Комментировать

17 Дек, 2021

«Хыпар» 140-141 (27873-27874) № 17.12.2021

Çынсем хваттере кĕреççех. Кая юлса та пулин…

Хваттер тума пая кĕрсе улталаннисемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса памашкăн çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин кĕске вăхăт уйăрнă

— 2023 çул тĕлне çынсен пурăнмалли кĕтеслĕ пулмалла. Шел, хваттер кĕтсе илейменнисем Чăваш Енре те йышлă. «Проблемăллисен» шутне паянхи кун тĕлне республикăра 16 объекта кĕртнĕ. Ытларикун вĕсенчен пĕринче строительство министрĕпе Павел Даниловпа пĕрле «Хыпар» корреспонденчĕ те пулса курчĕ.

Куççульпе шăварăннă çивĕч ыйту

Шупашкарти Соляное тăкăрлăкĕ. Тĕп хулан шавлă урамĕсенчен айккинче, Атăлтан инçе те мар вырнаçнă лаптăкра çĕкленмелле пулнă çуртăн хальлĕхе адресĕ те çук. 5-мĕш позици — çакă çеç. Строительствăна 2015 çулта пуçарнă, çынсем укçа хывнă май 2017 çулта çĕнĕ хваттерсенче пурăнма пуçласса шаннă. Кĕтсе илеймен, «Алза» общество вĕсен шанăçне тӳрре кăларман. Тĕрĕссипе, «çĕр айĕнчен» те тухайман: свайсем çапнă та — пĕтĕм ĕç çакăнпа вĕçленнĕ.

Сăлтавĕ-и? Строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов каланă тăрăх, компани хăйĕн çине тĕрлĕ объект илсе тултарнă, çав шутра — республика тулашĕнче те. Вĕсене ĕçе кĕртме вăй çитереймен, унтан вара штрафсем кайнă, ытти — кăтартăвĕ хурлăхлă: 112 çемье паянхи кунччен те хваттерсĕр. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест тенĕ те — апла мар пуль, çак çĕр лаптăкĕ нумай çын куççулĕпе шăварăннă-тăр. Пурăнмалли çурт- йĕр, Шупашкарти биатлон центрĕн строительствипе çыхăннă тăрлавсăр ĕçсене пула компани ертӳçи уголовлă майпа явап тытнă-ха, анчах ку улталаннă çынсен нушине нимĕн чухлĕ те çăмăллатмасть вĕт.

Компани — панкрут, 2019 çулта пулас çурта Хута яман об±ектсен пĕрлехи реестрне кĕртнĕ. Апла тăк малалла стройка федерацин Пая кĕнĕ граждансен прависене хӳтĕлекен фончĕн укçипе пурнăçланмалла. Саккунпа килĕшӳллĕн республикăн хăйĕн тӳпине тăкаксен пĕр проценчĕ чухлĕ кăна хывмалла.

Пĕлтĕр фондăн сăнав канашĕ объект строительствине вĕçлемешкĕн укçа уйăрассине ырланă. Пĕтĕмпе 444,1 миллион тенкĕ. Çав шутра — регион пурлăх шучĕпе хывакан 4,4 миллион тенкĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче суд йышăнăвĕпе об±екта Чăваш Енĕн Пая кĕнĕ граждансен прависене хӳтĕлекен фондне панă. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче вара строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама çĕнĕ подрядчикпе, Хусанти «ТехСтройКазань» обществăпа, контракт тунă. Йĕрке пур: подрядчике панкрутлăх енĕпе ĕçлекен конкурс управляющийĕ суйласа илет. Çакă ĕçсене хăвăртлатма пулăшать. Аукцион мелĕ — вăрах, улталăклăхах, тăсăлса кайма пултарать, капла вара строительсем çийĕнчех ĕçе пуçăнма пултараççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Андрей МАКУШЕВ: Аграри профессийĕсен сумĕ ÿсрĕ

Салампи вĕреннĕ аслă шкул, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, нумаях пулмасть 90 çулхи юбилейне уявларĕ... Маларах вăл ял хуçалăх институчĕччĕ, унтан ял хуçалăх академийĕ пулчĕ. Çак кунсенче асăннă вузăн ректорĕпе, экономика наукисен кандидачĕпе Андрей Макушевпа, тĕл пултăмăр, вĕренӳ учрежденийĕн аталану çул-йĕрĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.

95 çулхи юбилее хатĕрленме тытăнасшăн

— Андрей Евгеньевич, аслă шкул йĕркеленнĕренпе 90 çул çитрĕ. Калăр-ха: республикăри паллă вузсенчен пĕриншĕн çакă нумай-и е сахал-и?

— Аграри вузĕшĕн нумай-и, сахал-и — калама çăмăл мар, анчах аслă шкул кирек мĕнле ятпа çӳресен те яланах регион аталанăвне пысăк тӳпе хывнă, ял хуçалăхĕ валли ăста специалистсем хатĕрленĕ. Университет халĕ те аталану çулĕпех утать.

— Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетӳ тăватпăр. 2021 çул аграри университечĕшĕн мĕнлерех пулчĕ?

— Ку çул тухăçлă ĕçленипе, интереслĕ пулăмсемпе, юбилее уявланипе асра юлĕ. Тĕнчере çăмăл мар вăхăт — пандеми — хуçаланать. Вăл пирĕн ĕçе, тем тесен те, витĕм кӳретех. Апла пулин те вĕрентӳ тата наука ĕçĕ, партнерсемпе тата ĕç паракансемпе çыхăну йĕркелесси, специалистсене ĕçе вырнаçтарасси кал-кал пулса пырать. Пирĕн ĕç пĕр çеккунтлăха та чарăнман. Ял хуçалăх отраслĕ валли пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине эпир ăнланатпăр. Агропромышленноç комплексне кадрсем яланах кирлĕ. Çавăнпа малаллах талпăнатпăр, хамăр ума 2022 çулта пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр.

— Апла тăк малашлăх планĕсем çинче чарăнса тăрар…

— Эпир Раççей Ял хуçалăх министерствин аграри вузĕсен хушшинче /вĕсем пĕтĕмпе 54/ çӳлерехри картлашкана хăпарасшăн. Çавăн пекех наука тата профориентаци ĕçне вăйлатасшăн. Пирĕн патран вĕренсе тухакан çамрăксем республикăра тата, паллах, хамăр университетра юлччăр тесе тăрăшатпăр. Ĕç паракансемпе çĕнĕлле хутшăнма тĕв тăватпăр. Вĕсем çамрăк специалистсене организацире вăй хума кăна мар, ялта пурăнма та условисем туса паччăр. Çав вăхăтрах çулталăк вĕçĕнченех аслă шкулăн 95 çулхи юбилейне хатĕрленме тытăнăпăр. 5 çулта пирĕн пуçаруллă тата питĕ тухăçлă вăй хумалла, агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывмалла. Ку пĕччен тумалли ĕç мар. РФ Ял хуçалăх министерствипе, республика ертӳлĕхĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, ЧР Ял хуçалăх, Вĕрентӳ, Промышленноç министерствисемпе, патшалăх службисемпе тата ĕç паракансемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çакна та каламалла: аграрисемпе кăна çыхăну тытмастпăр. Эпир экономистсене те /финанспа кредит сфери валли/, транспортниксемпе инженерсене те /вĕсем строительствăра, ытти производствăра вăй хураççĕ/, технологсене те хатĕрлетпĕр.

— Хальхи вăхăтра нумай аслă шкул вĕрентӳ тата наука ĕçне çĕнетессине тĕп тĕллевсен шутне кĕртет.

— Пирĕн ума РФ Ял хуçалăх министерстви те, ЧР Пуçлăхĕ те, ЧР Ял хуçалăх министерстви те çакăн пек задачăсем лартаççĕ. Вĕсем пĕтĕмĕшле тĕллевсем те мар, пайăр ĕçсем. Сăмахран, проектсене, çав шутра инвестиципе çыхăннисене те, хутшăнмалла. Вĕсене пурнăçа кĕртесси республикăри экономика аталанăвĕпе тӳррĕн çыхăннă. Акă, сăмахран, хăмла туса илекен отраслĕн чапне тавăрмалла, çĕнĕ техника тата техника оборудованине туса кăлармалла. Лаборатори центрне аталантарни те çĕнĕлĕхсен шутне кĕрет. Пирĕн пата ытти регионтан та килеççĕ, мĕншĕн тесен эпир республикăри кăна мар, унăн тулашĕнче вырнаçнă наука организацийĕсем валли те кадрсем хатĕрлетпĕр. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе вузра Раççей ял хуçалăх банкĕн ятарлă аудиторийĕсем уçăлчĕç. Нумаях пулмасть «Август» фирмăн пуçарăвĕпе çутă та хăтлă тепĕр аудитори хута кайрĕ. Унта пулас агрономсем пĕлӳ илĕç. Модернизаци ĕçне республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакан ытти предприяти те хастар хутшăнать. Вĕсен шутне — Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ, Раççей ял хуçалăх центрĕ, «Исток» агрофирма, «Çĕрпӳ беконĕ», «Мегамикс» /«Юрма»/, «Ростсельмаш», «Гомсельмаш», «Байер», «Уралхим», «Букет Чувашии». Вĕсем ятарлă техникăпа пуян классем уçрĕç. «Çĕр улмине — мухтав» компанипе пĕрле лаборатори хăтларăмăр, Раççей ял хуçалăх банкĕпе вĕренӳ банкне уçрăмăр. Çавăн пекех Корейăри партнерсемпе йĕркеленĕ аудитори те алăкне яриех уçрĕ. Вĕсем теплицăсене ятарлă оборудованипе тата çутăпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ.

— Çӳллĕ шайри специалистсене хатĕрлес енĕпе тата мĕн тăватăр?

— Хăюллăнах калатăп: аграри университетĕнче ăста специалистсене хатĕрлеме пĕтĕм услови пур. Вĕрентӳпе наука ĕçне кӳлĕнме те çăмăл. Общежити, спорт комплексĕ пур. Студентсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма пултараççĕ. Аслă шкулта спорт секцийĕсем, пултарулăх кружокĕсем ĕçлеççĕ. Хамăрăнах вĕрентӳпе производство хуçалăхĕ пур. Студентсем унта вăй хурса ăсталăх пухаççĕ. Унтан республикăри хуçалăхсене ĕçлеме каяççĕ. Вĕрентӳпе производство хуçалăхĕ пурри студентсемшĕн пысăк пулăшу. Профессорсемпе преподавательсен шайĕ пысăк пулни те тивĕçлĕ специалистсем хатĕрлеме май парать. Шкулсенчен вĕренсе тухакансем Чăваш Енри аслă шкулсенех суйлаччăр тесе тăрăшатпăр. Федерацин Атăлçи округĕнчи, Раççейĕн тĕп хулинчи вузсемшĕн конкурентлă пулассишĕн вăй хуратпăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Нимĕç Çĕнтерÿ кунĕнче Чăваш Ен ялавне вĕлкĕштерет

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ профессорĕ Владимир Иванов çинчен çырма йывăр, мĕншĕн тесен вăл питĕ хăйне евĕр çын: хăйĕн пирки каласа кăтартма пачах юратмасть. Çавăнпа ăнсăртран питĕ кирлине, пĕлтерĕшлине сиктерсе хăварăп та ăна туллин уçса параймăп тесе шикленетĕп...

Урăх професси пуррине чухламан

— Владимир Александрович, эсир хăй вăхăтĕнче чăваш чĕлхине çав тери юратнă, ют чĕлхесемпе мĕнле майпа интересленсе кайрăр? Мĕншĕн тата шăпах нимĕç чĕлхине вĕренес терĕр?

— Йăлтах шкултан пуçланчĕ. 5-мĕш класра пире нимĕç чĕлхине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Агафонов вĕрентетчĕ. Нимĕçле питĕ ирĕклĕн калаçатчĕ. Класа çавра çил пек пырса кĕретчĕ те: «Вер хат хойте классендинст?» — тетчĕ. Ку ĕнтĕ: «Паян класра кам дежурнăй?» — тесе ыйтни пулать. Тапрататчĕ хайхискер пирĕнпе нимĕçле «кĕрлеттерме». Янравлăн, уççăн калатчĕ сăмахĕсене. Класс янăраса кăна тăратчĕ. Вăл вăрçă хыççăн Чулхулари институтра ăс пухнă. Эпĕ, Иван Алексеевича итлесе хавхаланнăскер, учителе каяс терĕм. Урăх професси пуррине пĕлмен те. Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Çемьере эпир пилĕк ачаччĕ: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Эпĕ вăталăххиччĕ. Ют чĕлхесен факультетĕнчен «5» паллăсемпе вĕренсе тухрăм. Тăрăшуллă пулнăшăн яланах Ленин стипендийĕпе хавхалантаратчĕç. Диплом илсен Етĕрне районĕнчи Палтай шкулне ячĕç. «Пенсие кайиччен кăшт кăна юлчĕ. Эсĕ — аслă пĕлӳллĕ, мана ĕçлеттермеççĕ ĕнтĕ халĕ», — кулянчĕ вырăнти учительница. Темиçе уйăхран салтака каймаллаччĕ те унта юлмарăм. Шăпа Етĕрне тăрăхĕнчи Засурски шкулне илсе çитерчĕ.

— Иштек ялĕ сирĕншĕн мĕн вăл? Унта кайса çӳретĕр-и?

— 17 килтен тăракан çав тери пысăк ял, тĕнче тĕнелĕ. Маншăн унран пысăк, унран илемлĕ ял çук. Тăван яла кашни уйăхрах кайма тăрăшатăп. Шел, атте-анне килĕнче паян никам та пурăнмасть. Шăллăмăн ачипе аки (аппа. – Авт.) пыркаласа çӳреççĕ. Пĕртăвансенчен Галя акипе иккĕн кăна юлтăмăр ĕнтĕ. Çулталăкра пĕрре те пулсан Элĕкрен Иштеке çуран утатăп. Тăватă çухрăма яхăн унта. Эпир çав çулпа ача чухне шкула чупнă. Элĕк шкулĕ маншăн чи чапли.

— Çын ĕмĕрĕнче пуринчен ытла хăш тапхăр асра юлать?

— Эпир ача чухне çăкăр та, укçа та пулман. Çăпата та çĕтĕкчĕ… Апла пулин те пирĕнтен телейлĕреххи çукчĕ. Çара уран чупаттăмăр, кунĕпе мечĕкпе выляттăмăр… Каярахпа хире лашапа тислĕк турттарнă. Мĕн çитменни çинчен шухăшламан. Ачалăх яланах телейлĕ. Çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăннă, вылянă, шкула чупнă…

Шăплăх — чи лайăх музыка

— Вăхăт иртнĕçемĕн кашни тапхăр хăйне май паха пулнине ăнланса илетĕн мар-и?

— Хальхи вăхăта тиркемĕпĕр: хырăм тутă, кĕсьере укçа тулли. Сĕтел çинче — çăкăр-тăвар. Лавккара темĕн те пур. Анчах кăмăл-сипет енчен лару-тăру питĕ начар. Телевизорпа та ав мĕн кăна кăтартмаççĕ. Хĕрпе каччă юрату ташшине ташланине пурне те кăтартни, йăкăл-якăл сценăсем кăмăла килмеççĕ.

— Эсир: «Телей шăплăха юратать», — тесшĕн ĕнтĕ.

— Шăплăх – чи лайăх музыка. Çĕрле тула тухса итлĕр-ха: мĕнле кăна кĕвĕ илтĕнмест!

— Сирĕн пурнăçа камсем пысăк витĕм кӳнĕ?

— Чи малтан çакна калам: нимĕç тĕпчевçисем чăваш чĕлхине пирĕнтен лайăхрах пĕлеççĕ. Çавă тĕлĕнтерет. Лейпцигри Йоханнес Бенцинг профессор хăй вăхăтĕнче чăваш чĕлхине тĕпчесе доктор диссертацине хӳтĕленĕ. Геннадий Волков академикрен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультечĕн пĕрремĕш деканĕнчен Елена Степановăран тата пултаруллă та паллă ытти çынран вĕренсе пытăм эпĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Кунти цехра ĕçлеме Мускавран пăрахса килеççĕ

Вĕсем пĕр сменăра 100 пуç сысна пусаççĕ. Патăрьел районĕнчи Пикшик ял тăрăхĕнче вырнаçнă «БатырЪ» потребительсен ко-оперативĕн сысна пусса тирпейлекен цехĕ икĕ сменăпа ĕçлет. Хăвачĕ, производство калăпăшĕ тĕлĕшĕнчен республикăра ун пек предприяти тек çук. Паян эпир унăн директорĕпе Василий Алексеевпа цех ĕçĕ пирки тата ытти çинчен калаçăпăр.

— Çамрăк пулсан та эсир экологи, санитари нормисемпе килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши промышленноç предприятийĕ уçма пултарнă. Ĕçе мĕнрен пуçăнтăр?

— Пĕччен мар, кооперативпа пурнăçланă ĕç ку. Бизнес-идея çуралсан çĕр шырама тытăнтăм. Плансемпе, ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов патне пытăм. Вăл пирĕн шухăша ырларĕ, районшăн тупăшлă ĕç пулнине ăнланса пулăшма шантарчĕ. Ял хуçалăх мини-стерстви пуçаруллă кооперативсене грантпа хавхалантарнине пĕлтĕм. Хампа пĕр шухăшлă хуçалăхсемпе, фермерсемпе пухăнса кооператив йĕркелерĕмĕр. Тахçан Еншик шкулĕ пахча çимĕç лартса ӳстернĕ 5 гектар çĕр пушах выртнă. Аукцион урлă çĕре 49 çуллăха тара илтĕмĕр. Кайран проект ĕçĕ пуçланчĕ. Ăна хатĕрлемешкĕн 3,5 миллион тенкĕ тухса кайрĕ. Министерствăн конкурсне хутшăнса çĕнтерӳçĕсенчен пĕри пулса тăтăмăр. 40 миллион тенкĕ гранта тивĕçрĕмĕр. Хамăрăн укçа-тенкĕ 50 миллион тенкĕрен те ытла тăкакланчĕ.

— Мĕншĕн шăпах аш-какай енĕпе ĕçлеме палăртрăр-ха?

— Шкулта пĕрле вĕреннĕ лайăх юлташ /чунĕ çӳлти патшалăхра пултăр ĕнтĕ халĕ/ Кама беконĕн комбиначĕн Тутарстанри дистрибьюторĕччĕ. Эпир унпа çыхăну тытаттăмăр. Вĕсен организацине Чăваш Республикинче суту-илӳ енĕпе ĕçлекен представитель кирлине пĕлтерчĕ. Маншăн ку ĕç ютах марччĕ. Хăй вăхăтĕнче эпĕ Раççейри чи пысăк кондитер фабрикин холдингĕн пирĕн енчи районсен — Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски — суту-илӳ представителĕ пулнă. Кайран Чăваш Енре тата Мари Элта сутакан пая ертсе пытăм. Юлташăм сĕнсен килĕшрĕм. Хамăн бизнес та аван пыратчĕ. Автосервис уçнăччĕ те çынсене ĕçлеттереттĕм. Çĕнĕ ĕçре сысна какайне хамăр республикăра сутакан сете сармаллаччĕ. Пасарсемпе, павильонсемпе калаçса татăлмаллаччĕ. Чăваш Енре сысна пусса тирпейлекен цех çукчĕ те пахалăхлă какай турттарас тĕлĕшпе конкуренци питĕ вăйлă пулман. Камăри комбинатра та нумай хутчен пултăм, унтан нумай вĕрентĕм. Суту-илӳ ĕçне аван пĕлекен пулса çитрĕм. Вара хамăн та сысна какайĕпе сутă тума кăмăл çуралчĕ.

— Грант укçипе епле усă куртăр?

— Строительствăна ятăмăр тата оборудовани туянтăмăр. Патшалăх çавăн пек пулăшу панă чухне унпа усă курмаллах. Подрядчик цеха кĕске вăхăтра çĕклерĕ. Хатĕрсене Мускавран илсе килтĕмĕр. Унтан икĕ специалист çитсе вĕсене пуçтарма пулăшрĕ, вĕрентсе хăварчĕ. Хамăрăн çынсем те халĕ аванах чухлаççĕ.

— Кăçалхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче эсир официаллă майпа уçăлтăр. Сирĕн пата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев килсе хисеп турĕ.

— Ку пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ, питĕ савăнтарчĕ. Олег Алексеевич кун пек проектсене аталантарма, хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен çĕнĕ йышши предприятисем уçакансене малашне те пулăшма шантарчĕ. Пĕрремĕш кунхине 50 пуç пусрăмăр. Сыснасене ытларах Патăрьел районĕнчен илсе килетпĕр. Çавăн пекех Тутарстанран, Мордваран, Иваново облаçĕнчен туртта-ратпăр. Цехра 16 çын ĕçлет, пĕр сменăра — 8-ăн. Çурла уйăхĕнче çын тупма йывăрччĕ. Кайран шалу вăхăтра тӳлени, апат çитерни, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерни пирки «сараппан радиопа» илтсен пирĕн патра ĕçлес кăмăллисем йышланчĕç. Мускавран пăрахсах килеççĕ. Пурте çывăхри ялти çын-сем, кашниех сысна пусса курнă. Производствăра конвейер линийĕ: кашни хăйĕн ĕçне пурнăçлать. Пурне те вĕрентнĕ, ăнлантарнă. Дисциплина питĕ çирĕп. Пур çĕрте те видеокамера ӳкерет. Виçĕ хутчен асăрхаттармастпăр, ӳсĕрле пĕрре лексенех сыв пуллашатпăр. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çуртăрсем хăтлă пулччăр!

Республикăра нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн вăрахлăх программи, 30 çуллăха — 2043 çулччен — палăртнăскер, çичĕ çул ĕçлет ĕнтĕ. Специалистсем хакланă тăрăх, ку — çурт-йĕре çĕнетмелли чи пысăк программа. Ăна мĕнле пурнăçлани çинчен Вячеслав Долговпа, Республикăн нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕн фончĕн генеральнăй директорĕпе, калаçрăмăр. Çак фонд çурт-йĕр хуçисен тĕллевлĕ укçине пухать, юсав ĕçĕсен саккасçин тивĕçне пурнăçлать, тăкаксем валли укçа уйăрать.

Капиталлă юсав — метрсемпе, тенкĕсемпе

— Республикăн капиталлă юсав программи 2014 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлет, — терĕ Вячеслав Владимирович. — Унта 5-рен ытларах хваттерлĕ мĕн пур çурт кĕрет. Пĕтĕмпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 5236 çурт, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 16 миллион ытла тăваткал метр. Программа 2043 çулччен вĕсенче капиталлă юсав пурнăçлассине палăртать.

Çичĕ çулта ĕçсене 1,6 пин ытла çуртра туса ирттернĕ: 5 миллион тăваткал метр — тĕрĕссипе, вăрахлăх программăна кĕртнĕ çуртсенчен кашни виççĕмĕшне юсанă. Ку ĕçсене пур енĕпе те пурнăçланине пĕлтермест, анчах юсав шăпах çакăн чухлĕ çурта пырса тивнĕ: нумайăшĕн тăррине çĕнетнĕ, теприсен инженери коммуникацийĕсене, ыттине юсанă. Вĕсенче 260 пин патнелле çын пурăнать. Урăхла каласан, республикăра пурăнакан кашни пилĕк çынран пĕри пурнăç условийĕсем лайăхланнине туйнă.

— Çĕнĕ çуртсем вара? Вĕсем те вăхăт иртнĕ май кивелеççĕ вĕт. Программа 2043 çулта вĕçленет тĕк — вĕсен юсав пуласса шанмалли çук-и?

— Хăйсен черетне кĕтеççĕ — вăхăчĕ çитсен вĕсем те программăна кĕрĕç. Çĕнĕ çуртсем тĕлĕшпе моратори пур, вăл хальлĕхе 4 çул та 11 уйăхпа танлашать. Тин хута янă çуртсем тĕлĕшпе застройщиксен 5 çуллăх гарантийĕ вăйра, моратори вăхăтне шăпах çакна тĕпе хурса палăртнă. Çак тапхăрта хваттерсен хуçисем капиталлă юсав укçине хывмаççĕ. Чăн та, çывăх вăхăтра вăл кĕскелме пултарать. Программăна тăсмалли вăхăт тĕлĕшпе регионсем хăйсем йышăну тăваççĕ, хăшĕсем ăна тăснă та ĕнтĕ: пилĕк çуллăха — 2049 çулччен. Шăпах — çĕнĕ çуртсен шучĕпе. Чăваш Ен те çакнашкал йышăну тума пултарать.

483 лифта юсарăмăр

— Тӳлевсен пысăк пайĕ фондра «пĕрлехи хуранта» капланать. Анчах укçана ятарлă шутсем çинче пухакан çурт та сахал мар. Унпа мĕнле усă курнине кам сăнаса тăрать? ТСЖ ертӳлĕхĕ машина, премисем валли тăкакламĕ тесе шантарма пулать-и?

— Чăнах та, чылай çурт ятарлă шут уçнă, вĕсен хуçи Капиталлă юсав фончĕ те, УКсемпе ТСЖсем хăйсем те пулма пултараççĕ. Ятарлă шутсем çинче паян 1,5 миллиард тенкĕ патнелле пухăннă. Укçа пухнине, унпа усă курнине, ыттине Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн специалистсем пур — çав шутсен хуçисем ыйтнипе консультаци пама, тунă ĕçсене йышăнма пултаратпăр. Унашкал ыйтусем тупăнаççĕ: пирĕн сотрудниксем вырăна тухса ĕçсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ, вĕсене пурнăçлас енĕпе сĕнӳсем параççĕ.

Çурт-йĕр кодексĕн 166 статйи капиталлă юсав укçипе пурнăçламалли ĕçсене çирĕп чикĕлет. Ятарлă шутсем уçнă банксем те укçапа усă курнине тимлĕ сăнаса тăраççĕ. Хуçа мĕн те пулин юсама тĕв тунă тăк — банка подряд килĕшĕвне тăратмалла. Пуçлăхсем валли эсир каланă пек автомобиль туянаймаççĕ, преми валеçеймеççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Киле сывă таврăнаясси пирки шухăшламан»

«Пуç çийĕн пульăсем шăхăрса иртни пурнăçа хаклама вĕрентрĕ. Тĕрĕссипе, киле сывă таврăнаятăп тесе шухăшламан. Вертолета «Груз 200» тиенĕ чухне шухăшсем хама çӳçентеретчĕç. «Санăн çавнашкал шăпа пулчĕ ĕнтĕ. Ыран, тен, мана çапла ăсатĕç?» — куçне Чечня çĕрĕнче яланлăхах хупнă салтаксемпе хам ăшра çапла калаçса сыв пуллашаттăм», — каласа кăтартрĕ Чечня вăрçине хутшăннă Николай Иванов.

Пĕрешкел ятлă, хушаматлă икĕ чăваш. Турă çын валли мĕнле ăраскал çырнине пĕлме çук. Пурнăç — пĕрре. Вăл йывăр-и, çăмăл-и — ăна юратмалла. Чылай чухне йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивет. Шăпаран иртеймĕн. Арçынсен кун-çулĕнчи чи пысăк яваплăх çавнашкал — Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла. Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Иванов та ав 1994 çулта шкултан вĕренсе тухнă, тепĕр çулхине салтак аттине тăхăннă. «Çав вăхăтра телевизорпа Чечня вăрçи çинчен кунĕн-çĕрĕн кăтартатчĕç. Хамăн çар тивĕçне пурнăçламалли çул ăçталла выртнине çавăн чухнех тĕшмĕртнĕ эпĕ. 1995 çулхи хĕлле, раштавăн 22-мĕшĕнче, Чăваш Енрен 55 çамрăк тухса кайрăмăр. Хабаровск крайĕнчи Амур çинчи Комсомольск хулине çитрĕмĕр. Сосновка поселокĕнчи сержантсен шкулĕнче вĕренӳ курсĕ витĕр тухнă хыççăн, 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Чечня Республикине кайма тиврĕ. Хамăр районти Анаткас каччипе тăван тăрăхран тухса кайнăранпах уйрăлмарăмăр. Пирĕн унпа хушамат та, ят та пĕрешкел. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăничченех пĕртăвансем пек пурăнтăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ Николай Михайлович.

«Çынна пемен эпĕ, тăшмана çеç». Николай Иванов тăракан çар чаçĕ Чечня Республикинчи Урус-Мартан хулипе Гехи-Чу ялĕ хушшинче вырнаçнă. Пирĕн салтаксем «Северный» аэропорта, Урус-Мартана, вырăнти çынсене тăшманран сыхланă, боевиксене кĕртмен. Хăйсем палаткăсенче пурăннă. Николай Михайлович каласа кăтартнă тăрăх, вырăнти халăхшăн эсĕ кăнтăрла — кĕтнĕ хăна, каçхине вара тăшман вырăнĕнче пулнă. Çавăнпа асăрханулăха çеккунтлăха та çухатма юраман. Чечняра ачасем те хĕç-пăшалпа усă курма пĕлнĕ, кирек хăш вăхăтра та пеме пултарнă. Тепĕр тесен, вăрçа лексен пăшалран перессинчен пăрăнайăн-и вара?

Вăрмар каччин те ăна авăрлама тивнĕ — çар уставĕ, аслисен хушăвĕ çапла ыйтать. Пĕррехинче вĕсене апат-çимĕç пырса паракан вертолета боевиксем асăрханă та персе антарма хăтланнă. Пирĕн салтаксем çакна вăхăтра сиссе вертолета йĕркеллех анса ларма май туса панă. «Çынна пемен эпĕ, тăшмана çеç», — тет паян Николай.

«Тăраниччен шыв ĕçсе курман». Кунпа çĕре уйра ирттерекен салтаксене тушенкăпа, çĕр улмипе, кишĕр-купăстапа, çăнăхпа тивĕçтернĕ. Командовани Урус-Мартанра пурăнакансемпе калаçса татăлса çăкăр пĕçерттернĕ.

«Эпир çăнăх панă, вĕсем пире — çăкăр. Тата çав хуларан шыв кайса илеттĕмĕр. Ытти çăл куçран ĕçме юраман, мĕншĕн тесен тăшман наркăмăш ярса хăварма пултарнă. Шыва резина резервуарсене тултарса илсе килеттĕмĕр, ăна ятарласа хураллаттăмăр, никама та пыртармастăмăр. Нормăпа çеç илнĕ, мĕншĕн тесен çăвăнма та çав шывпах усă курнă. Ĕçме пĕр фляжка тиветчĕ. Халĕ лайăх астумастăп: вăл те пĕр кун валличчĕ, те çур кунлăха çеçчĕ. Шыва тăраниччен ĕçсе курман», — вăрçă витĕр тухнă Николай Ивановăн калаçăвĕ чуна тата ытларах ыраттарчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Шур шăлаварлă тарçă

Василь Васильч шкапĕнчи вун çичĕ шурă шăлаварĕнчен пĕрне суйласа илчĕ те йăпăр-япăр тăхăнса ячĕ, сарлака галстукне те çыхма манмарĕ. Пенси ӳсĕмĕнчи арçын темерĕн — халăх çине яка тумланса тухма шутсăр кăмăллать вăл: газ кăмаки çинчен анман кушак аçи те хăйма çиме утериех юратмасть пулĕ.

