Комментировать

20 Янв, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 2 (6401) № 20.01.2022

«Чиркӳре сассăма пирĕштиннипе танлаштарчĕç»

Регина Чишкина пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл концерт йĕркелеме те, хорта юрлама та, волонтер пулса çынсене пулăшма та, вырсарни шкулĕнче ачасене вĕрентме те вăхăт тупать. Халĕ вăл Мускавра ĕçлесе пурăнать, Чăваш Ене час-часах килсе çÿрет.

«Канмалли кунсенче те вĕренес килетчĕ»

— Регина, хăвăнпа вулакансене çывăхрах паллаштар-ха.

— Эпĕ Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Ачалăх çак тăрăхрах иртрĕ. Атте — Шулю ялĕнче, анне Питĕркассинче кун çути курнă. Маншăн çак виçĕ ял çывăх. Эпĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухрăм. Аслă пĕлĕве И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыкăпа педагогика факультетĕнче илтĕм.

— Музыка енĕпе вĕренме каймашкăн мĕн хистерĕ?

— Аттепе анне Наталья Викторовнăпа Виталий Кузьмич çемье чăмăртичченех сцена çинче дуэт юрланă. Вĕсене юрă-кĕвĕ тĕнчине юратниех пĕрлештернĕ. Халĕ те культура çуртĕнче иртекен пĕр концертран та юлмаççĕ. Атте баян та калать. Вăл «Шокăль» фольклор коллективне нумай çул ертсе пычĕ. Студент чухне эпĕ «Иволга» вокал ансамблĕпе тата «Пукрав» хорпа пĕрле Раççейĕн чылай хулине çитрĕм. Манăн йĕкĕреш хăраххи Рената пур. Эпир çемьепе сцена çине пĕрре мар тухнă. Районта «Çулталăк çемйи» конкурсра мала тухса республика шайĕнче иртнĕ тупăшура «Пултаруллă çемье» номинацире çĕнтертĕмĕр. Анне профессипе — экономист. Атте страхлав тытăмĕнче вăй хурать. Вĕсем килти хуçалăха тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Атте чие çырлин тĕрлĕ тĕсне ӳстерет, сад ĕрчетме юратать. Çывăх çыннăм вăрмансăр пурăнаймасть. Çулла кашни кунах унта тухса утать. Пирĕн çемье хурт-хăмăрпа та аппаланать. Хамăр туса илнĕ пыл питĕ паха та сиплĕ. Эпир те çак ĕçре аттепе аннене май килнĕ таран пулăшатпăр. Çак чун киленĕçĕ ăруран ăрăва куçасса шанатпăр.

— Университетра вĕреннĕ чухнехи студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?

— Пурнăç хуранри яшка пекех вĕретчĕ. Шупашкара килсен, университет умĕнчен иртсе кайнă чухне, çав вăхăта савăнăçпа аса илетĕп. Манăн пурнăçăмпа пултарулăх çулĕнче аслă шкул пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унти вĕрентекенсем пулăшнипе эпĕ хама тĕрлĕ енлĕн аталантарма пултартăм. Аудиторисем питĕ хитреччĕ. Унта эпир кашни кун тăван киле çӳренĕ пекех килеттĕмĕр. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Эпир яшка пĕçерсе çиесшĕн, анчах нимĕн те çук…»

Роман Родионов кашни кун çынсен тĕрлĕ шăпине курать. Канмалли кун-и, каç пулнă-и — ырă чунлă арçын йывăрлăха лекнисене пулăшма васкать. Вăл 2009 çулта йĕркеленĕ Шупашкарти «ЧЕБДОБРО» ырă тăвакансен обществи пирки хаçатра çырнăччĕ. Статья тухнăранпа вăхăт самай иртрĕ, унтанпа Роман Михайловичăн каласа кăтартмалли пайтах пухăннă. Çак кунсенче ав Çĕрпӳре те филиал уçăлнă.

Лавккаран — виçĕ хутаçпа

Малтан общество хастарĕсем социаллă учрежденисене, хосписсене тухса çӳренĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене тата сусăрсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсене туянмашкăн Роман Михайловича юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем те укçан пулăшнă. Малтанах реабилитаци центрĕсенче ĕçлекенсем палламан çынран пулăшу илме шикленнĕ, «Эсир депутат-им? Сирĕншĕн çавах сасăламастпăр», — тенĕ.

Çынна ырă тума пултарнăшăн Роман чунран хĕпĕртенĕ, вăл çак ĕçе малалла тăсма хавхаланнă. Килĕнчи шкапра ахалех выртакан, тăхăнман çĕнĕ япаласене пухнă та йывăрлăха лекнĕ çынсене кайса панă. Унтан вăл социаллă сайтсенче ушкăнсем йĕркеленĕ. Халĕ «Контактра» хыпарсене куллен 7 пин çурă çын пăхса тăрать. Подписчиксен, çынна пулăшма хатĕррисен йышĕ кунран-кун ӳсет. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан хĕр шăнкăравланă, паянах куллен кирлĕ япаласене туянса пама хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Çав кунах Роман унпа лавккаран виçĕ хутаçпа таврăннă. Кĕрпе-макароншăн, тушенкăшăн тата ытти хатĕр-хĕтĕршĕн хĕр хăех тӳленĕ.

Пĕр чăматанпа тарса килнĕ

Волонтерсем ырă çынсем килсе панă япаласене, кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕрсене курупкасене тултарса социаллă центрсене, интернатсене леçсе панă. Пандеми пуçлансан çак учрежденисем хупă режимпа ĕçлеме тытăннă, çавăнпа халĕ ытларах чухне адреслă пулăшу параççĕ. Коронавируса пула хăш-пĕр çын ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă. Нумайăшĕн вара кредит тӳлемелле, ачасене тумлантармалла, çитермелле... «Килте апат çимелли нимĕн те çук. Пулăшăр тархасшăн…» — юлашки вăхăтра çапла каласа шăнкăравлакан нумайланнине палăртрĕ Роман. Çавăн хыççăн общество пахча çимĕç, тăварланă хăяр-помидор, компот, салат йышăнма пуçланă. Ырă тăвакансен Шупашкарти обществи нумай ачаллă, сахал тупăшлă, пушара пула пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă тата ытти йывăрлăхпа тĕл пулнă çынсене яланах алă пама хатĕр. Украинăри пăтăрмахсем хыççăн Чăваш Ене куçса килнĕ çемьесене те пулăшнă вĕсем. Пĕр çемье тăван тăрăхĕнчен пĕр чăматанпа тарса килнĕ. Роман Михайлович вĕсене тумтир леçсе панă, ал-ура çавăрса яриччен апат-çимĕçпе пулăшнă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Инженер пулас килменнине çур çултан ăнлантăм»

Сцена çинче артистсем мĕнлереххине эпир куратпăр. Пурнăçра вĕсем еплерех çынсем? Артистăн харпăр пурнăç валли вăхăт юлать-и? Эпĕ театра çӳреме питĕ юрататăп, çавăнпа манăн спектакльсенче рольсене калăплакан çынсем пирки ытларах, пач урăх енчен, пĕлес килет. Артистсенчен илнĕ интервьюсемпе «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене те паллаштарса пырăп. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн сцени çинче вылякан Владимир СВИНЦОВА тахçанах сăнатăп. Паян вăл манăн рубрикăн пĕрремĕш хăни пулĕ.

— Владимир, мĕншĕнне пĕлместĕп, анчах эсĕ мана ытти артистран уйрăлса тăратăн пек туйăнать. Интеллигент пекех эсĕ. Мĕнпе çыхăннă çакă?

— Эпĕ Шупашкар районĕнчи Кӳкеçре çуралнă. Пирĕн çемье ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Анне ачасен интернатĕнче фельдшер-лаборантра ĕçленĕ. Атте слесарь-механик пулнă. Çапах интеллигент шайĕнче теме те пулать пуль. Яланах тĕрĕслĕхпе ĕçченлĕхе малти вырăна хуратпăр. Аттен шăллĕ Юрий Анатольевич Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлет, мăшăрĕ те çавăнтах оркестрта сĕрме купăс калать. Тăвансенчен чылайăшĕ пултаруллă пирĕн. Анне ав юрлама юратать. Кашниех тĕрлĕ ĕçре тăрăшать, çапах пурте искусство енне туртăнаççĕ.

— Халăхра çапла шухăш анлă сарăлнă: артист ĕçĕ — ĕç мар. Кун пирки мĕн калаятăн?

