Комментировать

24 Фев, 2022

«Хресчен сасси» 7 (2895) № 24.02.2022

Паха вăрлăх мĕншĕн сахал?

Хĕрӳ тапхăр — çур аки — çывхарнă май Патăрьел районĕнче ЧР Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем хуçалăхсенче ака-сухана хатĕрленнипе кăсăкланчĕç, фермăсене, чĕр тавар тирпейлекен предприятисене çитсе курчĕç.

Хĕлле — урапа, çулла çуна хатĕрле

«Батыревский» хуçалăх районта малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, ӳсен-тăран çитĕнтереççĕ. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсенех çур акине хатĕрленме тытăннă: техника юсанă, паха вăрлăх, удобрени туяннă. Петр Ялуков ертӳçĕ комиссие тырă, çĕр улми, удобрени управĕсене хаваспах кăтартрĕ.

— Вăрлăха йăлтах çĕнетрĕмĕр. Элита 19 тонна туянтăмăр. Акмалли материал ытлашшипех, 180 тонна хатĕрленĕ: кĕрхисем пĕтсен кирлĕ пулать. Хальлĕхе культурăсем хĕл лайăх каçни палăрать. Çанталăк йĕркеллĕ тăрсан тухăç аван тухмалла. Иртнĕ çул кĕрхисем 600 гектар пулнă, анчах япăх шăтнăран 400-шне тепĕр хутчен сухаласа акма тиврĕ. Тухăç та гектар пуçне 12 центнертан иртмерĕ. Çав хушăрах çурхи культурăсене икĕ хут ытларах пуçтарса кĕртрĕмĕр, — палăртрĕ вăл. Çĕр улми вăрлăхне те йăлтах çĕнетнĕ. Пĕлтĕр çу шăрăх тăнăран культурăн пахалăхĕ палăрмаллах чакнă-мĕн. Кун пеккинчен малашне пысăк тупăш илеймĕн. Республикăри пĕр хуçалăхран 250 тонна вăрлăх туяннă. Унăн лаптăкне çулсерен пĕр пек тытса пыраççĕ.

Темиçе çул каялла «иккĕмĕш çăкăртан» пысăк тупăш илни пĕрлешĕве йывăр вăхăтра туртса кăларма пулăшнă. Халĕ те тупăшлă вăл. Иртнĕ çул кĕркунне 25-34 тенкĕпе /1 кг/ сутнă. Чăн та, типĕ çанталăка пула ăна гектартан 122,7 центнер кăна кăларса пуçтарнă. Лаптăка шăвармалла тăвасси пирки те шухăшлаççĕ кунта.

Хуçалăхăн усă куракан çĕр — 1737 гектар, çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем — 1096, çĕр улми — 120 гектар. Иртнĕ çул гектар пуçне 20,9 центнер тырă вырса кĕртнĕ. Çĕр ĕçне вăхăтра ирттерме техника паркне пуянлатсах пыраççĕ. Пĕлтĕр 10 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.

«Батыревский» пĕрлешӳре выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те лайăх аталанса пырать. Пурĕ 856 ĕне выльăх. Февраль уйăхĕ тĕлне иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан аш-какай, сĕт ытларах туса илнĕ. Хуçалăхра 53 çын вăй хурать, уйăхри вăтам ĕç укçи 30 пин тенкĕ ытла.

«Яйпро» пĕрлешӳре çĕнĕ производство хута янăранпа вăхăт нумаях та иртмен. Çапах ĕçченсем хатĕрлесе кăларакан продукцие — пастеризациленĕ çăмарта меланжа — республикăра та, регион тулашĕнче те хаваспах туянаççĕ. Италирен туяннă оборудовании çăмартана хуппинчен тасатса саррипе шуррине хутăштарать, ятарлă пакета тултарать. Кун пек чĕр таварăн пахалăхĕ те чакмасть. Ăна апат-çимĕç, çăкăр-булка, кондитер изделийĕсем хатĕрлекен предприятисем уйрăмах килĕштереççĕ. Предприятире талăкра 10 пин çăмартаран 5 пин кг меланж хатĕрлеççĕ. Пурĕ 14 çын вăй хурать, ĕç укçи те уйăхне 30 пин тенке яхăн. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


«Пĕтĕм вăхăта колхоза янă»

Кăçал Паллă ентешсен çулталăкне халалласа ял хуçалăхĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсемпе паллаштарма шут тытрăмăр. Унта вулакансем те хутшăнма пултараççĕ. Хамăрăн ятарлă кăларăма Аркадий Айдак кун-çулĕнчен пуçлас терĕмĕр. Хăть мĕн каласан та вăл «Хресчен сасси» хаçата пуçарса яракансенчен пĕри пулнă-çке.

Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ

Аркадий Павловича 1964 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председательне суйланă. Ун чухне вăл 27 çулта пулнă. Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çак ĕçре вăл 2017 çулччен тăрăшнă.

Хăйĕн пĕрремĕш утăмĕсем çинчен Аркадий Айдак «И взойдут семена» кĕнекинче çырса кăтартнă. Хуçалăх 4 яла пĕрлештернĕ. Урамсенче пылчăк çăрăлнă. Çуллахи вăхăтра та

Тури Ачак ялне машинăпа, лашапа кĕрсе тухма май пулман. Йĕри-тавра вара — çырма-çатра, хĕрлĕ тăмлă варсем. Сухалакан çĕрсен 80 процентне эрози пĕтернĕ.
Колхозниксенчен пĕр пайĕ çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен Самар, Саратов, Волгоград, Чулхула облаçĕсенче ĕçлесе пурăннă. Çемьене — çăкăрпа, выльăх-чĕрлĕхе утă-улăмпа тăрантарас тĕллевпе ĕнтĕ. Колхозра ĕçлеме çын çитмен. Тăватă ялта ултă бригада пулнă, ултă йĕтем. Çĕр улми кăларнă вăхăтра колхозниксем килĕсене кунне миçе хутламан-ши?! Кашни каймассерен пĕршер витре çĕр улми илсе кайнă. Паллах, çак пулăм çамрăк председателе килĕшмен. Çавна май çирĕп йĕрке тумаллине картса хунă.

Кĕнекере вăл тăван тăрăхĕ çырмасенчен пуяннине çырса кăтартнă. Вĕсенче чи малтан кĕтӳсене çӳретме чарнă. Мĕншĕн тесен выльăх ури айĕнче курăк та, хунав та таптанать. Апла пулсан выльăха килте тытмалла. Чылайăшне çакă килĕшмен, тĕрлĕ çĕре çăхав çырнă. Анчах Аркадий Айдак хăй суйласа илнĕ çултан пăрăнман, пуçăннă ĕçе малаллах тăснă. Ял çыннине выльăх апатне тӳлевсĕрех пама тăрăшнă. «Çырмаçатрана таптаттарма чаратпăр, йывăç-курăк лартса ӳстеретпĕр. Пĕтĕм тавралăх симĕс тумпа витĕнсе илемленĕ», — тенĕ вăл. — Çут çанталăка сыхлани — Тăван çĕршыва сыхлани».

«Колхоз экономикине аталантарма, ĕç укçине лайăхлатма, хуçалăх тата хушма хуçалăхсен выльăхне апатпа тивĕçтерме 5 çул кирлĕ пулчĕ, — вулатăп кĕнекери йĕркесене. Тыр-пул тухăçне ӳстерни, люцерна лаптăкне пысăклатни пулăшрĕ пире. Тухăçа минерал удобренийĕпе ӳстертĕмĕр. Маларах вара унпа пачах та усă курман. Василий Беляков агроном, хуçалăха манран каярах килнĕскер, колхозниксемпе пĕрле азотпа минерал çăнăхĕ кăларакан заводсенче темиçе хĕл каçрĕ. Рабочисем завода пулăшу кӳнĕ май колхоза йӳнĕ удобренипе тивĕçтерчĕç». Гектар тухăçĕ малтан 8-9 центнер çеç пулнă. Кашни ĕнерен çулталăкра 800-900 кг сĕт сунă. Ку кăтартусем районта чи пĕчĕкки шутланнă. 1972 çулта «Ленинская искра» «Борец» хуçалăхпа, 1973 çулта «Правда» тата «Вперед» колхозсемпе пĕрлешнĕ. Пысăк хуçалăх 14 яла пĕрлештернĕ. 1976-1980 çулсенче тĕш тырă тухăçĕ гектартан — 28 центнера, 1987 çулта 34 центнера çитнĕ. Çулсерен ӳссе пынă вăл. Çавăн пекех сĕт сăвăмĕ те пысăкланнă. 1987 çулта кашни ĕнерен 4510 кг сĕт сунă. Çак кăтарту тăрăшмасăр пулман. Аркадий Павлович ертсе пынипе çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунă колхозниксем.

«Ял хуçалăхне кирлĕ шая çĕклеме кадрсене тĕрĕс суйласа илни пулăшрĕ, — тенĕ вăл. — Чи малтанах механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе хăмлаçăсене. Çавăн пекех 6 тухтăр, 7 медсестра, 3 ӳнерçĕ, 8 хореограф, энтомолог, лаша спорчĕн 4 тренерне вĕрентсе хатĕрленĕ. Ĕç укçине çулсеренех кăштах та пулин ӳстерме тăрăшатпăр. Производство ӳсĕмĕ пулмасан та. Ял хуçалăхĕшĕн çулпа çул пĕр пек килмест-çке. Çакна тума майсем тупатпăр». <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Пире таса шыв кирлех

Мĕн авалтанах ял урамĕсенче, çырмара çăлсем пулнă. Халĕ вĕсене ял хушшинче сахал курма пулать. Пурнăç шайĕ тата çынсен культури улшăнса пынă май çăлсене кил-çурт таврашне, пахчана е икĕ кӳршĕн хуралтисен хушшине чаваççĕ, пĕрле усă кураççĕ.

Ĕлĕкрех вĕрен вĕçне витре çыхса е алăпа çавăрмалли хатĕрпе усă курса пусăран шыв ăснă. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе ансатрах: электроçутăпа ĕçлекен насуса пула пластмасс пăрăх витĕр пӳрте шыв кĕрет.

Хăнăхнă йăлапа эпĕ те пӳрте шыв кĕртме шухăшларăм. Насуса электроç утăпа тивĕçтертĕм, шыв килессе кĕтсе тăратăп. Вăл килменнипе тухса пăхма шут тытрăм. Насус ĕçлет — шыв курăнмасть. Ирĕксĕрех ăна çăлтан кăлармалла пулчĕ. Вăл икĕ пая пайланнă. Тăватă болтпа тытăнтарнăскер чутах саланман. Тутăхса, çийĕнсе пĕтнĕ. Насуса ирĕксĕрех çĕнĕрен пухмалла пулчĕ. Шыв таса мар. Кали, кальци тăварĕсем унта питĕ нумай. Çитменнине, извеçлĕ. Шыва вĕретсе сивĕтмелле, унтан тăрăлтарса ĕçмелле. Эмальленĕ чейникре, витрере кăм нумай пухăнать. Савăт-сапана юрăхсăра кăларать. Мĕнле шыв ĕçнине чухламастпăр та. Чир-чĕр паллисем те çавăнтанах пуçланаççĕ. Пурăннăçемĕн çиеле тухаççĕ. Çынсенчен илткеленĕ: шăл туни çумне кăм чулланса ларать. Вĕретмен шыв ĕçнипе вăл юн тымарĕсем çумне çыпçăнать имĕш.

Пахчари ӳсен-тăрана темĕн тĕрлĕ хими препарачĕпе сирпĕтетпĕр. Вăл ниçта та сирĕлмест, çĕр çинех ӳкет. Юр, çумăр шывĕсем çĕртен сăрхăнса çăла кĕреççĕ. Çапла майпа пĕтĕм тасамарлăх пирĕн ăша кĕрсе вырнаçать. Хамăра хамăр им-çамлатпăр мар-и? Чирлесен айăпа ăçта шырамаллине пĕлместпĕр. 2005 çулсенчех «Таса шыв» программăпа патшалăх артезиан çăлĕсем тума сахал мар укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Элĕк районĕнчи чылай ял вĕсене турĕ. Пăрăхсем хурса килĕсене шыв кĕртрĕç. Хăш-пĕр ялта хуçалăхсенчен юлнă артезиан çăлĕсемпе усă кураççĕ. Çав хушăрах Мăн Ямашпа Яккушкăнь ялĕнчи çынсем пĕр шухăшлă пулса килĕшӳ тăваймарĕç. Хуçалăхран юлнă артезиан çăлĕсемпе усă курма шухăшламарĕç. Айăпĕ камра? Хамăрта.

Мăн Ямаш ял канашĕн председателĕ икĕ ял хастарĕсене пухса пуху ирттерчĕ. Вăлах сăмах илчĕ. «Килĕрен пулмасан та икĕ килле пĕр çăл пур. Артезиан çăлне эпир мĕнле пăхса тăрăпăр? Ăна ĕçлеттермелле. Ĕçлеттерместĕн тĕк — тулса ларать, усси пулмасть. Электроç утăшăн тӳлемелле, пăхса тăракана та укçа памалла. Шыв пăрăхĕсене ял тăрăх хурса тухсан, çынсем килĕсене кĕртмесен — ĕç сая кайĕ. Пире кам укçа парĕ?» — терĕ ял канашĕн председателĕ ун чухне. Пухăва пухăннисем шыв сыпнă пек ларчĕç. Каярахпа пурте пĕр çын пек пулса артезиан çăлне тумăпăр тесе сасăларĕç. Çакăнпа пĕтĕм ĕç пăчланчĕ. Вăл вăхăтра федерацин бюджет укçипе çынсене килĕрен шыв кĕртсе паратчĕç. Хальхи пек халăхран укçа пухман. Сĕннĕ нухратпа вăхăтра усă курма пĕлмерĕмĕр.

Çут çанталăк никама та шеллемест. 2010-2011 çулсенче çанталăк шăрăх тăчĕ. Ӳсен-тăрансем типсе ларчĕç. Çăлсенче шыв юлмарĕ. Кам çырма тĕпĕнчи çăлтан, хăшĕ вар вĕçĕнчи çăл куçран, теприсем шкултан шыв йăтрĕç. Çынсем шăрăх çанталăкăн нушине туйрĕç. Çавна май çĕнĕ çăлсене тарăнрах чавма пуçларĕç. Шыв вара çав-çавах извеçлĕ. 2018 çулта каллех шăрăх пулчĕ. Çăвĕпе çумăр çумарĕ, курăк типсе хăрчĕ. Çут çанталăка сăнакансем малашне те шăрăх пуласса асăрхаттараççĕ. <...>

Виссарион МАКСИМОВ. Элĕк районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.