Комментировать

11 Мар, 2022

«Хыпар» 25-26 (27904-27905) № 11.03.2022

Сăмакун юхтарма туянаççĕ-ши?

«Сăмакун юхтарма кирлĕччĕ-и? – кулать республикăри паллă аш-какай комбиначĕн Шупашкарти «Санар» лавккин сутуçи эпĕ хальччен сахăр песукĕн хутаçĕсем купаланса тăнă çӳлĕк пушă пулнинчен тĕлĕннине асăрхаса. — Авă, сахăр пур — ăна туянăр…»

Кунта сутлăхра песук пĕтнĕренпе эрне ытла та иртнĕ-мĕн. Сахăрĕ, чăнах та, темиçе тĕрли те пур. Анчах çур килоллă курупкасем 60-70 тенкĕ ытла тăраççĕ те — хаклăрах… Тепĕр тесен, килте песук пĕтмен-ха, тĕллевĕ те манăн — пылак çак çимĕçе туянасси мар. Редакци хушнипе лавккана тухнă — сахăр пурри-çуккипе интересленетĕп. Кунта çук тăк тепĕр çĕре кайса пăхар: çак урамрах лавкка — шăкăрин…

«Магнит» сеть лавккинче те песук çук иккен. Хăçан тата мĕнле хакпа кӳрессине сутуçăсем уçăмлатаймарĕç. Юнашарах — хулари çăкăр завочĕсенчен пĕрин «Калач» лавкки. «Песук кăна мар, пирĕн тăвар та çук…» – пĕлтерчĕ сутуçă — çаврăнса утма тиврĕ. «Акконд» фабрикăна пылак çимĕçсен тĕнчи теме пулать — унăн лавккинче песук тем тесен те пур… Анчах кунти сутуçăсем те савăнтараймарĕç: сахăр песукĕ сутлăхра темиçе кун çук ĕнтĕ.

«Пятерочка» сеть лавккинче те песук сентри пушă. «Илсе килеççĕ те — тӳрех туянса пĕтереççĕ, — пĕлтерчĕ лавккан кĕрпе çӳлĕкĕсем çинчи тавара /сăмах май, кĕрпесен хакĕ хăпарнăн туйăнчĕ — ярлăксем çинчи цифрăсем пĕр вунă кун каяллахинчен тем тесен те пысăкрах/ тирпейлекен сутуçă. — Ыран килĕр — песук кӳмелле. Тулĕк иртерех çитме тăрăшăр…»

— «Лентăна» кай, песук пурччĕ — эпĕ унта туянтăм, — эпĕ сутуçăпа мĕн пирки сăмахланине илтсе калаçăва хутшăнчĕ тавар туянакан çулланнă хĕрарăм. — Песук «Карусельте» те пур, анчах пĕр алла виçеллĕ кăна параççĕ, — сăмах хушрĕ тепĕр клиент.

«Лента» — хулан тепĕр вĕçĕнче, унта çитиех çӳрес килмест. Ĕç-пуçа уçăмлатма республикăн Экономика аталанăвĕн министерствипе çыхăнтăмăр — суту-илĕве таварсемпе тивĕçтересси, таварсен хакĕсене сăнаса тăрасси — унăн тивĕçĕ.

Министерство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, федерацин республикăра ĕçлекен суту-илӳ сечĕсем региона сахăр песукне яланхи йĕркепе куллен кӳнине çирĕплетнĕ. Çак çимĕç хакĕ унчченхи шайрах-мĕн. Халăх сахăра саппас туянса хуни вырăнсăр. Министерство социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçме-çиме хакĕсен, саппасĕсен мониторингне йĕркеленĕ. Суту-илӳ организацийĕсене хаксем тĕлĕшпе каварлашма, вĕсене сăлтавсăр ӳстерме, рынокра тĕп вырăн йышăннипе пысăкрах услам илес тĕллевпе усă курма юраманни çинчен асăрхаттарнă. «Магнит», «Пятерочка» сетьсем таварсен, çав шутра сахăр саппасĕ складсенче çителĕкли çинчен пĕлтернĕ, ялан кирлĕ таварсен лавккасенчи калăпăшĕ куллен çĕнелсе пырать. Кирлĕ тĕк таварсене лавккасене васкавлăн тивĕçтерессине те йĕркелеме шантарнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Раççей вăхăтра ĕлкĕрчĕ

Донецк тата Луганск халăх республикисенче пурăнакансем хăйсене хӳтĕлеме ыйтнипе Раççей Президенчĕ Владимир Путин нарăсăн 24-мĕшĕнче Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçарма йышăннă. Пирĕн салтаксем тăванла халăха хĕсĕрлекенсемпе иккĕмĕш эрне кĕрешеççĕ ĕнтĕ.

Украина Донбаса тапăнма

Хатĕрленнĕ РФ Оборона министерстви çакна çирĕплетекен документсене тупнă. Украина ертӳлĕхĕ хушусене кăрлач уйăхĕнче алă пуснă. Документра Донбасра «пĕрлештернĕ вăйсен операцине» ирттерме ятарлă ушкăн хатĕрлесси, салтаксене психологи тĕлĕшĕнчен «йĕркене кĕртмелли» çинчен туллин çырса кăтартнă. Операцие хутшăнакан ушкăнсене Америка тата Британи инструкторĕсем Львовра «НАТО стандарчĕпе» килĕшӳллĕн вĕрентнĕ.

Раççей Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçарса Украина çарĕсем пуш уйăхĕнче Киева пăхăнман Луганск тата Донецк халăх республикисене тапăнса кĕрессине чарса лартма пултарчĕ.

Влаçа улăштарасси — тĕп тĕллев мар

Раççей Украинăн хальхи вăхăтри влаçне улăштарма тĕллев лартмасть. РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин представителĕ Мария Захарова çирĕплетнĕ тăрăх, ятарлă операцин тĕллевĕ — Украинăра НАТОн çар базисене, хĕç-пăшалне вырнаçтарма чарасси, юлашки 8 çулта Донецк тата Луганск, Украина гражданĕсене хирĕçле преступлени тунă нацистсене явап тыттарасси, Донецк тата Луганск халăх республикисен ирĕклĕхне йышăнтарасси. Украина ертӳлĕхĕ çак чĕнӳсемпе килĕшсен вĕсене улăштармалли сăлтав пулмасть.
Украина ертӳлĕхĕ тата националистсем, шел те, çивĕч лару-тăрăва мирлĕ майпа татса пама тăрăшакан политиксене тата патшалăх служащийĕсене вĕлереççĕ. Акă пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче СБУ сотрудникĕсем Киев облаçĕнчи Гостомель хулин мэрне Ю.Прилипкона персе пăрахнă. Вăл граждансене çапăçу пыракан вырăнтан илсе тухма гуманитари коридорĕ йĕркелесси пирки РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен представителĕсемпе вăрттăн калаçу ирттернĕ имĕш. Кăшт маларах çакăн пек мелпех Украина влаçĕ Луганск облаçĕнчи Кременная хулин пуçлăхне В.Струка тата Раççейпе калаçма хутшăннă ушкăнри Д.Киреева тĕп тунă. Çак ĕçсем Украина ертӳлĕхĕ тата нацбат боевикĕсем Раççей сĕнекен гуманитари коридорĕсемпе халăха кăларма хирĕçленĕ, çынсене Киева пăхăнса тăракан облаçсене ăсатакан хăйсен коридорĕсене хăваласа кĕртме хăтланнă тапхăрта пулса иртеççĕ.

Украина халăхĕ Киевăн хальхи вăхăтри режимне хӳтĕлесшĕн мар. ООН пĕлтернĕ тăрăх, çапăçусем пуçланнăранпа çĕршывран 2 миллиона яхăн çын тухса кайнă. Чикĕ урлă 18-60 çулсенчи арçынсене каçма чарнă пулин те укçаллă граждансем чикĕ службисен сотрудникĕсене тӳлесе пурпĕр каяççĕ. Акă пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче София Ротару юрăçăн саккуна пăсса Молдавие кайма тухнă ывăлĕпе мăнукне тытса чарнă.

Кӳршĕллĕ çĕршывсенче /Польша, Венгри, Молдова/ пурăнакансем Украинăран килекенсем кăнттам пулнине, вĕсем вырăнти халăх тĕлĕшпе тунă преступленисен шучĕ ӳснине пĕлтереççĕ.

Раççейре эвакуаципе килекенсене, уйрăмах Донбасс республикисенче пурăннисене, кăмăллăн йышăнаççĕ. Пур хулара та лăпкă, вырăнти çынсем тăванла халăх çыннисене пултарнă таран пулăшма тăрăшаççĕ. Раççей Украина тата Донбасс гражданĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ йĕркеленĕ, #СвоихНеБросаем акци пуçарнă. РФ гражданĕсем Донбаса пулăшма волонтерсен юхăмне хутшăнаççĕ.

Паян Раççей хăйĕн ачисен пуласлăхне çеç мар, Донбасăн çамрăк ăрăвне хӳтĕлессине те пысăка хурать. Патшалăх ертӳçи Владимир Путин РФ Президенчĕ çумĕнчи ача прависен уполномоченнăйĕн М.Львова-Беловăн пуçарăвне — Донбасри тăлăхсене Раççей çемйисене опекăна памалли йĕркене ансатлатассине — ырласа йышăннă. Президент сахал тупăшлă çемьесенчи 8-16 çулсенчи ачасене çĕнĕ тӳлевсем пама йышăннă. Пулăшу мери ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет, пĕрремĕш тӳлевсене çу уйăхĕнче илме пуçлĕç. Çапла майпа Владимир Путин çĕршывра çемьеллĕ ачасене пулăшмалли тĕрлĕ енлĕ тытăма йĕркелесе пырать. «Эпĕ хамăн Тăван çĕршыва пурнăçăм çитнĕ таран чĕлхепе те, калемпе те, хĕçпе те хӳтĕлĕп», — тенĕ Президент пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсене уявпа саламланă чухне. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ăна Мускав, Ленинград… алă çупнă

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, вăхăт та çавăн пекех пĕр вырăнта тăмасть. Эпир çак çутă тĕнчере хăнара кăна. Ырă йĕр хăварасчĕ унта. Кайран килекенсем пирĕн пирки лайăхпа кăна аса илччĕр. Чăвашсен кун-çулĕнче ун пек çын питĕ нумай пулнă. Сăмахран, РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артистне Мефодий Денисовах илер. Пурнăçра питĕ сăпайлăскер, сцена çинче мăнаçлă саслăскер паян та халăх асĕнчех. Мефодий Иванович çуралнăранпа пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче 100 çул çитет. Телей пур темелле, мухтавлă çак çынпа курнăçса калаçма, унăн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ, пултарулăхĕ çинчен ыйтса пĕлме мана та май килнĕ.

«Пиçнĕ-пиçмен çырлашăн»

Халăх юрăçин репертуарĕнче 500 ытла юрă пулнă. Вĕсем — классика произведенийĕсем, чăваш тата чикĕ леш енчи композиторсен хайлавĕсем, халăх юррисем. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалти Татьянăпа Иван Денисовсен хресчен çемйинче кун çути курнă улттăмĕш ача вăл. Амăшĕ ăна Коля ят хурасшăн пулнă, анчах маларах çуралнă ачисем пĕчĕклех вилсе пынăран сайра тĕл пулаканнине, калама çăмăл маррине — Мефодий — суйласа илнĕ. Унăн пурнăç шăпи вара, ялти ытти ачанни пекех йывăр пулсан та, телейпе çуталнă.

Выçлăх çулĕ хыççăн тĕнчене килнĕ шăпăрлансен выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ.

Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи:

— Мефодий Денисов — консерватори пĕтернĕ солистсен пĕрремĕш ăрăвĕнчен. Эпир унпа ентешсем, çавăнпа пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, хутшăннă. Эпĕ режиссер пулса хамăрăн театрсăр пуçне чылай концерт йĕркеленĕ. Нумай чухне унта Мефодий Иванович та хутшăнатчĕ. Çавăн чухне те тĕл пулса чуна уçса калаçнă, ентешсене, ачалăха аса илнĕ. Манăн ачалăхра радио пулман. Ăна класра вĕренекен арçын ачасемпе, «Пионерская правда» хаçатри чертежсене шута илсе, хамăр ăсталанă. Вара çавăн хыççăн радиопа Мефодий Денисов «Тальянка» юрланине халĕ те астăватăп. Мăнаçлă, çăра, хитре сасăпа: «Эх, тальянка, кĕмĕл планка, савăнтар-ха чунăма…» — тăсса янăскер ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Тата çакна та асăнса хăварас килет: 1956 çулта ГИТИСа вĕренме каймашкăн экзамен тытма килсен эпĕ шăпах çав «Тальянкăна» юрланăччĕ. Хам çинçе саслă пулсан та хулăн саспа юрлама тăрăшрăм. Вара комиссири куçлăхлă пĕр старик мана: «Кил-ха кунтарах», — тесе хăй патне чĕнчĕ. Эпĕ мĕн ятлине, ăçтан килнине, миçе çултине ыйтса пĕлчĕ. Хам 16-ра кăна пулнине калама хăрарăм, вĕренме илмесрен шиклентĕм, çавăнпа 17-ре терĕм. Каярахпа вăл Иоаким Максимов-Кошкинский пулнине пĕлтĕм. Вĕренсе таврăнсан Денисовпа пĕр коллективрах — музыкăпа драма театрĕнче — ĕçлерĕм. Ентешĕм шăрантарнă партисене питĕ лайăх астăватăп: Атнер, Онегин, Фурманов, ыттисем. Вăл чăннипех чăваш юрăçисен хушшинчи чăн-чăн çутă çăлтăр пулса юлчĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Майра тенине шутсăр килĕштеретĕп»

Тамбов облаçĕнчи Знаменка районĕнчи Сергеевка ялĕнче çуралса ӳснĕ Татьяна Петрова [хĕр чухне Кочерыгина тĕрĕçĕ, художница, модельер Чăваш Ене виçĕ çуллăха килнĕ те яланлăхах юлнă. Татьяна Ивановна хăйĕн кун-çулĕн пысăк пайне кунта ирттерсе «чăваш майри» пулса тăнă. Килĕштерет вăл çак сăмаха, юбилей ячĕпе Чăваш тĕррин музейĕнче уçнă куравне те «Эпĕ майра, чăваш ӳнерçи» ят панă. Чаплă куравсенче, фестивальсемпе конкурссенче çĕнтерсе республика ят-сумне çĕкленĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕпе унтах тĕл пулса калаçрăмăр.

Пушкин мăшăрĕн ентешĕ

— Татьяна Ивановна, эсир мĕншĕн шăпах Мускаври М.И.Калинин ячĕллĕ ӳнер промышленноç училищине вĕренме кĕнĕ? Ача чухне лайăх ӳкернĕ-и, тĕрленĕ-и?

— Ачалăха яланах ăшă кăмăлпа аса илетĕп. Халĕ Сергеевка ялĕ те çук ĕнтĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ çулсенчех Знаменка поселокпа пĕрлешнĕччĕ. Знаменка — Александр Пушкин мăшăрĕн Наталья Гончаровăн çуралнă вырăнĕ. Унта ăна халалланă музей те ĕçлет. Тăван çĕршывăн 1812 çулхи вăрçи пуçлансан, Наполеон Мускава çитсе кĕрсен Гончаровсем Загряжскипе Строганов дворянсен именине тарса кайнă. Шăпах çав çул Знаменкăра çут тĕнчене килнĕ те Натали. Кунтах шыва кĕртнĕ ăна. Çемье кайран Мускава таврăннă. Эпĕ çуралса ӳснĕ вырăн питĕ илемлĕ. Çавăнпах мĕн пĕчĕкрен алла кăранташ тытса çав асама хут çине куçарма хăтланнă. Манăн киленĕве аттепе анне те, асанне те ăнланнă, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ туянса паратчĕç. Çуралнă кунра альбом, сăрă парнелетчĕç. Ун чухне вĕсем маншăн питĕ хаклă япаласем шутланнă. Пĕррехинче аннен аппăшĕ Наталья Ивановна ӳкерме вĕрентекен кĕнеке парнелерĕ. Унта темĕн те пурччĕ: кăранташа мĕнле тытмаллине вĕрентнинчен пуçласа ӳкерчĕксем таранах.

— Шкулти рисовани урокĕнче эсир чи пултарулли пулнă апла?

— Çапла, мана вĕрентекенĕм асăрхарĕ, Тамбова, ачасен ӳнер шкулне, çӳреме сĕнчĕ. Тамбов пирĕн ялтан 20 çухрăмра вырнаçнă. Çапла майпа 5-мĕш класран пуçласа вăтам шкул пĕтериччен унта хушма пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн Мускава çул тытрăм, училищĕн хушма искусство уйрăмне вĕренме кĕтĕм.

— Хушма искусство — живопиç мар, тĕрĕ, кавир тĕртесси, чĕнтĕр çыхасси… Ача чухне çак ĕçсене пурнăçланă-и?

— Эпир ача чухне пурте тĕрленĕ. Килте те, ĕç урокĕнче те.

— Мускавра вĕреннĕ вăхăтра сире чăваш тĕррипе паллаштарнă-и?

— Халăх искусствисен эрешĕсен урокĕсенче çĕршыври пур халăхăн тĕррипе тумне те тĕпченĕ, тишкернĕ, тĕрлеме, çĕлеме вĕреннĕ. Пире Мускаври паллă музейсен фончĕсене илсе çӳренĕ. Сăмахран, практика занятийĕсене Кремльти, Этнографи, Загорскри музейсенче ирттернĕ. Унти экспонатсенчи эрешсене малтан хут çине ӳкереттĕмĕр, кайран пир çине тĕрлеттĕмĕр.

«Паха тĕрĕ» çемйинче

— Диплом илсен мĕншĕн шăпах Шупашкара суйласа илтĕр?

— Мана преподаватель Чăваш Ене кайма сĕнчĕ. «Унта хитре, халăхĕ питĕ кăмăллă», — терĕ. Эпĕ яланлăхах кайма шухăшламан-çке. Распределени хыççăн 3 çул иртсен тăван тăрăха таврăнма ĕмĕтленнĕ. Тепĕр тесен, ют вырăна кайса курасси маншăн яланах кăсăклă пулнă. Вырăс тĕррине пĕлетĕп, чăвашсеннипе тарăнрах паллашас терĕм.

— Чăваш Енре мĕнле туйăмсем çуралчĕç?

— Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра мана Екатерина Ефремова тĕп художник кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Тĕрĕ тĕрлекенсен цехĕнчи хĕрарăмсемпе паллаштарнă хыççăн вĕсем хăйсен хушшинче: «Майра, майра», — тесе пăшăлтатма пуçларĕç. Эпĕ вĕсене: «Эпĕ Майра мар, Таня эпĕ», — тетĕп. «Майра» сăмах ман çума çулăхрĕ. Авă, курав ятне те çитрĕ.

— «Паха тĕрĕри» пĕрремĕш ĕçĕрсене астăватăр-и?

— Екатерина Иосифовна мана тĕп хулари Тавра пĕлӳ музейне илсе кайрĕ, унти фондри 18-мĕш ĕмĕрти тĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Чĕре кăрт! сиксе илчĕ. Мĕнле йывăр вăхăтра та чăваш хĕрарăмĕсем çавнашкал ĕçсем пурнăçлама пултарни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вĕсенчен темиçĕшне ӳкерсе илтĕм. Кăшт каярахпа çак тĕллевпех Ленинградри Этнографи музейне те çитрĕм. Екатерина Ефремова та хăй вăхăтĕнче музейри экспонатсем çинчи эрешсене тĕпе хурса ĕçлеме пуçланă. Эпĕ халĕ хам та çамрăк тĕрĕçсене музее хăвалатăп. Анчах вĕсем унти япаласем çинче тĕл пулакан эрешсене телефонпа ӳкерсе илнипех çырлахасшăн. Çакă питĕ тĕлĕнтерет мана. Шăпах фондра упранакан япаласенчен манăн пĕрремĕш ĕçсем — каччă тутрисем, хĕр пĕркенчĕкĕсем, сурпансем, яркăчсем, кĕскĕсем — пулчĕç. Мускаври ӳнер промышленноçĕн наука тĕпчев институчĕн искусство пайĕн ĕçченĕсемпе тата вырăнти тĕпчев институчĕн паллă искусствовечĕпе Алексей Трофимовпа пĕрле Çĕмĕрле, Патăрьел районĕсене экспедицисене кайрăм. Вырăнта пурăнакансем асламăшĕ-кукамăшĕн арчисенче упранакан тĕлĕнмелле пурлăхпа паллаштарчĕç. Вĕсем те ĕçе çĕнĕлĕхпе пуянлатрĕç. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Парнеленĕ вĕлле пурнăç çулне уçнă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăра пурăнакансем Юрий Алексеева хурт-хăмăр ăсти пек пĕлеççĕ. Хушма хуçалăхра 250 ытла вĕлле тытаканскер фермер хуçалăхĕн ертӳçи те.

Вăтамран — 40 килограмм

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçпе Юрий Маркович ача чухнех кăсăкланнă. Çак туртăм юнра та пулнă-тăр: иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче мăн кукашшĕ 90 вĕлле таран тытнине амăшĕнчен пĕрре мар илтнĕ вăл. Юрий Алексеев хăй те шкул ачи чухне ылтăн хурт усракан тăванĕ патĕнчен тухма пĕлмен, ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕчĕккĕн ăса хывнă. Шкул пĕтерсен салтак аттине тăхăннă, çартан таврăнсан Шупашкарти Ял хуçалăх институчĕн зоофакультетне вĕренме кĕнĕ. Ун чухне зоотехник профессине алла илекен студентсене хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе те пĕлӳ панă. Çак ĕçпе тата ытларах кăсăкланнă çамрăк. Ăна хавхалантарма тăванĕ пыл хурчĕн пĕр çемйине парнеленĕ. Шăпах çакăнтан пуçланнă та Алексеевсен ылтăн хурт ĕрчетесси. Диплом илсен Юрий Маркович направленипе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Дружба» совхоза килнĕ. Унта икĕ çул вăй хурсан «Звезда» хуçалăха куçнă. 17 çул тĕп зоотехникра, 11 çул директорта тимленĕ вăл. Çав вăхăтрах хушма хуçалăхра хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, çемьесен йышне çултан-çул ӳстерсе пынă. Çак ĕçре ăна мăшăрĕ Ирина пулăшнă. Икĕ ывăлĕ те мĕн пĕчĕкрен ашшĕ ĕçленине сăнаса, вĕренсе ӳснĕ.

Паянхи кун Алексеевсен 250 ытла вĕлле. Пыл хурчĕсен çемйисене хĕл каçарма омшаниксене вырнаçтарнă. Çанталăк ăшăтсан — çак уйăх вĕçĕнче е ака пуçламăшĕнче — вĕллесене пахчана кăларса лартĕç.

— Хуртсем япăх хĕл каçмалла мар, кĕркунне апат çителĕклĕ хурса патăмăр. Пыл юхтарнă хыççăн вĕсене апатлантармаллах. Вырăссем «падевый мед» теççĕ, ăна уйăрма йывăр мар, вăл таса пылран тĕксĕмрех. Çыншăн усăллă, анчах хурт-хăмăршăн сиенлĕ. Хĕл каçма вĕллесенче ăна хăварас çук. Омшанике шăшисенчен сыхланма им-çам пăрахса тухрăмăр. Кăшлакан чĕр чунсем вĕллене шăтарса кĕрсе хуртсене шуйхатма пултараççĕ. Тата варроатозран асăрханмалла, вăхăтра сиплемелле. Пыл хурчĕ тытакансен тĕп йăнăшĕ — чиртен сиплеменни тата пыл çителĕклĕ хăварманни, — хăш-пĕр вăрттăнлăх пирки каласа кăтартрĕ хурт-хăмăр ăсти.

Пирĕн çĕршывра ылтăн хуртăн тĕрлĕ ăратне ĕрчетеççĕ: сарă кавказ, бакфаст, инçет хĕвел тухăç... Юрий Маркович вăтам вырăс ăратне кăмăллать.

— Пирĕн патра сивĕ çанталăк нумай хушă тăрать, ытти ăрат кĕске хĕле хăнăхнă. Манăн шухăшпа, пирĕн тăрăхшăн вăтам вырăс ăрачĕ — чи лайăххи, вĕсем усалрах пулсан та пылне япăх мар параççĕ, — сăлтавне уçăмлатрĕ хурт-хăмăр ăсти.

Иртнĕ çул Алексеевсем пĕр вĕллерен 40 килограмран кая мар пыл илнĕ. Пысăкрах тухăçпа савăнтаракан хурт çемйи те сахал мар. Урхас Кушкă ялĕнче сиплĕ пыла пысăк калăпăшпа туса илекен хушма хуçалăх пурри пирки чылайăшĕ пĕлет. Чăваш пылĕ Шупашкара кăна мар, республика тулашĕнче пурăнакансем патне те çитет. Раççейĕн хăш регионĕнче сиплĕ те паха чăваш пылне ытларах юратаççĕ-ши? Ку хурава ăста уçăмлатма васкамарĕ, «коммерции вăрттăнлăхĕ» тесе хăварчĕ.

Чăн-чăн стратег пулмалла

Пыл нумайрах илес тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах, хурт-хăмăр валли пылак сĕткенлĕ чечек-курăк ытларах акса ӳстермелле. Çав тĕллевпех Юрий Маркович фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллевленĕ. Шухăшланине 2015 çулта пурнăçланă. Çулталăкран «Ĕçе тытăнакан фермер» гранта тивĕçсе управ хăпартнă, ытти япала туяннă. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕртме уйăхĕнче те çĕнĕ çĕр улми пек

Шупашкарта пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче «Çĕр улми» курав иртнĕ чухне троллейбусра çынсем пĕри те тепри «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне туянма васкани çинчен калаçрĕç. «Коломба» туян, питĕ лайăх сорт, тухăçлă пулать, тутлă та, — терĕ кинемей юнашар ларакан пĕлĕшне. Унтан малалла сăмахларĕ. — Кăçал тата çĕнĕ сорт туянас тетĕп- ха…» Паллах, халăха çĕннисем кăсăклантараççĕ. Наука аталаннă май селекционерсем чире парăнман, ăнса пулакан сортсене шухăшласа кăлараççĕ. Кăçал курава 87 компани экспонент тăратнă — Раççейри 23 регионтан тата Беларуç Республикинчен.

Пирĕн республикăра «иккĕмĕш çăкăра» Комсомольски районĕнче тухăçлă çитĕнтереççĕ. «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма курава хăйсем лартса ӳстерекен темиçе сорта илсе килнĕ. Чи тухăçлисемпе асăннă предприяти менеджерĕ Кирилл Капитонов паллаштарчĕ: «Курава килнисене мĕншĕн «Гала» çĕр улми сорчĕ сĕнетпĕр-ха? Паянхи саманара ялта ĕçлесе пурăнакан çынна çĕр улмине фитофтороз аптăратни пăшăрхантарать. Ĕçлетĕн-ĕçлетĕн те тăрук çак амак кăмăла хуçма пултарать. Асăннă сорт фитофтороза парăнмасть. Ытти чире — çĕр улми ракĕ, нематода /çĕр улмине ерекен вĕтĕ хурт/, кутăрка пулни /парша/ — çĕнтереет. Вăл вăтам пулаканнисен йышне кĕрет. Çеçки шурă, çулçи çăра, лайăх аталанса ӳсет. Çĕр улми çаврака, хуппи те, варри те сарă, куçĕсем вĕтĕ, тарăн мар, шуратма аван. Çимĕçри крахмал виçи — 19%. Сорт питĕ лайăх упранать, çĕртме уйăхĕнче те çĕнĕ çĕр улми пек курăнать. Тухăçĕ те аван, пĕр гектартан 50-60 тонна пуçтарса илме пулать. Асăннă сортăн тути лайăх, пиçсен тĕсĕ улшăнмасть. Эпĕ, тĕслĕхрен, ăшаланине те, çĕр улми нимĕрĕ хатĕрленине те килĕштеретĕп. Вăл вăтам саланса пиçет, ăшаланă чухне тăвара пиçнĕ вăхăтра çеç ярсан турамсем саланмаççĕ, хатĕр апат илемлĕ курăнать, тутлă пулать», — каласа кăтартрĕ специалист.

«Çамрăк пулсан та агроном специальноçне алла илнĕ май çĕр улми сорчĕсемпе, вĕсен хăйне евĕрлĕхĕпе кăсăкланатăп, — хăйĕнпе паллаштарчĕ курава Кострома облаçĕнчен килнĕ Сергей Рыжов. — «Коломба» сорт анлă сарăлнă май эпир те ăна тĕпчетпĕр. Ку çĕр улмине Голланди селекционерĕсем хатĕрленĕ. Вăл ир пулать. Ăна шăрăх аптăратмасть — çут çанталăкăн кирек мĕнле условийĕнче те лайăх çитĕнет, тăпрана тиркемест. «Коломбăна» шăтса тухсан 55-65 кунран кăларма юрать. Хăш-пĕр чухне 35 кунран та ĕлкĕрет. Пирĕн тăрăхри регионсенче çак çĕр улми пĕр гектартан 425 центнер тухать. Унри крахмал виçи 10,3-15 процентпа танлашать. Çĕр улмин çеçки шурă, хуппи те, варри те сарă, пĕçерсен ытлашши саланмасть, хуралмасть те, апла пулсан унра каротин пур. Вăл лайăх упранать. Пĕр тĕпрен 10-15 çĕр улми тухать, кашниех 85-135 грамм таять. Çĕр улмине аптăратакан чирсене чăтăмлă, анчах аврине фитофтороз кăштах сиенлеме пултарать. Çавăнпа тухăç лайăх пултăр тесен вăрлăха çĕнетсех тăмалла. Апла-и, капла-и — асăннă сорта çанталăк сивĕрех чухне лартмалла мар, шар курас хăрушлăх пур. Колорадо нăрри юратман çĕр улми çук, ăна пуçтарса та пĕтереймĕн. Çавăнпа çак сиенçĕсене им-çамлама препарат туяннă чухне инструкципе тĕплĕн паллашмалла. Сиенĕ шăпах çĕр улми çулçинче юлакан препарата суйламалла». <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Алькешре кинофильм та ÿкернĕ

Шупашкар районĕнчи Алькеш ялне халăхра тĕрĕçĕсен тăрăхĕ теççĕ. Ялта тĕрĕ фабрики ĕçленĕ. Тĕрĕçĕсен ячĕ-сумĕ çĕршывĕпех сарăлнă, вĕсен ĕçĕсемпе Мускаври куравсенче кăна мар, тĕрлĕ çĕршывра паллашнă. Паянхи кун Алькешре фабрика çук пулин те унта тăрăшнă çынсен ячĕ историе кĕрсе юлнă.

Орден-медале тивĕçнĕ

Ĕç ветеранĕ Роза Алексеева каласа кăтартнă тăрăх, ялта тĕрлекен килĕренех пулнă. 1921 çулта Агафия ятлă хĕрарăм тĕрленĕ япаласене пуçтарса Шупашкара леçсе панă, унтан çип, ытти материал илсе килнĕ. Тĕрĕллĕ япаласем сутса çăкăр та туяннă. Тепĕр икĕ çултан ялта эртел туса хунă. Çак тапхăртан тĕрлес ĕç вăй илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче фабрикăра салтак гимнастерки çĕленĕ, чăлха çыхнă, çар валли тĕрлĕ япала туса кăларнă. Сăмах май, ялти 39 çын вăрçă хирĕнче пуç хунă. Карпов, Шивалов директорсем тăрăшнипе фабрика çурчĕсене туса лартнă. Унта темиçе цех пулнă. Атăпушмак, кĕпе-тумтир, вырăн сармалли хатĕрсем тата ытти çĕленĕ, токарьсем те пулнă. Предприяти аталанăвĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕн Екатерина Ефремовăн тӳпи те пысăк. Вăл йĕркелесе пынипе çĕнĕ продукци кăларма тытăннă. 1984 çулта фабрика никĕсĕ çинче ӳнер промыслин «Паха тĕрĕ» производство предприятийĕ йĕркеленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче фабрикăна Кӳкеçе куçарнă.

Алькешри «Паха тĕрĕ» фабрикăра ĕçленĕ 11 çын тĕрлĕ ордена тивĕçнĕ. Акă Матрена Моисеева фабрикăна 14-рах килнĕ. Ахаль тĕрĕçĕрен пуçласа мастера çитнĕ. Вăл Чăваш АССРĕн карттине тĕрлеме хутшăннă. Мускаври ВДНХра темиçе хут пулнă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Фабрикăра çемйипех ĕçлекенсем те пулнă. Анна Анисимова тĕрĕçе икĕ орденпа чысланă. Унăн ывăлĕ Вениамин Дмитриевич — «Хисеп Палли» орден кавалерĕ, хĕрĕ Зинаида Дмитриевна çĕвĕç-тĕрĕçре нумай çул тăрăшнă. Вăл Пĕтĕм Раççейри форума та хутшăннă. Зинаида Семенова, Лидия Яковлева, Галина Прокопьева тата ыттисем фабрикăра ĕçлесе чылай наградăллă пулнă. Роза Васильевна Алькешри тĕрĕç ĕсем çинчен нумай материал пуçтарнă. Вĕсемпе усă курса районти музейре пĕчĕк кĕнеке те кăларнă. Ял историйĕпе, ял çыннисен кун-çулĕпе кăсăкланаканскер кĕнеке пичетлеме ĕмĕтленет. «Ялти çĕнĕ клубра тĕрĕçсене халалланă кĕтес пулмаллах», — тет вăл. Сăмах май, ялти культура çуртне тутарассишĕн сахал мар тăрăшнă ĕç ветеранĕ. 2021 çулта ялта çĕнĕ клуб çĕкленĕ, анчах суйлав хыççăн ăна хупнă. Унта ял çыннисене кĕртмеççĕ, нимĕнле мероприяти те ирттермеççĕ.

Фабрикăра Роза Васильевнăн ашшĕ Василий Алексеевич та ĕçленĕ. Атăçăра вăй хунă. Çамрăк чухне матрос пулнăскер Лăпкă океанра службăра тăнă, вырăс-яппун вăрçине хутшăннă. Амăшĕ Антонина Андреевна вăрçă вăхăтĕнче тимĕр урапаллă тракторпа çӳренĕ. Роза Алексеевăна тĕрĕçсем çинчен материалсем пуçтарнăшăн фабрикăн, Наци музейĕн тав хучĕсемпе чысланă.

Космонавта кĕпе тĕрлесе парнеленĕ

Алькешри чи сумлă тĕрĕçĕсенчен пĕри Зинаида Никитина фабрикăра 1957-1994 çулсенче тăрăшнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Унăн ĕçĕсем Мускаври, Шупашкарти, Кӳкеçри музейсенче упранаççĕ.

— Шкултан вĕренсе тухсанах фабрикăна ĕçлеме вырнаçрăм. Ун чухне цех мастерĕ Матрена Моисееваччĕ. Темĕн те тĕрлеттĕмĕр: кĕпесем, ялавсем, сĕтел çиттисем… Райком валли пысăк ялавсем тĕрлеме хушатчĕç. Хăш-пĕр чухне çĕрĕпе ĕçлеттĕмĕр. Ирччен туса пĕтермеллеччĕ. Правительство членĕсем валли парнесем хатĕрлемеллеччĕ, — аса илчĕ тĕрĕç. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Хăйĕн сăмахне тытса ултă ача çуратнă

«Ача çуратмалли тапхăр вĕçленчĕ. Халĕ манăн ĕçлесе хама тупмалли тапхăр пырать», — палăртрĕ Наталия Клементьева. Вăл 20-ре качча кайнă та — вĕренме, професси илме ĕлкĕреймен. Çамрăклах кил-тĕрĕшри ĕçсене пуçĕпех путнă. Мăшăрĕпе пĕрле çурт лартнă, ултă ача çуратса 20 çула яхăн декрет отпускĕнче ларнă.

Патшалăх пулăшнипе

Наталия Патăрьел районĕнчи Именкассинче çуралса ӳснĕ. Кукамăшĕ — Тутарстанри Алешкин Саплăкран. Ун патне Наталия ача чухне те, çитĕнсе хĕр пулсан та час-часах хăнана пырса çӳренĕ. Çулласерен çав ялта йĕтем çинче те ĕçленĕ. Хĕр тусĕсемпе пĕрле клуба ташă каçне тухсан шăпа çырнине тĕл пулнă. Алексей Клементьев хăйĕнчен 5 çул кĕçĕнрех пикене çав самантрах куç хывнă та текех вĕçертмен. Ку пĕрре курсах юратни пулнă. Тăхăр уйăх хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн вĕсем тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă. Çапла майпа Наталия кӳршĕ республика кинĕ пулса тăнă. Малтанах упăшкин тĕп килĕнче унăн амăшĕпе пĕрле пурăннă. Кунта вĕсен икĕ ывăлĕ — Женьăпа Дима — кун çути курнă.

Алексей — сакăр ачаллă çемьерен. Çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсем пӳрт çĕклеме тĕв тунă. Ку çийĕнчех пулакан ĕç мар-çке. Тӳрех капмаррине купалама тытăннă та йывăрлăхсем сиксе тухнă. Хăйсене уйрăм пурăнмалли çурт çукки çамрăк амăшне питĕ пăшăрхантарнă. Йывăр самантсенче вăл Турра кĕлтунă. «Çак çурта тума пулăшсан эсĕ парнеленĕ мĕн пур ачана кун çути кăтартатăп», — тесе чĕререн ыйтнă. Çав тапхăрта шăпах çамрăк çемьесене çурт тума пулăшакан патшалăх программи вăя кĕнĕ. Наталия çакна çӳлти хăватсем кăтартакан паллă евĕр йышăннă. Ку вăхăт тĕлне вĕсем çĕнĕ çурта купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, тăррине те витнĕ. Шалта вара нимĕн те туман. Наталия çав пулăшăва тивĕçес тесе ял хуçалăх предприятине ĕçе вырнаçнă. 800 пин тенке илме май пулни уншăн юмахри тĕлĕнтермĕш пекех туйăннă. Унпа çурта шалтан хăтлăлатнă.

Турă хĕрарăмăн сăмахĕсене илтнĕ пулĕ: çĕнĕ пӳрте куçсан умлăн-хыçлăн тăватă пепке кун çути курнă. Наталия каланă тăрăх, вăл çавăн чухлĕ ача амăшĕ пуласси пирки нихăçан та шухăшламан. Анчах шантарнă сăмаха тытмалла. Паллах, куншăн вăл савăнать кăна. Упăшки те ĕçчен, ылтăн алăллă. Пур ĕçе те çыпăçуллă пурнăçлать. «Ĕçчен пулнишĕнех юратрăм ăна», — терĕ Наталия. Лайăх арçынран хĕрарăм ниçта та мар, декрета кăна кайнине çирĕплетет те вĕсен тĕслĕхĕ. Алексей вырăнти хуçалăхра вăй хурать. Ялти нумай арçын халĕ çемйинчен аякка кайса ĕçлесе пурăнать. Ачисене воспитани парасси хĕрарăм çине тиенет. Клементьевсен апла мар: пĕрле çуратнă — пĕрле пăхса ӳстереççĕ.

«Патшалăх нумай пулăшнă пире. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне ачасене шкула каймашкăн укçа панăччĕ. Патшалăх укçипех ĕне те туянтăмăр. Халĕ асли — 22-ре, кĕçĕнни 7-ре. Виççĕшĕ шкула çӳреççĕ, пĕри — садике. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен шкулта апат тӳлевсĕр çитерме тытăнчĕç. Садикшĕн çур хак тӳлетĕп. Унăн 70% тавăрса параççĕ. Пурĕ те уйăхне 200 тенкĕ çеç ларать», — пытармарĕ Наталия Николаевна.

«Хĕсĕнсе пурăнмастпăр»

Хăйĕн пирки вăл çирĕп кăмăллă мар, çемçе чунлă тесе шухăшлать. Çамрăкрах чухне тата ачашрах пулнă. Пулни-иртнине, кашни сăмаха чĕре çывăхне илсе куляннă. «Ачасем пĕчĕк чухне уйрăмах йывăрччĕ. Канлĕх, тăраниччен çывăрасси пирки ĕмĕтленеттĕм. Кĕçĕннисем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Пĕрлех ӳсрĕç. Ачасем чирленĕ чухне çĕр çывăрманни, ларса йĕни, унта-кунта кайса ĕлкĕрейменни те пулнă. Çын сăмахĕ те тиврĕ», — чунне уçрĕ Наталия. «Мĕн тума çавăн чухлĕ çурататăн?» — куçран пăхса çапла калакансем те пулнă. Çын çăварĕ хапха мар, хупаймăн. «Пурнăçра халĕ çапла: нумай ачана кун çути парнелесе ӳстерекенсем çине урăхларах пăхаççĕ. Саманаран килет-ши çакă? Ĕлĕкрех нумай çемьере 8-9 ача çитĕннĕ», — калаçрĕ телее çемьере тупнăскер.

Паян амăшне чылай çăмăлрах. Ачисем майĕпен çитĕнсе пыраççĕ, хăйсене пăхма пултараççĕ. Кĕçĕнни те кăçал шкула кайĕ. Çапах нихăшне те куçран вĕçертмелле мар. Шкул сукмакне такăрлатакан Николайăн, Кирилăн, Марийăн уроксене хатĕрленмелле. Давида садике леçмелле. Женя çар тивĕçне пурнăçланă ĕнтĕ, Мускавра ĕçлет. Дима Канашри строительство техникумĕнче пĕлӳ илнĕ. Салтак аттине тăхăнма хатĕрленет. Вăл та Мускаври интернет-лавккара вăй хурать. Арçын ачасем спортпа туслă. Футбол, кĕрешӳ секцийĕсене çӳреççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.