Тантӑш № 47 (4766) 09.12.2021
Мускавран çĕнтерÿпе таврăннă
Кăçалхи çуркунне Мускавра онлайн мелпе Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршывăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем» патриот конкурсĕн пирвайхи тапхăрĕ иртнĕ. Унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 300 ытла команда хутшăннă. Çĕнтерӳçĕсемпе финала тухнисен Мускавра хăйсене кăтартмалла пулнă. Вĕсен йышне Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕн кадечĕсем тата Пăрачкав районĕнчи Пăрачкав шкулĕнчи параппанçăсен отрячĕ лекнĕ. Çĕнтерӳçĕ пулса тăнăскерсем чӳк уйăхĕнче Мускава, конкурсăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне, кайма тивĕçнĕ. Çак кунсенче Янкăлч шкулĕн вĕренекенĕсемпе курса калаçма май килчĕ.
Намăс курасран шикленнĕ
— Конкурс яланхи пекех тĕрлĕ номинаципе иртрĕ. Эпир «Стройпа утассине» суйласа илтĕмĕр, ахаль видео ӳкерсе ятăмăр. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен пурĕ 722 ĕç тăратнă. Паллах, çĕнтересси иккĕлентеретчĕ, çапах та хутшăнса пăхас терĕмĕр. Эпир ялти пĕчĕк шкултан çеç, Раççейĕпе илес пулсан вăйлă аталаннă кадет, çамрăк армеецсен класĕсем сахал мар-çке. Кăштахран пире диплом ярса пачĕç, финала тухнă май кĕркунне тĕп хулана чĕнсе илесси пирки пĕлтерчĕç. Авăн уйăхĕнче шкула конкурсăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне хутшăнма ыйтса çырнă йыхрав хучĕ çитрĕ. Саккăрмĕшсем савăннипе мачча таранах сикрĕç. Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче 13 вĕренекенпе Мускава тухса кайрăмăр, — каласа кăтартрĕ Янкăлч шкулĕн ОБЖ вĕрентекенĕ Валерий Петров подполковник.
Конкурс Мускавра Пуçтайăм тăвĕ çинче, Çĕнтерӳ музейĕн Мухтав залĕнче, иртнĕ. Чи малтан пур команда та залра строя тăнă. Конкурса уçнă хыççăн вăрçă паттăрĕсене хисеп туса пĕр ушкăн хыççăн тепри утса тухнă. Конкурсăн юлашки тапхăрне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи 16 команда хутшăннă. Янкăлч шкулĕ вăтам çулсенчи ушкăнсен хушшинче икĕ номинацире çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Маттур кадетсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.
— Паллах, Мускава ăмăртăва каймаллине пĕлсен савăнтăмăр. Икĕ хутлă пуйăса пĕрремĕш хут ларса куртăмăр, купесенче кайрăмăр. Çапах та çул çинче чунра лăпках марччĕ, пăлхантăм. Унта çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи вăйлă ушкăнсем хутшăнаççĕ-çке. Стройпа утнă чухне çухалса кайса юлташсен умĕнче намăс курас марччĕ тесе те шиклентĕм. Паллах, Валерий Васильевич пире вăйлă хатĕрлентернĕ. Çакна та манмалла мар: яланах хатĕр пулмалла, вăйлисенчен тата вăйлăраххисем пур. Мускава кайни ахаль ан пултăрччĕ терĕм. Çывăх çыннăмсем, тăвансем, пĕрле вĕренекенсем çĕнтерӳпе таврăнасса кĕтеççĕ-çке. Пысăк тупăшура пĕрремĕш пулнине пĕлсен калама çук савăнтăмăр. «Чăваш Республики» тенине асăнсанах чĕре кăлт-кăлт! тапма тытăнчĕ, — хăпартланса каласа кăтартрĕ 8-мĕш класри Добрыня Захаров командир. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Есть куда расти
По итогам финала IХ Национального чемпионата «Молодые профессионалы» (WorldSkills Russia), который проходил 25-29 августа в городе Уфа республики Башкортостан, сборная команда Чувашской Республики завоевала 3 золотые, 2 серебряные, 3 бронзовые медали и 12 медальонов «За профессионализм» и заняла 13 позицию из 61 региона РФ. На днях победители, призеры и их наставники получили награды от имени Главы Республики Олега Николаева. Мероприятие прошло в дистанционно-очном формате.
Олег Николаев, поздравляя учеников и студентов с высокими результатами, отметил, что движение «Молодые профессионалы» дает им возможность проявить себя, выстраивать траекторию карьерного роста. Он искренне поздравил молодых людей, которые отличились в этих состязаниях, пожелал им наращивать мастерство и достигать поставленных целей. «Наши ребята успешно выступили и подтвердили уровень средне-профессиональной подготовки на территории республики. 13 место – это высокий результат, но с другой стороны, это показывает, что нам есть, куда расти. Мы постоянно должны наращивать свое мастерство и делать это не для первого места, а для того, чтобы быть лучше всех и стремиться к тем результатам, которые будут удовлетворять нас самих», – отметил он, поблагодарив участников состязаний за терпение, настойчивость и проявленный азарт в соревнованиях.
Министр образования и молодежной политики Дмитрий Захаров подчеркнул, что на сегодняшний день в состав Национальной сборной WorldSkills Russia входят 2 представителя Чувашии по компетенциям «Ресторанный сервис», «Технология мяса и мясных продуктов». Он пожелал участникам успехов, уверенности в своих силах, собранности и целеустремленности.
Стоит отметить, что в период с 2012 по 2021 годы проведено 9 региональных чемпионатов и в них приняло участие более 1800 конкурсантов. Для победителей предусмотрено денежное поощрение в размере 50 тысяч рублей. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Фестиваль «Театральное Приволжье»
В рамках республиканского фестиваля молодежных коллективов «Театральное Приволжье» 7 декабря на сцене ДК Чувашского государственного университета имени И.Н. Ульянова состоялся показ спектаклей «Музыка любви» и «Маяковский».
В этом году принять участие в фестивале изъявили желание пять молодежных коллективов. С постановкой «Маяковский» на сцену вышел коллектив студенческого экспериментального театра пластики «Кафедра». Режиссерами являются Евгений Евграфов и Ирина Гаврилова. Этот одноактный спектакль рассказывает о жизни поэта Владимира Маяковского, о чувствах, которые он проносит через всю свою жизнь. В спектакле роль Владимира Маяковского исполняют Максим Васильев и Вячеслав Краснов, где один из них показывает его душевные переживания через язык тела, а другой все это выплескивает на зрителя словами. В целом, это история о внутренней борьбе чувств поэта и собственных идеалов. Немаловажную роль играет в спектакле и любовь. Какой же ценой далась поэту каждая строчка о любви? Об этом зрителю стоит лишь догадываться.
Студентами Чувашского аграрного университета был поставлен спектакль «Музыка любви». Режиссер – Мария Михайлова. Студентка ветеринарного факультета Ольга Спрыгина исполняет одну из главных ролей.
– На фестивале «Театральное Приволжье» участвую второй год. Наш спектакль – это история о молодом парне по имени Джек. Однажды он оказывается в кафе, где находит свою жизненную цель: работу мечты, своих друзей и любовь. Но путь к счастливому будущему без трудностей не бывает. И Джек всячески пытается их победить. Какие бы ни были трудности, всегда можно их решить, преодолеть, главное, не надо опускать голову – вот чему учит наша постановка, – рассказывает она.
Сможет ли главный герой преодолеть трудности? Ответ на этот вопрос зритель может узнать, посмотрев данную постановку.
Итоги фестиваля «Театральное Приволжье» будут известны 10 декабря. А сегодня покажут свои постановки студенты Кооперативного института и межвузовский студенческий театр «Абрикосовый сад» Чувашского госуниверситета. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш тĕррин асамлăхĕ
«Чăвашăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», — теççĕ. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян историйĕ упранать. Ăна халалласа чӳкĕн 26-мĕшне Чăваш тĕррин кунĕ тесе палăртнă. Унăн пĕлтерĕшне сыхласа хăварас, вĕсем çинчен лайăхрах пĕлес тесе шкулта тĕрлĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Ку çĕнĕ уяв иккĕмĕш хут кăна иртет пулин те пирĕн шкул ачисем кăсăкланни сисĕнчĕ.
Классенче учительсем чăваш тĕррине халалланă презентацисем йĕркелерĕç, эрешпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Дина Петрова ачасене тĕрĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ, унăн кашни элеменчĕ мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕ. Чăваш тĕрри ытти халăхăннинчен кăткăсрах. Вăл тăван халăхăмăрăн историне, иртнĕ кун-çулне сăнлать. Калаçăва хутшăннă ачасем авалхи тĕрĕ-эреш илемĕпе киленчĕç, хăйсен те çак ĕçе хутшăнма кăмăл пуррине палăртрĕç.
Вулавăшра Людмила Михайловна кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Ачасене чăваш тĕрри çинчен калакан кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Чăваш тумĕ çинчен, çавăн пекех тĕрленĕ чухне мĕнле тĕссемпе усă курни пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш тĕрринче хĕрлĕ, сарă, симĕс тĕссем ытларах палăраççĕ. Чăвашсем хĕрлĕ тĕсе вут-çулăм, пурнăç, юрату, хĕвел символĕ тесе шутланă. Симĕс тĕс – йывăç-курăк палли, вăл шанăçа палăртнă, сарă тĕс – хĕвел тĕсĕ, пурнăç паракан. <...>
Валерия АНИСИМОВА, 9-мĕш класс.
Вăрнар районĕ, Калинино шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн
Пирус сывлăха сиен кӳнине пурте пĕлеççĕ. Усал йăлапа пуçласа туслашакансем пĕри те унăн серепине çакланасси пирки шухăшламасть. Анчах та никотин питĕ ултавлă, организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтать.
Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тесе эпир, вĕрентекенсем, тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть пирĕн шкула Людмила Челейкина тухтăр килчĕ. Вăл ачасене пирус тĕтĕмĕ этеме пысăк сиен кӳни пирки каласа кăтартрĕ. Людмила Геннадьевна электрон сигаретсем çинче те чарăнчĕ: никотин виçи пирусра та, электронлă сигаретсен шĕвекĕнче те пĕрех пулнине, çын организмне пĕрешкелех сиен кӳнине пĕлтерчĕ. Эпир, вĕрентекенсем, ачасене сывлăх çинчен тĕплĕн шухăшламалли пирки асăрхаттарсах тăратпăр. Людмила Челейкина тухтăр та сиенсĕр сигаретсем çуккине палăртрĕ. «Сывлăха укçан илме çук, ăна упрамалла», терĕ тухтăр ачасене сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма сĕнсе. <...>
Лариса ЛЕОНТЬЕВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.
Шупашкар, 24-мĕш шкул.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...