«Хыпар» 1 (27880) № 11.01.2022
Патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ
«Манăн пуçра автомастерской уçас шухăш тахçанах пурччĕ. Пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килчĕ», — терĕ Владислав Тихонов.
Сахал тупăшлă граждансене харпăр хăй ĕçне йĕркелеме паракан субсиди пирки Владислав Сергеевича пĕлĕшĕсем каланă. Çак мелпе тахçанхи шухăша пурнăçлама май килесси çамрăк çынна кăсăклантарнă. «Мăшăрпа иксĕмĕр шухăшларăмăр та... Пултаратпăр пек туйăнчĕ. Патшалăх пулăшăвĕн çак мерипе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн документсем пуçтарма тытăнтăмăр. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме кăткăсах пулмарĕ», — пĕлтерчĕ Владислав Сергеевич.
Владислав Тихонов бизнес-план хатĕрленĕ, ăна ятарлă комисси умĕнче хӳтĕленĕ. «Эпĕ ĕçлеме пултарассине ĕненнĕ хыççăн мана «харпăр хăй ĕçне йĕркелекен çын» шутне кĕртрĕç», — пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, ăна мăшăрĕ Елена (сăн ÿкерчĕкре) хавхалантарса пынă. Халĕ те вăл юнашарах, упăшкине куллен пулăшса тăрать.
Владислав Тихонов Шупашкар хулинче автомашинăсене хими мелĕпе тасатакан тата полировка тăвакан мастерской уçнă, патшалăх панă 250 пин тенкĕпе ĕçре кирлĕ оборудовани, инструментсем туяннă. «Ку ĕçпе эпĕ пушă вăхăтра унччен те аппаланкаланă. Чун киленĕçĕ пулнă темелле-и? Опыт пухнă. Çавăнпа ку ĕçе пуçăнма шикленмерĕм. Тĕрĕс турăм тесе шухăшлатăп. Патшалăх пулăшăвĕ тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртмелли май пулса тăнăран мана çăмăлрах та килчĕ», — терĕ Владислав Сергеевич социаллă пулăшу чылайăшĕшĕн чăннипех те лайăх тĕрев пулнине, вăл сахал тупăшлисене ура çине тăма май панине палăртса. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ниçта та тухса çÿрейместпĕр, тĕнче кураймастпăр»:
е Çĕнĕ Выçлине автобус çӳременни çинчен
«Пирĕн яла пĕлтĕр çуркуннех автобус çӳреме чарăнчĕ. Халĕ район центрне çитсе килме питĕ кансĕр», — Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçли ялĕнчен 100 ытла çын алă пуснă çакăн пек çыру килчĕ.
Çĕнĕ Выçли ялĕ, Кĕтне шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнăскер, ĕмĕрхи вăрман çумĕнче хӳтлĕх тупнă. «Ку ялта пурăнакансем маттур, хастар. Малашлăхсăр ял мар вăл», — терĕ Хурамал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Семенов. Унăн сăмахĕ ӳстерсе каланăскер мар. 2010 çулхи çырав вăхăтĕнче Çĕнĕ Выçлире 167 хуçалăх шутланнă пулсан халĕ 200-тен те иртнĕ. Ялта 500 ытла çын пурăнать. Николай Николаевич калашле, ял пĕтмест, малаллах аталанать. Çурчĕсем те тĕреклĕ, хуçалăхĕсем те çирĕп кунта. Кивĕ пӳртсене иккĕмĕш пурнăç паракан та темĕн чухлех. Çак çуртсен малтанхи хуçисем çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн вĕсене çамрăксем туяннă е мăнукĕсем аслашшĕ-кукашшĕн килне килсе тĕпленнĕ. Çĕнĕ Выçли урамĕсенче пластик чӳрече лартнă йывăç пӳрт, хапхисене профнастилтан тунă хуçалăх темиçе те куç тĕлне лекрĕ. Киввипе юнашар çĕнĕ çурт çĕклеме пуçланă хуçалăхсем те курăнкаларĕç. Апла тăк ял пурăнать-ха.
Çĕнĕ Выçли урамĕсемпе утнă май Пăрачкав районĕнчи ялсем куç умне тухса тăчĕç. Унта урамĕурамĕпе çуртсем çĕр çумне лапчăннă, вĕсен витĕр капăр туй арăмĕсем пек саркаланакан мăянсем ашкăрса тухнă. Çапла ялсем пĕтеççĕ, унти пурнăç сӳнет. Ытла та тискер пулăм. Чун çӳçенет. Çĕнĕ Выçлине пуçласа пырса кĕрекенĕн вара çирĕп хуçалăхсене курнăран чунĕ çĕкленет. Анчах ку тăрăхра пурăнакансен те хăйсен нуши-терчĕ сахал мар иккен.
«Унччен пирĕн ялта крахмалпа патока завочĕ кунĕн-çĕрĕн кĕрлесе тăратчĕ. Виçĕ сменăпа ĕçленĕрен унта 100-е яхăн çын вăй хуратчĕ. Çĕр улми тиенĕ машинăсен черечĕ çухрăм çурăна тăсăлатчĕ. Халĕ унăн корпусĕсем кăна ял еннелле тăлăххăн та мĕскĕннĕн пăхса лараççĕ», — аллипе вăрман çумĕнчи лапамра вырнаçнă пушă çуртсене тĕллесе ăнлантарчĕ Валерий Пушкин. Хаçата çыру çырса хăйсен чун пăшăрханăвне пĕлтерме шут тытнă çынсенчен пĕри вăл. Тăван ял пуласлăхĕшĕн тата ял çыннисен пурнăçне çăмăллатассишĕн пуçарнă çак ĕçе. Ялта темиçе çул каялла шкул та хупăннă. Ачасене автобуспа Хурамал ялне илсе çӳреççĕ. Транспорт ирхине те, каçхине те икшер хут çула тухать.
«Юлашкинчен акă автобус маршрутне те пăрахăç ларĕç, — пăшăрханса пĕлтерчĕ Валерий Михайлович. — Пирĕн ял район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă. Вăрман хутлăхĕнче пулнăран пирĕнтен малалла çул çук. Совет саманинче Канашпа Йĕпреçрен автобуссем кунне пилĕкшер хут çӳретчĕç. Шăматкунпа вырсарникун Шупашкартан килсе каятчĕç. Маршрутсене пĕчĕккĕн чакарса пычĕç. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче вуçех пĕтерсе хучĕç. Халĕ ниçта та тухса çӳрейместпĕр, тĕнче кураймастпăр».
Çĕнĕ Выçлине общество транспорчĕ çӳреме чарăнни, Йĕпреç районĕн администрацийĕн строительство тата общество инфратытăмĕн пайĕн специалисчĕ Алексей Ишалев каланă тăрăх, рейссем тăкаклă пулнипе çыхăннă. Ку еннелле икĕ предприниматель хăйсен машинисене çӳретнĕ. «Вĕсем йĕркелесе тăман тарифсемпе ĕçленĕ, — терĕ Алексей Валерианович. — Тупăш виçи мĕн чухлĕ ĕçлесе илнинчен килнĕ. Çын сахал çӳренĕрен, паллах, тăкакĕ кăна ытларах пулнă. Автостанци пулăшăвĕпе усă курнăран тупăшăн пĕр пайне ăна пама тивнĕ тата. Камăн пушăлла ĕçлес килтĕр? Кунсăр пуçне тата пирĕн тăрăхра çулсем те япăхнă. Шăтăк-путăк тăрăх çӳресе автобуссем те ванса пĕтнĕ».
Йĕпреç районĕнче Çĕнĕ Выçли ялне кăна мар, ытти çĕре те общество транспорчĕпе çитме май çук, мĕншĕн тесен пĕлтĕр муниципалитетăн çичĕ маршручĕ те хупăннă. ЧР Транспорт министерстви çивĕч çак ыйтăва татса пама шантарнă-ха. Йĕркелесе тăракан тариф çине куçма сĕннĕ, субсиди парса пулăшассине пĕлтернĕ. Унăн калăпăшĕ мĕнле пулĕ? Хальлĕхе паллă мар-ха.
Çĕнĕ Выçлине автобус çӳременни ытти ял çыннисемшĕн те инкек пулса тăнă. Çывăхри ялсем те тертленеççĕ. «Автобуспа çывăхри ялсенче пурăнакансем те усă курнă, — терĕ Хурамал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Семенов. — Ку тăрăхри çынсем ĕлĕкрен автобус çӳренине хăнăхнă. Халĕ çук та — район центрне çитсе килме питĕ чăрмавлă. Кам больницăна каять, кам — пасара. Ачасем вĕренме çӳреççĕ». Рейс тытса тăракансене тупăшлă ĕçлеме чăрмантараканни тепĕр самант та пур. Халĕ килĕрен тенĕ пек çынсем çăмăл машинăллă. Вĕсем çула май кӳршисене те лартса каяççĕ. Автбус вара килет те пушăллах çаврăнса каять. Çил хăваласа çӳренипе, паллах, тăкаксене саплаштараймăн. Общество транспорчĕ палăртнă вăхăтра килменни те сахал мар пулнă. «Те килет, те килмест... Çапла иккĕленсе тăнăран çынсем ăна шанма пăрахнă. Çавна май та куç тĕлне лекнĕ машинăсемпе ларса кайнă», — терĕ Николай Николаевич. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Сăвăм чакмасть-и?
Çу уйăхĕччен ĕне выльăха чĕрĕ клевер-люцерна çитереймеççĕ тата çанталăк сивĕтсех тăрать пулин те фермăсенче продукцие çулталăк каяллахинчен ытларах илме тăрăшаççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе епле йĕркеленине райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсем сăнаса-тĕрĕслесе тăраççĕ. Производствăна ӳстернисене хавхалантараççĕ, чакарнисенчен малалла туртăнма ыйтаççĕ.
— Нумаях пулмасть Александр Игнатьевăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăха епле хĕл каçарнипе, продукци туса илмелли тата кĕтĕве фермăра тытмалли условисемпе, рационпа кăсăклантăмăр, — пĕлтерчĕ Вăрмар райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Николаев. — Фермер хĕллехи тапхăра лайăх хатĕрленнĕ, сĕт лайăх антарма е ӳт хушма выльăх организмне кирлĕ элементсем тытса тăракан апат çитерет. Унăн мăйракаллă шултра выльăх — 95, çав шутра сăвакан ĕне 30 пуç.
Пай специалисчĕсем В.Иванов хресченфермер хуçалăхĕнче те пулнă, ферма ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунта мăйракаллă шултра выльăх 500 ытла пуç — çулталăк каяллахинчен нумайрах, çав шутра сăвакан ĕне — 227. ХФХ иртнĕ çулхи вун пĕр уйăхра какай — 55,2, сĕт 1470 тонна, е, 2020 çулхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенчипе танлаштарсан, 5,5% нумайрах, туса илнĕ. Асăннă хушăра кашни ĕнерен вăтамран 6476 килограмм сĕт, е 2020 çулхи палăртнă тапхăртинчен 306 килограмм ытларах, сунă. Иртнĕ çулхи производство ӳсĕмне Владимир Иванов выльăха хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ янтăланипе, витесене тĕплĕн юсанипе, чир-чĕр вирусне пĕтерессишĕн вĕсене тултан-шалтан дезинфекциленипе, ĕне выльăха паха та сĕтеклĕ апат çитернипе ăнлантарать. Тăвай райадминистрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем те сивĕ кунсенче фермăсене куçран вĕçертмеççĕ, производствăна пĕчĕклетме парас мар тесе ĕç кăтартăвĕсене тишкерсех тăраççĕ. Сăмахран, пай ертӳçипе Николай Красновпа Елена Михайлова тĕп специалист С.Илларионов, А.Павлов, Д.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче выльăха мĕнле хĕл каçарнине тĕпченĕ.
— Виççĕшĕ те витесене юсанă, чир-чĕр вирусне сарăлма парас мар тесе дезинфекциленĕ, — хыпарларĕ Николай Краснов. — 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне С.Илларионов хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх — 999, вăл шутра сăвакан ĕне 433 пуç. Кĕтĕве хĕл каçарма пĕлтĕр кашни выльăх пуçне 30 центнер апат единици хатĕрленĕ. 2021 çулхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 5022 килограмм сĕт сунă /районĕпе — 6244/, какай — 27,6, сĕт 2159,6 тонна туса илнĕ, кил хуçалăхĕсене пулăшас тесе 381 пăруран 267-шне ял-йыша сутнă.
— 52 пуç ĕне выльăха вырнаçтарма Çĕнĕ çул умĕн Ивановсен çемье фермине уçрăмăр, — пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев. — Владимир Иванов хресчен-фермер хуçалăхне 2015 çулта йĕркеленĕ, выльăх усрас ĕçре опычĕ пур. Паянхи кун 22 ĕнене сăвать. Çĕнĕ витене выльăх ытларах тăратма май пуррине шута илсе кăçал вăл кĕтĕве пысăклатасса, сĕтпе какай производствине ӳстерессе шанатпăр. Фермăна республикăн Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ конкурса хутшăнса илнĕ 8 миллион тенкĕлĕх грантпа турĕ. Администраци мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертӳçисене пухса выльăха ăнăçлă хĕл каçарас ыйтупа кашни уйăхрах канашлу ирттерет, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем фермăсене çитсе ĕç-пуçпа паллашаççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Раиса ЕВГРАФОВА: Хура хутсăр таси пулмасть
Куславккара çуралнă, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра çитĕннĕ Раиса Евграфовăшăн хĕр чухнехи хушамачĕ Васильева Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси тăван тăрăх пулса тăнă. Энĕшпуçра чи çывăх çыннисенчен никам та юлман, кунта вара çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă, ял çыннисемпе туслашса пĕр чĕлхе тупса пурăнать. Унтан та ытларах — Пысăк Упакасси çыннисен, ялăн, çак тăрăхри Кушлавăш уйне кĕнĕ хутлăхăн историне тĕпчет. Çак ĕçе ăна Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер явăçтарнă. Кун пирки Раиса Афанасьевнăран хăйĕнчен ыйтса пĕлер.
«Маншăн хаклă кашни кайăк…»
— Йĕпреç тăрăхне вĕренсе тухса диплом илсен направленипе лекнĕ-и?
— Унччен мĕн кăна пулса иртмен-тĕр. Энĕшпуçра питĕ илемлĕ вырăнта ларатчĕ пирĕн пӳрт. Çывăхрах — вăрман, юнашар Энĕш шывĕ юхса выртать. Çара уран чупса ӳснĕ вăхăт питĕ романтикăллăччĕ. Университета вĕренме кĕнĕ чухне «Маншăн хаклă кашни кайăк, çырмари кашни чечек» темăпа ирĕклĕ сочинени çыртăм. Ачалăха, çав çул çĕре кĕнĕ аннене аса илсе куççульленсе çыртăм. Шел, аттепе аннен икĕ хĕр кăна пулнă, пĕрин те унта юлмалла килсе тухмарĕ. Тăван çурта юлташ хĕрне Любовь Федоровăна парнелерĕм, ун вырăнне вăл çĕнĕ çурт туса лартрĕ. Çуллахи вăхăтра мăнукĕсем, эпир пĕчĕк чухне ирĕклĕн рехетленнĕ пек, савăнса чупса çӳреççĕ.
— Эпир санпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмне пĕр çул вĕренме кĕтĕмĕр. Виçĕ çул пĕрлех пĕлӳ илтĕмĕр. Малаллахи кун-çулна вара пĕлместĕп.
— Ун умĕн эпĕ педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче те вĕренсе курнă. Ялти шкулта тĕлĕнмелле математик Виталий Григорьев пурччĕ. Çиччĕмĕш класрах пире 9-мĕшсен программипе вĕрентетчĕ. Учителе килĕштернине курах математик пулас терĕм. Анчах каярахпа çакă ман валли маррине ăнлантăм, вĕренме пăрахса Урнарти шкулта вожатăйра ĕçлерĕм. Çулталăкран университетăн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Виççĕмĕш курс хыççăн вырăс уйрăмне куçрăм, аттепе анне çĕре кĕрсен куçăн мар майпа пĕлӳ илтĕм. Манăн атте вырăс пулнă, хăй вара чăвашла та питĕ лайăх калаçатчĕ. Мана медицина факультетне вĕренме ярасшăнччĕ. Шкул ачи чухнех шурă халатпа калпак çĕлесе панăччĕ. «Хĕрĕм, ку тум епле килĕшӳллĕ, санăн тухтăр пулмалла», — тетчĕ, анчах эпĕ юн курсанах чĕтреме пуçлаттăм.
Анне пилĕпе — Пысăк Упакассинче
— Йăмăку Аня та чăваш уйрăмĕнче пĕлӳ илчĕ. Пĕр вăхăтрах вĕренсе пĕтертĕр пулмалла?
— Куçăн мар майпа вĕренмелли уйрăма куçсан Çĕрпӳ районĕнчи Анатри Кипекçе ялĕнче ĕçлерĕм. Анне хăй вилес умĕн пĕр- пĕрне нихăçан та ан пăрахăр тесе пиллерĕ пире. Аньăна Йĕпреç районне ĕçлеме янине пĕлнĕ каç тĕлĕкре аннене куртăм, вăл пӳлĕме кĕрсе ман пата пырса тăчĕ пек те: «Хĕрĕм, Аннăна ăçта янă, эсĕ те çавăнта кай», — терĕ. Ирхине тăрсан ним пирки шухăшламасăрах Йĕпреçе çул тытрăм, ронона кĕтĕм, лару- тăрăва ăнлантартăм, йăмăкпа пĕрле пуласси çинчен пĕлтертĕм. Çапла Пысăк Упакассине лекрĕмĕр, Аня чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларĕ, эпĕ — вырăс чĕлхипе литературине. Сăмах май, çав çулхине шкула харăсах пилĕк çамрăк специалист килнĕччĕ.
— Тавра пĕлӳ ĕçĕпе кăсăкланасси мĕнрен пуçланчĕ?
— Упакассине пире автобуспа леçрĕç. Çул çинче: «Ăçта каятпăр-ши? Элкерĕнни пек хĕн-хур айне-ши?» — тесе пуç ватса пытăм. Вăрманĕ питĕ пысăк, ялне ниепле те çитейместпĕр пек туйăнчĕ. Университетра вĕреннĕ чухнех çав шкулта Çемен Элкерĕн музейĕ пурри пирки калатчĕç. Çитрĕмĕр те — музей çук, пĕр кĕтес кăна. Вара йăмăкпа иксĕмĕрĕн самаях ĕçлеме тиврĕ, çак ĕçе ытти вĕрентекене те явăçтартăмăр. 1984 çулта, халăх поэчĕ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ тĕле, Шупашкартан писательсемпе поэтсен делегацийĕ килнĕччĕ. Çавăн чухне вĕсенчен «Элкер» сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантарса пама ыйтрăм. Вĕсем альбом çине Алтăр-çăлтăр ӳкерчĕç, айне çак йĕркесене шăрçаларĕç: «Элкер тетпĕр, çутă тетпĕр. Çутăран та чи çутти…» Çакăн хыççăн тĕрлĕ шухăш çуралчĕ пирĕн. 1988 çулхи раштав уйăхĕнче Элкер музейне уçма мехел çитертĕмĕр. Шкулта Элкерçĕсен организацине йĕркелерĕмĕр. Халĕ те ĕçлет вăл. Поэтăн çуралнă кунĕ тĕлне пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене Элкерçĕсен йышне илетпĕр. Вĕсене экскурсисем ирттерме, çырма тата куçарма вĕрентетпĕр.
— Музей уçасси çăмăл ĕç мар.
— Шупашкарти тĕп архива питĕ нумай çӳреме тиврĕ. Ун чухне технологи паянхи пек вăйлă аталанманччĕ вĕт, архивра мĕн тупнине пĕтĕмпех алă вĕççĕн çырса илме тиветчĕ. Ăслăлăх тĕпчев институтĕнче ĕçлекен Виталий Родионов ăсчахпа, педагогика институтĕнчи Зоя Антонова преподавательпе нумай канашларăмăр. Зоя Серафимовнăн архивĕнче Элкерĕн малтан тухнă кĕнекисем пурччĕ, вăл вĕсене музее парнелерĕ. Виталий Григорьевич вара хамăрăн ентешех темелле, вăл Кушлавăш уйне кĕрекен Хура Çырмаран. Поэтăн мăшăрĕ Евдокия Алексеевна патĕнче те пултăмăр. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Ачасем те мана вĕрентеççĕ»
Çĕршыври чи лайăх няня Çĕмĕрлере ĕçлет
Çĕмĕрле хулинчи «Пилеш» ача сачĕн ĕçченĕ Наталья Разгудаева Пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн чи лайăх нянисем» конкурсăн гран-прине тивĕçни пирки пирĕн вулакансем те илтнĕ ĕнтĕ. Конкурсăн финалĕ раштавăн 16-мĕшĕнче РФ Общество палатинче иртнĕ.
Унта регионсенчи конкурссенче çĕнтернĕ 17 няня хутшăннă. Пирĕн Наталья Вячеславовна ăмăртура пур енĕпе те палăрнă, конкурсăн чи пысăк сумне тивĕçнĕ. Юратнă ĕçне таврăннă хыççăн вăл воспитатель тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.
Раççейĕн чи лайăх нянипе эпир те калаçрăмăр. Конкурса хутшăнни, унăн шухăшĕпе, чи малтанах хăйне тĕрĕслеме пулăшнă. «Мĕн парать мана çакă? Малалла аталанма пулăшать-и? Илнĕ пĕлӳпе кирлĕ пек усă кураятăп-и? Ачасене аталанма, вĕсене çĕннине пама пултараятăп-и?» — çакнашкал ыйтусем мана питĕ канăçсăрлантаратчĕç. Кам-ха вăл няня? Професси стандарчĕпе — садикри ачасене пăхса тата тирпейлесе тăракан çын. Конкурсра «Эпĕ — профи», «Сывлăх сунатăп, эпĕ — сирĕн няня», «Пĕрремĕш пулăшу», «Мĕн тумалла, енчен те…», «Мана юмах каласа кăтарт-ха» номинацисенче тупăшмалла пулчĕ. Çур çул хатĕрлентĕмĕр. Малтан онлайн мелпе вĕрентĕмĕр, кайран пирĕн пĕлĕве хак пачĕç. Ачасене медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне парас енĕпе илнĕ ăсталăх пирĕн ĕçре кăна мар, пур çынна та кирлĕ. Хăшĕсен шухăшĕпе, няньăра пурнăçра урăх ним тума пултарайманнисем кăна ĕçлеççĕ. Эпĕ, сăмахран, чылай çул фабрикăра çĕвĕçре вăй хунă, няньăна пилĕк çул каялла вырнаçрăм. Пĕрре те ӳкĕнместĕп», — терĕ конкурс çĕнтерӳçи.
Конкурсăн регионта иртнĕ тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăнсан Наталья Вячеславовна Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче воспитателе тӳлевсĕр вĕренме сертификата тивĕçнĕ. Меллĕ самантпа, паллах, усă курнă вăл.
Паянхи ачасем, 20-30 çул каярахрисемпе танлаштарсан, пачах урăхла лару-тăрура çитĕнеççĕ. Калаçма, шутлама, вулама пĕлмеççĕ, анчах гаджетсемпе, смартфонсемпе аслинчен те лайăхрах усă курма пултараççĕ. Мĕнле воспитани памалла вĕсене? Ача сачĕсенче ĕçлекенсене те шухăшлаттарать çакă. Наталья Вячеславовна пĕлтернĕ тăрăх, Çĕмĕрлери шкул çулне çитмен учрежденисене, телее, смартфон-планшет таврашне йăтса пыракан пепкесемех çук-ха. «Ача садĕнче тĕрлĕ заняти ирттеретпĕр. Эпĕ аслă ушкăнрисемпе, пилĕк çултисемпе, ĕçлетĕп. Вĕсене сас паллисемпе, цифрăсемпе паллаштаратăп, хăшĕсем вулама та пуçларĕç ĕнтĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Хаçат çырăнтарма пăрахрĕç
Хальхи вăхăтра чи анлă сарăлнă тата меллĕ информаци хатĕрĕсенчен пĕри — интернет. Ун урлă темĕн те — лайăххипе усăллине те, япăххипе юраманнине те, çамрăксен ăс-тăнне арпаштараканнине те — пĕлме пулать.
Пирĕншĕн, аслă ăрури çынсемшĕн, интернет ют-ха. Хама илес тĕк, эпĕ хаçатсем вулама кăмăллатăп. Мĕн авалтан çапла пулнă: пичет кăларăмĕсем пурнăçăн пур енне те çутатса тăнă. Вĕсенчи хыпарсем, манăн шухăшпа, чи тĕрĕссисем.
Хальхи ял çыннисенчен çурри ытларахăшĕ — ватăсем. Вĕсем, паллă сăлтавсене пула, инçе тухса çӳреймеççĕ. Хаçат çырăнма та почтăна çитеймеççĕ. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе ялсенче паян япăх йĕркеленĕ. Тухнă хаçата вулакан патне çав кунах çитермелле тĕк, ăна вара эрне тăршшĕнче аран-аран илсе пырса параççĕ. Çак ĕç çине почтальонсем те, çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансем те, куншăн яваплă пуçлăхсем те алă сулнă пек туйăнать. Кунашкал йĕркесĕрлĕх паян тин çуралман, вун-вун çул тăсăлса пырать. Çакăн хыççăн камăн хаçат çырăнас килтĕр?
Иртнĕ ĕмĕрте партин районти органĕсем çырăнтару енĕпе тивĕçлĕ шайра ĕçленĕ. Вăхăтран-вăхăт асăннă ыйтупа канашлу ирттернĕ, унта çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсене, почтальонсене пуçтарнă, вĕсен ĕçĕсене тишкернĕ, лайăххисене хавхалантарнă, кайра пыракансене намăслантарнă. Камăн вара начар пулас килтĕр? Почтальонсем ялти кашни киле кĕрсе хаçат-журнал çырăнтаратчĕç. Тата çакна та палăртса хăвармалла: вĕсене ун чухне хальхи пек сахал тӳлемен. Çакна курах пулĕ паян почтальонра ĕçлес текен те çук. Ырă йĕрке пĕтрĕ-ши?
Вениамин АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ
♦ ♦ ♦
Чăваш арçыннипе нимĕç хĕрĕн юратăвĕ
Вĕсене юратса, ĕмĕр тăршшĕпех пĕрле пурăнма пӳрмен. Çапах чăваш арĕпе нимĕç хĕрĕн юратăвĕ питĕ вăйлă та хăватлă пулнă. Пĕрле пулнă кĕске вăхăт пурнăç çулне ĕмĕр тăршшĕпех çутатса тăнă...
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекен Владимир Иванов профессор хăй вăхăтĕнче Германие тăтăшах кайса çӳренĕ. Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн председателĕ Анатолий Леонтьев пулнă вăхăтрах чăвашсемпе нимĕçсем туслă çыхăну тытнă. Каярахпа, Тракри чăваш-нимĕç гимназине уçсан, ентешсем Германире тата ытларах пулнă.
«Пĕррехинче Трак гимназийĕнче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенĕсемпе самолетпа вĕçсе Мюнхена çитрĕмĕр. Лапердорф çĕрĕ çинче Чăваш Енĕн ун чухнехи Президентне Николай Федорова тĕл пултăмăр. Унăн эпир çитнĕ самолетпа Чăваш Ене вĕçмеллеччĕ. «Чăваш чĕлхинчен тӳрех нимĕçле куçарнине пĕрремĕш хут куратăп», — тĕлĕннĕччĕ Николай Васильевич. Вара вăл чăвашла калаçрĕ, эпĕ нимĕçле куçарса пытăм. Тракри чăваш-нимĕç гимназийĕпе туслă çыхăну тытни пирки Бавари хаçачĕсем час-часах çырнă. Германире пурăнакан Петр Ульрих вĕсене йăлтах вуланă. «Çав Иванов профессора мĕнле шыраса тупмалла-ши?» — пуç ватнă вăл. Хайхи Лапердорф бургомистрĕнчен Ханс Тодтран пулăшу ыйтнă. Çапла вара Петр Ульрих илемлĕ пĕр кун ман пата шăнкăравларĕ», — каласа кăтартрĕ Владимир Александрович.
Мĕн тума кирлĕ пулнă-ха нимĕçе чăваш профессорĕ? Петр Ульриха амăшĕ хăй вилес умĕн ашшĕн çар билетне парса хăварнă. «Санăн аçу — Евгений Смирнов капитан. Вăл — чăваш», — тенĕ. Петр Ульрих ун чухне тăван ашшĕне шыраса тупма тĕллев лартнă, çавăнпах Владимир Александровичпа çыхăнма тĕв тунă…
Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Евгений Смирнов капитан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Берлинах çитнĕ. Вăрçă вĕçленсен ăна Германирех хăварнă. Чăваш арĕ унта нимĕç хĕрарăмне килĕштернĕ. Вĕсен 1946 çулхи çурла уйăхĕнче Петр çуралнă. Анчах Евгений Смирновăн Германире нумай пурăнма май килмен — тăван тăрăха таврăннă вăл.
«Çар билетĕнчен Евгений Смирнов Сĕнтĕрвăрри енче çурални паллăччĕ. Салтакăн çуралнă тăрăхне кайса ун пирки ыйтса пĕлтĕм. Сĕнтĕрвăррисем вăл Йĕпреç тăрăхне куçса кайни, унта ĕçлесе пурăнни çинчен каласа кăтартрĕç. Ăна Йĕпреç поселокĕн масарĕ çинче пытарни пирки те асăрхаттарчĕç. Евгений Смирнова, нимĕç хĕрарăмĕпе çыхланса кайнăскере, Тăван çĕршывра хапăлласа кĕтсе тăракан пулман, никам та пуçран шăлман. Тăван тăрăхĕнче пурăнма тата ĕçлеме çăмăлах килмен ăна. Çавăнпа вăл Йĕпреçе куçса кайнă. Унти пĕр предприятире вăй хунă. Йĕпреçри масар çинче унăн вил тăприне шырарăм. Шел, тӳрех тупаймарăм. Вара унпа пĕр вăхăтра вилнисен тăванĕсенчен ыйткаласа пĕлтĕм. Шупашкарта пурăнакан çывăх тăванĕсене тупрăм. Вĕсене масар çине лартса кайрăм. «Ак çакăнта пытарнă ăна», — тесе тĕллесе кăтартрĕç вĕсем пĕр тĕмескене. Нимĕнле юпа та, хĕрес те лартманччĕ унта… Çынна йыт çури пек пытарнă… «Вăл пире укçан пулăшаймасть-ши? Эпир начар пурăнатпăр, вĕсем, нимĕçсем, пуян», — тăванĕсем Германире хурăнташĕ тупăннине пĕлсен çапла шухăшлани кăмăла килменччĕ. Петр Ульриха ашшĕн вил тăприне тупичченех Чăваш Ене килсе курма чĕннĕччĕ. Вăл çийĕнчех вĕçтерсе çитрĕ. Ун чухне ăна республикăпа паллаштартăм. Университетра вĕренекен студентсемпе тĕл пултартăм. Вĕсемпе пĕрле нимĕç юррисене те юрларăмăр. Эпĕ ăна ун чухне Чăваш Ен ялавне парса ятăм. Ăна вăл питĕ хумханса та хĕпĕртесе йышăнчĕ. Пирĕн ялава вăл Германире çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерӳ кунĕнче, хăйĕн картишĕнчи флагшток çине çакать», — калаçăва тăсрĕ Владимир Александрович.
Каярахпа, Евгений Смирновăн вил тăприне шыраса тупсан, Петр Ульрих Чăваш Республикине тепĕр хутчен çитнĕ. Уншăн çакă калама çук пысăк савăнăç пулнă. «Масар çинче йăваланса, тăпрана ыталаса, çыртса, чуптуса макăрчĕ. «Фатер, фатер!» — тесе кăшкăрчĕ. Çакăн пирки каласа кăтартма та питĕ йывăр. Çын ашшĕне шыраса тупнă! Германири хаçатсем çакăн пирки çырчĕç. «Петр Ульрих — çав тери телейлĕ çын. Вăл ашшĕн вил тăприне шыраса тупнă» тенĕччĕ вĕсенче», — хумханнине пытармарĕ профессор.
Владимир Иванов хăй вăхăтĕнче Элĕк районĕн ентешлĕхне чылай çул ертсе пынă. Ăна юлташĕсем, усламçăсем, маттур арсем Петр Смирнов капитанăн вил тăпри çине чăвашсен йăлипе юпа лартма /унта ят çыраççĕ, сăн ӳкерчĕк вырнаçтараççĕ/, карта тытма пулăшнă. Çакна Петр Ульрихпа калаçса килĕшсе пурнăçланă. Куншăн чăваш профессорĕ нимĕçрен пĕр пус та илмен. Ун вырăнне Петр Ульрих ăна Германире тухнă чаплă икĕ кĕнеке тупса панă. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...