Комментировать

13 Сен, 2014

Паллă ентешсен сăнĕсем Шупашкара илемлетĕç

Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хатĕрленет. Пирĕн мухтавлă спортсменăмăрсем те пĕлтерĕшлĕ пулăмран юласшăн мар. Çак кунсенче ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче иртнĕ фотосессие хутшăнчĕç.

Палăртмалла, форум вăхăтĕнче паллă ентешсен сăнĕсене Шупашкар урамĕсенче курăпăр. Çакăн пирки палата ертÿçи Игорь Кустарин та пĕлтерчĕ. Организацие юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче çак пулăмпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятие йĕркелеме хушнă. Çав шутрах - баннерсемшĕн вĕсем яваплă. Игорь Владимирович каланă тăрăх - Республика тÿремĕнчи 2-мĕш павильонра «Хальхи спорт, çĕнĕлĕхсемпе малашлăх» спорт индустрийĕнчи çитĕнÿсен куравĕ уçăлĕ. Унта экспонатсемпе паллашнисĕр пуçне тĕрлĕ мероприяти, çав шутра ачасем валли вăйăсемпе викторинăсем, йĕркелеме палăртнă.

Фотосессие пухăннисен йышĕнче - сумлисем, пирĕн республикăмăра чапа кăларнисем, тĕрлĕ ăмăртупа чемпионатсенче палăрса Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленисем. Олимп тÿпине çĕкленнĕ Елена Николаева, Алина Иванова, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Светлана Захарова - пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлмаççĕ. «Çăлтăрсен» хушшинче 2000 тата 2004 çулсенче Олимп вăййисенче ăмăртнă Лидия Григорьева марафонçăна та палласа илтĕмĕр. Çулталăк каялла тренер ĕçне пуçăннăскер хăйне питĕ сăпайлă тытрĕ. «Чăваш Ен вун-вун паллă спортсмена çитĕнтернĕ, çавăнпа форума пирĕн республикăра ирттерме йышăнни питĕ тĕрĕс шухăш», - пĕлтерчĕ вăл. Раççей кубокĕн тата чемпионачĕн паттăрĕсем, икĕ юлташ Петр Трофимовпа Александр Яргунькин тахçантанпах курман пулĕ - пĕр-пĕринчен уйрăлма пĕлмеççĕ. Вĕсен ентешне /виççĕшĕ те Муркаш тăрăхĕнчен/, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Вера Соколовăна та журналистсем сырса илнĕ.

Олимп вăййисен бронза призерне, нумаях пулмасть çĕр-шыв чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă Татьяна Архиповăна алă çупса кĕтсе илчĕç, çулталăкри ывăлне хăварсах çитнĕ вăл. Акă пултаруллă марафонçă Альбина Майорова мероприятие пĕччен килмен - 1-мĕш класра вĕренекен пĕчĕк хĕрĕпе. Ольга ÿссен амăшĕ пекех спортсмен пуласшăн иккен. «Спортпа туслă, вăйлă чупать. Хампа пĕрле сборсене илсе çÿретĕп, тренировкăна та тухать, унта килĕшет ăна. Спортсменăн çăмăл мар пурнăçĕн çулĕ çине тăрĕ-и - каярах куç курĕ», - терĕ Европа чемпионачĕн призерĕ.

Спортсменсен йышĕнче Сурдлимп вăййисен маттурĕсене Иван Пакинпа Анастасия Мамлинăна та сăнарăмăр. Кăçал Челябинскра иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче маттур хĕрпе каччă пурĕ 6 медаль çĕнсе илнĕ. Аэробика хастарĕ Алексей Германов, республикăри пĕртен пĕр сумоистка, ку енĕпе тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ Анастасия Тарасова, Олимп вăййисен призерĕ Ольга Смирнова тата ыттисем хутшăнчĕç фотосессие.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.