— «Çынна ĕç килĕшет пулсан вăл унта çул тупать», — теççĕ аттепе анне. Эпĕ шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕччĕ. Инженери факультетĕнче çур çул вĕрентĕм. Анчах пĕрремĕш семестр вĕçленсен ку ĕç ман валли маррине ăнлантăм. Тепĕр вĕренӳ çулĕ çитсен Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне кайрăм. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех искусство енне туртăнаттăм. Спорт, бал ташши, гитара, футбол, теннис, кĕрешӳ… Мĕнпе кăна кăсăкланман-ши эпĕ? Çаксем пĕтĕмпех мана халĕ артист ĕçĕнче пулăшса пыраççĕ.

— Санăн ташлас ăсталăх пурри вăйлах палăрать. «Юратупа курайманлăх», «Шинель», «Кĕрен парăс» спектакльсенче уйрăмах курăнать ку.

— Ку пластика лайăх аталаннипе çыхăннă. Шкулта бал ташшипе кăсăкланни витĕм кӳнĕ паллах. Артистланма юрататтăм. КВНра тăтăшах выляттăм. Ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен те «Атăлçи пăлхарĕсем» КВН ушкăнĕнче вылярăм. 2005 çулта Анатолий Ильин пуçарса янă эксперимент курсне кĕтĕм. Музыка театрĕнче вылямашкăн артистсене пухатчĕ вăл. Вĕренсе тухсан, 2010 çулта, çара илсе кайрĕç. Унта пурнăç та пултарулăхпа çыхăнчĕ, Мускав облаçĕнчи чаçе çар оркестрне лекрĕм. Мускаври Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ Çĕнтерӳ парадне хутшăнма тӳр килчĕ. Н.Е.Жуковский профессор тата Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-çар академийĕнче службăра тăтăм, артист ăсталăхĕ пуртан тата нота грамотине пĕлнĕрен оркестра илчĕç. Институтра вĕрентекенсем пĕтĕм пĕлӳлĕхе пачĕç мана. Курсăн илемлĕх ертӳçи Анатолий Ильин, Станислав Васильев режиссер, Надежда Кириллова артистка пĕлӳ пачĕç. Çапла çар хыççăн тӳрех театра ĕçлеме вырнаçрăм. <...>

Алена АЛТУХОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕç укçи вырăнне тимĕр-тăмăр пама ыйтнă 

Василий Бородков унпа çуртне илемлетнĕ

Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче пурăнакан Василий Бородковăн çурчĕ пекки ялĕпе кăна мар, республикипе те çук. Кайăк çӳллĕшĕнчен вăл пушшех те илемлĕ курăнать. Эреветлĕ-теветлĕскере асăрхамасăр май çук.

Тĕлĕнмелле капмар çурта Раççейри халăх артобъекчĕсен конкурс йĕркелӳçисем те асăрханă. Вĕсем çулленех пирĕн çĕршыври «ылтăн алăллă» ăстасем, маçтăрсем тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕртен тунă чи илемлĕ çуртсене, кӳлепесене палăртаççĕ. Чăваш ялĕнчи хăйне евĕр пӳрт те Пĕтĕм Раççейри конкурсăн суйлав тапхăрне, ТОП-10 йыша, лекнĕ. Ара, Василий Бородков çурчĕ чăн-чăн искусство произведенийĕ пекех. Йывăçран хăпартнăскере тимĕр-тăмăртан тунă капăр экзотика чечекĕсем, эрешсем, чĕр чун кӳлеписем хитрелетеççĕ. Вĕсем хуралтăсене те илем кӳреççĕ. Йытă йăви те ахальли мар: кермен евĕрри. Урамран кĕнĕ çĕрте те, пахча енче те хапха пур. Пĕри йывăçран пулсан тепри — тимĕртен. Кил хуçи тимĕртен ăсталанă эрешсене çулленех сăрласа тăнă. Кун валли миçе литр сăрă кирлĕ!

Василий Викторовичăн çурчĕ юмахри кермене аса илтерет. Дизайнне, эрешĕсене вăл хăех шухăшласа кăларнă. Арçын ятарласа ӳнерçе вĕренмен, çапах япăх мар ӳкерет. Хут çинче мĕн сăнланине вăл картон çине куçарнă, унтан тимĕр çине хурса болгаркăпа каснă. Ку унăн ĕçне самай çăмăллатнă. Малтан, паллах, пачах урăх ĕç хатĕрĕсемпе усă курмалла пулнă. Унăн аллинчен зубило кайман. Шăпах унпа усă курса детальсене касса кăларма тивнĕ. Сварка ĕçĕпе те сахал мар аппаланнă.

Василий Бородков тимĕрпе кăна ĕçлемест, вăл — платник те. Ку ăсталăх ашшĕнчен куçнă тесен те йăнăш мар. Вăл ялти чи ăста платниксенчен пĕри пулнă. Анчах арçын ывăлне çак ĕçе хăнăхтарса ĕлкĕреймен: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулах фронтра пуç хунă. Тăватă ачапа юлнă амăшĕ çемье лавне пĕчченех туртнă. Хĕрарăм Турра вăйлă ĕненнĕ, колхоза кĕмен. Çемье начар пурăннă. Василий Викторович каланă тăрăх, вĕсем ялта чи чухăн çынсем пулнă. Арçын ача мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Халĕ вăл 8 теçетке çула хыçа хăварнă. Анчах юмахри евĕр çуртра пĕчченех кун кунлать. Унăн çемйи те, ачи-пăчи те, тăванĕсем те çук. Хăй вăхăтĕнче вара пысăк хуçалăх тытнă вăл. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Журналистпа утнă чух пуçлăх та çамки çинчи тарне шăлать

Чăваш журналисчĕсем кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак тытăмра тăрăшакансем пĕр вырăнта лармаççĕ, вĕсем яланах çул çинче, шыравра… Хальхинче «Çамрăксен хаçатĕнче» тĕрлĕ çулта тăрăшнă ĕçтешĕмĕрсене сăмах парар. Ун чухне, ахăртнех, çак самантсем вĕсене кулăшла пек туйăнман. Халĕ вара çав пулăмсене йăл кулса аса илчĕç.

Хусах çур çĕр иртсен те шăнкăравланă

Елена ТРОФИМОВА, сутуçă тата радиокорреспондент, «ÇХ» корреспондентĕнче 2011-2020 çулсенче ĕçленĕ:

— Хулара пурăнаттăм та ялшăн питĕ тунсăхлаттăм, командировкăна кайсан ял-сала илемĕпе киленсе савăнаттăм. Пĕррехинче Вăрнар районне пĕтме пуçланă пĕчĕк яла кайрăм. Унта вăрман витĕр тухса уй урлă утмаллаччĕ. Çумăр хыççăн автомашинăпа çитме май çукчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ те пĕрле пычĕ. Чăтма çук шăрăхчĕ. Пуçлăх çамка çинчи тарне шăла-шăла утни халĕ те куç умĕнчен каймасть. Ун чухнехи редактор Дмитрий Моисеев сĕннипе «Çыравçă ялĕнче — хăнара» рубрикăна тытса пытăм. Вăл мана питĕ килĕшетчĕ, кĕнеке ытларах вулама, тавра курăма анлăлатма май тупăнатчĕ. Никифор Мранькка писатель çуралнă тăрăха çитсе килтĕм. Паллă çыравçăн тăванĕн ачи Мускавра пурăннине каласа кăтартрĕç. 18 çула çитсен хайхискер хăйне Мораньков /писателĕн чăн хушамачĕ/ тесе çыртарасшăн пулнине пĕлтĕм. Куншăн калама çук хĕпĕртерĕм. Эппин, хисеплеççĕ, манмаççĕ çыравçа.

Тĕрлĕ яла çитмессерен ятсăр пӳрнере çĕрĕ пурри-çуккипе интересленекенсем тупăнатчĕç. Комсомольски районĕнчи пĕр авланман çамрăк арçын: «Паянах качча илетĕп», — терĕ. Администраци ĕçченĕсем кулса ячĕç: «Мĕнле авланать-ши? Матка хыççăн матка улăштарать те…» Тепрехинче çамрăк арçын, хусах, вĕçĕмсĕр шăнкăравларĕ, çур çĕр иртни 2 сехетре те ыйха тататчĕ. Шупашкарти ача çуртне кайнине нихăçан та манмастăп. Унта иртнĕ мероприятирен ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасен кăмăлне хуçмасăр, вĕсене макăртмасăр тухса кайма çăмăл мар. Хăвăн та çирĕп пулмалла. Ку та журналиста кирлĕ чи пĕлтерĕшлĕ енсенчен пĕри. <...>

Ĕçтешсемпе Любовь ПЕТРОВА, Ирина КОШКИНА, Ирина АЛЕКСЕЕВА çыхăннă.

♦   ♦   ♦


«Фортепианăна уй-хире йăтса тухаймăн»

Çавăнпа Лиана Яковлева баян калама вĕреннĕ Шкулта вĕреннĕ чухне Лиана Яковлевăн питĕ гитара калас килнĕ. 9-мĕш класса куçсан ашшĕ ăна çак инструмента туянса панă. Ун чухне ăна калама вĕрентекен çын пулман, хальхи пек интернета кĕрсе видеороликсем те пăхайман. Хĕрача гитара хĕлĕхĕсене хăй тĕллĕн пăнтăртаттарнă, çапах вĕренеймен. Хăйĕн ĕмĕтне вăл кайран пур-пĕрех пурнăçланă: фортепиано, баян калама вĕреннĕ. Халĕ Лиана Александровна Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьелти культура çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать.

Уйрăм çӳремен

Лиана Яковлева 48 çулта тесе кам калайĕ? Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, вăр-варскер утса мар, чупса çӳрет тейĕн. Культура çурчĕ умĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Лиана Александровна баян калать кăна мар, питĕ илемлĕ юрлать те, сасси шăпчăкăнни пекех. Ăна ку пултарулăх ашшĕ-амăшĕнчен куçнă.

— Атте ĕмĕр тăршшĕпех «Герой» колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ. Çамрăк чухне вăл драма кружокне йĕркелесе пынă, Çĕнĕ çулта Хĕл Мучи пулнă. Анне Зоя Ивановна та çак колхозра бухгалтерта тăрăшнă. Вĕсем 6 ача çуратса ӳстернĕ: 3 ывăлпа 3 хĕр. Эпĕ — виççĕмĕшĕ. Аттепе анне хăнана кайсан та юрлатчĕç. Анне радиопа çĕнĕ юрă илтсен тетрадь çине çырса хуратчĕ. «Атьăр-ха, юрлатпăр», — тетчĕ атте пĕрле пуçтарăнсан. Шел, вĕсем яланлăхах пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Атте 73 çулта усал шыççа пула вилчĕ. Темĕнле ӳкĕтлесен те больницăна кайма килĕшмерĕ. Малтан ура ыратать тесе пурăнчĕ, кайран вырăнпах выртрĕ. Ăна юлашки çула ăсатсан анне питĕ хытă кулянчĕ. «Санька, Санька… » — тетчĕ пĕрмай. Эпир вĕсем уйрăм çӳренине нихăçан та курман: хăнара та, ĕçре те пĕрлеччĕ. 1,5 çултан анне шалкăм çапнипе вилчĕ, вăл 76-раччĕ, — аса илчĕ кил ăшшин управçи.

Шкул пĕтерсен Лиана Александровна Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Унта вăл дирижер-хоровик специальноçне алла илнĕ, фортепиано калама вĕреннĕ. «Яла ĕçлеме каяс тăк фортепианăна уй-хире йăтса тухаймăн», — шухăшланă хĕр. Çавăнпа вăл баян та калама хăнăхнă. Ку ăсталăх ăна чăнах та кирлĕ пулнă, «Туслăх» фольклор ушкăнра вăл çак инструмента калать. Халĕ ялта купăспа, ытти инструментпа туслă çынна сайра тĕл пулни вăрттăнлăх мар. Салтак ăсатмалла-и, туй тумалла-и — ун пек пултаруллă çынсем кирлех. Лиана Яковлевăна та уявсене чĕнеççĕ.

— Пандеми пуçланиччен ялта туй нумай пулчĕ, унта «Туслăх» ушкăнпа çӳрерĕмĕр, эпĕ баян каларăм. Культура çуртĕнче тĕрлĕ инсценировка хатĕрлетпĕр: авăн çапни, туй, салтак ăсатни… Хамăр ялти Перасковья Федорова, 100 çул та 8 кун пурăннăскер, каласа панă тăрăх вăрçă пĕтнине кăтартрăмăр. Вăл Çĕнтерӳ кунĕнче акнă тырра кураксенчен сыхлама кайнă, вĕсене хăваланă чухне çăпати пылчăк ăшне ларса юлнине аса илетчĕ, — калаçнă хушăрах юрласа та кăтартрĕ пултаруллă хĕрарăм. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.