Комментировать

21 Фев, 2022

Ашшĕ-амăшĕн тата кăштах тÿсмелле

5-8-мĕш классенче вĕренекен ачасемшĕн дистанци мелĕпе вĕренесси тата тепĕр эрне тăсăлать. Çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Ачасем шкула çӳремесĕр вĕреннине тĕрлĕрен хаклакан пур, анчах Олег Николаев ашшĕ-амăшне тата кăштах тӳсме чĕнсе каларĕ. Коронавирус сарăлас тĕлĕшпе юлашки кунсенче ырă туртăмсем пур — чир ернисен шучĕ чакни палăрать. Çак туртăма упраса хăвармалла. Стационарсенче сипленекенсен шучĕ çав-çавах пысăк, ку çынсем йывăр чирленине çирĕплетет. Çавăнпа сыхлăхпа çыхăннă çирĕп мерăсем кирлĕ. Пĕр тапхăр шăпах шкул ачисем йышлăн чирленине шута илсен — пушшех. Чирлекенсен шучĕ чаксан çав мерăсене çемçетме май килĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: