĕпе ăмăртса пурнăçланă çак ĕçе. Ăсталăха çултан-çул ӳстерсе пынă. Çитĕнсе çитсен унăн ытти пултарулăхĕ те «тăкăнса тăма тытăннă».

Тури Туçари вăтам шкула пĕтерсен Патăрьелти ялти техника профессийĕсен училищинче ветеринара вĕреннĕ. 21-ри пикене тӳрех «Гвардеец» колхозăн Тури Туçари сысна ферма заведующине ĕçе илнĕ. Çак ялти Геннадий Мулюковпа çемье çавăрнă, килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ ялти ача садĕнче хуçалăх заведующийĕнче ĕçленĕ, кочегарĕ те хăех пулнă. Галина Васильевнăн вара кăшт каярах осеменаторта та, сысна пăхаканра та, бригадăра та вăй хума тивнĕ. Пĕр ĕçе те тиркемен. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче упăшки ĕçлекен «Сарă хĕвел» ача садне няньăна вырнаçнă, унтан садикĕн хуçалăх заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçлама пуçланă. Çак вырăнта 22 çула яхăн ĕçленĕ вăл. Тивĕçлĕ канăва та çавăнтанах кайнă. Геннадий Яковлевичпа Галина Васильевнăн хăйсен ачи пулман, çавăнпа ача çуртĕнчен 10 кунри пепкене усрава илнĕ. Алинăна Мулюковсем хăйсен чун ăшшине парса çитĕнтернĕ. Тĕлĕнмелле вĕт: юнпа тăван мар пулсан та, хĕрача амăшĕ пекех ĕçчен те хастар, алă ăсти пулса çитĕннĕ. Пĕр енĕпе Галина Васильевнăран та ирттернĕ: шкулта вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме вĕреннĕ. Амăшĕ те унран юлас темен, хĕр пĕрчипе юнашар ларса çĕнĕ ĕçе хăнăхнă. Халĕ Мулюковсен килĕнче 15-17 çул каялла пĕрле пурнăçланă произведенисем — чăваш тумĕ, тухья тăхăнтартнă пуканесем — сумлă вырăнта упранаççĕ. Амăшĕпе тĕпренчĕкĕ пуканесене шакмаклă кĕпе, тĕрĕллĕ саппун, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă тухья тăхăнтартнă.

Алина хăй те çемье çавăрнă ĕнтĕ, вĕсем мăшăрĕпе Сашăпа икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Апла пулсан та çамрăк хĕрарăм алă ĕçне пăрахмасть. Тутарстанри Пăва районĕнчи Хыркассинче пурăнаканскер унти чăвашсен пултарулăх ушкăнĕнче юрлакансем валли тухья, хушпу хатĕрлет. Çак енĕпе ăна амăшĕ те пулăшать.

Алăра ĕç пур чухне…

Галина Васильевнăн мăшăрĕ Геннадий Яковлевич йывăр чире пула 16 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Унăн амăшĕ те Мария Захаровна чылай вăхăт чирлĕ пулнă, апла пулин те кинĕ лайăх пăхнипе унăн тата пилĕк çул пурăнма май килнĕ. Çапла майпа Алина 13 çула çитиччен тулли çемьере — ашшĕпе амăшĕпе — юнашар пурăннă. Асламăшĕ те питĕ юратнă шăпăрлана.

Вăхăт сиплет теççĕ. Пăянамăшĕ çут тĕнчерен уйрăлсан çулталăкран Галина Васильевна çĕнĕ мăшăрлă пулнă. Владимир Трофимовпа, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳелте çуралса ӳснĕскерпе, Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕскерпе 10 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Ачалăхра пуçăннă юратнă ĕçне паян та малалла тăсать Галина Васильевна. Шкула кайма пуçличченех тĕрлеме, 5-мĕш класра чĕнтĕр çыхма вĕреннĕскер чылай çынна тутăр, саппун, турăш карри тĕрлесе панă. Пуканесене чăвашла тум тăхăнтартма пуçланăскерсене район ертӳлĕхĕ те асăрханă. Ютран килекен хăнасем валли парнелĕх чăваш пуканисем хатĕрлеме саккас панă. Чăваш кĕпи малтан та пулнă-ха Галина Васильевнăн. Анчах авалхи майпа пурнăçланисем мар. Çавăнпа чăн чăвашла, кĕнекесенчи эрешсене тĕпе хурса малтан пĕр кĕпе, унтан тепĕрне çĕленĕ. Ал ĕç маçтăрне кĕçех республикăри ремесленниксен гильдине илнĕ. Унти ăстасемпе хутшăнни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни Тури Туçа алă ĕçченне аталанма пулăшнă. Галина Мулюкова хушпу, тухья тума пикеннĕ.

— Нимĕнле хĕрарăм та ахаль лармасть, кашниех хăй мĕн пултарнине тăвать. Мана вара алă ĕçĕ питĕ туртать, чуна лăплантарать, — тет Галина Васильевна. — Пĕрремĕш мăшăр та, пăянам та вилнĕ, ăшран тухмаççĕ вĕсем нихăçан та. Алăра ĕç пур чухне вара хама урăхларах туятăп.

«Кам пĕлмест пуль кĕрен чечекне…»

Галина Мулюкова чунĕнче мĕн пуррине сăвă йĕркисем урлă та калать. Чĕлхи вĕçне килнĕ малтанхи йĕркесем çаксем пулнă: «Кам пĕлмест пуль кĕрен чечекне, çĕр çумĕнчен йăпшăнса тухнине. Тухать вăл чиперрĕн, ӳсет вăл хастаррăн пире илĕртсе кунсерен…» Ашшĕпе амăшĕ Василипе Ольга Леонтьевсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ тĕле каллех чĕререн тухакан ăшă сăмахсем шăрçаланнă. «Шухăшлатăп ялан Сан çинчен эп, аннем, Мĕн-ши пулчĕ сана? Ма салху эс ялан?.. Санăн пур ачусем, Мăшăр тупрĕç хăйсем. Пурпĕрех вĕсене Эсĕ кирлĕ, аннем. Аттепе эс пĕрле Аллă çул пурăнса Эс пиллерĕн пире Пехиле хăвăнне…»

Ирпе ирех тăрса ĕçе утнă-и е каçсерен ыйхă çухалнă вăхăтра шухăша кайса выртнă-и — пуçа сăвă йĕркисем капланса килнĕ. Ун пек чухне алла ручка тытма васканă хĕрарăм. Çапла çуралнă «Кĕркунне» сăвă та: «Сивĕ çилĕ вĕрет, Йĕпе юр çукалать. Каçсерен ай, шăнтать, кĕркунне çывхарать. Хирсенче хурçă ут Хăй ĕçне халь вĕçлет. Капансен хушшинче Калча çеç ешерет…» Кĕркунне те, хĕл те хыçа юлаççĕ, умра — çуркунне. Халлех чĕре хавхаланса тапма пуçлать, çуркуннепе çĕнĕ шанăç çуралать… «Çуркунне, çуркунне, çуркунне, ма килетĕн-ши эс, çуркунне? Ман чунри манăçми туйăма Ма хускатрăн-ши эс, çуркунне?..» «Ай, савниçĕм, ай, савниçĕм, мĕншĕн кайрăн пăрахса? Манăн чуна, манăн чуна Ма хăвартăн амантса?..» йĕркесем валли вара Галина Васильевнăн кĕвви те тупăннă. «Мăшăртан, пăянамран аванмарланаттăм кунашкал юрăсене юрлама, çавăнпа ĕне сунă е пĕр-пĕр ĕç тунă вăхăтра ĕнĕрлесе лараттăм, — иртнине куç умне кăларчĕ Галина Васильевна. — Сăвăсемпе тĕрленчĕксене район хаçатне те ярса панă, анчах хамăн ята палăртма вăтанаттăм. Пăянам ячĕпе пичетлени те пулнă. Пĕр каç вăранса кайрăм та — урамра çил улать. Пĕрремĕш упăшкам вилес умĕнхи вăхăт аса килчĕ. Ун чухне те çанталăк çавăн пек усалччĕ. Каллех чун-чĕрери йывăр шухăшсен серепине лекрĕм, сăмахсем хăйсемех пĕрин хыççăн тепри тухса пычĕç». Галина Васильевнăн сăввисем сакăр çул каялла «Мĕн кирлĕ-ши чĕреме?» ятпа кун çути курнă.

«Çăл куç» кĕтесре

Тури Туçара клуб ĕçлеменни чĕрĕк ĕмĕр те пулĕ. Ял çыннисем кирлĕ чухне шкулта, спорт залĕнче пуçтарăннă. Иртнĕ çул колхоз правленийĕн кивĕ çуртĕнче «Çăл куç» туслăх кĕтесĕ йĕркеленĕ. Унта ял хĕрарăмĕсем эрнере виçĕ хут пыраççĕ. Малтан спорт залĕнче Виталий Глинкин ертсе пынипе тĕрлĕ хускану туса кĕлеткене çемçетеççĕ. Унтан курăк чейĕ ĕçсе каннă хыççăн юрă-сăвă тĕнчи хуçаланма пуçлать. Пултаруллă хĕрарăмсенчен йĕркеленнĕ ушкăн кашни уява тивĕçлĕ шайра паллă тума тăрăшать.

Галина Мулюковăн юррисене вырăнтисем кăна мар, чăваш эстрада артисчĕсем те шăрантараççĕ. «Хăшĕсем манăн юрăсен сăмахĕсене кăштах улăштаркаласа хăйсен тăвас терĕç пуль, — пăшăрханăвне пытармарĕ Галина Васильевна. — «Ах, пĕлесчĕ» юррăма «Ах, савниçĕм, савни» ят пачĕç. «Ах, пĕлесчĕ, савни, сан пĕлесчĕ ман чĕре мĕнлерех çуннине. Ир пулсан та, каç пулсан та эп сана чăтăмсăр кĕтнине…» йĕркесене эпĕ ялти ача садĕнче ĕçленĕ çулсенчех юрлаттăм. Кĕвви те хамăнах. «Пурнăçăм шăвать» юррăм Мария Горшковăн репертуарĕнче пурччĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Веçех чăн пурнăçри пек

Санитари вакунĕнче медсестра аманнă салтака кашăкран апат çитерет. Тепĕр вакунĕнче блокадăри кушаксем çухăраççĕ. Тата тепринче — концлагерь… Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкара «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» çитсе чарăнчĕ. Музейре ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов Етĕрне районĕнчи Советски шкулĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле пулчĕ. Çавăн пекех «Çĕнтерӳ пуйăсне» РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, министрсемпе хула ертӳçисем кĕрсе курчĕç.

Çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ

Тăван çĕршывăн Асăл вăрçи халăхăмăрăн асĕнчен нихăçан та тухас çук. Совет çыннин паттăрлăхĕ, Çĕнтерĕвĕ çинчен ăру хыççăн ăру пĕлет, вулать, курать, музейсенче паллашать. «Çĕнтерӳ пуйăсĕнчи» пек скульптура композицийĕ паянхи кун тĕнчери нихăш музейре те çук. Çав вăхăтрах унта салтаксене, ачасене, хĕрсемпе хĕрарăмсене, ватă çынсене сăнарланă кĕлеткесем çеç мар, видеопроектсемпе видеостена та пур. Вакун хыççăн вакуна кĕретĕн те вăрçă вăхăтĕнчи ахăр саманана туятăн. Чун çӳçенет, чĕрене ыраттарать. Пуйăс чашлатса васканă май чӳречерен ялсем, вăрмансем юлса пыраççĕ.

— Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă лайăх проект ку. Кашни вакуна, мĕн пур япалана, кăсăкланса пăхрăм. Чăн-чăн пурнăçри пек, хумхантарать. Профессипе тухтăр пулнă май çар госпитальне сăнланă вакун пушшех тыткăнларĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи медицина кĕнекисем, инструментсем интереслентерчĕç, чуна пырса тиврĕç. Пуйăсри музее йĕркелекенсене тав тăвас килет. Çамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ку. Шкул ачисен çак музее çитсе курмаллах. Ку — истори. Пирĕн асатте-асанне, кукаçикукамай тӳснĕ нуша. Паянхи самана ыйтакан музей çапла пулмалла та. Пирĕн валли виçĕ кун сахалрах паллах. Пуйăс тата килессе шанатпăр, — «Çĕнтерӳ пуйăсĕпе» паллашнă май чунне уçрĕ Леонид Ильич.

Пĕчĕк пушмаксем таранах

Акă пĕрремĕш вакун… Вăрçă пуçланман-ха. Пуйăсри пассажирсем савăнăç лă, вĕсем пĕр-пĕринпе калаç аççĕ, ĕмĕчĕсене уçаççĕ, анчах вĕсене хăрушă вăрçă татнă…

Кашни çемьере пурнăç улшăннă, куççуль тăкăннă. Музейĕн иккĕмĕш вакунĕ — вăй питти арçынсем, хĕр çумне те ларса курайман яшсем — пурте алла пăшал тытса çĕршыва хӳтĕлессишĕн кар тăнă. Çумрах — хăрушă концлагерь. Нимĕçсем хурал тăраççĕ, йĕплĕ пралук карнă, йытăсем вĕреççĕ. Ку — виççĕмĕш вакунра. Фашистсен пуçа вырнаçман тискер ĕçĕсем, чуна ыраттаракан ӳкерчĕксем: шывсăр, пĕр татăк çăкăрсăр халтан кайнă çынсем, никам умĕнче айăпа кĕмен пĕчĕк ачасем. Музейре вĕсен пĕчĕк пушмакĕсем… Тăваттăмĕш вакуна куçсан аманнă салтаксем, медсестрасем куç умне тухаççĕ. Урасăр е алăсăр юлнă-и — çирĕп чунлă совет салтакĕ йынăшман, пурнăçа юратнă, тăнăçлăхшăн чун тухиччен кĕрешнĕ. Шурă халатлисен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçне, паттăрлăхне çак вакунра сăнланă. Асаплă вăрçă вăхăтĕнче кашни медсестран аманнă 165 салтака пăхма тивнĕ: суран çыхмалла-и, апат çитермелле-и, вакуна тасалăхра тытмалла-и — нăйкăшман. Йывăр суранĕсене пула çырайман салтаксене те çыру шăрçалама пулăшнă… Çĕнтерĕве çывхартнă çĕрте наукăри çынсен тӳпи те пысăк. Конструкторсен, ученăйсен ĕçĕсем самолет-танк, хĕç-пăшал тума пулăшнă. Вĕсене те тăваттăмĕш вакунра кăтартнă.
Кашни экспоната сăнарĕç

— Эпĕ ку пуйăса килсе курма питĕ ĕмĕтленнĕ. Тĕллев пурнăçланнăшăн савăнтăм. Музейре пĕтĕмпех чăн пурнăçри пек. Çакă пире, шкул ачисене, вăрçă вăхăтне туйма май пачĕ. Кашни вакуна тепĕр хут кĕрсе курма, вĕсем тӳснине чуна илсе тепĕр хут ăнланма эпĕ хирĕç мар, — Çĕнтерӳ мĕнле йывăррăн килнине ăнланса сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек калаçрĕ Етĕрне районĕнчи Советски шкулĕнче ăс пухакан Екатерина Васильева.

Асаттесемпе кукаçисем, мăн асаттесем мĕнле условисене кăна тӳсмен-ши? Вакунран вакуна куçнăçемĕн чун-чĕре хумханать. Шкул ачисем кашни «салтака», кашни экспоната тимлĕн сăнарĕç. Аудиогид ăнлантарнине тимлĕн итлерĕç.

