Комментировать

18 Дек, 2021

Хветӗр Акивер ҫыравҫӑн чӗри тапма чарӑннӑ

Раштавӑн 17-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн, куҫаруҫин, Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗн Хветӗр Акиверӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Федор Георгиевич Коновалов 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл "Ялав", "Капкӑн", "Тӑван Атӑл" журналсенче ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Енри писательсен союзне ертсе пынӑ.

Унӑн пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки 1970 ҫулта пичетленсе тухнӑ, "Ешӗл хум" ятлӑ. Тӗп кӑларӑмӗсем: «Икĕ аркăллă кĕпе», «Утро журавлиное», «Илем тĕкĕрĕ», «Сар ачапа сарă хĕр», «Çапса çумăр ҫӑвать», «Юр хĕвет», «Юрату сăмсахĕ», «Цвет черемуховый», «Пӑрлак» т. ыт. те.

www.hypar.ru

Рубрика: