Тантӑш № 1 (4770) 13.01.2022
Вунă çулти ача музей уçнă
Шупашкарти 60-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Новиков тăватă çултах авалхи кивĕ япаласем пухма тытăннă. Ăна уйрăмах Совет Союзĕн тапхăрĕнчи экспонатсем тата çав вăхăтри тĕрлĕ техника кăсăклантараççĕ. Игорĕн пухмачĕнче паянхи кун темĕн те пур: чернил савăтĕнчен тытăнса «Волга 15 А» япала çумалли машина таранах. Вунă çулти арçын ача хăйĕн кашни экспоначĕ пирки юратса, хавхаланса каласа кăтартать. Кивĕ япаласем пухнипе кăна çырлахмасть, вĕсене май пур таран çĕнĕ пурнăç парнелеме тăрăшать.
Сехет шакканине килĕштерет
Игорь çуллахи каникул вăхăтĕнче кукашшĕпе кукамăшĕн ялне — Шупашкар районĕнчи Платкана — çӳреме юратать. Унта вĕсен хăйсен çурчĕ те пур. Авалхи япаласемпе кăсăкланасси те кукашшĕпе кукамăшĕн ялĕнчех пуçланнă. Пĕчĕк чухнех кивĕ пылесоссемпе кăмрăкпа хĕртсе якатмалли утюгсем, кăмрăкпа вĕретмелли сăмаварсем тата ытти хатĕр-хĕтĕр интереслентернĕ ăна. Пуринчен те ытларах вăчăраллă стена сехечĕсем тыткăнланă арçын ачана. Йĕппи мĕнле майпа куçнине хăй тĕллĕнех тĕпчесе пĕлнĕ тавçăруллăскер. Пĕррехинче кукашшĕпе иккĕшĕ стена çинче тахçантанпах сасă памасăр çакăнса тăракан сехете юсанă. Игорь тепĕр хутĕнче пĕчченех тытăннă ку ĕçе. Мĕнех, вăхăта ахаль сая яман, сехет йĕппи чиперех куçма пуçланă. «Кивĕскерсене çĕнĕ пурнăç парнелесси — юратнă ĕç. Халь мĕнле хута ямаллин вăрттăнлăхне пĕлсе çитрĕм. Пĕчĕк чухне час-часах кукаçипе кукамай патне юлаттăм. Ирхине вăранаттăм та — пӳлĕмре шăп- шăпăрт. Сехет çеç пĕр вĕçĕм шаккатчĕ. Унăн сассине питĕ итлеме юрататăп. Авалхи сехетсенчен пуринчен ытла куккукли килĕшет», — кăмăллăн калаçать Игорь.
Мĕн кăна çук-ши унăн хăй йĕркеленĕ килти пĕчĕк музейĕнче! Патефон, çĕвĕ машини, куккуклă сехет, краççын лампи, примус, кĕленче елка теттисем, фильмоскоп… Кашнин – хăйĕн историйĕ. Хваттерте вырнаçайманран япаласен пĕр пайне яла кайса хунă, кукашшĕ мăнукне экспонатсем валли ятарласа пĕр кĕтес туса панă. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Гордятся прошлым, ценят настоящее и смотрят в будущее!
Волонтер – это доброволец, который занимается общественно полезным делом безвозмездно, ничего не требуя взамен. Сферы деятельности могут быть довольно разнообразны, но волонтер всегда несет добро, надежду и любовь. Добровольцы нашей шко-лы работают по разным направлениям. Активно действуют лесные волонтеры, волонтеры-медики и волонтеры Победы. Я решила взять интервью у самых активных добровольцев нашей школы, учениц 11-го класса Александры Питеровой и Ксении Романовой.
– Саша, Ксюша, расскажите, что значит для вас волонтерство? Почему вы решили стать волонтерами?
Саша: Волонтеры – это люди с чистой совестью и богатой душой.
Ксюша: Мы хотим безвозмездно помогать людям, и именно поэтому являемся членами Всероссийского общественного движения «Волонтеры Победы».
– Хорошо, но все же, кто такие волонтеры Победы? Чем вы занимаетесь?
Ксюша: Мы занимаемся благоустройством памятных мест, помогаем ветеранам. Сопровождаем ветеранов в больницы и на различные мероприятия, оказываем помощь в бытовых вопросах.
Саша: Участвуем в международных и всероссийских акциях, в таких, как «Международный субботник», «Бессмертный полк онлайн», «Поздравление ветеранов», «Георгиевская ленточка», «Сад памяти» и другие.
– Какой масштаб работы! Неужели вы совсем не устаете от нее? Вам нравится этим заниматься?
Саша: Участие в волонтерской деятельности приносит удовольствие и радость.
Ксюша: Когда совершаешь добрые дела, получаешь трудовые навыки, знания и жизненный опыт.
– Сейчас вы учитесь в выпускном 11-ом классе. После окончания школы планируете заниматься волонтерством? <...>
Татьяна РИМАНОВА, 11-й класс.
Урмарский район, Урмарская школа имени Г.Е. Егорова.
♦ ♦ ♦
Каникул хаваслă иртрĕ
Çĕнĕ 2022 çула чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр — акă вăл çитрĕ те. Пирĕн, шкул ачисен, хĕллехи каникул та вĕçленчĕ. Мĕнлерех иртнине кĕскен каласа кăтартам-ха сире.
Эпĕ вăхăта сая ярас мар тесе килте аттене пулăшрăм, унпа иксĕмĕр картишĕнчи юра урама кăлартăмăр. Ĕçлени хамăршăн лайăх-çке. Паллах, тус-юлташпа та выляма ĕлкĕртĕмĕр, юртан тĕрлĕ кĕлетке ăсталарăмăр, пĕр-пĕрне пемелле вылярăмăр, тăвайккинчен çунашкапа ярăнтăмăр. Уçă сывлăшра аван çав, киле те кĕрес килместчĕ. Аппапа кашни кунах йĕлтĕр сыртăмăр, коньки çине тăтăмăр. Эпир ярăнма çав тери юрататпăр. Урамра çанталăк сивĕрех е çил-тăманлăрах чухне килте тĕрлĕ сĕтелçи вăййи вылярăм, кăсăклă кĕнекесем вулама та манмарăм. <...>
Юрий ШАКИН, 2-мĕш класс. Тăвай районĕ, Тăрмăш шкулĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...