— Пирĕн мăн асаттесемпе мăн кукаçисем вăрçă çулĕсенче хăйсене мĕнле туйнине, Çĕнтерĕве мĕнле йывăрлăхпа çывхартнине ăнланатăн. Музейри кашни вакунри «пурнăç» чуна ыраттарать, çан-çурăм тăрăх сивĕ хум чупать. Мĕншĕн тесен пĕтĕм япала, пушмак таранах, çав вăхăтри пек. Салтаксен çӳçĕ те тыткăнларĕ мана — чĕрĕ çыннăнни пек, — каласа кăтартрĕ Шупашкар районĕнчи Кăшавăш шкулĕнче вĕренекен Вероника Брюханова. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Торф кăларса нуша курнă

«Тантăшсем ашшĕпе ӳсрĕç, эпĕ аттен сăнне кураймасăрах ватăлтăм…» — куççульпех макăрать 82 çулти Анастасия Михайловна. Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катекре пурăнать кинемей. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне вăл çулталăкра çеç пулнă. Анастасия Задоновăна вăрçă ачин удостоверенине те панă.

«Атте мĕнлерех пулнă-ши? — ассăн сывларĕ Наççа аппа алăри кивелнĕ сăн ӳкерчĕке сăнанă май. — Анне çакна панăччĕ: «Сулахайра тăраканни санăн аçу», — тенĕччĕ. Ку — аттен пĕртен-пĕр сăн ӳкерчĕкĕ. Урăх пĕртте упранса юлман, курнине те астумастăп. Ӳкерттерме укçи-тенки те пулман пуль. Вăл çырнă çырусем те куç тĕлне лекмен. Çырса ĕлкĕрейнĕ-ши вăл? Унсăрăн анне калатчĕ пуль. Аттене Михаил Порфирьевича 1943 çулта хыпарсăр çухалнисен списокне кĕртнĕ».

Михаил Задонов 1909 çулта Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катекре çуралнă. Агафья Терентьевнăпа çемье çавăрса тăватă ача çуратнă вĕсем. Анчах иккĕшĕ — Маньăпа Клавье — пĕчĕклех чирлесе çĕре кĕнĕ. Ывăлĕ Санькка — 1933 çулта, Наççа 1940 çулта кун çути курнă.

«Анне каласа кăтартнинчен пĕлетĕп — вăрçă пуçлансан аттене тата ялти ытти арçынна çар комиссариатне Шăнкăртама виçĕ лашапа леçнĕ. Саккăрти пиччене те лартса кайнă. Атте ăна ыталанă май: «Аннӳне лайăх пăх», — тесе сыв пуллашнă. Пĕчĕклех вилнĕ аппасене пите шеллетĕп. Пурăнса та курайман мăнтарăнсем. Медицина вăйлă аталанман, больница та çывăхра пулман, — ассăн сывларĕ Анастасия Михайловна. — Атте вăрçа кайиччен колхозра ĕçленĕ. Вăл çемьере уйрăлса тухмалли ывăл пулнă, анчах çурт туса ĕлкĕреймен, аннепе кукамайсем патĕнче пурăннă. Ăна вăрçа çавăнтанах ăсатнă. Анне 100 çул тултарсан çĕре кĕчĕ. Унăн пурнăçĕ питĕ асаплă пулнă. Атте çапăçу хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Анне икĕ ачапа тăрса юлнă, пӳрчĕ те пулман. Малтан çĕр пӳртре пурăнма тивнĕ, унтан пĕчĕк пӳрт туянса тухнă. Эпĕ ӳснĕçемĕн вăл налук тӳленине ăнланма пуçларăм. Кукамайсем патĕнче пурăннă чухне сысна усратчĕç. Ашне патшалăха памаллаччĕ. Пĕррехинче сыснана пусма кăкарчĕç. Выльăх вĕçерĕнсе кайрĕ те алкум айне кĕрсе тарчĕ. Çапла юлчĕ, илсе каяймарĕç. Хамăр çурта куçсан анне хурсем ӳстеретчĕ, ашне каллех патшалăха панă, çавăн пекех чăх çăмартине те».
Вăрçă чарăнсан савăнакан савăннă, çапăçура вилнисен тăванĕсем кăшкăрса йĕнĕ.

