Комментировать

3 Мар, 2022

Тантӑш № 8 (4777) 03.03.2022

Пуканесене чăваш тумĕ тăхăнтартать

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Карина Савельева — шкул ятне çӳле çĕклекенсенчен пĕри. Ахальтен мар пулĕ 9-мĕш класс вĕренекенĕ кăçал район администрацийĕн пуçлăхĕн Владимир Денисовăн стипендине илме тивĕçнĕ. «Эпĕ пултараймастăп, хатĕр мар», «манран пулмасть» тенине ку таранччен никам та илтмен унран. Яваплă, пултаруллă та хастар пулса пурне те тĕслĕх кăтартакана пĕрле вĕренекенсем те, шкулти учительсем те шанаççĕ, хисеплеççĕ. Çак кунсенче Карина Савельевăпа çыхăнса калаçма май килчĕ.

«Йĕлтĕрсĕр — пĕр кун та» Кĕçĕн классенче чухне чĕрĕкшĕн хушăран «4» паллă тухкаланă пулсан, пиллĕкмĕшĕнчен тытăнса шĕкĕр «5»-пе кăна вĕренет маттурскер. Каринăн юратнă предмечĕсем — биологи, физкультура, обществознани. Чĕр чунсемпе ӳсен-тăран тĕнчи çинчен пĕлме интереслĕ ăна. Шкулти программăпа кăна çырлахмасть, килте хăй тĕллĕн те нумай вĕренет.

Карина ача садĕнченех спортпа туслă. Уйрăмах йĕлтĕрпе чупма юратать вăл. Ăна юр çунă-çуман урине сырса ярăнма васкать. Иртнĕ вырсарникун «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă шкулта. Баскетболла выляма ăста, çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Армрестлинг та килĕшет ăна. Нумай пулмасть, кăрлач уйăхĕнче, Карина физкультура енĕпе республика шайĕнче район чысне хӳтĕленĕ, призер пулса тăнă. «Спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтерни мана малалла утма, тăрăшса вĕренме, çавăн пекех лартнă тĕллевсем патне çитме пулăшать», — хавхаланса калаçать уçă кăмăллăскер.

Карина — «çамрăк армеецсен» йышĕнче. Республикăри «Зарница» вăйăра кĕркунне командăпа иккĕмĕш вырăна тухнă. Паллах, командир пулма ăна суйланă. Перессипе те час-часах малтисен йышĕнче Карина. Пĕчĕк калибрлă винтовкăран персе «Зарницăра» виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл.

«Ирхине 5 сехет çурăра тăратăп та йĕлтĕрпе чупма каятăп. Мĕнле аван уçă сывлăшра! Ыйхă та тӳрех вĕçсе каять, кăмăл уçăлать. Уроксем хыççăн та кашни кунах йĕлтĕр çине тăма тăрăшатăп. Шăллăм Артем та спортпа туслă. Ăна та йĕлтĕрпе ярăнма килĕшет, манран ниçта та юласшăн мар вăл», — ăшшăн кулать Карина.

Хĕрача ку тарана çитсе чылай предметпа олимпиадăра çĕнтерӳçĕ е призер ятне тивĕçнĕ. Унăн пухмачĕ тĕрлĕ сертификатпа, дипломпа, хисеп хучĕпе пуян. <...>

Елена АТАМАНОВА.

 ♦   ♦   


Командир взвода

Отличник учебы, командир взвода, спорт­смен, победитель и участник многих олимпиад – это все про ученика 9-го класса Красночетайской школы Богда­на Яркина. Юноша с младших классов усердно учится по всем предметам. По его словам, в этом большая заслуга его  мамы. Именно благодаря поддержке и  помощи близкого человека Богдану уда­ется успевать в учебе на одни «пятерки».

В начале учебного года ученики 9-го кадетского класса путем анонимного голосования выбрали Богдана командиром взвода. Юноша понимает, что одноклассники возложили на него большую ответственность и старается быть хорошим командиром. Он всегда прислушивается к мнению своих товарищей и старается делать правильный выбор.

– От других учеников мы отличаемся тем, что носим военную форму. Будучи кадетами, большое внимание уделяем строевой подготовке и спорту. Во всем нам помогает наш классный руководитель, учитель физкультуры Эдуард Романов. Мы выступаем на разных состязаниях, защищаем честь школы на патриотических мероприятиях. Недавно выступали на юбилее школы, показывали приемы защиты. Теперь готовимся к присяге, – рассказывает старшеклассник.

Самым значимым состязанием Богдан считает Всероссийскую спартакиаду молодежи в городе Ессентуки, которая прошла в 2021 году. Тогда ребятам удалось занять 1-е место в военной подготовке, а в общем зачете они стали 4-ми.

– Задания были разные, уделяли внимание военно-физической подготовке. Мы состязались в беге, прыжках в длину, подĕеме туловища, подтягиванию. Среди 24 команд мы стали 4-ми. До этой поездки я не выезжал за пределы республики, поэтому для меня это было первое большое путешествие. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.