Комментировать

16 Мар, 2022

Типӗ курӑка ҫунтарнишӗн - штраф!

Кӑҫалтан ҫакнашкал киревсĕр хӑтланнӑшӑн явап тытма тивӗ. Ҫакӑн пирки Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫирӗппӗн татса каланӑ. "Асӑрхаттарни кӑна ҫителӗксӗр, явап тыттарма пуҫламалла", - палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Пӗлтӗр республикӑра типӗ курӑка ҫунтарнине пула 5 ҫурта пушар ҫавӑрса илнӗ. Ҫулӑмра ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.

Ҫавӑнпа та малашне пурне те явап тыттарӗҫ: ҫынсен хӑйсен хӑтланӑвӗшӗн 2-3 пин тенкӗ кӑларса хума тивет пулсан, предприятисемпе организацисене 200 пин тенкӗ таранах штраф тӳлеттерӗҫ.

www.hypar.ru

Рубрика: