Çамрăксен хаçачĕ 5 (6404) № 10.02.2022
Ачи çывăрнă чухне ăслăлăх статйи çырнă
РАÇÇЕЙ ĂСЛĂЛĂХ КУНĔНЧЕ И.Я.ЯКОВЛЕВ ЯЧĔЛЛĔ ЧППУРА ÇАМРĂК ĂСЧАХСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ. ÇАК ЙЫШРА ИНЕССА ВАСИЛЬЕВА ТА ПУЛЧĔ. ВĂЛ СОЦИАЛЛĂ ГУМАНИТАРИ ĂСЛĂЛĂХĔСЕН ЕНĔПЕ ЧИ ЛАЙĂХ ĂСЧАХ ЯТНЕ ТИВĔÇРĔ.
1-мĕш курсрах ĕçлеме тытăннă Инесса Анатольевна Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнă. Вăл çулталăкра чухне ашшĕпе амăшĕ Чĕмпĕр облаçне пурăнма куçнă. Унтах унăн ачалăхĕ иртнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан пике И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме шухăшланă. Экзаменсене ăнăçлă тытсан аслă шкулăн экономика факультетĕнче тӳлевсĕр майпа ăс пухма тытăннă. Вĕреннĕ вăхăтрах вăл ĕçлеме пуçланă. Малтан бухгалтер пулăшуçинче тăрăшнă. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн та пĕр хушă бухгалтерта ĕçленĕ. 2011 çулта ăна аспирантурăна вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Инесса пурнăçне ăслăлăхпа çыхăнтарма шухăшланă, мĕншĕн тесен шкулта вĕреннĕ чухнех çĕннипе кăсăкланма, вĕренме, аталанма юратнă. «Ача чухне вĕрентекен те, тухтăр та пулас килетчĕ. Тĕрĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма юратнăран юрист профессине алла илме те шухăшланăччĕ. Çитĕнсен урăх специальноç суйларăм, экономист пулса тăтăм. Преподавательте ĕçлесси пирки эпĕ нихăçан та тĕлленмен. Çапах халĕ студентсене вĕрентетĕп. Хам аслă шкулта вĕреннĕ çулсене савăк кăмăлпа аса илетĕп. Темĕн тума та ĕлкĕрнĕ ун чухне. Стипенди илеттĕм пулин те 1-мĕш курсрах ĕçлеме тытăнтăм. Эпир вĕреннĕ вăхăтра курсра темиçе ушкăнччĕ. Кашнинче — 30 студентчĕ. Эпĕ иккĕмĕш сменăра вĕренеттĕм. Ирхине ĕçлеме çӳреттĕм, кайран — занятие. Общежити каçхи 10 сехетре хупăнатчĕ. Лекцисем вĕçленсен туссемпе Атăл хĕрринче уçăлса çӳреттĕмĕр. Ирхи 3 сехетре тăрса зачетпа экзамена хатĕрленни пĕрре мар пулнă. 5 сехетре выртаттăм та тепĕр икĕ сехетрен сиксе тăраттăм. Пĕррехинче преподаватель право дисциплинипе зачета çăмăллăн илес тесен мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Эпĕ ыйтăвăн хуравне вулавăшра çур кун шырарăм. Журналта хушнă статьяна тупса çырса илтĕм. Ушкăнран эпĕ çеç çак ĕçе пурнăçланă иккен. Преподаватель сăмахне тытрĕ, мана зачет лартса пачĕ», — студент çулĕсене аса илчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн аслă преподавателĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Икĕ Валя пĕр-пĕрне шкултах асăрханă
Вальăпа Валя Табаковсем пĕр-пĕрне аслă класра вĕреннĕ вăхăтрах асăрханă. Ун чухне шкул ачисем пурăна киле пĕр çулпа утасси пирки шухăшламан та-тăр. Туйăмĕсене 6 çул тĕрĕсленĕскерсем çемье çавăрнăранпа кăçал 42 çул çитет.
«Мана пурте Валя тесе чĕнеççĕ. Малтан вара Павел тесе çыртарасшăн пулнă. Аслă аппа Зоя килнĕ те: «Пирĕн Павелсем нихăçан та пулман», — тенĕ. Пирĕн ялта ман пекех ятли нумаййăн. Валя тесе чĕнеççĕ пулсан та паспортра Валериан тесе çыртарнă», — каласа кăтартрĕ Вăрмар районĕнчи Пинерте пурăнакан Валя Табаков. Вĕсем çемьере 8 ача çитĕннĕ. Вăл — чи кĕçĕнни. 1910 çулта çуралнă амăшĕ ăна 48-та çуратнă.
Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Валя-Валериан Пысăк Енккассине вĕренме çӳренĕ. Унта ачасем тĕрлĕ çĕртен пынă. Пĕчĕк Енккасси хĕрĕ Валентина та çав пĕлӳ çуртне çул такăрлатнă. Шăп çавăнта икĕ Валя пĕр-пĕринпе туслашнă. «Эпĕ йĕри-тавра пăхкаланă пуль. Ытларах начар мар, лайăх вĕренекенсем çине пăхнă ĕнтĕ», — шӳтленĕ май калаçрĕ Валериан Георгиевич. 10-мĕш класс хыççăн хĕр Куславкка районĕнчи Тĕрлемесе çулталăклăха бухгалтери курсне вĕренме кайнă. Ун хыççăн — Улатăрти техникума. Пулас мăшăрĕ вара Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Вĕренӳ вĕçленсен каччă çар тивĕçне пурнăçланă. Шăпа ăна Мурманск облаçĕнчи Североморск хулине илсе çитернĕ. Унта 3 çул службăра тăнă вăл. «Эпĕ салтак пулнă чухне Афган вăрçи пуçланчĕ. Служба пĕр çул ытлараха тăсăлассăн туйăннăччĕ. Çав тапхăрта Валя ман пата çыру çырсах тăчĕ. Хĕр çыру çырсан служба та çăмăлрах иртет. Хăвна кирлĕ çын пекех туятăн. Салтакран килсен вара кам çыру çырнă — çавăн патне чечек йăтса кайнă», — каллех шӳтлерĕ кил хуçи.
Ăçта çуралнă — çавăнта кирлĕ пулнă. Табаковсем пĕрлешсенех тăван тăрăхра пурăнма, унтах ĕçлеме тытăннă. Валентина Ивановна дипломлă пулсанах яла таврăннă. Çамрăк специалист совхозра тăрăшнă, кайран Вăрмарти пĕр организацире экономистра ĕçленĕ. Тĕп экономист декрета кайсан ăна унăн вырăнне хăварнă. Шăп çав вăхăтра савнийĕ салтакран таврăннă. Валентина качча тухсанах Пинерти совхоза вырнаçнă. Унтан декрет отпускне кайнă. Пĕчĕк хĕрне хунямăшĕпе хăварса темиçе уйăхранах ĕçе тухнă вăл. Çемье пĕр вăхăт, 4-5 уйăх, Шупашкарта пурăннă. Çапах каялла яла таврăннă. «Тĕп киле пăрахса хăварас темен. Эпĕ салтакран таврăннă хыççăнах Шупашкара е ытти хулана тухса кайма пултарнă. Паянхи кун та тăван кил ăшшине сӳнме памастпăр. <...>
ИРИНА КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн ансамбль валли çĕнĕ ăру çитĕнтермелле»
Пултаруллă çынсен ачисем те пултаруллă, мĕншĕн тесен вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх\илсе ӳсеççĕ. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче чылай çул ташăçăра ĕçленĕ, халь кунтах балет репетиторĕнче тăрăшакан Светлана БЕЛОВА ансамбльте вăй хуракан мăшăрĕпе Андрей Петровпа пĕрле чылай çул ĕçлемен халăх ташшисен ача-пăча ансамбльне çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Ансамбле Нина Григорьевнăпа Арслан Степанович Вагаповсен ятне панă. Паян Светлана Белова — пирĕн рубрика тĕпелĕн хăни.
Паллă çын хĕрĕ
— Светлана Николаевна, сирĕн аннӳ, Чăваш халăх артистки Тамара Гурьева, илемлĕ юрăсемпе Чăваш Ен ятне тĕнче шайне çĕклерĕ. Эсир вара тĕрлĕ халăха чăвашсен ташшисемпе тыткăнларăр.
— Эпĕ çак çĕр çине Тамара Гурьевăн хĕрĕ пулса çуралнăшăн мăнаçланатăп. Мĕн ачаран аннен юррисене итлесе çитĕнтĕм. Эпĕ вара пĕчĕк чухнех ташăçă пулма ĕмĕтленеттĕм.
— Ача чухне паллă çын хĕрĕ пулма еплерех?
— Анне паллă юрăç тесе эпĕ шкулта пуç каçăртса çӳремен. Пушшех те, манăн ыттисенчен уйрăлса тăрас килместчĕ. Вĕрентекенсем те мана ыттисенчен уйăрман, çирĕп ыйтнă. Хваттере темиçе хут улăштарнине пула Шупашкарти тĕрлĕ шкулта вĕренме тӳр килчĕ. Пĕр çул Çĕнĕ Шупашкарта кукамай патĕнче те пурăнма тиврĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ача чухне камăн хĕрĕ пулнине каласа çӳремен. Çулсем иртсен тин манăн анне кам иккенне уççăн пĕлтерме пуçларăм. Шкулта чи юратнă уроксем физкультура, музыка, рисовани пулнă. Кĕнеке вулама темшĕн ӳркеннĕ.
— Ахальтен мар ĕнтĕ физкультура урокне кăмăлланă эсир. Вăл сирĕн пулас профессипе питĕ тачă çыхăннă-çке.
— 8 çулта чухне Вагаповсем ертсе пыракан халăх ташшисен ача-пăча ансамбльне çӳреме пуçларăм. Чылай хулара пулса куртăмăр. Çав çулсенче кун пек ансамбль пĕртен-пĕрреччĕ. Пĕр çемьери пекехчĕ эпир. «Сувар» ансамбль каярах йĕркеленчĕ. Физкультура вĕрентекенĕ мана ыттисенчен уйăратчĕ. Эпĕ хăвăрт чупаттăм, инçе те çăмăллăн сикеттĕм. Тăхтавсенче класри хĕрачасемпе резинкăлла выляттăмар. Шăп та çак вăййа пула эпĕ çĕнĕ трюк тума вĕрентĕм. Çакă мана ачасен ансамблĕнчен аслисен ушкăнне куçма май пачĕ.
— Ташăри «карьера» Шупашкарти 23-мĕш училищĕре çĕвĕçе вĕреннĕ чухне пуçланчĕ терĕр.
— Эпĕ те анне пекех темĕн тĕрлĕ тум çĕлеме кăмăллаттăм. Килте çĕвĕ машини пурччĕ. Училищĕри занятисем хыççăн Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ташă ансамбльне икĕ çул ташлама çӳрерĕм. Вагаповсем ертсе пыракан ача-пăча ансамблĕ патшалăх уявне халалланă концертсенче сцена çине Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕпе пĕрле час-часах тухатчĕ. Ансамбĕнь илемлĕх ертӳçи Юрий Васильев манăн пултарулăха ун чухнех асăрханă, аннене пулас ĕç пирки манпа калаçса пăхма ыйтнă. Çавăнпа училищĕрен вĕренсе тухсан унта пĕр сăмахсăрах илчĕç. Пилĕк çултан 4 ташăçа, çав шутра мана та, Шупашкарти культура училищинче вăй хуракан Людмила Нянина хореограф патне ятарлă пĕлӳ илме ячĕç.
— Культура училищинчен эсир хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
— Ун чухне эпĕ качча тухнăччĕ, пирĕн ача ӳсетчĕ. Ĕçленĕ чухнех вĕренме те чупнă. Епле ĕлкĕрсе пынинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Ют çĕршывсене гастроле те кайнă. Мăшăра пĕчĕк хĕрĕмĕре пăхма анне пулăшатчĕ. Малтанласа ансамбльте профессионал ташăçăсенчен именеттĕм, вĕсем пек пултараймасран хăраттăм. Александр Ангаров балетмейстер тӳрех асăрхаттарчĕ: «Эсĕ начарланасса шанса ĕçе илетпĕр. Паянтан кишĕр çеç çиме ирĕк паратăп». Эпĕ хĕр чухне туллирехчĕ. Çине тăрса çинçелме тытăнтăм. Кĕлектене полиэтилен хутаçпа çавăрса çыхса тарлаттăм. Имшерленнĕ хыççăн 26 çул ĕнтĕ эпĕ 55 килограмран ытларах таймастăп. Юратнă ĕçшĕн темĕн те чăтма тивет. Чылай апата чун каниччен çиеймерĕм. Çăмăл пулмарĕ, çапах хама çĕнтертĕм.
— Студент çулĕсене халĕ ав йăл кулса аса илетĕр…
— Пĕр ушкăнра 16 хĕрпе 4 каччă ташлама вĕрентĕмĕр. Юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕрен чылай ташша занятисенче вĕренеймерĕм, çавăнпа каçсерен юлма тиветчĕ. Сесси вăхăтĕнче те çăмăл пулман. Анне яланах хавхалантаратчĕ, çакă вĕренме вăй хушатчĕ. Ташă лартас енĕпе патшалăх экзаменне тытнă чухне вăл манпа юнашар пулчĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Хĕрĕм вилнĕ пулсан та шăтăкран чавса кăларса ыталăп»
Елизавета Морозова 83 çулччен ĕне усранă. Выльăха хăех сунă, сĕтне патшалăха панă. «Лиза аппа, 85 çулччен ĕне тытмаллах санăн, ку ĕçе пăрахмалла мар», — тенĕ ăна. Кинемей нушаланас темен, алли ыратма тытăннипе выльăха сутма тивнĕ унăн.
Пĕçернĕ çĕр улмине те çиеймен
Елизавета Константиновна Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче пурăнать. 86 çула кайнăскер 50-ран каçнă авланман ывăлĕпе кун кунлать. «Çемьеленмерĕ çав. Ара, хăть кĕçĕрех хĕр илсе килтĕр — савăнатăп кăна. Хĕр-и ĕнтĕ унта, матка-и... Халь ун валли ачасăр хĕрарăмсем юлмарĕç те пуль. Ачаллă пулсан та темех мар. Чи кирли — пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр», — шӳтлесе калаçрĕ Лиза аппа ывăлĕ пирки ыйтсан. Хăй вăл тăватă ача çуратнă. Пурте — ывăл. Шел, 7 çул каялла асли Алюш пурнăçран уйрăлнă. Вăл çемйипе Шупашкарта пурăннă, мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтернĕ. Пĕр кунхине арçын тăван яла таврăннă. Амăшĕ ывăлĕ начарланнине, сывлăхĕ хавшанине тӳрех асăрханă. «Тунтикун больницăна каятпăр», — тенĕ вăл ăна. Анчах Алексей вырсарникун пурнăçран уйрăлнă. Ун чухне Елизавета Константиновна сĕт пама кайнă. «Киле вилме килчĕ темелле», — кулянса калаçрĕ кинемей.
Мăшăрĕ Георгий /ăна ялта Йукур тесе чĕннĕ/ пурнăçран уйрăлнăранпа 32 çул çитет. Лиза аппа урăх качча кайман, тăватă ачи те çитĕннĕ пулнă. Йукурпа иккĕшĕ Пинертенех, хĕрпе каччă пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Пĕр кунхине хĕртен 2 çул кĕçĕнрех йĕкĕт хăтана пынă. «Тĕрĕссипе, унпа çӳресе курман та. Манăн урăх каччăсем пулнă, — йăл кулса сăмах çăмхине малалла кустарчĕ Лиза аппа. — Пĕр савнин амăшĕ мана тиркерĕ пуль. Эпĕ лутраччĕ, хăрăкчĕ. Тепĕр йĕкĕчĕ салтакраччĕ. 3 çул кĕçĕнрехскер мана те качча илĕ тесе ăна кĕтсе лармарăм, тытрăм та Йукура качча тухрăм. Эпĕ 25 çултан каçсан тин арăм пулса тăтăм. Йĕркеллех пурăнтăмăр. Вăл пилорамăра ĕçлерĕ, эпĕ — фермăра. Унта 22 çул вăкăр пăхрăм, çавăнта ĕçлесех пенсие тухрăм».
Лиза аппан ачалăхĕ, вăрçă çулĕсенче çитĕннĕ кашни шăпăрланăнни пекех, çăмăл килмен. Ашшĕ çапăçу хирĕнче тăшманпа çапăçнă вăхăтра амăшĕ окоп чавса нушаланнă. Вăл çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Вăл 4 уйăхра чухне ашшĕне Çтенкине /чăн ячĕ Константин/ вăрă ĕçĕпе тытса тĕрмене хупнă. Унта 4 çул ларнă хыççăн ăна тӳрех фронта ăсатнă. «Анне Кликерия Васильевна хамăр ялтах окоп чавнă. Ирхине тухса каятчĕ те киле каçхине кăна пырса кĕретчĕ. Пирĕн пата урăх ялтан килнĕ 3-4 хĕрарăм хваттере кĕнĕччĕ. Вĕсем чĕркуççине тутăрпа çыхса çӳренине астăватăп. Аллисене тăм пайтах илнĕ. Ĕçрен таврăнсан эртелĕпе паранкă пĕçеретчĕç те сĕтел хушшине вырнаçаттăмăр. Вăл вăхăтра пурăнма питĕ кансĕрччĕ. Юрать, паранкă пулнă хăть. Халь ав купăстине те, ытти çимĕçне те хамăрах туса илетпĕр. Ун чухне купăста илме Çĕнĕ Мăнтăра çӳреттĕмĕр. Çав ялта пурăнакансем ăна улăхра лартса ӳстеретчĕç. Çынсем пĕр лав ларса каятчĕç те кам пĕр михĕ, кам иккĕ илсе килетчĕç. Укçи-тенки пулман ĕнтĕ», — иртнине аса илчĕ ватă.
Окоп чавса пĕтернĕ хыççăн унăн амăшне вăрман касма янă. «Ачуна хам пăхатăп», — шантарнă ăна пĕртăванĕн арăмĕ. Хĕрарăмăн 3 ача пулнă, пĕри выçăпа аптăраса вилнĕ. Пĕчĕк Лизăна пăхма сăмах панă-ха вăл, анчах хĕрачана лайăх астуман, выçăпа нушалантарнă. Кукашшĕ мăнукне каланкăра çĕр улми, сухан пĕçерсе çитернĕ. Анчах выçăпа аптăранăскерĕн апат анми пулнă. Вăл пиçнĕ çĕр улмипе сухана та çиеймен. Çăкăр пулман. Инкĕшĕ ăна кăшт çитернĕ те ыттине хăйĕн ачисем валли пытарса хунă. Вăрман каснă çĕрте ĕçлекен Кликерия Васильевна тĕлĕк курнă. Хĕрĕ Лиза вилнĕ, ăна пытараççĕ пек. «Вăл вилнĕ пулсан та шăтăкран чавса кăларса ыталаса илĕп», — макăрса çапла шухăшланă хĕрарăм. Вăл яла кайса килес тенĕ. Пинере çитсен çынсене курмассерен: «Пирĕннисем мĕнле-ши унта? Йĕркеллех-ши?» — тесе ыйтнă. «Чиперех пуль. Усал сас-хура пулман», — çапла хуравланă ăна иртен-çӳрен. Кликерия килне каçхине пырса кĕнĕ. Алăка уçнă-уçман: «Лиза, чуну пур-и?» — тесе ыйтнă. «Анне, эсĕ-и ку?» — хĕрачан сăмахĕсем аран-аран илтĕннĕ. Хĕрарăм хĕрне ыталаса чуптунă. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Диагноз хыççăн диагноз: эпилепси, аутизм, усал шыçă…»
Шупашкарта пурăнакан Анастасия Кузьмина 30 çулта çеç пулин те пурнăçĕнче чылай йывăрлăха парăнтарнă. Вăл икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Кĕçĕннин çулталăк тултарсан диагноз хыççăн диагноз çирĕпленнĕ. Халĕ амăшĕпе ывăлĕ Мускавра Н.Н.Блохин ячĕллĕ Наци медицина тĕпчевĕн онкологи центрĕнче усал шыçăран сипленеççĕ.
Ыратнине туймастчĕ
«Эпĕ 18 çулта качча тухрăм. Тепĕр тăватă çултан пирĕн ывăл çуралчĕ. Дима халĕ 2-мĕш класа çӳрет. 2015 çулта Вовка çут тĕнчене килчĕ. Ăна хам тĕллĕн çуратаймарăм. Вăл варта кирлĕ пек выртманнипе кесарево турĕç. 54 сантиметр тăршшĕ, 3800 грамм çуралчĕ. Пăхса ытармалла мар хитре ывăл. Больницăран кăларнă чухне тухтăрсем ачан пуçĕнче киста пулнине пĕлтерчĕç, анчах вăл çулталăк çурă тултариччен хăех пĕтессине каларĕç. Вова пĕрре тултарсан пирĕн пурнăç тĕпрен улшăнчĕ. Ывăл калаçма тăрăшмастчĕ, упаленесшĕн марччĕ, апат çиме те пăрахрĕ.
Кайран ăна тытса пăрахма пуçларĕ. Малтан эпилепси приступĕ 1 минутчĕ пулсан кайран вăл 3-5 минут таранах тăсăлчĕ. Юлашкинчен 22 минут пулчĕ. Çак самантра Вова çине пăхма хăрушă. Вăл куçне тартать, сывлăшĕ тухма пăрахать, кăвакарса каять, ӳт температури хăвăрт анса ларать. Пĕрремĕш хутĕнче хăраса кайнипе манăн шок пулчĕ. Тӳрех васкавлă медпулăшăва шăнкăравларăм. Вĕсем те килсен ăна нимĕнпе те пулăшаймарĕç, приступ вĕçленессе кĕтрĕç. Çулталăк çурăра чухне тухтăрсем ывăлăн пĕрремĕш диагнозне çирĕплетрĕç. Тепĕр виçĕ уйăхран ачана сусăрсен йышне кĕртрĕç. Тĕрĕслевсем хыççăн пуçĕнчи киста пĕтменнине каларĕç.
2 çул çурăра чухне Вовăна тепĕр диагноз лартрĕç: аутизм. Унччен эпĕ унашкал чир пирки илтмен те, унпа интересленмен те. Вова пуçĕпе стенана, плиткăна, батарея, ытти хытă япалана çапатчĕ. Кашни кун çаплаччĕ, вăл ыратнине туймастчĕ. Пуçне темиçе хут та шăтарчĕ, пĕррехинче тухтăрсем 7 вырăнта çĕлерĕç.
Акăлчанла мультфильмсене кăмăллать
Вова калаçма пĕлмен чухне эпир унпа пӳрнесемпе кăтартса пĕр-пĕрне ăнланаттăмăр. Халĕ вăл чиперех калаçать. 5 çулта хăех вулама вĕренчĕ. Халĕ Вова акăлчан тата китай чĕлхисене пĕлет. Çак чĕлхесемпе калаçакан мультфильмсене кăна пăхать тата Совет Союзĕнче ӳкернисене кăмăллать. Вăл Шупашкарти 23-мĕш ача садне çӳретчĕ. Унти воспитательсем унпа чылай ĕçлерĕç, нумай япалана хăнăхтарчĕç, вĕрентрĕç. Çапах Вова хăй мĕн шухăшланине тума юратать. Ют çынна итлесшĕн те, пăхăнасшăн та мар. Ача садĕнче темле тăрăшсан та çывăрмастчĕ. 12 сехетре ăна киле илсе кайма тиветчĕ.
Вова çумне тепĕр хăрушă чир — рак — çыпăçрĕ. Тухтăрсем «лимфома Ходжкина» ятлă чир аталаннине пĕлтерчĕç. Усал шыçă тĕрлĕ çĕрте сарăлни хăратрĕ. Рак 4-мĕш тапхăра куçнине ĕненме йывăрччĕ. Эпĕ мĕн тумаллине пĕлмерĕм. Çапах хама алла илсе ачан пурнăçĕшĕн кĕрешме çирĕп тĕллев лартрăм. Кун пек чиртен сывалнисем пур, анчах кайран усал шыçă каллех аталанма пуçлас хăрушлăх пысăк. Халĕ эпир Мускаври онкологи центрĕнче сипленетпĕр. Пире кунта пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче вырттарчĕç. Малтан Шупашкарти Гладков урамĕнчи онкодиспансерти гематологи стационарĕнче пĕр уйăх пултăмăр. Унтан биопси илсе пире Мускава ăсатрĕç. Анчах анализа кирлĕ çĕре ярса паманнипе пĕр эрне сиплеве пуçлаймарăмăр. Çĕнĕ çула больницăра кĕтсе илтĕмĕр. Раштавăн 31-мĕшĕнче Вовăна хими терапийĕ тума тытăнчĕç. Унччен маларах мăйĕ çине катетер лартрĕç. Пĕрремĕш кунхине унăн ӳт температури хăпарчĕ. Эпĕ уншăн питĕ вăйлă кулянтăм. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...