Комментировать

18 Мар, 2022

«Хыпар» 28-29 (27907-27908) № 18.03.2022

Алă усни вырăнсăр

Паянах нумай япалана Раççейре тума пултаратпăр

Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă хаяр санкцисем çĕршыв экономикишĕн тĕрĕслев пулнине паян кашниех ăнланать. Кирек хăш отрасле ил — экономика пур енĕпе те ют çĕршывсемпе, чикĕ леш енчи поставщиксемпе çыхăннă. Çĕнĕ йышши оборудованирен пуçласа электроника валли кирлĕ пĕчĕк чипсем таран — хальччен пĕтĕмпех ютран кӳнĕ. Çак каналсем тăруках хупăнни нумай чăрмав кăларса тăратасси куçкĕрет. Ял хуçалăхĕ аптăрамĕ, анчах промышленноçшăн ку пуçран чукмарпа çапнă пекех пуласси иккĕленӳсĕр. Çав вăхăтрах нумай эксперт паянхи лару-тăрăва Раççей экономикишĕн Анăç çĕршывĕсен пăхăнăвĕнчен тухмалли сăлтав вырăнне хурса хаклать. Вĕсен шучĕпе, шăпах çакă чи малтан промышленноç отраслĕсене чикĕ леш енчен ырлăх кĕтме пăрахса хамăра çанă тавăрса ĕçлеме, производствăна аталантарма хистемелле. Ку, паллах, Чăваш Ене те пырса тивет.

Нимĕн те улшăнман теме юрать

Республикăн Промышленноç министерстви пытармасть: предприятисенче импорт чĕр таварпа, компонентсемпе çыхăннă йывăрлăхсем пур. Çав шутра — хими, çăмăл промышленноç валли кирлĕ чĕр тавар, машиностроенире усă куракан детальсем, электротехника кластерĕн предприятийĕсене кирлĕ электрон компонентсем тата ытти те. Çакна шута илсе, промышленноç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Кондратьев палăртнă тăрăх, предприятисене кризиса сирмелли, комплектламалли хатĕрсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшмалли мерăсем палăртаççĕ. Калăпăр, регионăн Промышленноçа аталантармалли фончĕ импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тĕревлемелли майсене тишкерет. Предприятисен импорта хамăрăннипе улăштарма каякан тăкакĕсене саплаштарассине тĕпе хурасшăн — тивĕçлĕ йышăну проекчĕ хатĕр ĕнтĕ.

Сăмах производство, технологисем енĕпе çĕнĕ çыхăнусем йĕркелесси пирки пырать. Чăваш Енри предприятисем Анăç патшалăхĕсем тивĕçтернĕ импорт компонентсене Раççейпе туслă çĕршывсенче тата хамăр çĕршывра туса кăларнисемпе улăштарас енĕпе ĕçлеççĕ.

Тĕрĕссипе, Европа, Америка пирĕн экономика аталанăвĕшĕн нихăçан та хыпса çунманнине пĕлетпĕр. Çакна шута илсен — нимĕн те улшăнман теме юрать. Санкцисен условийĕсенче экономика çирĕплĕхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме туса хунă штабăн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн лидерĕ Вячеслав Тимченко сенатор та çакна пусăм тусах палăртрĕ: Анăç пире чи лайăххине, чи çĕнĕ технологисене нихăçан та паман. Патшалăх Думин депутачĕ, «Тĕрĕс Раççейĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Анатолий Аксаков та хальхи лару-тăрура хурипе пĕрлех шуррине те курать. Хальччен Анăçри паллă компанисем хăйсен бренчĕсемпе туса кăларакан комплектламалли пайсемпе тивĕçтерессине айккинчи предприятисене кĕртмен, çавăнпа вĕсем хаклă пулнă. Санкцисем вара çак чарăва пăрахăçлаççĕ, хайхи детальсем тĕлĕшпе çав брендсен хуçисен умĕнчи обязательствăсем пăрахăçланаççĕ — вĕсене, сăмахран, Китайран кӳме никам та чăрмантармĕ. Унта вара, Китайра, пĕтĕмпех туса кăларни вăрттăнлăх мар. Тĕслĕхрен, ку автомобильсен производствинче курăмлă: кирлĕ детальсемпе Анăçри çĕршывсем тивĕçтермеççĕ пулсан — вĕсене Тухăçри кӳршĕсенчен туянăпăр.

Китайра кăларнă иккен

Çапах Китая кăна шанни те вырăнсăр. Лавкка-пасарта пĕр-пĕр ниме тăман япала туянма тăрсан пăхатăн та — Китайра кăларнă иккен. «Нивушлĕ çак япалана хамăр çĕршывра туса кăларма май çук?» — çакнашкал шухăш кашнин çуралнă-тăр. Ку ансат япаласене кăна мар, кăткăссисене те пырса тивет. Астăватăр-и: пĕлтĕр çĕршывра автомобильсен хакĕсем тăруках ӳссе кайрĕç. Автопроизводствăра кирлĕ электрон чип çителĕксĕр пулнипе-мĕн. Вĕсене чикĕ леш енчен кӳнĕ, çав пĕчĕк кăна детальсем çителĕксĕррипе кустăрмаллă урхамахсен производстви такăннă, дефицит вара, паллă, хаксене хăпартать. Чи интересли — çав чипсен производствинче питĕ кирлĕ хаклă металăн — палладин — пысăк пайĕпе тĕнчене никам та мар, Раççей тивĕçтерет иккен. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: апла тăк хайхи электрон чипсене туса кăларассине мĕншĕн хальччен хамăр çĕршывра йĕркелемен? Хуравĕ çук…

Санкцисем çакнашкал ыйтусен хуравĕсене тупассине вырăнтан хускатасса шанас килет. Шанăç сăлтавсăр мар — яваплă тытăмсем йăшăлтатма пуçланăн туйăнать. Нумаях пулмасть, сăмахран, Шупашкарта «Россети» патшалăх корпорацийĕн представителĕсем реле хӳтлĕхĕн хатĕрĕсен тата технологи процесĕсен управлени системисен импортне хамăрăн хатĕрсемпе улăштарас ыйтупа канашлама килсе кайрĕç. Пирĕн электротехника кластерĕ тĕрлĕ отрасле РЗА комплексĕсемпе тивĕçтерессин калăпăшĕпе Раççейре малти вырăнта. Электроаппарат завочĕ, «Релематика», «Экра», ыттисем — çĕршывра вĕсен оборудованийĕпе усă курман энергообъект сайра. Энергетика отраслĕ цифровизаци çулĕ çине тăнă май ку пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Халăх влаçа шанма пăрахнă вăхăтра ĕçлеме çăмăл марччĕ»

«Пирĕн анне хутла вуçех пĕлмен, атте тăватă класс кăна вĕреннĕ», — пурнăç çулне куç умне кăларнă май аса илчĕ Анатолий Ухтияров. Апла пулин те Анна Алексеевнăпа Ильяс Илендеевич ачисене вĕрентме тăрăшнă. Ахальтен мар Виçпӳрт Шăмăршăри тĕне кĕмен хресчен килĕнчен виçĕ юрист тухнă.

Çамрăклах лайăх енчен палăрнă Анатолий Ильич шкул пĕтернĕ вăхăтра пиччĕшĕсенчен асли Хусан университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ. Тепри те аслă шкула кĕнĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ институтра вĕренни ашшĕ-амăшне йывăра кĕртсе ӳкерессине лайăх ăнланнă çамрăк. Çавăнпа… çар училищине суйласа илнĕ.

«Курсантсене патшалăх тумлантарать, тăрантарать. Çакă та пулас профессие суйлама витĕм кӳчĕ ĕнтĕ, — калаçăва тăсрĕ Анатолий Ильич. — 1969 çулхи чӳкĕн 2-мĕшĕнче присяга тытнă хыççăн хамăн тума яла ярса патăм. Вĕсене шăллăмсем Ильяпа Виталий тăхăнма пултараççĕ-çке. Пире пурнăç иртĕнтермен. Посылка илнĕ хыççăн анне кашни кун йĕнĕ. Çар училищинче вĕреннине вăл вилме кайнă пекех йышăннă. Ара, хаяр вăрçă терт-нушине хăйсем чăтса ирттернĕ-çке. Атте фронтра пулнă». Амăшĕн чун ыратăвне чĕри патне илсе Анатолий Ухтияров училищĕрен хăйĕн ирĕкĕпе кайма шут тытнă, салтак тумĕ тăхăннă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен ăна направленипе Чулхула облаçне ĕçлеме янă. «Çав вăхăтра карьера пирки шухăшламан. Эпир, çĕр ĕçченĕн ачисем, вĕренсе лайăх специалист пулма, хваттер илме, çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ, — терĕ Анатолий Ильич. — Ун чухне çамрăк специалистсен виçĕ çул ĕçлемеллеччĕ. Анчах чун тăван тăрăха туртрĕ. Директора кун пирки пĕлтерсен мана, кĕске вăхăтра ĕçре хама лайăх енче кăтартма ĕлкĕрнĕскере, хирĕçлемерĕ».

Тăван кил çывăхнерех пулас тĕллевлĕ Анатолий Ухтияров Шупашкарта тĕпленнĕ, «Электроприбор» заводра цех пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ.

Пурнăç шкулĕ

Кĕçех ăна студентсен отрячĕсен облаç штабне тĕп инженер должноçне йышăнма йыхравланă. Ăнсăртран мар. Ку ĕçĕн хăйне евĕрлĕхне Анатолий Ильич шалтан пĕлнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электрофикаци факультетĕнче вĕреннĕ чухне стройотряд ĕçне пилĕк хутчен хутшăннă вăл, Вăрмар, Комсомольски, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенчи ялсенче телефон кĕртнĕ çĕрте ĕçленĕ. 4-мĕш курсра вĕренекенскере «Хисеп Палли» орденпа наградăланă чухне çакна та шута илнĕ ĕнтĕ. Анатолий Ухтияров Чăваш Республикинче çакăн евĕрлĕ чыса тивĕçнĕ пĕрремĕш студент пулнă…

«Çамрăксен хушшинче ĕçлесе ултă çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Çулсерен 130 ытла отряд йĕркелесе Молдовăна, Астрахане, Волгограда, Алтая, Венгрие, республикăри вун-вун строительство объектне ăсатнă. Ун чухне çĕршывра ĕçлекен çитместчĕ, — хĕрӳ çав тапхăра аса илчĕ Анатолий Ильич. — Авлансанах мăшăр питĕ кăмăлсăрланатчĕ. Шупашкар урамĕпе утса пыратпăр — мана арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те сывлăх сунаççĕ, алă тытаççĕ. Кайран çакна асăрхами пулчĕ. Ара, ĕç семестрне хутшăннисем — кашни çул 5 пинрен кая мар çын — мана лайăх пĕлнĕ. Эпĕ вĕт отрядсене ăсатса янă, кĕтсе илнĕ. Манăн шухăшпа, эпир çав вăхăтра питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Студентсем ĕçлеме кăна мар, ĕçе йĕркелеме, коллектива ертсе пыма вĕреннĕ. Боецсенчен чылайăшĕ, сăмах май, хальхи вăхăтра ертӳçĕ-пуçлăх должноçĕсенче ĕçлеççĕ».

Анатолий Ухтияров яланах вĕренме, тавра курăмне анлăлатса, тарăнлатса пыма тăрăшнă, иккĕмĕш аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленнĕ. Чулхула облаçĕнчи заводра ĕçленĕ вăхăтрах вăл Пĕтĕм Союзри юридици институтне икĕ хутчен кĕресшĕн пулнă. Анчах кашнинчех ректорат «иккĕмĕш аслă пĕлӳ илме сăлтав çук» тесе хирĕçленĕ. «Çав хутсене халĕ те упратăп. Çапах студентсен отрячĕсен штабĕнче ĕçленĕ чухне институтăн Чĕмпĕрти филиалне вĕренме кĕмешкĕн пултартăм», — пĕлтерчĕ Анатолий Ильич. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕршыв ыйтнине пурнăçланă

«Тăхăр вуннăмĕш çулсенче пурнăç йывăрланса илчĕ. Нумай ачаллă çемьесем уйрăмах нушаланчĕç. Çитĕннĕ çын ретне тăнă ывăлăн вара атте-аннерен мĕнле хăйса укçа ыйтмалла-ха? Ĕçĕ пулсан та уншăн шалу тӳлеменни пăшăрхантаратчĕ. Çавăнпа контракт çырса каллех çар ретне тăтăм. Чечня Республикине тата икĕ хут кайса килмелле пулчĕ», — Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе çав тăрăхра вăрçă алхаснă вăхăтра пурнăçлама тивнĕ Петр Марфинăн.

Вăрçăлла та вылянă, выльăх та пăхнă

Петр Николаевич Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере асли пулнăран нăйкăшма хăнăхман вăл. Çапла вĕт-ха: аслă ывăл ашшĕ-амăшĕшĕн сылтăм алă вырăнĕнчех — картишре выльăх пăхмалла-и, хире каймалла-и е ашшĕпе пĕрле кил хуçалăхĕнче пăчкă-мăлатук тытмалла-и — пур ĕçе те пĕлмелле унăн. Аслисем — тăватă ывăл, кĕçĕнни пĕр хĕр пулнăран Петьăн амăшне те пулăшма тивнĕ. Çирĕп кăмăллă, ĕçчен, спортпа туслă пулнă вăл.

«Атте Николай Петрович — колхозра, анне Мария Федоровна страхлакан агентра ĕçлетчĕç. Эпир, тăватă ывăл, паллах, ытти арçын ача пекех урамра вăрçăлла та выляттăмăр, выльăх та пăхаттăмăр, кĕлеткене пиçĕхтерсе ӳсрĕмĕр. Шкултан вĕренсе тухсан салтака кайма ĕмĕтлентĕм. Пирĕн вăхăтра çак тивĕçрен пăрăнса юласси пирки шухăшлама та пултарайман. Атте те салтак пулнă, пире хавхалантарнă. Вун саккăр тултарсан мана районти çар комиссариатне чĕнчĕç. Повестка илсен атте-анне, тăвансем ал шăллисем çакса, юлташсем салтак юрри юрласа çара ăсатрĕç. Салтак аттине Шупашкарти ШĔМĕн çарĕнче тăхăнтăм. 1996 çул. Виçĕ уйăхран Чечня Республикине илсе каяссине пĕлтерчĕç. Унта службăра тăракансене улăштармалла. Çурла уйăхĕнче чаçрен чăвашсем нумаййăн тухса кайрăмăр», — иртнине аса илчĕ Петр Марфин. Салтаксен ушкăнĕ çула тухсан Моздокра чарăннă. Унтан Чечня çĕрĕ çине çитнĕ. Çап-çамрăк каччă хальччен аякри çула тухса курманран уншăн веçех урăхла курăннă: сăрт-ту, ялĕсем те Чăваш Енри пек мар, çыннисем те урăх… Вĕсене Ассиновски станицине илсе кайнă. Çав вăхăтра лару-тăру кăштах лăпланма пуçланă пулин те ялан сыхă тăма тивнĕ. Патăрьел каччи аслă стрелок пулеметчик пулнă, заставăна боевиксенчен сыхланă. Шăпах çапăçăва вăхăтлăха чарасси çинчен килĕшӳ тунă вăхăтра тăшман йĕркене пăсма пултарнă. Боевиксен те, пирĕн салтаксен те пеме юраман пулсан та.

«Блиндажра виçĕ уйăх пурăнтăмăр. Çав çĕр пӳрте эпир пыричченех тунăччĕ — тен, пирĕн салтаксем, тен, тăшмансем?.. Ăна эпир йышăнтăмăр, — каласа кăтартрĕ вăрçă ветеранĕ. Апат çинчен ыйтсан та сăпайлăн çеç хуравларĕ. — Салтак апачĕ ĕнтĕ. Пурте çавăн витĕр тухнă. Чăн-чăн арçыннăн нихăçан та ӳпкелешмелле мар. Анне, йăмăк çыру çыратчĕç, хавхалантаратчĕç».

Петр Николаевич, саккунпа килĕшӳллĕн, салтака икĕ çуллăха кайнă. Чечняри хирĕç тăрура пулма тивнĕрен /унти пĕр кун виççĕпе танлашнă/ унăн пĕр çул çурă çеç пулма тӳр килнĕ. Чечняран таврăнсан вăл çав вăхăтчен Шупашкарти чаçре службăна тăснă. Унта ывăлне курма Патăрьелтен амăшĕ час-часах пырса çӳренĕ.

Чечняна — виççĕмĕш хутчен

«Салтак аттине хывсан виçĕ-тăватă уйăх ĕçлекелерĕмха, анчах ĕç укçи тӳлеместчĕç. Аннерен вунă-çирĕм тенкĕ ыйтма та намăс-çке. Мĕн тумалла? Çар комиссариачĕ контракт мелĕпе салтака илнине пĕлтерсе йыхравланине куртăм та кӳршĕ ачипе Володьăпа кайса пăхма шухăшларăмăр. Шупашкарти хам пулнă чаçе çул тытрăмăр. Аннене пĕлтерменччĕ те ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ кирлĕрен Шупашкарта пĕлĕше çыртартăмăр. Пилĕк çуллăха контракт алă пусрăм. Çавăн чухне çеç атте-аннене пĕлтертĕмĕр. Икĕ эрнеренех Чечняна каймалла пулчĕ. Кăрлач уйăхĕнче çула тухрăмăр. 2001 çул. Пĕр кун пĕр кун çурăпа танлашатчĕ. Малтанхинчен çăмăлрахчĕ пек, вун саккăрта мар ĕнтĕ, анчах пурпĕрех Чечня вĕт. Гудермесра пултăмăр. Салтак пурнăçĕ çавăнпа пĕлтерĕшлĕ — ушкăна кĕме пĕлмелле, туслă пулма тăрăшмалла. Юлташсен пулăшăвĕ, ăнланăвĕ хаклине тăван тăрăхран инçетре чухне тата лайăхрах туйса илетĕн. Вĕсен хисепне тивĕçмелле», — пурнăçа хакласа, ăнланса çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ сăмах каларĕ Петр Николаевич.

Иккĕмĕш хутĕнче вăл сакăр уйăх пулнă. Салтаксем палаткăсенче пурăннă. Хĕлле пулнăран буржуйкăна вутă хутса ăшăтнă. Çăвăнмашкăн хăйсемех вăхăтлăха душ тунă. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Пурнăç çавăн пек: пĕрмай аталанмалла, çĕннине ăса хывмалла

Николай Курчаткин ертсе пыракан «Авангард» тулли мар яваплă общество Раççейри ăнăçлă ĕçлекен «Ак Барс» холдинг компанийĕн йышне кĕрет. Унăн хуçалăхĕ икĕ регионта — Чăваш Енре тата Тутарстанра — вырнаçнă. Сысна, мăйракаллă шултра выльăх самăртассипе, сĕт сăвассипе, тыр-пул, вăрлăх туса илессипе ĕçлет вăл. Предприятин хăйĕн аш-какай комбиначĕ, сысна комплексĕсем пур. Комплекссене харăсах 85 пин сысна вырнаçать. Хуçалăх 7 пине яхăн пуç мăйракаллă шултра выльăх тытать.

— Николай Григорьевич, эсир темиçе миллиард тенкĕ тупăш илекен предприяти ертӳçи пулма ĕмĕтленнĕ-и? Ăнăçу вăрттăнлăхне пĕлтерĕр-ха.

— Ĕçлеме ӳркенмесен, тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа туса пырсан ăнатех. Пурнăç та çакнах кăтартать, çынна тĕллев кирлĕ. Йывăрлăхсен умĕнче пуç усмалла мар. Эпĕ Çĕрпӳ районĕнчи Кивĕ Тутайкассинче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ. Кашни çулах ака уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен аннене Елена Егоровнăна пулăшма çӳреттĕмĕр. Вăл хăмла ӳстернĕ çĕрте ĕçлетчĕ. Пĕр гектар ытла çĕр йышăнатчĕ хăмла. Кĕркунне, шкултан таврăннă хыççăн, выльăх кăшманне кăларма утаттăмăр. Çăвĕпе çумлаттăмăр-ха ăна. Атте Григорий Степанович республикăри паллă хурт-хăмăрçă пулнă. Утарта ĕçĕ питĕ нумай. Эпĕ 5 çултанпах аттене хуртсене пăхма пулăшрăм. Çирĕппĕнех калама пултаратăп: ял хуçалăхĕнче тар тăкса ĕмĕрленĕ аттепе анне пире ĕçе юратма, хамăра çирĕп тытма хăнăхтарнă. Çавсем пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕç. Халĕ республикăри аслă шкулта ĕçлекен юлташпа пĕр-пĕрне пӳлсех тавлашаттăмăр. Вăл та совхоз директорĕ пуласшăнччĕ, эпĕ те. Тĕл пулсан çакна яланах аса илет. Эпĕ шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, общество ĕçĕнче хастар пулнă. Çавна кура «Орленока» канма та кайнăччĕ. Анчах шкул хыççăнах пĕлӳ илмен эпĕ. Çартан таврăнса техникум пĕтерсен водительте ĕçлерĕм. Унтан «Сельхозхимин» юсавпа механика мастерскойĕнче вăй хутăм, автопарк ертӳçи пултăм. Кайран – тĕп инженерта, директорта. Малтан ял хуçалăх академийĕнче, кайран Патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнче пĕлӳ илтĕм. Çак картлашка тăрăх хăпарни мана пурнăçа лайăх пĕлме пулăшрĕ.

— Тутарсемпе епле туслашрăр-ха?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче «Сельхозхимия» техники валли республикăра ĕç çитместчĕ. Тутар Республикине, Саратов, Самар облаçĕсене ĕçлеме çӳреттĕмĕр. Çавăн чухне тутарсемпе туслашнăччĕ. 2001 çулта Çĕрпӳ районĕн администрацийĕн пĕрремĕш çумĕнче — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçларăм. «Восход» хуçалăх юхăнса пынине курса чун ырататчĕ. Комплекс куç умĕнчех йăшрĕ: хуралтăсем кивелнĕ, тăрри шăтнă, сыснасен шучĕ пин пуçран чакнă, шалу пĕчĕк… Ăна юсама хамăрăн укçа çуккипе тахçанхи туслăхпа усă курса тутарсенчен пулăшу ыйтма шут тытрăмăр. Паллах, нумай ăнлантармалла пулчĕ вĕсене. Çапах юлашкинчен килĕшрĕç. Вĕсем пире 1 миллиард тенкĕ кредит илме пулăшрĕç. Çав укçапа çĕнĕ комплекс хута ятăмăр. Халĕ кунта 40 пине яхăн сысна усрама пулать.

— Тупăшлă ĕçлеме мĕн пулăшать?

— Ĕçе йĕркелеме пĕлни, шайлашуллă апатлану, микроклимат, генетика, чир-чĕртен хӳтĕленсе тăвакан профилактика… Аш-какай комбинатĕнче, сысна комплексĕсенче Германире тата Голландире туса кăларнă оборудование вырнаçтарнă. Сыснасем патĕнчи сывлăша компьютер йĕркелесе тăрать. 21 кунри çурасене 27-28 градус ăшă кирлĕ. 100 килограмм таяканнисене — 20-22. Витере сивĕ е шăрăх пулсан выльăх стресс чăтса ирттерет, кун пек чухне ӳт начар хушать, чирсемпе кĕрешеймест. Апат виçине, пахалăхне, шайлашулăхне каллех техника палăртать. Сысна амисене Германирен илсе килнĕ, аçисене икĕ çулта пĕрре улăштарса тăратпăр. Нимĕç ученăйĕсем селекципе кăларнă ăратлă сыснасен салă хулăнăшĕ 1-1,5 сантиметртан ытла пулмасть. Ун пеккинчен аш 75% тухать. Ытти ăратăн салă 4-5 сантиметр хулăнăш, 65% какай тухать. Çĕрпӳре сыснасене çăвăрлаттармастпăр, пусмастпăр. Ӳстеретпĕр те самăртса чĕрĕлле сутатпăр е хамăрăн аш-какай комбинатне ăсататпăр. Цехсем уйрăм вырнаçнă. Сысна çурисене турттарма ятарлă техника пур. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Семена, техника и технологии для посевной

Лучший картофель со всей страны, удобрения и средства защиты растений, новинки рынка сельхозтехники и оборудования привезли в начале марта в Чебоксары российские и белорусские компании-производители. В Чувашии, которую часто называют «картофельным» регионом, прошла XIV Межрегиональная отраслевая выставка «Картофель-2022». В мероприятии приняла участие и представила сельскохозяйственную технику для нового агросезона Компания «Русмашсервис» — официальный дилерский центр Ростсельмаш в Чувашской Республике.

Картофель для всех желающих

В дни выставки ее гостей здесь угощали национальными блюдами, такими как, пюремеч, хуплу, хуран кукли. Во всех основа – картофель. Всего 85 компаний-экспонентов из 23 регионов России и Республики Беларусь представили на площадке торгово-выставочного комплекса «Контур» города Чебоксары свою продукцию, в том числе – семенной картофель. Всероссийский научно-исследовательский институт картофельного хозяйства имени А.Г.Лорха кроме столовых сортов картофеля представил здесь и специальные сорта для переработки: на фри, на чипсы, на сухое пюре. То есть, наша наука ориентируется на востребованность сортов у производства. Также, как мы сказали выше, на выставке была развернута масштабная экспозиция сельхозтехники и оборудования, представлявшая интерес для земледельцев. Ключевым событием деловой программы отраслевого форума стала научно-практическая конференция, в рамках которой обсудили актуальные проблемы и приоритетные направления картофелеводства России.

Для жителей республики была организована продажа семенного картофеля. Желающим приобрести посадочный материал от производителей было представлено 27 сортов картофеля отечественной и зарубежной селекции. И представьте, только в первый день выставки «Картофель-2022» жители Чувашии купили 35 тонн картофеля.

Замещение импорта – вопрос решается

В республике необходимо поддерживать отрасль картофелеводства: возделывание и переработку.

Глава Чувашской Республики Олег Николаев в своем приветственном слове сказал, что «сегодня вопросы импортозамещения на всех этапах, особенно на стадии селекции и семеноводства, стали краеугольными». Глава Чувашии рассказал также, что в республике последовательно реализуется программа господдержки в области картофелеводства. В частности, в Чувашии в 2020-2021 годах субсидирования направления АПК – важные на различных этапах производства картофеля. Это и 40% субсидирование покупки техники, и 30% субсидирование строительства овощехранилищ и технологий переработки картофеля. То есть, в регионе стремились к тому, чтобы обеспечить школы, больницы и другие социальные учреждения готовыми, безопасными, удобными для дальнейшего применения продуктами питания из картофеля. В целом, благодаря господдержке аграрии Чувашии за два года почти втрое увеличили количество приобретенной сельхозтехники. Например, в 2021 году ими приобретено 1468 единиц сельскохозяйственной техники на 2,9 млрд. рублей. Доля новой техники сроком службы до трех лет увеличилась c 17% до 25%, а энергообеспеченность выросла с 111 лошадиных сил в 2019 году до 125 на 100 га сельхозугодий в 2021 году. В этом есть и большая заслуга Дилерского Центра Ростсельмаш в Республике Чувашия – Компании «Русмашсервис», чья работа с аграриями в тесном контакте дала свои положительные результаты.

Когда сервис рядом – работа спорится

Артур Викентьевич Александров, директор ДЦ Ростсельмаш, ООО «Русмашсервис», рассказал об участии на выставке «Картофель-2022»:

– В рамках мероприятия нами был представлен энергонасыщенный шарнирно-сочлененный трактор RSМ 2375, а также прицепной опрыскиватель RSM TS-3200/4500 SATELLITE. Напомню, что RSМ 2375 – это производительные, простые в обслуживании и экономичные машины, которые при агрегатировании с современными орудиями могут использоваться в самом широком спектре сельскохозяйственных работ, в любых технологиях – поэтому он интересен и картофелеводам для почвообработки. Тракторы RSМ 2375 очень эффективны, поставляются от производителя на сдвоенных колесах, благодаря чему повышаются сцепные свойства трактора, увеличивается проходимость во влажных условиях, уменьшается в два раза давление на почву по сравнению с одинарными колесами – все это положительно влияет на производительность и потребление топлива. Трактор на сдвоенных колесах бережно относится к почве, что от сезона к сезону выражается в получении более дружных всходов на полях.

Глава КФХ Цветков Ю.Н. уже давно сотрудничает с ДЦ Ростсельмаш в Чувашии «Русмашсервис» и много лет выращивает картофель у себя в хозяйстве, конечно же не смог пропустить эту выставку:

– Я с интересом осмотрел всю экспозицию Ростсельмаш, – рассказал Юрий Николаевич. – Раньше активно занимались картофелем, были передовиками в отрасли, под этой культурой еще три года назад у нас было занято 120 гектаров. Однако из-за изменений климата, участившихся засух в регионе, наше картофелеводство стало нуждаться в орошении – землях рядом с естественным водоемом, без которого это направление оказалось нерентабельным. Поэтому переориентировали производство в сторону других культур: рапса, гречихи, льна. Если говорить о технике Ростсельмаш, то в нашем хозяйстве работает, например, RSМ 2375. Трактором довольны, сервисным обслуживанием – тоже. В этом сезоне продолжаем работу на этой надежной агромашине. 

Реклама.

♦   ♦   


Çирĕп çемье вăрттăнлăхĕ пур-и?

Пурнăç вĕçне тухичченех — пĕрле. Чылай мăшăршăн ку пушă сăмах мар. Туй кунĕнче панă сăмаха вĕсем чыслăн тытаççĕ. Республикăра ЗАГС органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 528 мăшăр — 50 çул, 218 мăшăр — 55 çул, 135 мăшăр — 60 çул, 28 мăшăр 65 çул каялла пĕрлешнĕ. Вĕсенчен те ытларах пĕрле пурăнакансем пур. Телейлĕ мăшăрсемпе паллашар-ха.

ПĔРЕШКЕЛ ШУХĂШЛĂ ПУЛМАЛЛА

Пĕрлешнĕренпе 70 çул çитнине пархатарлă туй теççĕ. Пĕрле çавăн чухлĕ пурăнма тӳр килнĕшĕн, вăрăм ĕмĕрлĕ юратушăн ăраскала, çӳлти хăватсене тав тумаллине пĕлтерет ку. Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри Юсуповсем те кăçал пархатарлă туя паллă тăваççĕ. Минсеет Салахутдинович та, Гульчечек Фарахутдиновна та учительте ĕçленĕ. Вĕсем педучилищĕре вĕреннĕ чухне паллашнă. Пĕрлешнĕ хыççăн темиçе кунранах çамрăк арçынна çара илсе кайнă. Упăшки салтак тивĕçне пурнăçланă хушăра арăмĕ Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Вĕсем — чăн-чăн интеллигентсем, 3 ача çуратса тĕрĕс воспитани панă. Минсеет Салахутдинович физкультура вĕрентнĕ. Вăл велоспорт енĕпе — Раççей чемпионĕ. Унăн вĕренекенĕсем спортра çитĕнӳ нумай тунă. Гульчечек Фарахутдиновна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл тутарла сăвăсемпе поэмăсен «Тупа вăйĕ» кĕнеке те кăларнă, район хаçатĕнче тăтăш пичетленнĕ. Шел те, Гульчечек аппа 6 çул ĕнтĕ утса çӳреймест. Пĕçĕ шăммине хуçнă хыççăн вырăнпах выртать. Темиçе операци те чăтса ирттернĕ ĕнтĕ. Анчах ура çине тăрайман. Ачисемпе пĕрле мăшăрĕ ăна пăхаççĕ.

«Пире Турри хăй çавăн чухлĕ пурăнма пилленĕ пуль», — терĕ вăл. Пĕр шухăшлă пулни, пĕр тытăмра вăй хуни вĕсен хутшăнăвне çирĕплетнĕ кăна. Çапах кашни хăйĕн чун киленĕçĕпе йăпаннă. Юсуповсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медале те тивĕçнĕ.

ПĔР ВЫРĂН ÇИНЧЕ ÇЫВĂРМАЛЛА

Сĕнтĕрвăрринчи Аркадипе Калерия Максимовсен кăçалхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче неон туйĕ пулнă. 66 çул вĕсем пĕр кашăкран çисе пурăнаççĕ. Аркадий Максимович Шупашкар районĕнчи Тренккассинче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ, ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Калерия Георгиевна — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Маклашки хĕрĕ. Аркадий салтакран килсен йăмăкĕ патне хăнана Сĕнтĕрвăррине кайнă. Хайхискере тăванĕсем авлантарма шут тытнă, ун валли хĕр те пăхса хунă. Халăха социаллă пулăшу паракан органта ĕçлекен Калерийăпа паллаштарнă. Аркадий Максимович «Проммеханизаци» заводра чылай çул ĕçленĕ. Калерия Георгиевна вăрман хуçалăхĕнче секретарь-машинисткăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнсе пымашкăн юрату, хисеплени пулăшнă. Халĕ вĕсем 3 ачипе, 6 мăнукĕпе, мăнукĕсен 7 ачипе савăнаççĕ. Çак таранччен пурăнса та вĕсемшĕн кунтан чаплă пуянлăх çуккине палăртаççĕ. Упăшкипе арăмĕ халĕ те пĕр кравать çинче выртса тăраççĕ. Выçă мар-и, ыратмасть-и, сивĕ-и?.. Куллен çакнашкал ыйтусемпе кăсăкланаççĕ. «Халĕ тин пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр та», — теççĕ ватăсем. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.