Комментировать

13 Сен, 2014

НКВД тустарнă ял

"Хыпарăн" 1992 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчи номерĕнче манăн "Улатăрти вил тăприсем" статья кун çути курчĕ. Вăл - 1937-1938 çулсенче Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи айăпсăр 16 çынна "революцие хирĕçле ушкăнра тăрса совет влаçне, колхоза сăтăр тунăшăн" репрессилени çинчен.

Пичетленсенех ĕç пÿлĕмне Нĕркеçре çуралса ÿснĕ Петр Таллеров тавра пĕлÿçĕ кĕрсе тăчĕ. "Аттене арестленĕ хыççăн ăçта хупса усранине, унăн пурнăçĕ ăçта вĕçленнине аппапа иксĕмĕр "Хыпарта" çырса кăтартичченех пĕлмесĕр пурăнтăмăр, - терĕ Петр Пантелеймонович. - Тавах сана!"

Чăваш АССР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн /НКВДăн/ Патăрьел пайĕн оперуполномоченнăйĕсем ашшĕне тытса кайнă чух вăл 7 уйăхра кăна пулнă. 1950 çулсенче çемье пуçĕ ăçтине амăшĕнчен пĕрре çеç мар ыйтнă. Лешĕ нимех те калайман. Ывăлĕ влаç органĕсен ячĕпе çыру янă. Шупашкар ЗАГСĕ çемьене Пантелеймон Феофанович Таллеров ĕçлесе юсанмалли колонире /ячĕ, чăн та, илемлĕ/ 1944 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче вилнине пĕлтернĕ. Амăшĕ те, ачисем те хăрушă çак хыпара ĕненмен. 1952 çулта СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ К.Е.Ворошилов патне çыру çитернĕ. Темиçе уйăхран Нĕркеçе П.Ф.Таллеров /1906 çулта çуралнă/ айăплав вăхăтне колонире ирттернине, ăна çемьепе çыру çÿретме чарнине хыпарланă.

Никита Хрущев 1956 çулта партин XX съездĕнче И.Сталин кульчĕ çинчен доклад тунă хыççăн салтакри Петĕр каллех ашшĕне шыраттарать. Хальхинче тивĕçлĕ орган ăна панă хуравра П.Ф.Таллеров чĕрĕ е вилнĕ пирки пĕр сăмах та пулман. Таса ятне 1956 çулта тавăрнине çеç палăртнă. Аппăшĕпе шăллĕ ашшĕне НКВДăн Улатăр районĕнчи пайĕнче /халĕ "Электроприбор" АУО картишĕ/ 1937 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче персе вĕлернине съезд пулнăранпа 36 çул иртсен пĕлчĕç. Çав кунах Улатăрта Нĕркеçри Павел Антипович Антипов /1904/, Петр Федорович Морозов /1905/, Гаврил Гаврилович Грачев /1905/, 1938 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Алексей Антипович Антипов пурнăçне татнă. Вĕсен ачисем те ашшĕне завод территорийĕнче персе пăрахнине "Хыпарта" статья тухнă хыççăн кăна пĕлнĕ. Унччен патшалăхăн хăрушсăрлăх комитечĕ чăнлăха пытарнă.

Улатăрта çухалнисене чавса чикнĕ вырăна тупса палăртас, вĕсен юлашкине шăтăкран кăларса Улатăр масарне пытарас ыйтăва ывăлĕ-хĕрĕ 1990-2000 çулсенче тĕрлĕ шайра час-часах çĕкленĕ. Ку ĕçе П.Таллеров тавра пĕлÿçĕ ертсе пынă. Ыйтăва Улатăр хула администрацийĕ, влаçăн ытти тытăмĕ умне лартнă. Анчах ăна çийĕнчех татса паман, укçапа çыхăннăран синкерлĕ ĕçе 17 çула тăснă. "Эпир атте вил тăпри ăçтине пĕлесшĕн. Унăн юлашкине чавса кăларса масара этем евĕр пытарма пулăшăр?" - ыйтнă ывăлĕ-хĕрĕ.

2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 17-мĕшĕччен завод территорийĕнче 1937-1938 çулсенче персе вĕлернисене чавса чикнĕ виçĕ вырăна шыраса тупнă. Малтан вĕсем ăçтараххине никам та пĕлмен. Шăтăксен тĕлне НКВД докуменчĕсенче те кăтартман-çке. Пĕрремĕшне алтнă: тĕпĕнчен нимĕн те тухман. Иккĕмĕшĕнче этем шăммисем курăннă. Унтан - 33, виççĕмĕшĕнчен - 35, тăваттăмĕшĕнчен - 50, пурĕ 118 çын шăммине кăларнă. Кашни шăтăк тарăнăшĕ - 2,5, сарлакăшĕ-урлăшĕ 3X3 метр.

Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчен тытса килнисене, вăл шутра Нĕркеçсене, пуç купташкинчен, ĕнсерен çÿлерех, пистолетран пенĕ. Шăмăсемпе пĕрле шăтăксенчен çĕрĕшнĕ тумтир татăк-кĕсĕкĕпе çăпатасем, чĕлĕмсем, йывăç кашăксем тухнă. Чул хулари эксперт-криминал центрĕ Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче 1882 çулта çуралнă, 1937 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче персе вĕлернĕ Илья Измайлович Измайлов пачăшкă юлашкине тĕпчесе палăртнă. НКВД пайĕнче 4 священник пурнăçне татнă.

И.Сталин тĕрминче пĕтернĕ 118 çын юлашкине тупăкпа 2010 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Улатăр масарĕнче хурлăхлă митинг ирттерсе пытарчĕç. Вĕсен çывăх çыннисем, тăванĕсем, Улатăр халăхĕ айăпсăррисен таса ятне аса илсе тупăк умĕнче пуç тайрĕç, çынсене вĕлерсе хăрушă преступлени тунисене Турăран каçарма ыйтрĕç. Шел те, вĕсен юлашкине завод территорийĕнчен кăларса хула масарне тирпейлесе пытарас ыйтăва нумай çул çĕкленĕ Петр Таллеров ашшĕн тупăкĕ умĕнче тăраймарĕ, вил тăприне тăпра яраймарĕ, 73 çулти ветеран çав çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Политика репрессийĕсене пула НКВД пайĕнче шар курнисене, Чăваш АССР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнчи ĕçлесе юсанмалли колонийĕнче асаплăн вилнисене 2011 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче хула масарĕнче асăнса мемориал комплексĕ уçма хутшăнаймарĕ. Ăна тутарассишĕн Улатăрти Çветтуй турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир Теплов протоиерей нумай тăрăшнине палăртмалла. Персе вĕлернисен ятне, хушаматне, ашшĕ ятне мрамор хăмасем çине туллин çырнă. Стеллăна спонсорсен укçипе тунă. Ун умне çуллен, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, политика репрессийĕсене пула шар курнисене асăнмалли кун, чĕрĕ чечексем хураççĕ.

1930-1950 çулсенче Первомайскинчи колонире 15 пин çынна ирĕксĕрлесе тытнă. Унта республикăри районсенчен кăна мар, ытти регионтан, çав шутра Мускавран, тĕп хула облаçĕнчен, Молдовăран йышлăн янă. Ытларахăшне уголовлă кодексăн политика статйисемпе сăлтавсăр айăпланă. Вĕсене вăрман кастарнă, строительство материалĕ, сĕтел-пукан, пушăт-мунчала, кулек хатĕрлекен цехсенче ĕçлеттернĕ. 1941-1942 çулсенчи хĕлле çĕр-çĕр çын шăнса вилнĕ. Вĕсене колонипе юнашар лаптăкра пысăк шăтăксем чавса пытарнă. Кунта уголовлă йĕркепе айăпланисем те "кирпĕч шутланă".

"Тамăкра" чĕрĕ юлнисем 1990 çулсенче, уççăнлăх тапхăрĕ пуçлансан, вăрăпа тĕрмене лекнисем "совет влаçне хирĕçле агитаци тунă, ушкăнсем йĕркеленĕ" тесе уголовлă кодексăн ун чухнехи 58-мĕш статйипе явап тыттарнисенчен мăшкăлланине аса илетчĕç. Колонире преступленисене, чире, шăнса, ытти сăлтава пула миçе çын пурнăçĕ татăлнине никам та тĕрĕс пĕлмест.

