Комментировать

16 Дек, 2021

Тантӑш № 48 (4767) 16.12.2021

Миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ

Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурс çинчен илтмен шкул ачи пур-ши? Çамрăксене çул уçса паракан анлă проект РФ Президенчĕн пуçарăвĕпе кун çути курнă. Унта хутшăнакансен хăйсен пĕлĕвне, хастарлăхне кăтартса грант выляса илме шанăç пур. Иртнĕ çул старт илнĕ «Пысăк тăхтав» конкурса кăçал 2,5 млн яхăн шкул ачи хутшăннă, 1 500-ĕшĕ финала тухнă. Чăваш Енрен Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче иртнĕ тупăшăва 15 вĕренекен кайнă, пиллĕкĕшĕ грантпа таврăннă. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти 56-мĕш шкулта ăс пухакан Игорь Александров. Вăл пĕр миллион тенке тивĕçнĕ.

Командăна та, ачана та хакланă

«Пысăк тăхтав» конкурс — шкул ачисене хăйсен вăйлă енĕсене, пĕлĕвне, пултарулăхне кăтартма май паракан проект. Унăн тĕллевĕ — çамрăксене ăнăçу çулĕ çине тăма пулăшасси: пĕр-пĕринпе хутшăнма, шухăшлава, лидер енĕсене аталантарма тата командăра ĕçлеме хăнăхтарасси. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ çуркуннех иртнĕ. Ун чухне ачасем хăйсен проекчĕсене дистанци мелĕпе хӳтĕленĕ. Игорь унта çынсене яланхи ĕçсене хăвăртрах пурнăçлама пулăшакан «Движ» миниприложени тăратнă. Вунпĕрмĕш класра вĕренекеншĕн ку çĕнĕлĕх пулман. Игорь иртнĕ çул та конкурса хутшăннă, финала çитсе 200 пин тенкĕлĕх премиллĕ пулнă.

Проектсене ăнăçлă хӳтĕлесе пысăк балл тивĕçнĕ çамрăксем Хусанта иртнĕ çурма финалта вăй виçнĕ, кейс ыйтăвĕсене пурнăçланă. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсене тăпра тытăмĕ япăхланнипе, унăн пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă тема лекнĕ. Командăн кĕске вăхăтрах çак ыйтăва тишкерсе проект хатĕрлемелле пулнă.

— Тăпра тытăмĕ япăхланни — пурнăçра тĕл пулакан пулăм. Ăна татса пама пирĕн мĕн те пулин çĕнни шухăшласа кăлармаллаччĕ. Пирĕн команда спутник тытăмĕ урлă тăпра тытăмне тĕпчесе унăн пахалăхĕ япăх вырăнсенче гидропоника çинче никĕсленнĕ теплицăсем йĕркелеме, пахча çимĕçе шывра ӳстерме сĕнчĕ. Çав вăхăтра çĕр лаптăкĕсене ахаль вырттармалла мар, тăпра тытăмне лайăхлатассипе ĕçлемелле – çакăн пек шухăш патне пырса тухрăмăр командăри ачасемпе. Конкурса хутшăнкансенчен кашниех хăйне евĕр. Пĕри — спутниксем, тепри тăпра тытăмĕ çинчен лайăх пĕлеççĕ. Эпĕ, тĕслĕхрен, гидропоника пирки илтнĕччĕ. Çавăн пек пĕр-пĕринпе канашласа проект хатĕрлерĕмĕр. «Пысăк тăхтав» конкурса хутшăнма математика, вырăс чĕлхи е химии предмечĕсене тарăн пĕлни мар, командăра ĕçлеме, çĕнĕ шухăшсем пама, йывăр лару-тăрура пулăшу кӳме пултарни пĕлтерĕшлĕ. Профильлĕ пĕлӳ пулмасан та сĕнӳпе тухмалла е тепĕр çыннăн шухăшне вĕçне çитерме тăрăшмалла, — палăртрĕ Игорь.

Экспертсем командăна кăна мар, кашни ача мĕнле ĕçленине хакланă, ыйтăва татса пама мĕнле сĕнӳсем панине пăхса-сăнаса тăнă, балсем лартнă.

Тĕрлĕ енлĕ ыйтусем

Финала ачасене кейс заданийĕсене пурнăçланине тата проектсене хӳтĕленине кура суйласа илнĕ. 56-мĕш шкул вĕренекенĕ те чи маттуррисен йышне лекнĕ. Игоре тата республикăри тепĕр 14 ачана чӳк уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «Артек» ача-пăча центрне финала йыхравланă. Кунта та ачасем командăсене пайланса кейс ыйтăвĕсене пурнăçланă. Хальхинче ӳнер, пултарулăх, вĕрентӳ технологийĕсем тата общество сферисене аталантаракан проектсем хатĕрлемелле пулнă. Игорь пĕрремĕш ыйтупа ĕçлекен командăна лекнĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Ученица, которой гордится школа

«Мне интересно все», – так говорит ученица 6-го класса Милана Иванова. Она любит рисовать, петь, интересуется дипломатией, углубленно изучает английский язык. Милана обучается в кадетском классе и является членом школьного поискового отряда «Патриот». В ее дневнике только «5» и «4». По мнению девочки, большая заслуга в этом в ее семье, которая прививает ей качества ответственного, дисциплинированного, порядочного, скромного человека.

В школе Милана зарекомендовала себя как любознательная, всесторонне развитая, интересующаяся всем ученица. Ее отличает оригинальность мышления, нестандартность подхода к решению задач и проблем. Милана обладает хорошей памятью, широким кругозором. Она интересный собеседник, так как много читает, интересуется разными областями знаний. Логика сочетается в ней с творческими способностями, умением организовать свою деятельность.

На протяжении всех лет обучения в школе Милана участвует в олимпиадах, конкурсах разного уровня. Много раз становилась победителем и призером. В этом году ей посчастливилось побывать в Международном детском центре «Артек». Она стала финалистом Всероссийского конкурса среди школьников 5-7-х классов. На первом Международном конкурсе-фестивале «Революция искусств» Европейской Ассоциации культуры стала лауреатом II степени.

Она – победитель городского конкурса «Известные личности, прославившие Чувашию» и республиканского конкурса декламации стихов о войне на английском языке, призер городских конкурсов сочинений и исследовательских работ: «Герои тыла», «Герои моей семьи», «Правнуки о войне».

В этом году Милана вступила в ряды Российского движения школьников (РДШ) и начала активно участвовать в различных проектах. <...>

Ирина НИКОЛАЕВА, учитель чувашского языка.

Чебоксары, 36-я школа.

♦   ♦   ♦


В музее Боевой Славы

Недавно ученики 2-го класса посетили музей Боевой Славы, который находится в здании 57-й школы. Атмосфера напомнила о войне, о людях, которые ушли и не вернулись, о том, какой ценой далась Победа нашему народу. Ребята, затаив дыхание, слушали рассказ экскурсовода о Великой Отечественной войне, о героических подвигах земляков на фронте и в тылу врага, о боевых наградах, внимательно рассматривали экспонаты. Здесь представлены письма, документы, газеты, фотографии военных лет. Экспонаты музея вызвали большой интерес и восторг у детей. Школьники с интересом рассматривали пушечные гильзы. Ребята были желанными гостями в музее и каждому были даны ответы на интересующие их вопросы. В музее также были стенды с фотографиями, документами, биографиями, письмами, книгами. <...>

Ирина ОРЛОВА, учитель начальных классов.

Чебоксары, 24-я школа.

♦   ♦   


Чуна тыткăнлакан калав

Эпĕ ытларах чăвашла вулама юрататăп. Ӳсĕм шайĕпе пурнăç, юрату, çемье темисемпе çырнă кĕнекесене кăмăллатăп. Пурнăçра тĕрĕс утăмсем суйласа илме вуланă хайлавсенчи пулăмсемпе сăнарсем те чылай пулăшаççĕ.

Ольга Австрийскаян «Чăлах пуканесем» калавĕнчи геройсен умне кăткăс ыйтусем сиксе тухаççĕ: мĕн тумалла тата мĕн тусан аванрах пулать? Паллах, хуравне çын хăй çеç тупаять. Йăнăшрăн тăк, тен, эсĕ ăна нихăçан та тӳрлетейместĕн. Асăннă калава хумханусăр, куççуль кăлармасăр вулама май çук. Хĕрарăм хырăм пăрахни, пурнăçри йывăрлăхсене пĕччен татса пама ансат пулманни — çак шухăшсене хускатнă кунта автор. Ку тапхăрта пирĕн хамăрăн шалти туйăма итлеме пĕлмелле, çывăх çынсемпе сӳтсе явмалла. Шел те, хайлаври тĕп сăнарсенчен пĕрне, Любăна, тăванĕсем тĕрĕс канаш парайманран вăл пысăк йăнăш тăвать. Пĕррехинче унăн аслă хĕрĕ Анисса хăрушă тĕлĕк курать. Вăл тĕлли-паллисĕр тĕттĕм, хăрушă вăрман витĕр чупать пек, ниçта та çăлăнăç курăнмасть. Таçтан пуйăс тупăнать, хĕрача унта сиксе ларма ĕлкĕрет. Апла пулсан ăçта та пулин çитме пултаратех.

Вакунсенче пуканесем çеç. Вĕсем те тĕрĕс-тĕкел мар, пĕри тепринчен хăрушăрах. Çаксене çут тĕнчене киличченех тиркенĕ. Айăплисем вара – амăшĕсемех. Пĕрисене чун, ăшăлăх, юрату парнелеççĕ, теприсене тĕпсĕр çырмана пăрахаççĕ. Хăрушă пуканесен сăнарĕсем Аниссан пуçне ăçтан кĕме пултарнă-ха? <...>

Анастасия БОРЗАЕВА, 10-мĕш класс.

Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.