Комментировать

13 Дек, 2021

Экспорт хушăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов тĕрлĕ отрасль ĕç-хĕлне çутатрĕ.

Промышленноç производствин индексĕ вун пĕр уйăхра 100,5% танлашнă. Çулталăк кăтартăвĕ, Дмитрий Иванович хакланă тăрăх, пысăкрах пулмалла — ӳсĕм 1,5% танлашмалла. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин кăтартăвĕсем лайăх — кăçал 716 пин тăваткал метр хута кайĕ, пĕлтĕрхинчен 43% нумайрах. Промышленноç предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукцин укçапа виçекен калăпăшĕ 251 миллиард тенке çитнĕ — 2020 çулхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенчи шайран 15% пысăкланнă. Металлургин производство кăтартăвĕ уйрăмах нумай хушăннă — 41%. Çак хушăм хаксем пысăкланнипе кăна никĕсленмен-ши? Министр ку ыйтăва уçăмлатмарĕ. Тепĕр тесен, транспорт хатĕрĕсем, машинăсемпе оборудовани, пир-авăр туса кăларакансен кăтартăвĕсем те ӳсĕмлĕ. Хатĕр металл изделисен, хими, электрооборудовани, тумтир производстви вара чакнă.

Шел, ял хуçалăхĕ те каялла пĕр утăм тунă — производство иртнĕ çулхин 93,7% чухлĕ. Томат, хăяр çитĕнтересси, сĕт, çăмарта туса илесси хушăннă. Каялла туртаканнисем — типĕ çанталăка пула тухăçпа савăнтарман тĕш тырă культурисем, çĕр улми, пахча çимĕç тата аш-какай.

Тĕп капитала хывнă инвестицисем кăçал 55,8 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Çак кăтарту та пĕлтĕрхинчен кăшт пысăкрах пулĕ. Экспорт вара 34,5% чухлех хушăннă. Ĕç укçи те — ӳсĕмлисен шутĕнче: хальлĕхе республикăри уйăхри вăтам шалу 34,4 пин тенкĕ шайĕнче, çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх министр вăл 34,9 пине çитессе шанать, иртнĕ çулхипе танлаштарсан хушăм 10% патнеллех пулмалла. Ку енĕпе Шупашкарсене ăмсанма та пулать — вăтам ĕç укçи 41,7 пин тенкĕ. Тĕп хула хыççăн — Красноармейски районĕ, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисем, Вăрнар районĕ. Список вĕçĕнче — Улатăрсем, вĕсен вăтам шалăвĕ 23 пин тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах.

Ĕçсĕрлĕх пирки каланă май Дмитрий Краснов халăх ĕçлевне пандемичченхи шая тавăрас тĕллеве пурнăçланине çирĕплетрĕ. Ĕçсĕрлĕхĕн чи пĕчĕк кăтартăвĕсем паян — Çĕрпӳ, Муркаш, Канаш районĕсенче. Çакăнпа вице-премьер хăйĕн докладне вĕçлерĕ, пĕрремĕш вице-премьер вара инфляци темине те уçăмлатасшăн пулчĕ. Краснов тӳрех хуравлаймарĕ те — Ноздряковран ӳпкев тиврĕ: инфляципе çыхăннă кăтартусем пысăк пĕлтерĕшлĕ — вĕсене тишкерсе республика Пуçлăхĕн ячĕпе уйрăм çыру хатĕрлеме сĕнчĕ. Регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне сăнлакан докладри цифрăсене Раççейри, Атăлçи округĕнчи кăтартусемпе танлаштарса пĕтĕмлетменнине те вăл çитменлĕх вырăнне хурса хакларĕ. Чăнах та, калăпăр, вăтам ĕç укçине Раççей шайĕнчи кăтартупа, кăçал 56 пин тенке çитмеллискерпе, танлаштарса пăхнă пулсан пирĕн мăнаçланма сăлтав çуккине курса ĕненме пулатчĕ.

www.hypar.ru