Комментировать

1 Фев, 2022

Общество транспорчĕпе çÿремелли билет хакланĕ

Çĕнĕ команда йĕркелĕвĕ, транспорт, çулсем, хула тирпейлĕхĕ, туризм аталанăвĕ — тĕп хулан çĕнĕ сити-менеджерĕн Денис Спиринăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш пресс-коференцийĕ çак тата ытти ыйту тавра пулчĕ.

Калаçăва Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ хулара çӳрекен сас-хураран пуçларĕ. Тĕп хулара общество транспорчĕпе çӳремелли хак 4 тенкĕ хушăнать имĕш. «Ку — сас-хура, — терĕ Денис Спирин, — çапах çул çӳревшĕн тӳлессине хаклатма тиветех…» Билет хакĕ хушăнать, анчах мĕн чухлĕ ӳсессине вăл хальлĕхе татăклăн уçăмлатмарĕ. Журналистсем ăнланнă тăрăх, 4 тенкĕ чухлех мар. Денис Вадимович пассажирсене илсе çӳрессине йĕркелес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуррине те пытармарĕ. Администраци перевозчиксенчен тивĕçлĕ информацие уçма ыйтать, лешсем вара çапла тума васкамаççĕ: «Çавăнпа хамăра темле вакуумра туятпăр». Сити-менеджера çак лару-тăру тивĕçтермест — унпа çырлахасшăн пулманни куçкĕрет.

Çул çӳрев тенĕрен, администрацин çĕнĕ ертӳлĕхĕ малашлăха электротранспорт аталанăвĕнче курать. Çавна май электричество вăйĕпе ĕçлекен транспорт валли заправка пункчĕсем кирлĕ пулĕç. Ку енĕпе ĕç пырать — Чăваш Ен пилот проектне кĕнĕ, çав пунктсем троллейбус управленийĕн электричествăпа тивĕçтерекен хăват подстанцийĕсен, пысăк суту-илӳ комплексĕсен таврашĕнче вырнаçĕç. «Европа электротранспорт çине куçать — эпир те çак çулпа кайăпăр», — терĕ сити-менеджер.

Паллах, троллейбуссем те пăрахăçа тухмаççĕ. Пĕлтĕр Шупашкар çак транспортăн паркне палăрмаллах çĕнетнĕ, çĕнĕ техника татах илесшĕн. Тĕп хулари общество траспорчĕн маршручĕсене çĕнетес енĕпе те ĕçлеççĕ — улшăнусем пулĕç. «Хыпар» корреспонденчĕ Шупашкара Çĕнĕ Шупашкарпа çыхăнтарнă, анчах вăраха пыман троллейбус линийĕн шăпипе кăсăкланнине хуравланă май Денис Спирин икĕ хулан пассажирсене илсе çӳремелли маршручĕсене пĕтĕçтерес шухăш пуррине палăртрĕ, анчах сăмах «мăйракаллă» троллейбуссем пирки пымасть — урăх транспорт пулĕ. Тĕп хулапа спутник хула хушшинчи пассажирсен куçăмĕ талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ — çакă йывăрлăхсем çуратать. Тепĕр самант та пур: нумай çын хăйсен автомобилĕпе çӳрет, вĕсем общество транспортне куçса ларас тейĕç-и — каллех ыйту. Апла пулин те — «процесс пырать».

www.hypar.ru
 

Рубрика: