Комментировать

30 Дек, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 51 (1228) № 30.12.2021

2021 çул – министрсен куçĕпе

Иртсе пыракан 2021 çул Чăваш Енре мĕнпе асра юлĕ? Мĕнле çĕнĕлĕхпе, пулăмпа палăрнă вăл халăх пурнăçĕн тĕрлĕ тытăмĕнче? Çакăн çинчен каласа кăтартма тĕрлĕ ведомство ертӳçисене ыйтрăмăр.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

— 2021 çул Чăваш Республикин парламентарийĕшĕн темиçе самантпа асра юлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, депутатсен 7-мĕш йышĕ ĕçе пуçăнчĕ. Вăл хальчченхинчен уйрăлса тăрать: Патшалăх Канашĕнче паян — 6 фракци представителĕ. Вĕсем тĕрлĕ ӳсĕмре: чи кĕçĕнни чи аслинчен çур ĕмĕре яхăн çамрăкрах. Депутатсен корпусĕнче студентсем те, пурнăç опычĕ пухнă, обществăпа политика хутлăхĕнче хастарлăхпа палăрнă, производствăра нумай çул тăрăшнă çынсем те пур. Республика Патшалăх Канашĕн çакнашкал йышĕ ĕçре экономикăн мĕн пур отраслĕн, халăхăн пĕтĕм категорийĕн шухăш-кăмăлне шута илме май парать.

Иккĕмĕшĕнчен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра «анлăлатнă правительство» ĕçлеме пуçларĕ. Пĕлтерĕшлĕ, резонанслă саккун проекчĕсене Министрсен Кабинетне пăхса тухма париччен депутатсем вĕсене регион правительствипе пĕрле тишкереççĕ. Çакнашкал меслет халăх суйланă çынсене хăйсен сĕнĕвĕсене малтанах палăртма май парать. Ку форматăн усси, тĕслĕхрен, бюджета пăхса тухнă чухне питех те аван курăнчĕ.

Çитес çул пире нумай кăсăкли кĕтет. Çĕнĕ çул канăвĕ хыççăнах ЧР Патшалăх Канашĕн халăха йышăнмалли пӳлĕмĕ ĕçлесе кайĕ. 2022 çулта хамăрăн республикăра пурăнма хăтлăрах пултăр тесе тата тăрăшарах ĕçлемелле.

Дмитрий КРАСНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ:

— 2021 çул экономикăра та пулăм енчен пуян пулчĕ. Чăваш Ен СПИК 2.0. контракта алă пусни хăех — пĕлтерĕшлĕ утăм. Инвестици ятарлă килĕшĕвĕн тĕшши — çӳллĕ шайри технологисене çул парасси. Хальхи вăхăтпа килĕшӳллĕ, тĕнче шайĕнче конкурентлăха чăтма пултаракан продукци туса кăларма май парать вăл. Хăйне евĕр контракт пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствипе çыхăннă пулас проектăн пуçламăшĕ тесе палăртмалла.

Çĕнĕ Шупашкарта экономика уйрăм зони йĕркелессипе ĕç пырать. Пулас резидентсемпе килĕшӳсене алă пуснă. Чăваш Ен инвестици аталанăвĕн агентстви тата инвесторсем валли навигатор-портал хута яни те — кăçалхи курăмлă ĕçсен йышĕнче. Çавнашкал çитĕнӳ сахал мар, вĕсем пуррипе республика аталану çулĕ çине тухрĕ.

Владимир СТЕПАНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлав министрĕ:

— Иртсе пыракан çула пĕр енлĕ хаклама май килмест паллах. Сăлтавĕ пуриншĕн те паллă: анлă сарăлакан коронавирус пандемине çĕнтерме май килмест-ха. Апла пулин те унпа кĕрешетпĕр. Чире парăнтарасси тухтăрсен сиплев опычĕ пуянланнипе пĕрлех кирлĕ пурлăх çителĕклĕхĕнчен нумай килет. Улатăрти больницăна вĕр çĕнĕ компьютер томографĕпе тивĕçтерме май килчĕ. Республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă хутлăхра питех те кирлĕ оборудование Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çине тăнипе республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туяннă.

Регионра çĕнĕ операцисем, хальччен пулманнисем, иртеççĕ. Хальхи вăхăтри çӳллĕ шайри технологи çинче никĕсленнĕ оборудовани сыватмăшсенче йышланса пырать. Ĕç меслечĕсем те улшăнаççĕ.

Кардиологи диспансерĕнче ангиограф çĕнĕ комплексĕ хута кайни çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Çĕнĕ йышши оборудовани чĕрене тата юн тымарĕсене вăйлă сиен кӳмесĕр операци ирттерме май парать. Нумаях пулмасть кăна пурнăçшăн питех те пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан чирпе аптранă çынна асăннă хатĕрпе усă курса медицина пулăшăвĕ кӳме май килнĕ. Эндопротезпа çыхăннă операци чăннипех кăткăс, республикăра кунашкаллине сайра хутра тăваççĕ. Ангиографпа усă курса пурнăçланă медицина процедури вăхăтĕнче пациент тухтăрпа калаçсах выртни, ӳте е пĕр-пĕр органа кăшт кăна касни кардиохирурги тытăмĕнче — çĕнĕлĕх. Чирлĕ çын çакнашкал операци иртсен 2-3 кунранах ахаль чухнехи пурнăçа таврăнма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ку оборудование «Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн туянма май килчĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерме пулăшакан çакнашкал хатĕрсемпе анлăрах усă курсан пулăшу кĕтекен ытларах çын пурнăçне çăлма май килĕ. <...>

♦   ♦   ♦


Тĕп тĕллев — халăхăн пурнăç шайне ÿстересси

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин 17-мĕш хутчен «пресс-конференци» ирттерчĕ. Çакăн пек формат вăл çулсерен йĕркелет. Хăй премьер тивĕçĕсене пурнăçланă чухне кăна тăхтав пулнă. Кăçалхи тĕл пулăва массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен 500-е яхăн журналист хутшăннă. Çав шутра — ют çĕршывран та. Владимир Владимирович пресс-конференцие тӳрех ыйтусем пама сĕннинчен пуçларĕ.

КОРОНАВИРУС. Кĕтнĕ пекех, чи пĕрремĕш ыйтăвах коронавируспа çыхăнчĕ.

Президент тӳрех тĕплĕ ăнлантарнинчен пуçларĕ. Пандемие Раççей, ыттисемпе танлаштарсан, çăмăлрах чăтса ирттерет. Ыттисем пек ытла аяла ӳкмен тата хăвăртах тăнă. Экономика аталанăвĕ 3% чакнă. Кăçал 90 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, ку — абсолютлă рекорд. Халăх тупăшĕ çулталăк вĕçнелле 3,5% ӳсмелле. Шел те, пандемие пула çын ĕмĕрĕ çĕршывра кăшт чакнă, 71 çулпа танлашнă. Вакцинаципе çыхăннă ыйтăва хуравланă май В.Путин коллектив иммунитечĕ 59,4% танлашнине, ку сахаллине палăртрĕ.

«Комсомолка» каллех пандеми патне таврăнчĕ. Тĕнчере кунсерен 6,7 пин çын вилнине палăртрĕ, апла Раççейре — кашни 6-7-мĕшĕ. Вакцинацие хутшăнманнисен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçармалла мар-и? Путин хистеме юраманни çине пусăм турĕ: Германире авă усси пулмарĕ унтан. Çав вăхăтрах совет тапхăрĕнче, чăн та, никамран та ыйтса тăман прививка тăвасси пирки, шлеп-шлеп-шлеп /Президент сăмахĕ/ шаплаттарнă кăна. Çапах та çынсене хисеплемелле, хистесе мар, ăнлантарса прививка тумалла. Вакцинацие 90-99% çитермесĕр чире пуçĕпех çĕнтересси пирки калаçмалли çук. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Республика Пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтаççĕ

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕтĕмлетӳллĕ «тӳрĕ лини» ирттерчĕ. ЧР ПА пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, эфир вăхăтĕнче call-центр урлă регион ертӳçи патне 100 ытла ыйту çитнĕ. 1081 ыйтăва маларах палăртнă формăпа панă. 60-шĕ — социаллă сетьсем урлă, 70-шĕ Youtube трансляцийĕнчи комментарисем урлă çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ вĕсенчен 22 ытларахăшне «тӳрĕ линире» хуравласа ĕлкĕрнĕ. Ыттисем каярахпа пайăррăн хурав илĕç.

«Тӳрĕ лини» модераторĕ Раççей теле-, радиожурналисчĕ пулнă. Юрий Богданов — «ТЭФИ — 2009» наци телеконкурсĕн финалисчĕ.

Ĕçĕ пур та…

Тĕп ыйтусем вĕрентӳпе, çул-йĕрпе, ЖКХ тытăмĕпе, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе тата, паллах, эпидемии лару-тăрăвĕпе çыхăннă.

Модератор ирĕкĕпе усă курса Богданов чи малтанах нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ пресс-конференци мĕнле шухăшсем çуратнипе кăсăкланчĕ. Олег Алексеевич ыйтăва хуравланă май влаçăн тĕрлĕ юппин çыхăнăвне палăртрĕ: федераци, регион, муниципалитет тытăмĕсен пурин те çын валли ĕçлемелле, çемьесене тĕревлемелле, бизнеса аталанма пулăшмалла. Чи кирли — çакна валли хăтлă условисем туса памалла. Республикăра çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ те. Эфир пуçланнă тĕле call-центр операторĕсем пĕтĕмлетӳ тума ĕлкĕрнĕ. Çынсене пуринчен ытла хаксем — хăвăрт, шалу вара майĕпен кăна ӳсни пăшăрхантарать. Ыйтусене пĕр темăна пĕрлештерме те пулать — çитес çул халăхăн пурнăç шайне ӳстерес тĕллевпе республика ертӳлĕхĕ мĕн тума шухăшлать? Олег Николаев ыйтăва хуравласа темиçе çуллăха йышăннă программăсемпе, хальлĕхе пурнăçласа ĕлкĕрнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Яланхи пекех, çынсене вырăнти ларутăру ытларах пăшăрхантарать. Таса шывсăр асапланакан Пăрачкавсене ку ыйтăва çитес çул татса пама шантарчĕç. Сăмах май, Олег Николаевăн тăван ялĕнчен те çакăн евĕр ыйтăвах çырнă социаллă сетьре.

Республикăра производство чăхăмлани, çавна пула çемьерен айккинче ĕçлесе çӳреме тивни пирки кăмăлсăр арçынсем. Ĕç миграцийĕ хăйне те пăшăрхантарнине пытармарĕ регион ертӳçи. Çав вăхăтрах цифрăсене те асăнчĕ: паянхи кун республикăра вакансисем ĕçсĕр тесе шута илнисенчен виçĕ хут пысăкрах. Регионти шалу аякри хулара ĕçлесе илме май пуррипе танлашайманни пирки калакансене каллех цифра чĕлхипех хуравларĕ Олег Николаев, çавна май трактор тăвакансен заводĕнчи вакансисемпе паллаштарчĕ. Унта тĕрлĕ цехра çын çитмест паян. Шалу тенĕрен вара, обрубщик, сăмахран, уйăхне 100 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илет. Чăн та, ĕçĕ çăмăл мар. Аякри хулара вара çăмăл тесе кам çирĕплетме пултарать? Çав заводрах çитес çул çĕнĕ йышши пĕчĕк хăватлă тракторсем кăларма пуçлĕç. Тата ытти производство хута каймалла, халĕ ĕçлекеннисем çĕнĕ цехсем уçма хатĕрленеççĕ. Çавăнпа та ĕç вырăнĕсем хушăнсах тăраççĕ. Тăван кĕтесрех вăй хурас текенсене çĕнĕ профессие алла илме сĕнчĕ О.Николаев. Çак вăхăтра укçа тӳлеççĕ. Ĕçе пикенсен те шалăва предприятипе пĕрле палăртаççĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Ача телей курма çуралтăр

Республикăри ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова палăртнă тăрăх, 2021 çулта тĕпренчĕксен ашшĕ-амăшĕ тата çывăх ытти çынни ун патне 520-е яхăн ыйту çитернĕ. Пĕрне те хуравсăр хăварман.

Ашшĕпе е амăшĕпе пурăнĕ-и?

Çемье салансан ывăл-хĕре «пайлайманни» лару-тăрăва кăткăслатма пултарать. Унсăр пуçне ашшĕ е амăшĕ алимент тӳлесшĕн мар. Кун пек чухне, паллах, суд приставĕсене, полици ĕçченĕсене явăçтарма тивет. Чăваш Енре пурăнакан хĕр ют çĕршыв çыннине качча тухнă. Çак çемьере ача çуралнă. Упăшкипе арăмĕ уйрăлсан арçын пепкине хăйĕн çĕршывне илсе кайма шухăш тытнă. Уполномоченнăй тăрăшнипе тĕпренчĕке амăшĕпе пĕрле хамăр тăрăхра хăварма май килнĕ.

«Арăмĕпе упăшки уйрăлсан ачасен шăпи ытларах чухне амăшĕсене интереслентерет. Çав вăхăтрах пепкисене хăйсемпе пĕрле хăварас текен ашшĕсем те пур», — ăнлантарать Алевтина Николаевна. Ачасен çывăх çыннисем пĕр шухăшлă пулманран лару-тăру кăткăслансах пырать. Сăмахран, ашшĕ хăйĕн вăйĕпе усă курса ачисене хăйĕн патне илнĕ. Амăшĕ çакăнпа килĕшмен. Суд вăраха пынă. Юлашкинчен ачисене амăшне тавăрса панă. Нумаях пулмасть пĕр хĕрарăм Алевтина Федоровăна шыраса пынă. Вăл ачисемпе пĕрле урăх регионран куçса килнĕ. Упăшки документсене парса яман. Алевтина Николаевна ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен çав тăрăхри уполномоченнăйпа çыхăннă. Çапла майпа ыйтăва татма май килнĕ.

«Пособи илеймен хĕрарăмсем нумай çыраççĕ. Вĕсене ăнлантарса паратпăр. Çакă ытларах чухне саккун йĕркине пĕлменнине кăтартать. Çав вăхăтрах ун çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче хыпарлаççĕ, министерство сайчĕсенче çыраççĕ. Халăхăн тавра курăмне сарас тĕллевпе ятарлă буклетсем валеçеççĕ», — калаçăва тăсать Алевтина Федорова. Документсене хатĕрлеменрен пособи вăхăтра илеймен тĕслĕхсене те асăнмасăр хăвараймăн.

Çулла, тĕслĕхрен, тĕпренчĕксене ача садне, шкула вырнаçтарас тĕлĕшпе уполномоченнăйран пулăшу ыйтаççĕ. Шупашкар пысăкланнăçемĕн ачасен йышĕ ӳсни куç кĕрет. Тĕрĕслев органĕсем класра ытларах вĕренекене йышăнма ирĕк памаççĕ. «Нумай шкул çĕнĕ классем уçрĕ. Çавна май ачасен вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче парта хушшине ларма май килчĕ. Çĕнĕ микрорайонта тĕпленнисем ача садĕнче вырăн çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Тĕрлĕ ведомствăпа çыхăнса тĕпренчĕке çывăхрине вырнаçтармашкăн май туса паратпăр», — тăсăлать калаçу.

Кредит вăхăтра тӳлейменнине пула хваттере çемьерен туртса илнĕ тĕслĕхсене те палăртмасăр иртеймĕн. «Вĕсене урăхларах пулăшатпăр», — калаçăва тăсать уполномоченнăй.

...Нумаях пулмасть икĕ ачаллă пĕр хĕрарăм шăнкăравланă. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран хваттер тара илейменни çинчен сăмах пуçарнă. Алевтина Николаевна калаçăва сыпăнтарнă май республикăра кризис центрĕсем ĕçленине палăртнă. Унашкаллисем Шупашкарта тата Улатăрта пурри çине пусăм тунă. Çулла йывăр лару-тăрăва лекнĕ тепĕр хĕрарăм çыхăннă унпа. Калаçнă вăхăтра куççульне чарайман вăл. Килте упăшкипе тăтăш хирĕçнине пытарман. Çакă пĕчĕк ачана усал витĕм кӳнишĕн пăшăрханнă. Амăшĕпе тĕпренчĕкне кризис центрне вăхăтлăх вырнаçма май пуррине ăнлантарнă Алевтина Николаевна.

Тепĕр тĕслĕхре амăшĕ вилнĕ хыççăн хĕрачана урăх хуларан Чăваш Ене асламăшĕ илсе килнĕ. Ашшĕ тĕпренчĕкне пăхман. Пур пĕрех арçын хĕрне хăйĕн патне илсе каясшăн пулнă. Ача çула тухма килĕшмен. Уполномоченнăй хĕрачан асламăшне ĕçе судра пăхса тухмашкăн документсем хатĕрлеме пулăшнă. Юлашкинчен ачана Чăваш Енрех хăварма май килнĕ.

«Юристсемпе çыхăннă ĕç, чăнах, нумай. Ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй çумĕнче эксперт канашĕ пур. Ку йыша юристсене, нотариуссене, ваккатсене, шкул ертӳçисене кĕртнĕ. Ыйтусене пĕрле сӳтсе яватпăр. Хурав шыранă май министерствăсемпе çыхăнатпăр», — тет Алевтина Федорова. Сăмах май, вăл хăй те юриста вĕреннĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе опыт пухни тĕрев шыракансене çийĕнчех пулăшма май парать ăна. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.