Комментировать

7 Фев, 2022

Пӳрне йĕрне те регистрацилеççĕ

Документсем юрăхсăра тухсан е пурнăçри ытти лару-тăрăва пула харпăрлăха палăртмалла чухне дактилоскопи мелĕ пулăшĕ.

Дактилоскопи регистрацийĕ тесе çыннăн пӳрне вĕçĕнчи йĕрсен уйрăмлăхĕ тата ун çинчен информаци илнине калаççĕ. Çакна кашнин кăсăкланăвне, саккун прависене, çын сывлăхне тата хăрушсăрлăхне хӳтĕлес тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Астăвăм япăххипе аптăракансемшĕн ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çын хăйĕн пирки нимĕн калаймасан та дактилоскопи вăл камне палăртма пулăшĕ.

Пĕлтĕр республикăра 599 çын дактилоскопи регистрацийĕ тухнă. Çак тĕллевпе МВД миграци ыйтăвĕпе ĕçлекен пайне пымалла, заявлени çырмалла, харпăрлăха çирĕплетекен документ кăтартмалла. Дактилоскопи регистрацине 6 çултан пуçласа ирттерме юрать, уншăн тӳлемелле мар.

www.hypar.ru

Рубрика: