Комментировать

25 Дек, 2013

Лайăх шалу кăмăла çĕклет

Аш-какай комбинатне е предпринимателе сысна /чĕрĕ виçепе/ сутса укçа тăвакансене куллен шухăшлаттараканни - хак ыйтăвĕ.

2013 çулта вăл ял çыннине тарăхтарчĕ те, кулянтарчĕ те, мĕншĕн тесен 2012 çулхипе танлаштарсан чылай чакрĕ. Сысна самăртакансем Çĕнĕ çула мĕнле хакпа кĕтсе илеççĕ-ха?

Çуркунне Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ялĕнчи хĕрарăмсем ăна пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех хакпа туяннă коммерсантсене тарăхса калаçни халĕ те асрах. «Кăçал сысна çури хакĕ те ÿкрĕ», - терĕç вĕсем.

ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх - сыснан /2-мĕш категори/ сутлăх хакĕ чÿк уйăхĕн варринче çеç çулталăк каяллахипе танлашнă. Чÿк уйăхĕнче вăл вăтамран - 73,1, раштав уйăхĕнче 74,13 тенке çитнĕ: чÿкпе раштав уйăхĕсенче çулталăк каяллахи ик уйăхринчен 1,83 тенкĕ хăпарнă.

Аш-какай комбиначĕсем Çĕнĕ çул умĕнхи уйăхсенче хаклăрах туяннине ялсенче пĕлеççĕ ĕнтĕ. Килес çул та çавнашкал пуласса шанаççĕ.

Сысна ашĕнчен пĕçернĕ яшкана кам килĕштермĕ? Тути лайăх вĕт. Анчах ÿлĕм ютран илсе килнинчен купăста яшки пĕçермелле, катлет тумалла пулмĕ-ши? Республикăри килти хуçалăхра сысна шучĕ 2009 çулта - 39,7 пин, 2010 ç. - 36,4 пин, 2011 ç. - 35 пин, 2012 ç. - 37,7 пин, 2013 ç. 32,6 пин пуç шутланнă: йыш аванах хухнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче вара лайăхах хушăннă: 54,5 пинрен 63,3 пине çитнĕ. Фермер хуçалăхĕсен кĕтĕвĕ те пĕчĕкленнĕ: 5,7 пинрен 4 пин юлнă. Асăннă тапхăрта мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче сысна ашĕ туса илесси 2,9 пин тонна чакнă.

2013 çулта сыснан сутлăх хакĕ йÿнелсе кайрĕ те ял хуçалăх организацийĕсен, килти хуçалăхсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисенчен хăшĕ-пĕри: «Сысна хăй хаклăха кăлараймасть, тупăш параймасть, ăна пĕтерме тивет», - тесе выльăха аш-какай комбинатне леçме тытăнчĕç.

Тирпейлекен предприятисем хака нумай антарса сысна усракансен кăмăлне хуçма пултараççĕ. Патшалăхăн тата муниципалитетăн тивĕçлĕ органĕсем кĕтÿ ан пĕчĕклентĕр тесе хака 2014 çул тăршшĕпех раштав уйăхĕнчи шайра тытса тăма пулăшсан тем пекехчĕ.

Выльăх усрас кăмăл сутлăх хакран нумай килет. Акă сĕтĕн вăл 2013 çулта пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах. Çавăнпа ăна туса илекен продукци ытларах сутасшăн. Танлаштарма: тирпейлекен предприятисем 2012 тата 2013 çулсенче 1-мĕш сортлă сĕтĕн кашни килограмне авăн уйăхĕнче - 12,1 тата 16,39, юпа уйăхĕнче - 12,66 тата 18,36, чÿк уйăхĕнче - 13,64 тата 20,05, раштав уйăхĕнче 14,35 тата 20,92 тенкĕлле йышăннă. Çĕнĕ çулчченхи уйăхсенче хак чылай хăпарчĕ. Выльăх тытакансем çакăншăн питĕ савăнаççĕ.

Юрий СЕРЕГИН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.