Комментировать

1 Фев, 2022

Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче троллейбус маршручĕ улшăнĕ

Шупашкарта транспортăн виççĕмĕш çурма ункине тумашкăн пулăшма виçĕм çул республика ертӳлĕхĕ Раççей Президентĕнчен те ыйтнăччĕ.

 Администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Филиппов палăртнă тăрăх, çав çула тума пĕтĕмпе 21 миллиард тенкĕ кирлĕ. Тӳрех пĕтĕмпех тума вăй çитмĕ. Ĕçсене виçĕ тапхăра пайланă. Энтузиастсен урамĕнчен тытăнса Богдан Хмельницкий урамĕ таран сыпăка тумалли 3,3 миллиард тенкĕлĕх тапхăр тĕлĕшпе ирĕк паракан пĕтĕмлетӳ пур. Тата икĕ тапхăр вара сывлăшри пысăк вольтлă электролинисене куçармаллине кура хальлĕхе чăрмавлă.

Шупашкарăн çĕнĕ сити-менеджерĕн Денис Спиринăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ пресс-коференцийĕнче Граждан урамĕнчи çул реконструкцийĕ пирки ыйту пулчĕ. Ĕçсене планпа кăçалхи чӳк уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Хальлĕхе, çапла, çул çӳрев чăрмавлă. Анчах хулан кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче пурăнакансен нуши, пытармарĕ Денис Спирин, çакăнпа кăна вĕçленмест иккен. Пĕр сыпăкра тăпран хулăн сийне хырса илме тивет, çавна май троллейбуссем те пĕр вăхăт хальхи маршрутпа çӳреймĕç, вĕсем валли вăхăтлăх çĕнĕ лини караççĕ. Автотранспорт юхăмне те урăх çулпа яма тивĕ — «пăкăсем» пуласси куçкĕрет. Вăхăтлăх чăрмавсене тӳсме тивĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: