Комментировать

13 Сен, 2014

Анатолий КУЗЬМИН: «Республика пурлăхĕ çулленех тупăш кÿрет»

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин тивĕçĕ - çĕр лаптăкĕсемпе, куçман пурлăхпа усă курассине тухăçлă йĕркелесси, республика хыснине налук шутланман тупăш ытларах хывтарасси, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтересси. Ведомство ку тĕллеве мĕнле пурнăçлать-ха? Анатолий Кузьмин министр хуравлать.

- Патшалăхпа муниципалитет пурлăхĕпе усă курассине йĕркелесе пынăран Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетне услам мĕн чухлĕ кĕчĕ?

- Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 1,1 млрд тенкĕ ытла, - терĕ Анатолий Иванович.

- Хыснана мĕнле тупăш ытларах пуянлатать?

- Патшалăх харпăрлăхĕнчи куçман пурлăха тата çĕр лаптăкĕсене тара панинчен куçарттаракан тÿлев. Унăн тÿпи - налук шутланман мĕн пур тупăшăн 44,6%, республика харпăрлăхĕнчи çĕре сутса тунă укçа тÿпи - 17%. Çулталăк пуçланнăранпа ЧР бюджетне куçман пурлăхпа çĕре тара парса - 129,8 млн, вăл шутра Чăваш Ен пурлăхне тара парса - 48,2 млн, республика харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене тара парса 81,6 млн тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр.

- Патшалăх харпăрлăхĕнчи çурт-йĕре укçа-тенкĕ çаврăнăшне нумайрах явăçтарсан хыснана кĕмĕл ытларах кĕресси паллă. Анчах ку тĕллеве ăнăçлă пурнăçласси ЧР пурлăхне туллин шута илнинчен нумай килет...

- Ку тĕлĕшпе министерство Чăваш Ен пурлăхĕн реестрне туса хатĕрленĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта юридицин 426 сăпатне, куçман пурлăхăн 11 пин ытла объектне, çĕрĕн 2676 лаптăкне /21720 гектар/ шута илнĕ. Регистрацилеттерекен куçман пурлăх объекчĕ йышлансах пырать. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче вăл 556 хушăннă.

- ЧР çĕр фончĕ мĕнле лаптăксенчен тăрать? Хуçисем ыйтманни мĕн чухлĕ?

- Фондра 1834,5 пин гектар çĕр. Унăн 55% - ял хуçалăх пĕлтерĕшли. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕрлехи харпăрлăхри çĕрĕн харпăрлăх правине 337,3 пин гектар /республикăри пай çĕрĕсен 62%/ тĕлĕшпе шута илтернĕ. Ку енĕпе Шăмăршă, Елчĕк, Канаш, Тăвай, Пăрачкав районĕсен кăтартăвĕ лайăх.

Хуçисем ыйтман шута илнĕ пайсем 337,3 пин гектар /мĕн пур пайăн 43%/ йышăнаççĕ. Хальлĕхе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен харпăрлăхне 82,7 пин гектар куçарнă. Çак ĕçе Канаш, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче лайăхрах пурнăçлаççĕ.

- Çурт-йĕр çавăрман çĕр лаптăкĕсен информаци ресурсĕнче паян миçе пушă лаптăк çинчен пĕлме пулать?

- 186. Вĕсем 532 гектар йышăнаççĕ. 77 лаптăк - тупăша перекетлĕ тытакан çемьесем валли пурăнмалли вырăн тума, 109-шĕ - промышленноç паркĕ, технопарк, бизнес инкубаторĕ, производствăн ытти объекчĕ хăпартма. Хальлĕхе информацин пĕрлехи ресурсĕнчи 29 çĕр лаптăкне хаклашу йĕркелесе сутнă.

- Ялсен таврашĕнчи пушă выртакан лаптăксене шута илес ĕç пырать. "Халăх инвентаризацийĕнчен" усă пур-и?

- Республика Пуçлăхĕ килес икĕ çулта вĕсене пĕтĕмпех шута илме, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ертсе пынипе саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелеме хушрĕ. Паянхи кун тĕлне - 1548, вăл шутра муниципалитет харпăрлăхĕнче - 30, уйрăм çын харпăрлăхĕнче - 661, патшалăх харпăрлăхĕн шутне кĕртменни 661 лаптăк пушă выртнине çирĕплетнĕ. Инвентаризациленĕ тапхăрта уссăр выртаканнисене информацин пĕрлехи ресурсне кĕртĕпĕр. Вĕсене хуçалăх ĕçне, социаллă ыйтусене татса пама явăçтарăпăр.

- Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе еплерех тивĕçтеретĕр?

- Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна тÿлевсĕр пама черете 4810 çемьене тăратнă. 2620-шĕ /54%/ илнĕ. Нумай ачаллисен ыйтăвне Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче татса панă. Канаш, Куславкка, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче ĕç начар мар пырать: çемьесен 75% тивĕçтернĕ. Шел те, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисен 25% та çук.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.