Поэт, куçаруçă, журналист
Петĕр Ялкир Вăрнар районĕнче миçемĕш çулсенче ĕçленĕ? Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ те кăсăклантарать.
В.КРАСНОВ.
Вăрнар районĕ.
Петр Алексеевич Тихонов /Ялкир/ поэт, куçаруçă, журналист 1922 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. 1941-1944 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă. Канашри педагогика училищинчен, М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă.
ВЛКСМ Хĕрлĕ Чутай райкомĕн секретарĕнче, Вăрнар районĕн "Çĕнтерÿ çулĕ" хаçат редакторĕнче, КПСС Вăрнар райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пуçлăхĕнче, Вăрнар район ĕçтăвкомĕн культура пайĕн ертÿçинче ĕçленĕ.
П.Ялкирăн пĕрремĕш хайлавĕсем 1935 çулта кун çути курнă. 1956 çулта "Çавал çути" сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Вун-вун юрă авторĕ, ачасем валли те нумай çырнă. 40 ытла кĕнеке кăларнă. Çав шутра - "Капăр Натали" /1959/, "Тăван хирте" /1964/, "Ĕмĕтсем пысăк" /1968/, "Тĕкĕр" /1970/, "Янăравлă шăнкăрав" /2002/, "Литературный мир Чувашии" /2005/, "Суйласа илнисем" /2008/ т.ыт.те.
Петĕр Ялкир - ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. II степень Тăван çĕр-шыв вăрçи орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Поэт 2006 çулта пурнăçран уйрăлнă. Вăрнар поселокĕнче пытарнă.