Комментировать

16 Мар, 2022

Кил-çуртсăр йытăсене тытаççĕ

Çĕнĕ Шупашкарта кил-çуртсăр йытăсене тытма пуçланă.

Çак кунсенче 5 анчăка тытса Шупашкарти ятарлă приюта илсе кайса янă. Вĕсене кунта сиплеççĕ, стерилизаци тата вакцинаци тăваççĕ. Унтан вара çутçанталăка каялла кăларса яраççĕ е çĕнĕ хуçа тупма пулăшаççĕ.

Çак кунсенче тытнă пĕр йытăн хуçи тупаннă та. Ăна  хăйĕн чĕр чунне  хула администрацийĕ  тÿснĕ тăкаксене саплаштарсан кăна тавăрса параççĕ.       

www.hypar.ru     Pervo.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: