Тутарпа чăваш ят-сумне çĕклекен ентеш
Пархатарлă та вышкайсăр пуян шăпа Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари медицина академийĕн профессорĕн, Пĕтĕм тĕнчери аграри пĕлĕвĕн тата информатизаци академийĕсен чăн академикĕн И.Н.Никитинăн.
Иван Николаевич 1934 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăва ялĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Николай Лукитичпа Агафья Максимовнăн нумай ачаллă çемйинче Ваня Володьăпа Саша хыççăн виççĕмĕш ывăл пулнă. Вĕсем хыççăн Мишăпа Гена, Тоньăпа Оля çуралнă.
Мĕн пĕчĕкрен нимĕнле хура ĕçрен те хăраман арçын ача 1943 çул пуçламăшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă ашшĕ хистенипе тăхăр çул тултаричченех хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче тăван колхозăн уй-хирне тухать. Малтанхи вăхăтра лашапа шыв турттарать, унтан йĕтем çине кĕлте леçнĕ. Çапла майпа Ваня ялти пуçламăш шкула пĕтеричченех килти выльăх-чĕрлĕхе, уйрăмах лашасене юратса ÿснĕ.
Миçе пин çухрăм çурран çÿреме тивмен пулĕ тата çĕр-шывĕпе чапа тухнă пулас ăсчахăн нушаллă çамрăклăхра. Вăл вун виçĕ çулта чухнех çичĕ ача амăшĕ сарăмсăр вилет, ашшĕ - иккĕмĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ.
Вăрăмхăва ĕлĕкрех Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ хĕрринчи Патреккел ялĕнчен мещенсен Пăва хули çывăхне куçса ларнă пĕчĕк хутор шутланнă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 1927 çултанпа Елчĕк районне кĕрекен 100 ытларах киллĕ Вăрăмхăва пуçланса кайнăранпа 200 çул çитнине анлăн паллă турĕç.
Чăваш Республикин картти çине те тимлĕрех тинкерсен çак чăваш ялĕ Тутарстанри Пăва районĕн территорийĕнче хăйне евĕрлĕ утрав пек лаптăк йышăннине асăрхатпăр. Ун тавра тутарсем пурăнакан ялсене куратпăр. 6-7 çухрăм кăнтăр еннерех вара 1920 çулсенчен пуçласах Пăва районне кĕрекен, ĕлĕк-авалтанпах пирĕн йăхташсем пурăнакан чăн-чăн чăваш салисем Рункă тата Кипекасси.
Совет саманиччен Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăвапа кунтан 30 çухрăм ытларах вырнаçнă Елчĕк хутлăхĕнчи чи пысăк та шĕкĕр ял - Лаш Таяпа. Кунта 1840 çултах чиркÿпе прихут шкулĕ уçăлнă. Эпĕ ас тăвасса 1950-1960 çулсенче Лаш Таяпари вăтам шкулта таврари çирĕме яхăн ялпа поселокри 500 ытла ача вĕреннĕ. Вĕсене ун чухне нимĕнле йывăрлăх та хăратман. Тăван тавралăха, авалхи чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ ачасем аслисем хистемесĕрех çывăхри тутар ялĕсенче вĕренесшĕн пулман, 13-15 çултах аякри Лаш Таяпана çул такăрлатнă. Вĕсен хушшинче - Рункă ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх художникĕ Николай Енилин /Неççе Кули/, Кипекассинчен тухнă паллă çыравçă, фольклорист тата тавра пĕлÿçĕ Валентин Максимов /Валем Ахун/, Вăрăмхăвари пирвайхи профессор Иван Никитин тата ытти сумлă та пархатарлă ентешсем.
Иван Николаевич 1958 çулта Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Ăна тарăн пĕлÿ панă хăш-пĕр профессорпа ректор пирĕн ентеше çак аслă шкултах ĕçлеме хăварасшăн пулнă. Анчах та Аслă Пăлапа Хырла юхан шывĕсен хутлăхĕнчи ирĕклĕ уй-хирпе пĕчĕк хутăш вăрмансен ытамĕнче çитĕннĕ ăслă, пултаруллă, пысăк тавра курăмлă вăйлă каччă вĕсене аякри пĕр-пĕр районта, тен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ветеринар тухтăрĕнче ĕçлеме кăмăл пуррине сăпайлăн пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн ректор пирĕн ентеше çапларах хуравланă:
- Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Иркутск облаç ĕçтăвкомĕ пирĕн институтран вĕренсе тухнă 7-8 специалиста Байкал кÿлли çывăхĕнчи пысăк колхоз-совхозсене ĕçлеме ямашкăн ыйтать. Иккĕленместĕп: унти ĕç сире килĕшмелле. Ĕçлесе пăхăр-ха Çĕпĕрте темиçе çул, Иван Николаевич. Эпир вара сирĕн çинчен манмастпăр, тен, 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех каялла института чĕнсе илĕпĕр...
1958 çулхи кĕркунне пуçламăшĕнче ĕнер кăна хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă 24 çулти Иван Никитина Тайшет районĕнчи ветеринари лабораторийĕн директорне çирĕплетнĕ. Хăйĕн ĕçне чăваш каччи малтанхи кунран пуçласах çĕр-шыври паллă ăсчахсем пурнăçа кĕртсе пынă çĕнĕрен те çĕнĕ наука никĕсĕ çинче йĕркелеме тăрăшнă. 2-3 çултанах Тайшет районĕнче выльăх-чĕрлĕх вилесси кăна мар, чирлесси те хăвăрт чакнă. 1962 çулта Иван Никитина Иркутск облаçĕн ĕçтăвкомне чĕнтернĕ те регионти ял хуçалăх управленийĕн ветеринари пайĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ.
Çичĕ çул ĕçлесе пурăннă Иван Николаевич аякри Çĕпĕрте. Тайшетра вăл кунти район библиотекинче ĕçленĕ вырăс пикипе Антонинăпа паллашса çемье çавăрнă. 1962 çул вĕçĕнче вĕсен Иркутскра Хусан федераци университечĕн физика факультечĕн пулас доценчĕ, Сергей Никитин профессор çут тĕнчене килнĕ. Нихăçан манăçми тарăн та ырă йĕр хăварнă Çĕпĕрти илемлĕ тулли пурнăç пирĕн ентеш çемйинче.
1965 çул варринче СССР Ял хуçалăх министерстви Иркутск облаçĕнче ĕçлесе ырă ят-сума тивĕçнĕ Иван Николаевича хăй аслă пĕлÿ илнĕ авалхи института ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Н.Э.Бауман ячĕллĕ аслă шкулта виçĕ çул ĕçлеме ĕлкĕрнĕ И.Никитин доцента 1968 çултах институтăн партком секретарьне суйланă. Çав вăхăтрах Лаш Таяпари вăтам шкултах тĕрлĕ общество ĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшнă Иван Николаевич çĕр-шывра пуçласа çавăн евĕрлĕ профильлĕ институтра ветеринари ĕçĕн экономикипе организаци кафедрине йĕркелеме мехел çитерет. 1976 çулта вăл хăйĕн пĕрремĕш монографи-учебникне «Организация и экономика ветеринарного дела» ятпа пичетлесе кăларнă. Çавăн хыççăн Иван Николаевич СССР Ял хуçалăх министерствин ветеринари Тĕп управленийĕн /1993 çултанпа Раççей министерствин уйрăм Департаменчĕ/ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕр-шыври вун-вун аслă шкулта лекци вуланă, Пĕтĕм Союзри тĕрлĕ симпозиумпа конференцире 100 ытла доклад тунă. Иртнĕ ĕмĕр вĕçнерех И.Н.Никитин академика Канадăра, Болгарире, Беларуçра, Венгрире, Молдавире, Арменире тата ытти çĕр-шывра ирттернĕ вун-вун конференципе форумра сăмах калама, тĕнчери чи паллă ăсчахсемпе тĕл пулма чĕннĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр ытларах каялла Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче /1995 çултанпа Хусанти ветеринари медицина академийĕ/ Никитин профессорăн шкулĕ йĕркеленсе çитрĕ. Çак вăхăтра Иван Николаевичăн çирĕп алли витĕр тухнă 60 çын ветеринари, биологи, экономика тата ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕн тата кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Вĕсен хушшинче - Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕнче 20 çул вăй хунă Николай Кириллов, çак аслă шкулăн профессорĕсем Федор Петрянкин, Геннадий Мартынов, Виталий Лабинов, Николай Косяев, Владимир Кузнецов, Патăрьел районĕнчен тухнă ăслăлăх докторĕсем Минсеит Сафинпа Расых Юсупов тата унăн аслă хĕрĕ Галия Юсупова, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи Тутарстан Республикин ял хуçалăх министрĕ, Раççей Федераци Патшалăх Канашĕн Думин депутачĕ Фатих Сибагатуллин, 2001 çултанпа Хусанти ветеринари медицина академийĕн ректорĕ Галимзян Кабиров тата Атăлпа Урал тăрăхĕнчи ытти паллă ăсчахсемпе çĕр-шыври ял хуçалăхĕпе экономика аталанăвĕн тытăмĕн ертÿçисем.
Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ята иккĕмĕш тивĕçнĕ Г.Н.Волков академик-этнограф хыççăн тĕнче шайне çĕкленнĕ Елчĕк районĕнчен тухнă академик ахальтен мар ĕнтĕ хăйĕн 80 çулхи юбилейне Хусан ипподромĕн хăтлă та чи капăр залĕнче ирттерчĕ. Çак савăнăçлă каçа унăн пархатарлă вĕренекенĕ, ветеринари академийĕн ректорĕ Г.Ф.Кабиров профессор ертсе пычĕ. Галимзян Фазылзянович хăйĕн сăмахĕнче хăнасене Иван Николаевичпа унăн тăванĕсемпе, тата сумлă вĕренекенĕсемпе паллаштарнă хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне А.П.Князева сăмах пачĕ. Анатолий Пантелеймонович Хусанта çур ĕмĕр ытла пурăнакан мухтавлă ентеше ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе хаклă парне панă май унăн çĕр-шыври халăх хуçалăхĕн аталанăвне тÿпине вышкайсăр пысăк тÿпе хунине палăртнипе пĕрлех Иван Николаевич хăйĕн пĕтĕм чунĕпе яланах Чăваш Енре пулнине, унăн çутă пуласлăхĕшĕн малашне те пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме хатĕрри çинчен каларĕ.
- Манăн аттепе, Елчĕк районĕнчи Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозра тăрăшса республикăра чи малтан «Чăваш АССР ветеринарин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Пантелеймон Николаевич Князевпа пĕрле Иван Никитин Лаш Таяпари шкулта та, Хусанти Бауман ячĕллĕ институтра та пĕрле вĕреннĕ. Вĕсем ĕмĕрлĕхех туссем пулнишĕн мăнаçланатăп эпĕ. Тепĕр савăнăç - пирĕн республикăри вĕренÿ заведенийĕсемпе агропромышленноç комплексĕнче Иван Николаевичăн çĕр-çĕр вĕренекенĕ тăрăшса вăй хуни. Вĕсен ретĕнче профессорсемпе доцентсем кăна çирĕме яхăн, республика тата районсен ертÿçисем те пур. Сирĕнпе пĕтĕм Чăваш Енпе Тутарстан мухтанать. Тавтапуç сире, Иван Николаевич! - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Князев.
Петр СИДОРОВ