Комментировать

3 Мар, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 8 (1238) № 03.03.2022

«Хĕвел тухать сана хисеплесе…»

Çуркунне пуçланчĕ. Çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă тап-
хăрта чунра та туйăмсем хускалмаççĕ-и вара? Хальччен асăрхаманни куç тĕлне пулать, хăлхана кĕмен сасă асамлă кĕввĕн илтĕнме тытăнать, сăнарлă сăмах пуçа сăвă пулса кĕрет… Ӳнер тĕнчинче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслекенсем пĕрремĕш утăмĕсене шăпах çак вăхăтра тумаççĕ-ши чăнах? Кун пек чухне вĕсене çут çанталăк хăй пулăшса пынăнах туйăнать-çке. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче «Çуркунне килет. Çуркуннене çул парăр!» курав иртрĕ. Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн йĕркелекен йăлана кĕнĕ ӳнер уявĕнче ӳкерес ăсталăх тĕрлĕ тĕсне алла илнĕ хĕрарăм художниксен ĕçĕсене курма пулать. Çавăн пекех унта поэзи анлăшĕнче, юрă-кĕвĕ хутлăхĕнче хăйсен каçалăкне хывакансем те хутшăнаççĕ.

«Кăçалхи курава Педагог-ӳнерçĕсен пĕтĕм тĕнчери союзĕн хастарĕсен Лариса Костровăпа Наталья Антоновăн ĕçĕсенчен йĕркелерĕмĕр. Пейзаж, натюрморт, батик техникипе ăсталанă 20 ытла картина вырнаçтартăмăр. Чăн та, суйласа илнĕ ӳкерчĕксенче çурхи нотăсене асăрхатпăр: ем-ешĕл тум тăхăннă уçланкă та, кăн-кăвак çеçпĕл те чунра çепĕçлĕхе вăратаççĕ», — пухăннисене сăрă пуян тĕнчине ертсе кĕртрĕ Литература музейĕн ертӳçи Ирина Оленкина. Ӳнер шкулĕнче тата Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 61-мĕш шкулта ачасене вĕрентекен хастар педагогсем çуллен хĕрарăм художниксен пленэрĕсене хутшăнаççĕ. Шăпах çавăнта тухса çӳренĕрен картинăсен пухмачĕ пуянланса пынине палăртрĕ Лариса Кострова.

«Поэзипе сăрă ӳнерĕ — питĕ çывăх. Çавăнпа искусство асăннă тĕсĕсене юратакансем пĕр-пĕрне аван ăнланаççĕ пек туйăнать», — терĕ вăл. Наталья Антонова ӳкерĕве тухса çӳренĕ май çĕнĕ юлташсем тупнине, вĕсен йышĕнче сăвă-калав ăстисем те пуррине хĕпĕртевлĕн пĕлтерчĕ.

Хĕрарăм тĕнчене илем сапаланине, ăна асăрхама ыттисене вĕрентнине тĕнчери философсен паллă нумай каларăшĕ çирĕплетет. Чăваш Ен профессионал çыравçăсен союзĕн председателĕ Ольга Куликова — Улькка Эльмен — этемлĕхĕн черчен çурри пурнăç тыткăчи пулнине черетлĕ хут аса илтерчĕ, ӳнер тĕнчи те хĕрарăмсемсĕр кичем, тĕссĕр пулассине систерчĕ.

Ĕçе çӳрет, кил-тĕрĕшре йăлтах пурнăçласа ĕлкĕрет, мăшăрĕпе ачи-пăчине тимлĕхрен вĕçертмест… Хитре те тарăн шухăшлă хайлав çырма епле вăхăт тупать-ха хĕрарăм? Хавхалану кӳрекен вăрттăнлăх — юрату. Çак шухăша уява пырса çитнĕ кашни автор палăртрĕ. Йышлăн пухăннă вĕсем, поэзие иленнĕ маттур пикесем: Светлана Гордеева, Альбина Юрату, Лидия Филиппова, Зоя Сывлăмпи, Лидия Ковалюк, Галина Белгалис, Любовь Петрова, Светлана Березкина, Валентина Семенова, Наталья Селезнева… Çуркунне çинчен кашниех сахал мар хайлав калăпланă, уявра пурте юлашки тапхăрта янтăланă «çимĕçпе» паллаштарчĕç. Валентина Двойнова артистка илемлĕ юрăсем шăрантарса кăмăла çĕклерĕ. <...>

Ирина ПУШКИНА.

♦   ♦   


Историе кам тăсĕ-ши?

Кам, хăçан шухăшласа тупнă-ши ку уява? Паллă мар. Çавах та çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче Комплиментсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Мĕн вăл комплимент? Çапла, пĕр-пĕрне ăшă сăмахпа хавхалантарни. Çакă кăна-и-ха? Маттуррине, ĕçченнине, хастаррине, талпăнуллине кăмăллăн палăртни. Чи кирли — чиперрине, илĕртӳллине аса илтерни. Мăнаçланнине, мухтаннине те палăртатпăр ырă та çепĕç сăмахсемпе. Анчах пĕр-пĕрне уявра кăна мар, куллен хавхалантармалла. Çакă, тем тесен те, çын кăмăлне çĕклет. Кун пек чухне ырă ĕç татах та татах тăвас килет.

Юнашар çынсене кăмăллă сăмахпа хавхалантарма пĕлетпĕр-и-ха эпир? Ытарайми сăнанине палăртатпăр-и? Сăпайлă чăваш халăхĕ чылай чухне ăшă куçпа пăхать те — шăп пулать… Йăл кулма та именет-тĕр хушăран. Çывăх çыннине юратнине те, ачи-пăчипе мăнаçланнине те шарламасть вăл. Кунран та ытла — ыттисене те мухтанма хушмасть. Тăван халăхăмăрăн иксĕлми пуян чун-чĕрине палăртать çакă.

Вăхăт иртнĕ май пурнăç та улшăнать. Чăваш та кăмăл-туйăмне палăртма вĕренчĕ темелле. Асатте-асанне аттене ăшă сăмахпа хавхалантарма именнĕ, кукаçи-кукамай аннене юратнине калама маннă тăк, паян эпир хамăрăн ывăл-хĕрĕмĕре вĕсем пирĕншĕн мĕн тери хаклă иккенне уççăнах палăртатпăр. Çапла пулмалла та. Çывăх çынсем юнашар пулнине, кирек хăçан та алă пама хатĕр тăнине туйса кăна мар, пĕлсе тăни çынна вăй-хал хушать, малалла талпăнма хистет. Çапла, ăшă сăмах хавхалантарать, пархатарлă сĕнӳ малтанмала аталанма май парать. «Ырă сăмах ылтăнтан хаклă» тесе ваттисем те ахальтен каламан. Анчах виçине пĕлетпĕр-и? Пĕр-пĕрне ытлашшипех ырламастпăр-ши тепĕр чухне? «Мухтав юрри» шăрантаракансем нумайлансах пынине урăхла мĕнле ăнлантармалла-ха? Чăваш халăхне ытлашши сăпайлă пулнишĕн пĕри ӳпкелет те пулĕ. Тепри чыса, хисепе çухатмалла маррине ĕнентересшĕн тăрăшать. Пуш сăмах çапнине юратмасть вăл. Пĕлĕш-тантăшĕ хушшинче сумлă вырăн йышăнма ăнтăлни çапла тума хистет-тĕр чапшăн çунакансене. Капашсăр ĕç тунăнах каппайчăклăн тытаççĕ-çке хăйсене. Пĕчĕк тивĕçе те пысăка хурса хаклаççĕ хайхисем. Пĕр-пĕрне мухтанипе «çĕкленекенсем»-шим паянхи ăру историне çыракансем?..

Тĕнче шайĕпе сумлă та пуян эткер хăварнă çын темĕн чухлех. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Республикăри лару-тăру тавра

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференци тĕллевне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулу пуçламăшĕнчех кĕскен уçăмлатрĕ. Нумай пулмасть ЧР Патшалăх Канашне Çырупа тухнă хыççăн журналистсен, ахăртнех, ыйтусем çуралнă. Шăпах вĕсене тӳрремĕн хуравламашкăн МИХсен представителĕсемпе тĕл пулма палăртнă та.

УКРАИНА. Кĕтнĕ пекех, чи малтан унпа çыхăннă ыйту пулчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, регион Донецк тата Луганск халăх республикисенчен 600 çынна йышăнма хатĕр. Анчах инкеклĕ вырăнтан тарса Чăваш Ене килекенсен йышĕ ӳсме те пултарать.

КАДР ЫЙТĂВĔ. Хула администрацийĕсенче тăтăшах вакансисем пирки пĕлтереççĕ. Апла тăк унта кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çакă регион аталанăвне мĕнле витĕм кӳнипе кăсăкланчĕç журналистсем.

Олег Алексеевич çынсем ĕçрен каясси чăнах та ӳснине палăртрĕ, анчах та ку шалупа кăна çыхăнман. Юлашки икĕ çулта влаç тытăмĕнче ĕç йĕрки пачах улшăннă. Цифра çине куçни те витĕм кӳрет. Ĕçрен каякансем улшăнусене хатĕр маррипе сăлтавлама пулать кадр ыйтăвне.

ЭКОЛОГИ. Çĕнтерӳ паркĕ çывăхĕнчи лаптăкпа мĕнле усă курас ыйтăва хуравланă май Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнине аса илтерчĕ. Çынсене хăтлă хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва хăвăртлатмалла. Çав вăхăтрах тавралăхăн симĕс тумĕ шар курмалла мар. Çамрăксем хваттерсене харпăрлăха мар, тара илесси вăй илсе пырать. «ДОМ.РФ», лаптăк хуçи вăл шутланать, пур саманта та шута илессе шанас килет.

КРЕДИТ. Юлашки çулсенче республикăра пурăнакансем кредит ытларах илес туртăм вăй илни куç кĕрет. Регион ертӳçи кунта нимĕн хăрушши те курмасть. Ку — банкпа заемщик хутшăнăвĕ. Кирек хăш кредит организацийĕ малтанах, паллах, çыннăн финас лару-тăрăвне тĕплĕн тишкерет. Çакăн хыççăн кăна кредитпа тивĕçтерет е хирĕçлет. Тепĕр енчен, кредитпа усă курса кирек мĕнле ыйтăва та хăвăртрах татса пама май пур. Укçа пухмалла е халех туянмалла — çакна çын хăй татса парать. Анчах та инфляци пирки манмалла мар. Чăн та, патшалăх ку енчен те тĕревлеме тăрăшать. Калăпăр, ипотека кредичĕ илнĕ чухне пĕрремĕш пайне малтанах укçан хывмалла. Хăш-пĕр категоришĕн çакă йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа иртнĕ çул 250 çемьене ку енĕпе пулăшнă, вĕсенчен кашни 530 пин тенке тивĕçнĕ, ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ.

ПОЛИТИКА. Регионти политика лару-тăрăвĕ те кăсăклантарать журналистсене. Пушшех те, хăшĕ-пĕрин ертӳçи улшăнчĕ. Олег Николаев ку енĕпе те йывăрлăх çуккине палăртрĕ. Кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче профессионал пулмалла кăна. ШКУЛТИ ВĔРИ АПАТ. Çĕнĕ Шупашкарта ачасем шкул столовăйĕнче наркăмăшланни республикăра шăв-шав çуратнăччĕ. Малашне лару-тăрăва çирĕпрех тĕрĕслесе тăрĕç-и?

Шкул ачисен вĕри апатне пахалăхпа кăна мар, хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Çавăнпа та ку ыйтăва малашне централизацилесе татса парĕç. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртнĕ тĕслĕх апат пахалăхĕпе çыхăнманни палăрнă. Инфекцие айккинчен илсе кĕнĕ. Вĕри апат тенĕрен вара, унпа тӳлевсĕр тивĕçтерес категорие анлăлатнă. Шел те, çак категорие ку таранччен кĕнисене те апатлантарас ыйтăва кирлĕ пек татса паман. Правительство ларăвĕнче муниципалитетсен ертӳçисене хытах лекнĕ хыççăн лару-тăру ку енĕпе лайăхланма пуçланине палăртрĕ регион ертӳçи. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Хĕвеллĕ» ачапа выляма та пĕлмелле

Аутизм… Çак сăмаха пĕрисем приговор пек йышăннă вăхăтрах теприсем, шанчăка çухатманнисем, кăткăс амакпа çуралнă пепкесене пурнăçа хăнăхтарасшăн тăрăшаççĕ. Психика хăйне евĕр чирĕпе çут тĕнчене килнĕ ывăл-хĕрне пăхакан ашшĕ-амăшне çăмăл килмест, паллах: ачине куçран вĕçертме çуккипе чылайăшĕ кану çинчен вуçех манма пултарать. Кунпа кун улшăннă май вăй-хал пухма ĕлкĕреймесĕр, тĕрлĕ киленĕç-савăнăç валли сăлтав-вăхăт тупмасăр вара пепкене пурнăçа кирлĕ пек вĕрентсе пыма, çĕнĕ утăм тумашкăн хавхалантарма хĕн. Ĕшеннĕ çыннăн çухатнă вăй-хала мĕнле саплаштармалла? Çак ыйту — аутист ачана пăхакансене канăçсăрлантаракан вун-вун ыйтуран пĕри кăна.

Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнче хута кайнă «Ăс-тăн сывлăхĕ» — аутизмпа нушаланакан çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кӳрессипе çыхăннă проект. Унăн тĕллевĕ — ачана пĕчĕкрен хăнăху-пĕлӳ парса общество пурнăçне явăçтарасси. Асăннă проектпа /унăн кураторĕ — РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров/ килĕшӳллĕн тĕрлĕ регионра хевтесĕр ачасемпе ĕçлекен специалистсене — психологсене, дефектологсене, логопедсене, социаллă вĕрентекенсене — психологи-педагогика пĕлĕвĕ парас ĕç пуçланнă. Нарăс уйăхĕнче «9 утăм: ашшĕ-амăшĕн хăнăхăвĕсен тренингĕ» программăпа йĕркеленĕ ятарлă курс Чăваш Енри темиçе организацире те иртнĕ. Асăнса хăварма кăмăллă: проект пĕрремĕш тапхăрĕн географине тишкерес тĕк пирĕн республика — иккĕмĕш вырăнта. «Пĕрремĕш пĕлĕме» Чулхула облаçĕ «ас тивнĕ».

Чăваш Республикин статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕ тĕлне аутизмпа чирлĕ 300 ачана шута илнĕ. Асăннă амака тупса палăртас тесе 21 пин ачана ятарлă тĕрĕслев — скрининг — витĕр кăларнă, 290-ăшĕн сывлăхне тарăннăн тĕпченĕ.

Сăмах май, ашшĕ-амăшĕ аутизм тĕрлĕ паллине асăрхамасан та пултарать. «Ăс-тăн сывлăхĕ» проект вара чире пепке 1,5-2,5 çулсенче чухнех тупса палăртма ыйту лартать.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Ĕçлев министерствин Ача-пăча реабилитаци центрĕнче специалистсен пĕр ушкăнĕ — пурĕ тăххăрăн — ыттисенчен уйрăмрах ачасен ашшĕ-амăшне пулăшу кӳме вĕрентекен программăна ăса хывма пуçăнчĕ. 144 сехетлĕх курса «9 утăм» программăн тренерĕсем Анна Бобровăпа Екатерина Сотова ертсе пычĕç. Вĕренĕве хутшăнма кăмăл тунисене теори пĕлĕвĕпе пĕрлех практика хăнăхăвĕ кӳме те тăрăшрĕç вĕсем.

— Асăннă ыйту — аутизмпа шар куракан ачасене пурнăçа хăнăхтарасси — тĕнчипех çивĕч. Тĕрĕссипе, унашкал пепке питĕ нумай. Америка штачĕсенче сывă 44 ача пуçне — 1 аутист, тĕнче шайĕпе илсен — 55 ачаран пĕрин пуç мими сывă мар. Раççейре статистикăна пухаççĕ кăна, çавăнпа кăтартăва тĕрĕс палăртма та хĕн. Сывлăхĕ айванрах ачаллă çемьесене медицина, педагогика тĕлĕшĕнчен пулăшмалли меслетсене питĕ сахал тĕпчесе çирĕплетнĕ. Çавна шута илсен «9 утăм» программа самай усăллине палăртмалла. Тĕрлĕ лару-тăрура «хĕвеллĕ» ачапа /аутистсене çапла та калатпăр/ мĕнле калаçмаллине, пуплеве хăнăхманнипе хутшăнăва еплерех йĕркелемеллине, çитĕннĕ çыннăн шăпăрлана вăййа илентернĕ май хăйне мĕнле тыткаламаллине кăтартса парсах вĕрентетпĕр. Ăс-тăн енĕпе сывă ача нумай ĕçе ятарласа вĕрентнинчен ытла хăй, аслисене сăнаса, вĕренет. Çĕннине губка пекех çăтаççĕ вĕт пĕчĕккисем. Выляма та ятарласа хăнăхтарма кирлĕ мар, паллах — хăех иленет киленӳ кӳрекен айкашăва. Ăс-тăн сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен уйрăмраххисене вара йăлтах утăмăн-утăмăн хăнăхтармалла. Программăпа килĕшӳллĕн курс вĕçĕнче занятире пĕлӳ илекенсем хăйсем мĕн вĕреннине презентаци урлă кăтартса параççĕ. Çакă мĕн ăнланнине çирĕплетсе хăварма чухах, — вĕрентӳ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ Анна Боброва. <...>

Ирина ИВАНОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Чун ирĕке туртăнать, е Студент пулма кая юлман

Шупашкарта пурăнакан Елена Иванова 50 çула çитсен И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Вăл — ӳнер тата музыка вĕрентĕвĕн факультечĕн студенчĕ. «Тинех хама шыври пулă пекех туятăп», — савăнăçне пытармасть чăваш хĕрарăмĕ.

«Художник» хушма ят

«Ача чухнех ӳкерес килетчĕ. Шкул программине ăса хывни çителĕксĕрччĕ маншăн. Çавăнпах картинăсене пăхса ӳкерме тăрăшаттăм. Çын сăнĕсем килĕшӳллĕ пулса тухатчĕç. Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех «художник» хушма ят çыпăçрĕ. Витлесе каланă пек туйăнатчĕ. Çакăншăн кӳренеттĕм те.

Пĕр класра вĕренекенсене ӳкерсе параттăм. Ĕçшĕн вĕсене «5» лартса паратчĕç. Манăн ӳкерчĕке темшĕн «4» паллăпа хаклатчĕç», — аса илĕвĕнче ачалăха таврăнать Йĕпреç районĕнчи Пучинке хĕрĕ Елена Иванова /Сильвестрова/.

Шкул хыççăн ӳкерес ăсталăха аталантарас килнĕ унăн. Çав вăхăтрах нимĕç чĕлхи учителĕ тăрăшулăхне кура ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Педагогăн кăмăлне тивĕçтерес тесех хĕр аслă шкулта экзаменсем тытса пăхнă. Анчах... ют чĕлхе вĕренекен студентсен йышне кĕреймен. Чун туртманни витĕм кӳнĕ-ши?

Çакăн хыççăн хĕр укçа ĕçлесе илес тĕллевпе юлташĕсемпе пĕрле Мускава тухса кайнă. Çичĕ тĕпренчĕкне пурнăç парнеленĕ ашшĕ-амăшне пулăшас килнĕ унăн. Çамрăксем валли пир-авăр фабрикинче ĕç тупăннă. «Тус-тантăшăм пушă вăхăтра аллине пальто тытатчĕ. Ăна пĕчĕклететчĕ, эреш хушатчĕ. Çĕлени киленӳ кӳретчĕ ăна. Эпĕ вара чун каничченех ӳкереттĕм. Хытă хут çинче мана çывăх тĕнче уçăлатчĕ», — тăсăлать калаçу.

Ӳнер тĕнчин вăрттăнлăхĕсене ăса хывас туртăм вăйланса пынине нумай тĕслĕхпе çирĕплетет хĕрарăм. Çĕршывăн тĕп хулинче ĕçе вырнаçсан та çак енĕпе пĕлӳ илес шухăш канăç паман ăна. Çавăнпах федерацин аслă шкулĕпе çыхăну йĕркеленĕ вăл. Килти ĕçсене хавхалансах пурнăçланă. Куçăн мар майпа вĕреннĕшĕн укçа тӳлесе хунă... Анчах унăн тăван тăрăха таврăнма лекнĕ.

«Ун чухне атте çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Тăвансене тĕрев парас тесех çуралнă кĕтесре тĕпленме тĕв турăм. Фабрика ертӳлĕхĕ мана, чăваш хĕрне, ярасшăн марччĕ, хăварас тесе темле те ӳкĕтлерĕ», — тет Елена Иванова. Шăпах çав вăхăтра амăшĕ çĕнĕ çурт хăпартма пуçланă. Ачисен, паллах, çывăх çыннине пулăшас килнĕ. Çитменнине, Мускавра килшĕн тунсăхланине пытармасть хĕр. Йĕрсе те пăхнă. Пĕрле кайнă иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ те, шкулта пĕр класра вĕреннисем те çĕршывăн тĕп хулинчех юлнă, çемье çавăрнă. Хĕрарăм вĕсемпе çыхăнăва татман. Туслăха упракансем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ. Елена Иванова Шупашкара таврăнсан 12-мĕш училищĕне альфрейщике вĕренме кĕнĕ. Тăрăшуллăскер хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. «Ун чухне çăмăллăхсемпе кăсăкланман. Хĕрлĕ диплом илнисене аслă шкула экзаменсăрах йышăннине пĕлмен. Пĕрле вĕреннисем вара çăмăллăхпа усă курса педуниверситет студенчĕсем пулса тăчĕç», — аса илет хĕрарăм. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.