Соцпакет е укçа?
Федераци çăмăллăхĕсене тивĕçлисен 2015 çулта соцпакет е укçа илес тесен кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен шухăшлама вăхăт пур.
Енчен те соцпакета хирĕçлесе çырас шухăш пулсан асăннă вăхăтчен Пенси фондне каймалла. Сăмахран, халĕ вăл социаллă пулăшу вырăнне укçа илет, 2015 çулта вара тÿлевсĕр эмелпе усă курасшăн е тепĕр майлă шухăшлать. Пенсионер шухăшне улăштармасан Пенси фондне кайма кирлĕ мар.
Паян Чăваш Енре федераци çăмăллăхçисен 92 проценчĕ социаллă пулăшу вырăнне укçа илет. Пенси фончĕ çулталăк пуçланнăранпа соцпакета е унăн хăш-пĕр пайне хирĕçлекен 3,5 пин ыйту илнĕ. Вĕсем уйăхри укçа тÿлевне 2013 çул вĕçĕнче тата 2014 çулта тивĕçнисем. Çăмăллăха тивĕçекенсенчен вара 300 ыйту йышăннă.
Соцпакет виçĕ пайран тăрать: тÿлевсĕр эмел, санаторипе курорт тата транспорт. Соцпакетпа та, унăн уйрăм пайĕпе те усă курма пулать.
Хальхи вăхăтра соцпакет хакĕ уйăхра 881 тенкĕ те 63 пуспа танлашать, çав шутран медицина пайĕ /тухтăр рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел/ - 679 тенкĕ те 05 пус, санаторипе курорт пайĕ /тухтăр сĕннипе санаторире сипленмелли путевка/ -105 тенкĕ те 05 пус, транспорт пайĕ /хула çывăхĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿресси, санаторие çăмăллăхпа кайса килесси/ - 97 тенкĕ те 53 пус.
Чăваш Енре паян 108 пин федераци çăмăллăхçи, вĕсенчен ытларахăшĕ ?88 пин% - инвалид. Федераци çăмăллăхçисен йышне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата ытти вăрçă ветеранĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, радиаци инкекне сирме хутшăннă çынсемпе ытти категорири граждансем кĕреççĕ.