1937-1938 çулсенче репресси "чулĕ" айне мĕнле сăлтавсене пула лекнĕ-ха? "Облаçсенчен, крайсенчен, республикăсенчен çурçĕре тата çĕпĕре ссылкăна янă, унта пурăнмалли вăхăчĕ тухнă хыççăн каярахпа хăйсем пурăннă вырăнсене таврăннă кулаксем, совет влаçне хирĕçле преступлени тунисенчен ытларахăшĕ халăха пăтратаççĕ, çав-çавах совет влаçне хирĕçле ĕç тăваççĕ, - тесе çырнă ВКП /б/ Тĕп Комитечĕн секретарĕ И.Сталин 1937 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче СССР шалти ĕçсен халăх комиссарне /НКВД/ Н.Ежова. - Çакă колхозсемпе совхозсенче, транспортпа промышленноç отраслĕнче, ытти çĕрте яр уççăн палăрать. ВКП/б/ Тĕп Комитечĕн, партин облаçсен, крайсен комитечĕсен секретарĕсен, НКВДăн облаçсенчи, крайсенчи, республикăсенчи представителĕсен çуралнă е ссылкăччен пурăннă вырăнсене таврăннă кулаксене, судпа айăпланисене, тăшман ушкăнĕсенче тăракансене пĕр тăхтаса тăмасăр арестлес тата "тройкăсем" вĕсем тĕлĕшпе административлă ĕç хатĕрлесе персе вĕлерес тĕллевпе пурне те шута илмелле. Ытлашши хăрушă мар ĕç тунă тăшман ушкăнĕсене те списока кĕртмелле. НКВД кăтартăвĕсене тĕпе хурса пурне те ятарлă районсене ямалла. "Тройкăсем" камсене персе вĕлерме тата ссылкăна яма йышăннине ВКП/б/ Тĕп Комитетне 5 кунра пĕлтермелле".

Çак çыру хыççăнах репресси "арманĕн" çунатти кăлтăр-кăлтăр çаврăнма тытăннă. Н.Ежов вырăнти НКВДсене çынсене арестлесе пĕр пайне персе пăрахма, тепĕрне лагерьсене яма хушнă. Регионсенче тытса хупма палăртнисен списокне хайхи "тройка" /унта партин регион секретарьне, прокурорне, НКВД комиссарне/ çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăрине обком секретарĕ С.П.Петров /каярахпа хăй те репрессие лекнĕ/ ертсе пынă. Списокри "кулаксене, совет влаçне хирĕçле ĕç тунисене" икĕ ушкăна пайланă. Пĕрремĕшне "тăшманла хăрушă ушкăнсене" кĕртнĕ. Нĕркеçсенчен ку йышра 5-ĕн. "Тройкăсем" ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăнах персе вĕлернĕ. Иккĕмĕш ушкăнра - "ытлашши хăрушă мар тăшмансем". Нĕркеçрен списока 11 çынна кĕртнĕ. Иккĕмĕш ушкăнрисене 8-10 çула ĕçлесе юсанмалли лагерьсене янă. Чăваш Енре 300 çынна персе вĕлерме, 1500 çынна лагерьсене яма йышăннă.

НКВД 1937 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче "ĕçе" пикеннĕ. Шупашкарпа Улатăр пайĕсенче 600 ытла çынна персе вĕлернĕ. Тĕп хулара пурнăçне татнисене çĕрле Б.Хмельницкий урамĕнчи масара ăсатнă, шăтăка пăрахса çиелтен çÿхен тăпрапа витнĕ /иртен-çÿрен ан асăрхатăр тенĕ/, списокри мĕн пур хушамат тĕлне çекĕлленĕ пулин те шăтăксене хупланă хыççăн вил тăпри çине хĕрес лартман. Кунта чавса чикнисен çывăх çыннисем Шупашкарта политика репрессийĕ ирттернине хаçатсенче 1990 çулсен пуçламăшĕнче çырса кăтартиччен пĕлмесĕрех пурăннă. 1930-1940 çулсенче шар курнисен общество организацийĕ вĕсен вил тăприне шыраса тупассишĕн нумай тăрăшрĕ. Анчах усси пулмарĕ. Масар варрине палăк лартрĕç. Çывăх çыннисем çуллен, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, пухăнса асăнаççĕ.

"Тройка" "кулаксен революцие хирĕçле ушкăнĕнче тăнă" П.Ф.Таллерова, А.А. тата П.А.Антиповсене, П.Ф.Морозова, Г.Г.Грачева "совет влаçне, колхоза сăтăр тунăшăн" айăпланă. Анчах патшалăх айăплавçи вĕсем çав ушкăнра тăнине, хуçалăха сиен кÿнине кĕнтелемсен чăнлăхпа килĕшсе тăракан сăмахне тĕпе хурса çирĕплетсе парайман.

Нĕркеçри Е.С.Можаева, А.Д.Беляева, И.Ф.Таллерова, Н.Г.Герасимова, Ф.Е.Морозова, А.П.Котова, Е.Е.Волкова, Ф.П.Порядкова, И.В. тата А.В.Кудрявцевсене, Н.Ф.Таллеровăна "революцие, Шмидт ячĕллĕ колхоза хирĕçле ĕç тунăшăн, ял çыннисен хушшинче совет влаçне хирĕçле агитациленĕшĕн" 10 çула колоние яма йышăннă. Вĕсем йывăр ĕçлесе, выçăпа аптраса нуша нумай курнă, сывлăхсăр юлнăран вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

П.Ф. тата И.Ф.Таллеровсене, Н.Герасимова, А.Беляева, И.Кудрявцева, Е.Волкова, П.Антипова колхоз витине, Н.Павлов килне вут чĕртнĕ тесе уголовлă кодексăн тепĕр статйипе явап тыттарнă. Вĕсем уголовлă преступлени тунине никам та курман. Следователь ку айăплава та çынсен çирĕп сăмахĕпе çирĕплетеймен. Айăплав пĕтĕмлетĕвне ял Канашĕн председателĕпе секретарĕн, колхоз председателĕпе счетовочĕн следователе панă кăтартăвĕсене, вĕсем айăпланакансем пирки çырнă характеристикăсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Вун ултă çынран пĕри те хăйсем тĕлĕшпе çырнă айăплава йышăнман, кĕнтелемсен кăтартăвĕсене хирĕçленĕ.

Н.Хрущев влаçа килсен, 1950 çулсен варринче, патшалăхăн хăрушсăрлăх комитечĕ Нĕркеçсен уголовлă ĕçне тепĕр хут тĕпченĕ. 1937-1938 çулсенче Улатăрта персе вĕлернисене, 10 çула колоние янисене айăплама явăçтарнă кĕнтелемсем пурте "Нĕркеçре 1930 çулсенче совет влаçне хирĕçле кулаксен ушкăнĕ йĕркеленине пĕлместпĕр", "18 çул каялла П. тата И.Таллеровсем, Н.Герасимов, П.Морозов, И.Кудрявцев, Е.Волков, А.Беляев, А.Антипов ял активисчĕсене вĕлерессипе хăратнă, Антипов колхоз витине тата Павлов çуртне вут чĕртме хатĕрленнĕ тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть" тенĕ. Следователь "революцие хирĕçле ушкăн совет влаçне, колхоза сăтăр тунине çирĕплетекен тĕслĕхсем" тупса палăртайман. Суд вун ултă çыннăн таса ятне тавăрнă.

Шар курнисене НКВДăн республикăри халăх комиссариатĕнчен хушнипе Патăрьел оперуполномоченнăйĕсемпе следователĕсем уголовлă кодексăн 58-мĕш статйине тивĕçтерекен суя айăплав хатĕрленĕ. Шупашкарти "тройка" районсенчен çитернĕ ĕçсене пăхса е персе вĕлерме, е колоние яма йышăннă. Нĕркеçри вун-вун ачана ашшĕсĕр, кил-çурта çемье пуçĕсĕр хăварнă. Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕсем çине тиеннĕ. Вĕсене "халăх тăшманĕсен" йышне кĕртнĕ, колхоз ĕçĕнчен, ял-йыш пурнăçĕнчен пăрнă, ытларах ачасене "кулаксем, совет влаçне хирĕçле элементсем" тесе хăртнă.

Синкер çулсенче ялти 5 çынна харăсах персе вĕлерни, 16 çынна 10 çула колоние янă тĕслĕх сахал Чăваш Енре. Республикипе çĕр-çĕр çын лагерьсен тĕп управленийĕн /ГУЛАГ/ колонийĕсенче, ятарлă ссылкăра терт-асап тÿснĕ, нумайăшĕ тăван ял-хулана таврăнайман. XXI ĕмĕрте тĕп пулччăр политика репрессийĕсем!

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.