Комментировать

24 Фев, 2022

Çурт-йĕр çĕклесси хакланать

Стройматериалсем хакланса кайни çĕнĕ объектсене хута ярассине чăрмантарни вăрттăнлăх мар.  Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова паллаштарнă йышăну строительство контракчĕсен хакне пысăклатма май парĕ. Сăмах кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕчен тунă контрактсем пирки пырать. Унашкаллисем, Надежда Владимировна палăртнă тăрăх, виçĕ теçетке патнеллех — тăкаксене пысăклатни нумай объекта хута ярассине тивĕçтерĕ.

Темăна тăснă май Михаил Ноздряков Раççей Правительствин пуçлăхĕ те çак кунсенче строительство материалĕсем хакланнине шута илсе регионсенчи объектсем валли хушма укçа уйăрмалли хушăва алă пусни çинчен пĕлтерчĕ. Çав шутра Чăваш Енри ĕçсене те тĕревлĕç — спорт, вĕрентӳ тĕллевĕллĕ объекстен строительстви валли хушма укçа пулĕ. Çак укçана республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ чухне шута илмелле.

Министрсен Кабинечĕ çавăн пекех 2022 çулăн пĕрремĕш çурри валли пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕн стандартне çирĕплетрĕ. Ку граждансем çурт-йĕрĕн капиталллă юсавĕшĕн хывакан тӳлевсем пысăкланнипе сăлтавланнă. Çуртра лифт пурри-çуккине, нумай хваттерлĕ çуртсем хăш муниципалитет территорийĕнче вырнаçнине кура çак стандарт та тĕрлĕ. Сăмах май, хăш-пĕр муниципалитетра коммуналлă пулăшу ĕçĕсен виçи чакни те палăрать иккен. Çакă УСНпа усă куракан организацисем концесси килĕшĕвĕ тунă чухне вĕсене НДСран хăтарнипе çыхăннă — коммуналлă ресурссен тарифĕ НДСсăр йĕркеленет. Çапах коммуналлă тӳлевсем пĕтĕмĕшле илсен пысăкланнине кура асăннă стандарт та 2,8% хушăнать — çынсене коммуналлă тӳлевсемшĕн паракан субсиди виçине шутласа палăртнă чухне шăпах пысăкланнă çак виçене тĕпе хурĕç.

Укçапах çыхăннă тепĕр йышăну тĕлĕшпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Ку тĕслĕхре сăмах тӳлевсене ӳстересси пирки мар, хăшĕ-пĕрин «ытлашши» аппетитне чакарасси пирки пырать. Дмитрий Иванович палăртнă тăрăх, хальччен патшалăх унитари предприятийĕсен ертӳçисем хăйсене сăлтавсăрах преми, отпуск тĕлне матпулăшу памалли йышăнусем тума пултарнă. Предприяти лайăх ĕçлет-и, япăх-и — пĕлтерĕшлĕ мар. Хапсăнчăк ертӳçĕсен çак йăлана пăрахма тивĕ. Тивĕçлĕ положение кĕртнĕ тӳрлетӳсем пуçлăхсене преми-матпулăшу илме чармаççĕ, анчах вĕсен виçи предприятин отчетлă çулталăкри финанс кăтартăвĕсем ӳсĕмлĕ пулнинчен килĕç. Ӳсĕм çук тăк — пысăк матпулăшу пирки ĕмĕтленме кирлĕ мар.

www.hypar.ru
 

 

Рубрика: