Баклажан салачĕ
Хĕл валли çуллахи çимĕçсене нумайрах хатĕрлесе хăварас килет. Ара, хĕл хырăмĕ анлă теççĕ-çке. Помидор-хăярсăр пуçне баклажан та çÿлĕк çинче вырăн тупĕ.
Баклажан салачĕ. Вăл питĕ тутлă пулать. Ăна хатĕрленĕ хыççăн çиме те, хĕле валли те хупса хума юрать.
Салат тума вăтам баклажансем кирлĕ. Вĕсене çумалла, тунине тасатмалла, вилкăпа е çĕçĕ вĕçĕпе темиçе тĕлтен шăтармалла. Унтан баклажана кăштах тăварланă вĕрекен шыва ямалла та 5-7 минут вĕретмелле. Ытлашши вĕретсен баклажан çемçелсе хăй формине çухатма пултарать. Çавăнпа ăна çĕçĕ çăмăллăн кĕрекен пуличчен çеç пĕçеретпĕр. Унта пиçнĕ баклажана 5-6 сехетлĕх пусарса хурса шывне сăрăхтаратпăр. Противень çине баклажана сарса хурса çиелтен хăма таткипе хупламалла, йывăрлăх хумалла. Çак ĕç баклажан йÿçеклĕхне кăларма кирлĕ.
Кайран баклажана хăвăра килĕшнĕ пек турамалла. Кишĕр тасатса шултра теркăпа теркăламалла, тутлă пăрăçа çÿхен çавракан турамалла, ыхра вĕтетмелле, тăвар, сахăр песукĕ, тип çу, 9: уксус, корея кишĕрĕ валли хатĕрленĕ техĕмлĕхе хушмалла та лайăх пăтратмалла. Сивĕтмĕше е нÿхрепе пĕр талăклăх лартмалла. Тепĕр кунне салат çиме хатĕр пулать.
Хĕл валли упрас тесессĕн салата таса банкăсене тултармалла та çур литрлисене 15 минут, пĕр литрлисене 20 минут шыв мунчинче стерилизацилемелле. Вĕренĕ тимĕр хупăлчасемпе хупламалла та кутăн лартса утиялпа чĕркемелле. Сивĕнсен - çÿлĕк çине е нÿхрепе.