Çапла курнăçланма сăлтавĕ те пур унăн — предприяти ертӳçи, ĕмĕрхи депутат. Хăй ертсе пыракан кантурта та васкаса татса памалли ыйтусем пур-ха та — тармĕç. Пĕри те çăкăр ыйтмасть — вĕсем патне уйăхранмĕнрен таврăнсан та тем мар. Е питех хыпалантарсан çумсене «тиеме» пулать. Халĕ урăх самана — суйлавра выляса яма юрамасть, унсăрăн тăрантасран пăрахса хăварĕç те кайран аса та илмĕç. «Пĕр уйăх халăх умĕнче тăпăртатăп та пилĕк çул хам ташлаттарăп», — хăйĕн шухăшĕнчен хăй те хăрамарĕ Василь Васильч.

А, мĕн хăрамалли пур — çамрăклах хăнăхнă вăл. Чи кирли — хăйĕнчен çӳллĕрех тăракансемпе ваç-ваç пулмалла, вĕсен хӳттине кĕрсе кирлĕ вырăнта килĕшӳллĕ сăмах каламалла. Кун пек чухне чĕлхи çине сар çу сĕрсех йăпăлтатать: ырлать, каçăхса кайса мухтать — сăпкара та пĕрлех выртнă, пĕр амăшĕн кăкăрне ĕмнĕ тейĕн: çурăмран лăп-лап çапса пĕртăванĕ пулнине кăтартманни кăна. Влаç тăрантасĕ çинчен ӳксе юлас мар тесех хăй тăракан парти çывăхĕнчисемпе те йăл-йăл çиçсе калаçать, килне таврăнсан вара, тепĕр чухне ĕç сĕтелĕ хушшинчех, умлăн-хыçлăн çăхав çырать: пĕрне хурласа, теприн ятне ярса… Çăхав çырас тĕлĕшпе награда парас пулсан-и — ăна вăл чи малтан илĕччĕ: суя суйма пĕлет, шăрçала-шăрçала чĕлхи якалса çитнĕ… Е награда тенĕрен, унăн вĕсем ахаль те кăкăрĕ тулли, пурне те çаклатсан йĕм тĕпĕ таранах çакăнса тăрĕç: пушар хуралĕ, спорт комитечĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, çырава ăнăçлă ирттернĕшĕн панисем... Анчах халăх умĕнчи сумлă ĕçсемшĕн тивĕçни темшĕн курăнмасть — çакса тухма манать-ши?..

«Халăх тарçи» темерĕн — ют çĕршывра кăларнă ĕç машинине меллĕн вырнаçса ларчĕ вăл. Транспорт хускалчĕ, шурă хуларан тухса районалла вĕçтерчĕ. Депутат çĕрĕпе те çывăрман тейĕн. Çăхав çырнă-ши — харлаттарсах çывăрса кайрĕ. А, тепĕр тесен, мĕншĕн çывăрас мар? Ĕç машини — кут айĕнче, ĕç кунĕ пырать, вырăнти чиновниксем хуларан кирлĕ çын килет тесе «элитнăй» эрех-сăрине, хаклă йышши кăлпасси-шăрттанне спонсор шучĕпе райпо лавккинчен йăтса каçнă, ку тăрăхри фермерсенчен кучченеç пуçтарса тулли темиçе хутаç хатĕрлесе хунă, халăхне сивĕ клуба чĕнсе тултарнă…

«Времена меняюцца, жисень меняйăтся», — халăх лăпланассине кĕтсе пĕр вăхăт шăп тăнă хыççăн тутине ун-кун пăркаласа сăмахне пуçларĕ депутат, пухăннă ял-йыша юлашки вăхăтра хута янă ФАПсене, çынсем хăйсен укçине хушса тутарнă пушар машинин гаражĕсене, кĕтӳ хапхисене пӳрне хуçлатса аса илтерчĕ. Самани улшăннăран халĕ халăхĕ те ĕлĕкхи мар çав: пĕри те тепри сĕт мĕншĕн хакланманни, çулсене юсаманни, автобуссем çӳреме пăрахни çинчен каларĕç. <...>

Мунча ЯКУРĔ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.