«Ачалăха астумастăп. Тăхăнни çинчен калаçмалла та мар, йĕркеллĕ тум пулман. Санькка пичче çăпата хуçма вĕреннĕччĕ, вăл туса паратчĕ. Хам ĕçлеме тытăнсан аннене кăштах çăмăллăх пулчĕ. Шăтăка /нӳхреп вырăнне/ хунă çĕр улми питĕ çĕретчĕ. Ытти ачапа пĕрле крахмал пуçтарма каяттăм. Унăн тути халĕ те чĕлхе çинчех. Вăл асран нихăçан та тухас çук. Анне тырă вырма ирех тăратса илсе каятчĕ. Пичче кӳршĕ ачипе пĕрле жнейкăпа выратчĕ. Эпир кĕлте çыхаттăмăр. Ĕлĕк çанталăк тата шăрăхрахчĕ. Мана киле пахча сыхлама та хăваратчĕç. Карта тытма нимĕн те çуккипе выльăх кĕресрен астумаллаччĕ. Ах, аннен шăпи йывăр килчĕ. Пӳрт туса тухмалла пулчĕ вĕт. Çынсем пек кермен пӳрте кайса кĕмен. Упамсаран пĕчĕк пӳрт туянса килсе лартрăмăр. Хам хĕр пĕвне кĕрсен Владимир облаçне торф кăларма кайрăм. Тумланма та укçа кирлĕ-çке. Çăмăл ĕç марччĕ. Урана сырма пурттенкке, тăхăнма пысăк калуш пачĕç. Çуркунне кайнă та кĕркунне килнĕ. Çапла тăватă сезон ĕçлерĕм. Хальхи пек сĕтел тулли апат çисе курман. Шалăва пуçтарса пыраттăм, аннене пӳрт туянма ярса патăм. Çавăн чухне маргарин та питĕ тутлăччĕ», — Наççа аппа хĕр чухнех чăтăмлă, типтерлĕ пулнинчен тĕлĕнмелли çеç юлать. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Çапли çапла та, çавах – çăпата

Тахçан чăвашсен гимнĕ «Çăпата» ятлă пулнă. «Сунтал» журналта вуланăччĕ. Пиччесем юрласа кăтартатчĕç. Хĕрлĕ çара чăваш вулăсĕсем пĕр самантрах 10 пин çĕнĕ çăпата туса пани çинчен те пĕлетĕп. Чăнласах çапла хисеплесе юрланă ĕнтĕ, юри кулса хăтланас çук. Василий Хутар сăвăç хăйĕн пĕрремĕш кĕнекинче çĕнĕ чăваш хăнасене çĕнелнĕ Шупашкарта çĕнĕ çăпата сырса кĕтсе илĕ тесе ĕмĕтленнĕ.

Эпĕ ватă пуçăмпа ун çинчен мар, хам ача чухне çăпата хуçнине аса илетĕп. Каламасăрах паллă: Аслă Чалтан вăрçи хыççăнхи çулсенче апат-çимĕç те, тумтир те ман пек тăлăхсен пачах пулман вăхăтсем сиксе тухатчĕç. Вара тин çеç шăтнă серте-кĕпçе, çăка çулçи-папки чуна ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.

Тата ача-пăча хĕлле тесе урама тухмасăр мĕнле пурăнтăр? Мачча çинчи кивелнĕ пушмакĕсене йăлтах тĕрĕслесе-тăхăнса салатнă ĕнтĕ. Шанчăкĕ çăпата çинче çеç. Анчах ăна кам туса парĕ-ха? Аслисем салтакра: теприсем торф кăларнă çĕрте, килтисем иртен пуçласа çĕрлеччен ĕçре — кам колхозра, кам вăрманта е чул кăларнă çĕрте. Çынна шанмалли çук. Çăварние тухмалла мар-и вара манăн? Тытрăм та пичче хатĕрлесе хунă пушăт чĕллисемпе кантрасене çенĕкрен сĕтĕрсе кĕтĕм. Çиччĕллĕ çăпата тума мана вăталăх пичче кăшт-кашт вĕрентнĕччĕ ĕнтĕ. Çăпата пуçне чиперех çавăртăм, кĕтесне кăлартăм, йăлине /кантра шăтăкне/ те йĕркеллех хăвартăм. Хушăран юрласа та илетĕп: «Хунав çăка касас çукчĕ — ывăнтарчĕ хулсене. Йывăр хуйхă курас çукчĕ — Китлĕр касрĕ чунсене», «Пĕчик пуçлă çăпата Пусас çĕре пулсанччĕ. Эсĕ, тантăш, ман пата Часрах чупса ансамччĕ», «Çиччĕпеле хуçнă сар çăпата тăххăрпала тунинчен ирттерет. Манăн пичче салтакра, тăшман пуçне лектерет», «Хура вăрман урлă килнĕ çумăр Çул тусанне пĕрех пусарать, Пирĕн пуçа лекнĕ йывăр нуша Вăхăт çитсен пĕрех çухалать…»

Вĕçне иккĕшне те çитертĕм, кĕллисене тавăрма пултараймастăп. Хăшкăлса çитрĕм. Ывăннă пулмалла — урайĕнчех çывăрса кайнă. Анне таврăнсан сиксе тăтăм та макăрма пуçларăм — çăпата хыçне хуçса пар! тесе нăйкăшатăп. Вăл вут хутса ярасшăн, выльăх пăхмалла, çимелли пĕçермелле. Манăн тата хырăм шухăшĕ таçта кайса кĕнĕ. Эпĕ çăпатасене чĕркуççи çине çыхса лартсан анне пычĕ те, тĕлĕнсе кайнă пек пулса, ятлама пăрахрĕ. Мухтаса та илчĕ. «Пуç кĕтесне çавăрнă пулсан хыçне тавăрасси мĕн вăл?» — тесе пĕр пушăтне кунталла хуçса, тепĕр пушăтне вирелле çавăрса кăтартрĕ. Çавă çеç. Хамах тавçăрса илтĕм. Унччен мĕнле çавна та пултарайман-ха вара? Кăмакана çĕр улми куршакĕ лартнă çĕре эпĕ икĕ çăпатин хыçне те çавăрса пĕтертĕм. Питĕ савăнтăм. Анне те хĕпĕртерĕ. «Çĕнĕллех сапламалла, атту пушанкарах хуçнă, тутар çăпати пек», — терĕ. Алла ăшă икерчĕ тыттарса мана анне ăшă кăмака çумне çĕклесе лартрĕ.

Çăпатапа çӳресех 7 класс пĕтертĕм. Кĕркунне-çуркунне пысăк куплак çĕлесе мăнаçланаттăм. Мана кура ытти тантăш та куплакланса, пысăкланса кайрĕ. Çулла çăпата сыхламалла вылянă чухне те, вилнисене асăнса çăпата çунтарнă кунсенче те умра аттепе пиччесен сăнĕ тăратчĕ. Салтакран курма килсен пичче вăтам шкула кайма сысна тирĕнчен тунă пушмак туянса хăварчĕ. Йĕпере шалпарланса каякан пушмак урăхран курман эпĕ.

Ĕмĕр иртсе пырать. Халĕ çăпата мар, шĕшлĕ те çук ĕнтĕ. Умра инçе курăм, çумра инçе сас йăлтăртатать. Стена çинче пĕчĕк çăпата çакăнса тăрать. Ăна Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш съездĕнче ача сачĕн воспитателĕ парнеленĕччĕ. Шупашкарта кутемĕн чăваш пахчи те юлмарĕ. Çăпата сырсах тăрса юлтăмăр иккен. <...>

Виталий СТАНЬЯЛ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.