Комментировать

20 Дек, 2021

Пиллĕкмĕш те хыçа юлчĕ

Пĕтĕм чăвашсен " Асам" кинофестивалĕ 2015 çултанпа иртет. Кăçалхи, шучĕпе пиллĕкмĕшĕ, ыттисенчен уйрăларах тăрать. Чи малтанах, онлайн майĕпе иртнипе. Çакăн сăлттавĕ пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Апла пулин те хальхинче конкурса тăратнă ĕçсен шучӗ нихçанхинчен те нумай: 35-рен 12-шĕ - илемлĕ, 9-шĕ - илемлĕ-документлă, 12-шĕ - документлă, 2-шĕ анимациллĕ фильмсем.

Программăпа паллашсан мĕн калама пулать- ха? Чи малтанах кинофестиваль çĕнĕ режиссерсемпе пуянланнине. Вĕсем Чăвашкино ĕçченĕсем кăна мар, ку таранччен илтнĕ ятсем çумĕнче çамрăксем те, халиччен палăрсах кайманнисем те, пур.

Кинофестиваль паян хупăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсем те паллă. Гран-прие "Тайна древней Волги" илемлĕ фильм (режиссерĕ Юрий Сергеев) тивĕçрĕ, "Чи лайăх илемлĕ фильм" - "Полем" (режиссерĕ Владимир Синяев) , "Чи лайăх илемлĕ-документлă фильм" - "Сюда не ступит нога врага". "Чи лайăх документлă фильм" ята "Легенды Кубачи. По следам франков в Дагестане" тата " Святыня Чувашского края: национальный костюм" пачĕç. Ытти номинаципе те - пурĕ 18 - çĕнтерÿçĕсем паллă.

Тĕплĕнрех "Хыпарăн" эрнекунхи номерĕнче çырса кăтартăпăр.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: