Çамрăксен хаçачĕ 49 (6397) № 16.12.2021
«Ачана тинĕс хĕррине илсе кайма ĕмĕтленетĕп»
2017 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче аслатиллĕ çумăр чашлаттарса çунă. Çав кун Мария Цыганова тĕпренчĕкне питĕ йывăррăн çуратнă. Вăхăт иртсен тухтăрсем хĕрача йывăр чирпе нушаланнине пĕлтернĕ.
Тĕпренчĕкĕме аран туртса кăларчĕç
«Эпĕ Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте çуралнă. Шкул пĕтерсен Шупашкарти кооперации техникумĕнчен экономист-бухгалтера вĕренсе тухрăм. 2016 çулта Çĕнĕ Ахпӳрт каччипе Александрпа çемье чăмăртарăмăр.
Чĕре айĕнче пепке тĕвĕленсен тухтăрсем вăл йĕркеллех аталаннине пĕлтерчĕç. Шупашкарта тунă юлашки скрининг та çакна çирĕплетрĕ. Çуратма вăхăт çитсен япаласене пуçтарса больницăна выртма кайрăм. Тухтăрсем манăн купарча ансăррине палăртсан çуратма хулана кайма сĕнчĕç. Иккĕленме тытăнтăм: мĕн тумалла? Упăшкапа канашларăм та вăл мана Канаша илсе кайрĕ. Тухтăр йышăниччен икĕ сехет кĕтрĕмĕр. Ку вăхăтра Шупашкара та çитме пулатчĕ. Канашра мана вырттарчĕç. Упăшка яла кайрĕ.
Авăнăн 2-мĕшĕнче каçхи 10 сехетре хырăм касма тытăнчĕ. Медсестра тăхтама ыйтрĕ. Ыратнине чăтсах çĕр каçрăм. Ирхине 5 сехетре пост патне тепĕр хут пытăм.
«Часах смена улшăнать. Çавăн хыççăн çуратма илсе кайĕç», — терĕç те каллех тăхтама каларĕç. Унтан мана тухтăр пăхрĕ, «Сирĕн çинчен маларах пĕлтернĕ тĕк «кесарево» тăвăттăмăр. Мĕншĕн никам та каламан? Кам пăхнă?» — терĕ вăл. Тепĕртакран тепĕр тухтăр пăхрĕ. «Кăнтăрла хыççăн çурататăн. Ан кулян, сан пек ансăр купарчаллисене пайтах çураттарнă», — тесе лăплантарчĕ. Кăнтăрла иртсен шыв кайтăр тесе хăмпа шăтарчĕç. Кардиотокографи /варти пепкен чĕре таппине тĕрĕслени/ тунă вăхăтра çутă пĕтрĕ. Ачана, тен, ун чухнех сывлăш çитмен. Пилĕк тĕлĕнчен тата хытăрах ыратма тытăнсан çуратмалли пӳлĕме илсе кайрĕç. Тем пек хытă тăрăшсан та ача тухмарĕ, хĕсĕнсе ларнă пек туйăнчĕ. Ăна вакуум-экстракци мелĕпе кăларма йышăнчĕç. Эпĕ шутланă тăрăх, процедурăна 7-8 хут турĕç. Ачана аранах кăларчĕç. Вăл кăшкăрса ямарĕ. Акушер та, медсестрасем те юнланса пĕтрĕç. Манăн юн нумай кайнă, темиçе хут та тăна çухатрăм. Нимĕн каламасăр ачана илсе тухса кайрĕç. Шупашкартан реанимаци бригадине чĕннине илтрĕм. Пӳлĕмре пĕчченех юлтăм, хĕрĕм чĕрĕ-и е çук-и — нимĕн пĕлмесĕр выртрăм. «Калăр-ха мĕн те пулин. Ман пата упăшка шăнкăравлать, ăна мĕн темелле?» — тесе макăртăм. «Шупашкартан тухтăрсем килсен йăлтах пĕлтерĕç», — пулчĕ кĕске хурав.
Телефон пĕр чарăнми шăнкăртатрĕ. Чăтаймарăм. «Саша, каçар, эпĕ ача ăçтине те, вăл чĕрĕ-и е çук-и — ăна та пĕлместĕп. Нимĕн те каламаççĕ», — терĕм ĕсĕклеме чарăнаймасăр. Хамăн йăлтах ыратать. Ача «çума» хатĕрленнĕ тăвансемшĕн ку хыпар шок пулчĕ. Мăшăрăм ман пата килме тухассине пĕлтерчĕ. Больница умĕнче вăл пирĕн ачана кувезра йăтса тухнине курнă.
Любовь ПЕТРОВА.
Китайра пурăнакан хĕр чăвашла юмахсем çырать
Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, халĕ Китайра ĕçлесе пурăнакан Александра Васильева аякра пулсан та тăван чĕлхене манмасть, чăвашла юмахсем çырать. Нумаях пулмасть унăн тин çеç «пиçсе» тухнă кĕнекин презентацийĕ пулнă. Пултаруллă çамрăкпа интернет урлă çыхăнтăмăр.
Ачалăхри аса илӳсем — кĕнекере
— Александра, пирĕн вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.
— Эпĕ Çĕрпӳ районĕнчи Кăнар поселокĕнче çуралнă. Анне — вĕрентекен, атте тивĕçлĕ канăва тухиччен хуралçăра вăй хунă. Çемьере эпир икĕ пĕртăван, шăллăм пур. Ачалăхăм телейлĕ иртрĕ. Иртен пуçласа каçчен урамра вылянă: пытанмалла, сикмелле, мечĕкле… «Хăнтăр-хăнтăр, кăмака çине персе антăр» ятлă вăйă та пурччĕ. Вăрмана çӳреме юрататтăмăр. Фольклор хорĕнче, ташă кружокĕнче ăсталăха туптарăм. Пĕррехинче, кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне, туссемпе чăвашла сценка лартрăмăр. Алла киçтĕк тытса ӳкерме те пултараттăм.
— Ют чĕлхесемпе хăçан кăсăкланма пуçларăн?
— Пирĕн çемьере вĕренӳ яланах пĕрремĕш вырăнта тăнă. Аттепе анне пахчана е выльăх патне тухатчĕç, мана киле парса янă ĕçсене тума хăваратчĕç. Эпĕ кун пек чухне хама кахал хĕрача пекех туяттăм. Манăн çывăх çыннăмсене пулăшас килетчĕ. 5-мĕш класра пире нимĕç чĕлхи вĕрентме тытăнчĕç. Çав вăхăтрах акăлчан чĕлхин кружокне уçрĕç. Çавăнтанпа ют чĕлхесемпе кăсăкланма пуçларăм. Куçаруçă пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкултан вĕренсе тухсан ăçта каясси пирки иккĕленмерĕм, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕтĕм. 2010 çулта лингвист-куçаруçă специальноçне алла илтĕм.
— Нумаях пулмасть санăн юмахсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Çырас ăсталăх сана камран куçнă?
— Аслă пĕлӳ илнĕ чухне «Студентсен çуркунни» фестивале хастар хутшăнаттăм. Манăн тусăм Олеся çырма юрататчĕ. Эпĕ те пĕррехинче алла калем тытма шухăшларăм. Халĕ ун чухне çырнă калавсене вуласан кулас килет. Çырас ăсталăх пĕчĕк шайра пулсан та çырма чарăнмарăм. Çĕççе хăйрамасан çивĕчлĕхĕ чакнине пĕлсе тăрса эпĕ ăсталăха ӳстерме тăрăшрăм. Тĕрĕссипе, чылайăшĕ çĕнĕ утăма пултараймасран хăранипе тумасть. Эпĕ пĕрмай аталанма тăрăшатăп. Юмахсенче çуралнă тăрăх сăнарланнă. Пирĕн поселок 1959 çулта пуçланса кайнă. Кун пирки калакан халап çук. Çавна май эпĕ унăн историне тĕпчерĕм.
Мана çитĕнекен ăру чăвашла калаçманни пăшăрхантарать. Чылайăшĕ айăпа паянхи пурнăç çине йăвантарать пулсан эпĕ ăна чи малтан хамра шырарăм. Тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн мĕн тума пултаратăп-ха эпĕ? Çапла юмахсем çырăнчĕç. 2017 çулта Францире пулнă вăхăтра пĕрремĕш 10 юмах шăрçаланчĕ. Вĕсене пĕр кĕнекене пухса шăллăма туйра парнелерĕм. Вăл ăна пысăк хак пачĕ. Хавхаланса кайрăм та икĕ эрнере тепĕр 10 юмах çыртăм. Иллюстрацисене та хамах ӳкертĕм. Кăçалхи çуркунне ĕçе вĕçлерĕм. Калавсене виçĕ чĕлхепе пичетлерĕм. Чăвашлине пĕр çыравçă тĕрĕслесе пачĕ, вырăслине Ольга Дружинина редакцилерĕ. Акăлчанла çырнă текста манăн юлташ, çамрăк çыравçă Эллен Харрис, вуларĕ. Вырăсла тата чăвашла текстсемпе чи малтан анне паллашрĕ. Атте вĕсене пичете кăларма пулăшрĕ. Пĕчĕк чухне çулла каçхине ĕне çитерме çӳреттĕмĕр. Çак аса илӳсем маншăн питĕ хаклă. Ку самантсем кĕнекене кĕчĕç. Презентаци вăхăтĕнче ют çĕршыв çыннисене кĕнекери юмахсемпе чăвашла калаçса паллаштартăм. Акăлчанла куçарнине Эллен вуласа пачĕ. Çав кун манăн 16 кĕнеке сутăнчĕ. Китайра кĕнеке пичетлеме питĕ ансат. Пĕр сехетре вун-вун кĕнеке хатĕрлесе пачĕç. Атте Çĕрпӳри типографире 30 экземпляр пичетленĕччĕ. Вĕсене вăл парнелесех пĕтерчĕ.
Любовь ПЕТРОВА калаçнă.
Кĕрт айне пулнă ачасене йытă тупнă
Шăпа Регина Семеновăн кăмăл çирĕплĕхне тĕрĕслесех тăрать тейĕн. Ача чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă, кĕрт айне пулса вилнĕ ывăлне юлашки çула ăсатнă, унтан çине-çинех инсульт пулнă… Этем чĕри çавăн чухлĕ инкеке чăтма пултараять-и? «Çын мĕн чухлĕ тӳсеет, Турă çавăн чухлĕ тĕрĕслев ярать. Эппин, эпĕ çирĕп çын», — тесе чуне лăплантарать Регина Алексеевна.
Тăлăха юлнă
Регина Семенова Çĕрпӳ районĕнчи Хорăнсор ялĕнче çуралнă, кӳршĕ Патăрьел ялĕнчи пĕлӳ çуртĕнче вĕреннĕ. Халĕ вăл тăван шкулĕнчех ачасене вĕрентет. Юратнă ĕçĕ ăна пурнăçĕнчи йывăр самантсем пирки манма пулăшать. Хăш чухне вăл чунра капланнă туйăмсене шурă хут çине сăвăласа куçарать.
«Атте маларах пурнăçран уйрăлнă. Анне Клара ятлăччĕ. Вăл пире качча каймасăрах çуратнăран ăна çынсем сивленĕ. Вăл пĕрремĕш ачине 18-19 çулта мар, 27-ре çуратнă. Кайран ăна качча тухма сĕнекен пулнă, анчах вăл килĕшмен. Анне çуралнă вырăнĕнче пӳрт лартнă, унтан кукамай килĕнчен уйрăлса тухса тепĕр çурт хăпартнă. Эпĕ 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне анне вилчĕ.
Питĕ лайăх астăватăп: 1981 çулхи чӳк уйăхĕнче пичче Саша салтакран таврăнчĕ те икĕ уйăхран, кăрлачра, аннене пытартăмăр. Вăл ялта çынсем патĕнче хăнара пулнă. Çавăн чухне каçхине таврăнмарĕ, хамăр тĕллĕнех çĕр каçрăмăр. Тепĕр кунхине унăн виллине çав çынсен мунчинче тупнă. Унпа мĕн пулнине пĕлместпĕр. Эпĕ — 11-те, йăмăк Галина— 7-ре, тепĕр пичче Петя 14 çулта юлтăмăр. Петя 8-мĕш класс хыççăн Калининград хулине киномеханике вĕренме кайнăччĕ. Хулара ĕçлекен Саша анне вилсен пире пăхма тесе яла куçса килчĕ, колхоза водителе вырнаçрĕ. Кукамая та пирĕн пата илсе килчĕç. Вăл ватăччĕ, куçĕ курмастчĕ, хăлхи илтместчĕ. Петя аякра вĕреннĕрен пĕтĕм йывăр ĕç ман çине тиенчĕ. Саша ĕçрен час таврăнмастчĕ. Çырма тĕпĕнчен шыв йăтма, ай-яй, питĕ йывăрччĕ. Кукамайăн хăлхи илтменрен çынпа ытлах хутшăнмастчĕ. Урамра карчăк-кĕрчĕк пухăнсан унта кайса тăраттăмччĕ те пĕтĕм хыпара пĕлсе килеттĕм. «Юрать, çак ача пур. Веçех пĕлтĕм ĕнтĕ халь», — тетчĕ кукамай.
8-мĕш класс пĕтерсен Канашри педучилищĕне питĕ каяс килчĕ. Ун чухне лайăх вĕренекенсене шкултах хăварма тăрăшатчĕç, пули-пулми аттестат памастчĕç. Ыйтма хăранă, çапах хăюлăх çитертĕм.
«Вĕренме кĕреймесен каялла кил, урăх çĕре ан кай», — хытарсах каларĕ директор Геннадий Сорокин. Манăн аттестатра икĕ «4» кăначчĕ. Тăлăх пулнăран экзамен тытмасăрах вĕренме илчĕç. Саша авланчĕ, вĕсен пĕр ача çуралчĕ. 1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл чĕре чирĕпе тăрук вилчĕ. Петя киномеханике вĕренсе тухсан çара кайрĕ. Вăл Сашăна пытарма килессе шăрăх çанталăкра 4 кун кĕтрĕмĕр. Инкепе Таньăпа тата унăн ачипе, кукамайпа пурăнтăмăр. Пичче Саша питĕ лайăх кăмăллăччĕ, ăна халăх хисеплетчĕ. Пытарнă чухне йĕри-таврари колхозран килчĕç. Малти трактор çăва çине çитсен вĕçĕ ял патĕнче курăнатчĕ. Пурте транспорта кăшкăртрĕç, çав сасă халĕ те хăлхара. Кукамая Саша вилни пирки тӳрех каламарăмăр. Ан пĕлтĕр тесе ăна хулана илсе кайрĕç, пытарнă çĕрте пулмарĕ. Инкен варта тепĕр ача юлнă. Ун чухне УЗИ çукчĕ. Хĕрарăмăн сăнне, хырăмне пăхса арçын ача кĕтрĕмĕр, ăна Саша ят пама палăртрăмăр. 7 уйăхра хĕрача çуралчĕ те Александра Александровна пулса тăчĕ. Кукамай 1997 çулта çĕре кĕчĕ. «Çынна усал ан тăвăр, хăвăр патне каялла таврăнĕ», «Çынпа ырă пулăр» — çапла вĕрентетчĕ вăл пире. Унăн сăмахĕсене яланах асра тытатăп.
Канашра вĕреннĕ чухне тăлăхсене стипенди паратчĕç. Инкене йывăр тесе укçа-тенке перекетлеме тăрăшаттăм, кăшт пухăнтăр тесе аннен йăмăкĕ патне кайса хураттăм. Диплом илсен Ункăçум шкулĕнче ĕç вырăнĕ пур тесен мĕн тери савăнтăм. Тăван тăрăхах килес килетчĕ. Унта çулталăк çурă вăй хурсан качча тухрăм. Аслă Тивĕш каччипе Сергейпа пĕр класрах вĕреннĕ. Ăна салтака ăсатса кĕтсе илтĕм», — ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илчĕ Регина Алексеевна.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Хĕр вăрласа кĕмешкĕн тракторпа çӳреме вĕреннĕ
Вăтăр çулта сусăрлансан та хуçăлман. Александр Грачев шăп çак ӳсĕмре аварие çакланса 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. Çемье, ĕç, чун киленĕçĕ ăна йывăр вăхăтра пулăшнă. «Çынсем эпĕ сусăр пулнине халĕ те ĕненмеççĕ. Инвалидноçе калаçса татăлса тутарнă теççĕ. Ман пек çынсем ĕçлемеççĕ, эпĕ вара чупса çӳретĕп», — терĕ Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕнче пурăнаканскер.
Чухăн тесе хĕрхеннĕ те…
Ун чухне вăл, вăй питти çамрăк арçын, çул çинче пынă. Тăрук ун çине машина пырса кĕнĕ. Александр Викторовичăн аварие лексен купарча шăмми ваннă. Ăна Шупашкарта та, Чулхулара та операци тума килĕшмен. Арçын Хусанти харпăр клиникăна çул тытнă.
«Операцишĕн 500 пин тенкĕ кăларса хума тиврĕ. Çав вăхăтра самай пысăк укçаччĕ, унпа 3 хваттер туянма пулатчĕ. Унтанпа искусственнăй икĕ сыпăпа çӳретĕп. Аваришĕн айăплă çынран, Чĕмпĕр хулинче пурăнаканскертен, нимĕнле компенсаци те кĕтсе илеймерĕм. Ман пата тимĕр-тăмăр илсе килчĕ: çăмăл автомашина вырăнне кивĕ, регистрацилемен, пĕр документсăр ГАЗ-53 пырса лартрĕ. Эпĕ ăна хĕрхентĕм. Вăл çӳхе пальтопаччĕ, кĕççе пушмакпаччĕ. Унашкаллипе кинемейсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çӳретчĕç. Кивĕ машинăпа çитрĕ тата. Ман пата 3 хут пырса кайрĕ. Шелленипе килмессерен кучченеç тыттарса ятăм: пыл, какай… Кайран унпа судлашма тиврĕ. Çакă паллă пулчĕ: вăл пĕр пысăк предприятире пуçлăх заместителĕ иккен, арăмĕ çавăнтах тĕп бухгалтерта ĕçлет, пĕртен-пĕр хĕрĕ — экономист», — пулни-иртнине аса илчĕ арçын. Операцие кайиччен унăн укçа çитменнипе килĕнчи транспортне сутма тивнĕ. Инвалидноç иличчен çулталăк иртнĕ. Больницăра пĕрре мар пулнă вăл. Тухтăрсене, хăй каланă тăрăх, кашнинчех купарча шăмми ыратнине ĕнентерме тивнĕ. Çавах ачаранпах ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскер сусăр тесе ахаль ларман. Çемьене тăрантармалла-çке-ха.
«8-мĕш класра вĕреннĕ чухне пăрçа мĕнле çулнине астăватăп. Пĕр гектар ыйтса илтĕм. Çумра 40-рен иртнĕ хĕрарăм ĕçлетчĕ. Вăл манран маларах пыратчĕ. Ун хыççăн ĕлкĕрес тесе канмасăр çултăм, çапах хăваласа çитрĕмех. Пĕр гектар ыйтса илнĕ чухне аттепе анне мана пулăшма пырасси пирки каланăччĕ. Ун чухне çемьепе, йышпа ĕçленĕ вĕт. Пăрçа çулма йывăр. Анчах аттепе анне ĕçне пула пыраймарĕç. Тепĕр кунхине çав хĕрарăм икĕ ачипе килчĕ. Вĕсем — виççĕн, эпĕ — пĕччен. Вĕсенчен пĕрех юлмарăм. Куçа тар кĕчĕ, куççуль те тухрĕ. Нимĕн те курмарăм, йăлтах тĕтрери пек. Тепĕр кунхине упăшки те килчĕ. Манран иртсе кайрĕç. Эпĕ çавана алăран ямасăр çултăм, макăртăм, хам ăшра аттепе аннене мана пулăшманшăн, уйра пĕччен пăрахса хăварнăшăн вăрçрăм. Çапах пĕчченех ĕçлесе пĕтертĕм», — аса илчĕ Александр Викторович. Вăл колхоз ĕçĕнчен нихăçан та юлман. Электромеханик специальноçне алла илсен яла таврăннă. Пĕр вăхăт комплекс ертӳçи те, çăнăх авăртакан та пулнă. Аварие лекнĕ хыççăн вăл хуçалăхне пысăклатма, выльăх ĕрчетме тытăннă.
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...