Комментировать

11 Сен, 2014

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа – 85 çул!

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Виççĕмĕш космонавта, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне асăнса шкулсенче уçă уроксем иртрĕç, класс сехечĕсем тата ытти кăсăклă мероприяти пулчĕ.

Çав хĕвеллĕ кун Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. Республикăри çамрăк космонавтсем ЧР Пуçлăхĕпе М.В. Игнатьевпа тата хисеплĕ хăнасемпе пĕрле савăнăçлă митинга хутшăнчĕç. Тÿпере вара самолет явăнса çÿрерĕ.

Шуршăл вăтам шкулĕн «Восток» отрячĕн вĕренекенĕ-сем А.Г. Николаев СССР космонавт-летчикĕн асăну комплексĕпе паллаштарчĕç. Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулти «Кондор» отряд вара Шуршăла çити чупу ирттерчĕ.

Пухăннисем космонавт вил тăприйĕ çине чечек хунă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи тата Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк космонавтсен отрячĕ- сем хăнасем умĕнче мухтавлă ентешĕмĕре халалланă флешмоб лартса пачĕç. Ун хыççăн Шуршăл шкулĕнче «Тĕнче уçлăхĕнчи çул çÿрев» вăйă иртрĕ. Ачасем хăйсем мĕн пĕлнине çичĕ планета-станци çинче кăтартса пачĕç: «Тăван ен», «Уйăхлянди», «Альфацентавра», «Конструкторсен», «Паллă мар планета», «Кроссворди». Сĕнтĕр-вăрри районĕнчи Приволжск шкулĕнчи «Ăмăрт кайăк» отряд пĕрремĕш, Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи «Çăлтăрлă çул» иккĕмĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 13-мĕш шкулăн «Çăлтăрлă патруль» тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕн «Вега» отрядсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Кашнин кăмăлĕ çĕкленÿлĕхпе тулчĕ. Çакăншăн «Юнитекс» центра тав тумалла.

Андриян Николаевăн хĕрĕ Елена Терешкова-Николаева тата çывăх юлташĕсем – космонавтсем – ачасен асĕнче юлмалли, малашлăха çутатмалли нумай ырă сăмах каларĕç.

Елена Андрияновна Терешкова-Николаева:

– Чăваш Ене килнĕ чухне кашнинчех питĕ хумханатăп. Паян вара çак туйăм икĕ хут вăйлăрах. Мĕншĕн тесен пысăк уява пухăнтăмăр. Атте 85 çул тултарать. «Тултарĕччĕ», – тесе калама хăяймастăп. Маншăн вăл яланах чĕрĕ, ĕмĕрех пурнăç палли пек курăнса тăрĕ.

Пĕлетĕр-и, хăш чухне Шупашкара килетĕп те – пĕлĕтлĕ, çумăр çукалать. Шуршăла çитсенех вара тÿпе çуталать, хĕвел пăхса ярать. Атте эпир ун патне пырса çÿренишĕн савăнать. Курăр-ха, паян мĕнле çанталăк! Ĕнер кăна сивĕччĕ, çумăр çăватчĕ. Паян вара тивлетлĕ чăваш çĕрĕ çинче ял çыннисем çеç мар, аттен чи çывăх юлташĕсем те пуçтарăнчĕç. Вĕсем – космонавтсем – йывăр та мухтавлă çула пĕрле парăнтарнă. Çавăнпа та паян атте питĕ-питĕ савăнать пуль тетĕп. Хăй чăваш çĕрĕ çинче çуралнипе питĕ мăнаçланатчĕ вăл. Тăван чĕлхине нихăçан та манман. Чăваш Ене килсен е Мускавра ентешĕсене курсан вĕсемпе яланах чăвашла калаçатчĕ.

Ачасем, сирĕн пурнăç пуçланать кăна-ха. Ĕçе юратма, малалла ăнтăлма сунатăп сире! Халĕ темĕн те пур, сирĕн умăрта нумай-нумай çул уçăлать. Хăвăрăн çулăра тупăр та унпа хăюллăн утăр, манăн атте пек. Вун тăватă çулта вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх училищине вĕренме кайнă, ун хыççăн Вĕçев училищинче пĕлÿ илнĕ. Куратăр-çке, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн мĕнлерех шая çитрĕ вăл, çĕр-шывра çеç мар, пĕтĕм тĕнчере паллă çын пулса тăчĕ. Сире те çавăн пек ăнăçу сунатăп! Мĕншĕн тесен эсир – чăвашсем – темĕн тума та пултаратăр!

Алексей Архипович Леонов:

– Хаклă чăвашсем! Эпир çеç мар, пĕтĕм тĕнче сире тахçанах пĕлет. Йăлтах Андриян Николаева пула.

Халĕ вара ачасене калатăп. 1944 çулта шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Андриян техникума çул тытнă. Анна Алексеевна ăна тăватă çĕр улми панă. Макăрмалла! Арçын ача килĕнчен пĕр пуссăр кайнă: сумкăра тăватă çĕр улми тата тăватă кĕнеке çеç. Çак çыннăн паттăр пурнăçĕ акă мĕнрен пуçланнă! Пурнăçра пĕтĕмпех хăвăн тăрăшса туптамаллине вăл никамран лайăх ăнланнă. Ашшĕпе амăшĕ ăна пурнăç тата çирĕп сывлăх панă. Ку чăн. Малалла вара хăйĕнех тăрăшмалла. Тăватă çĕр улмирен çапла пуян пурнăç патне çитнĕ.

Ачамсем! Эпĕ 1980 çулта Андриянпа пĕрле конкурса килтĕм, иксĕмĕр мĕн пур йывăрлăха тÿссе ирттертĕмĕр, конкурс витĕр тухрăмăр. Унччен вара вăл стрелоксен шкулĕнче вĕреннĕччĕ. Андриян нихăçан та уроксене сиктермен, «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренетчĕ. Çĕр-шыври тĕп инженери шкулĕнчен «пиллĕксемпе» вĕренсе тухрĕ, диплом илчĕ. Кайран вара Андриян Николаев Павел Поповичпа космоса вĕçрĕ. Пирĕн çĕр-шыв палличчĕ вăл! Патшалăх шанăçне иккĕшĕ те тÿрре кăларчĕç. Тепĕр вĕçевĕ – Севастьяновпа пĕрле. Вăраха тăсăлнă пĕрремĕш вĕçев – вун сакăр талăк. Сывлăхĕ çирĕп пулни çăлса пычĕ ăна. Куншăн вара ашшĕпе амăшне тата чăваш çĕрне тав тумалла!

Петр Ильич Климук:

– Çак ялта эпĕ вун пилĕк çул пулман. Андриянпа иксĕмĕр шăпах музей уçнă кун килнĕччĕ. Паян Чăваш Ен аталансах пынине куратăп. Кунта килнĕ чухне пирĕн çĕр-шывра çавăн пек республика пурришĕн мăнаçланатăп. Вăл чăннипех те мухтава тивĕç.

Эпир Андриянпа службăра та, ĕçре те пĕрлеччĕ, Çăлтăрлă хулана та пĕрлех турăмăр. Пурнăç вĕресе тăратчĕ унра. Вăл яланах çынсем хушшинчеччĕ. Пĕтĕмпех хăй пурнăçлатчĕ, питĕ пултаруллăччĕ. Маншăн Андрян Григорьевич яланах – çĕр-шывăмăрăн мухтавĕ, чысĕ.

Тÿрĕ кăмăллă, тĕрĕслĕхлĕ пулăр, Андриян Григорьевич Николаевран тĕслĕх илĕр!

Зоя Степановна Антонова – Асăну комплексĕн тĕп сыхлавçи. Вăл кунта тахçанах ĕçлет, музейри кашни япалашăн явап тытать.

– Ачасене ытларах космонавтсем мĕн тата мĕнле çини интереслентерет, – каласа парать вăл. – Малтан космонавтсен кабинĕ-сем пĕчĕк пулнă вĕт-ха. Унта çын вырнаçма пултарни те тĕлĕнмелле. Çавăнта мĕнле чăтнă-ха вĕсем? Хăшĕ-пĕри вара: «Космонавт пулас тесен мĕн тумалла-ши?» – тесе ыйтать. Кăçалхи экскурсисенче эпир Андриян çинчен ытларах каласа пама тăрăшрăмăр. Унăн икĕ вĕçевĕ çинчен тĕплĕн-рех ăнлантартăмăр. Эпир Андрияна кăна мар, ытти космонавтсене те кăтартатпăр. Тата космосра мĕнле карапсем пулнине те пĕлтеретпĕр. Малтан вĕсем, «Восток» текенскерсем, улттăн пулнă. Кайран «Восход» ятлисем, вара «Союз» текен 40 космос карапĕ вĕçтерсе янă. Унтан «Союз Т» текеннисем 14 карап. Ун хыççăн – «Союз ТМ». Халĕ вĕçекенсем вара «Союз ТМА» – тата маларах кайнисем.

«Çамрăк космонавтсен отрядне йĕрке-ленин усси пур-ши?» – иккĕленет хăшĕ- пĕри. Паллах, пур. Хуравне вара тĕслĕхпе çирĕплетсех парар. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕн çамрăк космонавтсен отрячĕн ертÿçи Надежда Серафимовна Максимова вĕренекенсем хушшинче тĕнче уçлăхĕпе кăсăкланакансем пулнăран чунтан савăнать. Александр Андреев, Владимир Кольцов тата Дмитрий Кузнецов халĕ Питĕрти Можайский ячĕллĕ академире вĕренеççĕ, хăйсен малашлăхне космос ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. Ачасем мухтавлă ентешĕн çулĕпе кайма ăнтăлнине ырламалла.

Çак районти тепĕр маттур пике Анна Атласова Шуршăл шкулĕнче вун пĕрмĕш класра вĕренет.

– Пиллĕкмĕш класра чухне эпир çак юхăма çÿрекен аслă класс вĕренекенĕсене сăнама юрататтăмăр, – аса илет Аня. – Пирĕн те вĕсем пек пулас килетчĕ. Çамрăк космонавтсен ретне лекес тесе нарăс уйă- хĕнче зачет пама кайрăмăр. Çапла эпĕ хамăн пĕрремĕш значока, «Ĕмĕтленекенсем» ятлине, илтĕм. Ун хыççăн – «Шыракансем», «Ăстаçă», чи çÿллĕ категори – «Çăлтăр». Ку çулла вара «Пуласлăха илсе каякан лифт» ятлă ăслăлăх шкулĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Унта эпир Раççейĕн ытти регионĕ-сенчи ачасемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Хамăр проектсемпе паллаштартăмăр.

Аньăна космос питĕ килĕшет. Шкул хыççăн вăл тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă техника шкулне вĕренме кĕрес шухăшлă. Мĕнех, пĕрремĕш класранпа «пиллĕкпе» ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачашăн чăрмав çук, вăл ĕмĕтне пурнăçа кĕртессе шанатпăр.

Ачасем! Эсир те яланах çирĕп тĕллевлĕ пулăр, Андриян Григорьевич Николаевран тĕслĕх илсе йывăрлăха парăнтарма вĕренĕр, нимрен те ан хăрăр! Сирĕн пуласлăхăр пысăк, ĕненĕр çакна!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.