Комментировать

9 Дек, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 48 (1225) № 09.12.2021

Хавхалану кÿме — тĕслĕ ялав

Шкул саккипе тахçанах сыв пуллашнă. Апла пулин те унта ирттернĕ савăк самантсем, вĕрентекенсем халĕ те асрах. Чылай çул иртсен шăпах педагогсем ĕнерхи вĕренекенсемпе шкула пĕр тĕвве çыхаççĕ. Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕ кăçал 100 çул тултарать.

Асăннă вĕренӳ учрежденийĕн историйĕпе пĕрле кунта çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани панă вун-вун педагогăн шăпи çырăннă. Манăн куç умне Василипе Анна Грибовсем тухаççĕ. Хăйсен кун-çулĕнче миçе теçетке ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă-ши вĕсем?

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланмассерен ачалăх аса килет. Пуçласа шкулалла сукмак хывни сăнарланать. Хамăн пĕрремĕш вĕрентекене аса илетĕп. Хальхинче каллех унпа ӳкерĕннĕ сăнсене алла тытса хамăн юратнă педагогăн кун-çулне тишкеретĕп.

Анна Самсоновна 1957 çулхи çу уйăхĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче ĕçлеме пуçланă. Каярах ăна Сыпайкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкула куçарнă. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçе хăйĕн тӳпине хывнăскер кунта 36 çул тăрăшнă. Кĕç-вĕç шкул алăкне уçма хатĕрленекен шĕвĕрккесене кĕр çитиччен йăл кулăпа кĕтсе илнĕччĕ вĕрентекен. Пирĕн класс ун чухне шкулăн кивĕ йывăç çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Класа хăюсăр утса кĕнĕ ачасене хамăра килĕшекен партăна, кампа юнашар ларассине суйлама ирĕк панăччĕ Анна Самсоновна. Лăпкă та çепĕç сассипе хăйĕнпе тата вĕренекенсемпе паллаштарчĕ. Хамăрăн тĕп тивĕçе вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш кунĕнче яланлăхах ăса хыврăмăр.

Манăн пурнăçра çеç мар, ытти вĕренекен кун-çулĕнче те питех те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать юратнă вĕрентекенĕмĕр. Кашни ачан харпăр хăй аталанăвĕнче, професси суйлавĕнче, пурнăçа хакласа ăна тивĕçлипе утса тухма тăрăшнинче сумлă педагогăн тӳпи пур тесе шухăшлатăп. Пĕлӳ тĕнчине кăсăклантарса «туртса кĕрсе» каятчĕ, кăмăла çĕклетчĕ Анна Самсоновна. Вĕренӳ пахалăхне лайăхлатма хавхалантарса пыма пĕлетчĕ. Тăтăшах ушкăнсен хушшинче ăмăрту ирттеретчĕ. Эрнере «4» тата «5» паллăсем ытларах пухассишĕн тăрăшаттăмăр. Стенд çинчи кашни ушкăнăн кăтартăвĕсем тĕлне хĕрлĕ, кăвак е симĕс, хура пĕчĕк ялав вынаçтараттăмăр. Никама кӳрентермесĕр пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентетчĕ. Ĕçе çакăн пек йĕркелени пире пĕр тĕвве çыхнă та. <...>

Надежда СЯДАРОВА.
Муркаш районĕ.

♦   ♦   


Сĕт — пурнăç тыткăчи

Шкул программинче ваттисен сăмахĕ нумай. Ачалăхран «Ĕç — пурнăç тыткăчи» текенни уйрăмах асра юлнă. Çавна кăшт улăштарса пурнăç тыткăчине паян сĕтпе çыхăнтарас килет, мĕншĕн тесессĕн ĕçсĕр тăрса юлнă ял халăхĕ шăпах ăна пула тытăнкаласа пурăнать. Пушшех те, патшалăх яллă вырăнсенче тĕпленнисене пулăшма тăрăшать. Çавăнпах-тăр пĕр тапхăр выльăх шутне чакарма пуçланă хыççăн халĕ каллех ӳстерес йăла вăй илме пуçларĕ. «Мĕн ĕçлемелле марри? — вăл ĕне шутне 10 таран çитересси пирки каласан эпĕ тĕлĕнерех пăхнине кура хуравларĕ пĕлĕшĕм. — Трактор, ытти техника пур. Ан ӳркен кăна. Тата — сĕт хакне чакарса ан яччăр. Вара Мускав-мĕн тăрăх ĕç шыраса çӳремĕттĕмĕр».

Самана улшăнни пуринчен ытла ялта пурăнакансене пырса çапрĕ ахăр. Телее, пĕчĕккĕн йăлтах майлашăнса пырать. Чăн та, çĕр ĕçĕнче техникăсăр мала каяймăн. Анчах та районсене командировкăсене çӳренĕ май килсен умĕнче трактор-машина, ун çумне çакмалли тĕрлĕ оборудовани курăннни ял, пĕчĕккĕн пулин те, аталансах пынине кăтартать. Епле пулсан та малаллах талпăнать чăваш.

Çапах та сăмахăм паян сĕтĕн тавлашуллă хакĕпе те, чăваш ĕçченлĕхĕпе те çыхăнман (çакă та калаçтарать хăш-пĕр чухне). Патшалăх пулăшăвĕ улшăнать — çакăн çинчен пĕлтерес килет вулаканăма. Малашне хальхи пек тĕревлесси пăрахăçа тухать, ун вырăнне социаллă контракт йышăнать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çакă ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă. Çавна май Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх тата Ял хуçалăх министерствисене район администрацийĕсемпе çыхăнса ĕçлеме хушнă. «Ĕçсĕр тесе официаллă майпа шута илнисен пысăк пайĕ шăпах ялта пурăнать, — тенĕ Олег Алексеевич. — Çав вăхăтрах вĕсем хушма хуçалăха аван аталантарса пыраççĕ, сĕтрен тупăш кураççĕ».

Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, кăçал республикăра шăпах хушма хуçалăха аталантармашкăн 99 социаллă контракта алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕн пĕр хутчен 100 пин тенкĕ параççĕ. Ăна кирлĕ оборудовани, ял хуçалăх продукцийĕ туянма е вĕренес тĕллевпе тăкаклама юрать. Пурĕ кăçал республикăра 2538 социаллă контракта алă пуснă. Контракта халăх чăнласах ырласа йышăннине çирĕплетнĕ министр. Раççей хыснинчен те региона çак тĕллевпе укçа-тенкĕ ытларах куçнă кăçал. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Истори управçисем

«Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи шырав отрядне тăватă çул каялла йĕркелерĕмĕр. Волхов фрончĕпе çыхăннă экспедицисене хутшăнтăмăр. Пĕррехинче блиндаж чавса кăларнăччĕ. Унта пирĕн 5 салтакăн тата 1 нимĕçĕн кун-çулĕ татăлнă. Тăшмана жетон урлă уйăртăмăр. Салтаксем тĕрлĕ енче выртатчĕç. Блиндаж пĕренисем çуннăччĕ. Ахăртнех, бомба çурăлнă. Пĕр салтак çумĕнче йĕппе çип, тӳме хумалли курупка тупрăмăр. Медальон та пурччĕ. Анчах, шел те, салтак ятне вулама май килмен терĕç», — сăмах илчĕ «Еткерлĕх» отряд ертӳçи Валентина Филиппова экспонатсемпе сăн ӳкерчĕксен альбомне кăтартнă май. Хастарсем хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнине палăртать вĕрентекен.

Етĕрне районĕнчи «Сăрçи шурăмпуçĕ» кану базинче йĕркеленĕ республикăри шырав отрячĕсен «Чĕре ас тăвăмĕ» фестивалĕ виçĕ куна тăсăлчĕ. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку вырăна ахальтен суйламан: çакăнтан инçех мар хӳтĕлев чикки иртет. Çавăнпах окоп чавнă çĕрте асăну палли вырнаçтарчĕç.
Юлашки виçĕ çулта республикăри шырав отрячĕсен шучĕ виçĕ хут ӳснĕ: 49-а çитнĕ. Ку юхăма 700 ытла вĕренекенпе çамрăка явăçтарнине каласа хăвармалла.

2021 çулта Чăваш Ен шыравçисем 14 экспедицие хутшăннă. Çавна май Хĕрлĕ çар 80 салтакĕн юлашкине çĕр çине кăларнă. Григорий Светлаковăн медальонне тупса вуланă. Ăна тăванĕсене панă.

Çак юхăма аталантарас тĕллевпе шырав отрячĕсене республика Пуçлăхĕн гранчĕпе хавхалантараççĕ. Кăçал 450 пин тенкĕ уйăрнă. 5 çулта республикăри 29 шырав отрячĕпе пĕрлешĕве 2,5 миллион ытла тенкĕпе тĕревленĕ.

Ку йыш Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра нумай ĕç пурнăçларĕ. Ачасемпе çамрăксем вĕрентекенсемпе пĕрле терт-нуша витĕр тухнисемпе тĕл пулчĕç, архивсемпе музейсенче кăсăклă информаци шырарĕç. Çĕмĕрлери шыравçăсем уçă вырăнта Сăр хӳтĕлев чиккин музейне хута ячĕç. Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри вăтам шкул ертӳçи Надежда Бундина фестивале хутшăнакансене окоп чавнă вăхăта сăнлакан экспонатсемпе паллаштарчĕ. Авă кăвайт çинче апат пиçет. Ĕç хатĕрĕсене кăтартнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи çи-пуç куç тĕлне пулать. Ахальтен мар Сăр хӳтĕлев чиккипе çыхăннă республика конкурсĕнче шкул музейĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ас тăвăм хальхи çамрăксене чун çирĕплĕхне туйма пулăшнине, йăх-несĕлĕн паттăрлăхĕ вăй-хал хушнине каларĕ. Шырав отрячĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ вăл. Иртнипе хальхине тата вăрçа пула татăлнă шăпасен çиппине çыхăнтарни мĕнешкел пĕлтерĕшли çине пусăм турĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Асăмăрта яланах çамрăк юлчĕç

Анне Елизавета Борисова каласа панинчен Вăрçă пуçланнă çул пирĕн анне 8 çула кайнă хĕрача пулнă. Пурнăç тăршшĕпех киле таврăнайман пиччĕшĕсем çинчен каласа парса, вĕсем хăйне, çемьере чи кĕçĕннине, епле юратнине аса илсе пурăнчĕ. Хаяр вăрçă аслисен тĕрекĕсĕр, унăн ачисене тăвансемсĕр хăварнăшăн пурнăçри йывăр самантсенче чĕрине ыраттарса макăратчĕ. Аннен ыратăвĕ — манăн ырату. Вăрçă хирĕнче пуç хунă куккасене асра тытасси, вĕсем çинчен каласа парасси хамăн тивĕç тесе шухăшлатăп.

Анне аса илнĕ тăрăх, вăрçăччен ялта пурнăç лайăхланма пуçланă. Колхозра туслă ĕçленĕ, ял-йыш хăйĕн савăнăçĕпе хуйхине пĕрле пайланă, эрех-сăрапа айкашакан пулман. Аннен аслă пиччĕшĕ Мартын ялти клуб ĕçченĕнче тăрăшнă.

Кунсерен васкавлă хаçат кăларнă, унăн агитбригади спектакльсем, кулленхи пурнăç çинчен кулăшла сценкăсем тăтăш кăтартнă. 1939 çулта Мартына Совет çарне илсе кайнă. Вăл Украинăра хĕсметре тăнă. Тăван кĕтесре ăна юратнă хĕрĕ, Пăчанар ялĕнчи Татьяна, кĕтнĕ.

Вăрçă хыççăн чылай вăхăт иртсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, çамрăках мар хитре хĕрарăм аннене шыраса килнĕ. Вăл Мартын каланине ас туса пурăннă: «Килте пĕчĕк йăмăк Лиза çитĕнет». Ку Татьяна пулнă. Пĕччен хĕрарăм... «Вăрçă амантса хăварнă чĕрине савнин тăванĕпе тĕл пулса кăштах лăплантарас килнĕ унăн», — тетчĕ анне.

Аслă куккан Мартынăн вăрçăран янă юлашки сăввине ярса паратăп. Вăл танкист, сержант, Т-34 командирĕ пулнă. Чулхула госпиталĕнче сипленнĕ вăхăтра Мартына юлашки хут курма аннен тепĕр пиччĕшĕ, ун чухне вăрçа кайма ĕлкĕреймен 17 çулти Ваня, 200 çухрăм инçĕше çуран кайса илнĕ. Ваня каласа панă тăрăх, суранĕсем йывăррине кура Мартына киле ярасшăн пулнă. Анчах кукка, хăй ыйтнипе, вăрçа татах тухса кайнă та Сталинград патĕнче пуç хунă. <...>

Людмила БОРИСОВА.

Етĕрне районĕ.

♦   ♦   ♦


Хевтесĕрри те чунпа çуралать

«Уява каятпăр». Çак сăмахсем чĕрере мĕнлерех ырă туйăм çуратнине калама та кирлĕ мар-тăр. Çитĕннисен чунне те савăнăç варкăшĕ кĕртекенскер ача-пăчана хăпартлантарни пирки иккĕленӳ çук. Пепке ыттисенчен уйрăмрах тăк?.. Вĕсем, хевтесĕрскерсем, ахаль те халăх хушшине пĕрех май тухса çӳреймеççĕ. Çавăнпа та Сусăрсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче Шупашкарти Ача-пăча реабилитаци центрĕнче çуллен йĕркелекен хаваслă тĕл пулăва йышлăн пуçтарăннинчен тĕлĕнмелли çук. Пухăннисен умĕнче такăнса намăс курас марччĕ тесе Шупашкарта пурăнакан Зина Катерова — «Тăвансемĕр, тав сире!» юррине, Шăмăршă тăрăхĕн ачи Илья Самсонов «Хӳтĕлев чиккисем» сăввине çула тухсан ăшĕнче миçе хутчен аса илнине хăйсем çеç пĕлеççĕ.

Сывлăх енчен хавшакраххисен тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатас тĕллевпе çирĕплетнĕ ятарлă кун çӳлерех асăннă центра сумлă хăнасем те — Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Анастасия Трутнева, Чăваш Ен хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева, ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем — пырса çитрĕç. Чи хаклă хăна — çав кун, раштавăн 3-мĕшĕнче, Шупашкара килсе çитнĕ Раççей халăх артисчĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Дмитрий Певцов.

Ĕçлĕ çынсем реабилитаци центрĕнчи вĕр-çĕнĕ оборудованипе — «Тăмана çурчĕпе» — паллашрĕç. Банк пулăшу кӳнипе хăтлăх кӳнĕ залра тĕрлĕ енпе сусăрланнă ачасен кĕлеткине çирĕплетмелли тĕрлĕ-тĕрлĕ хатĕр /1,5 миллион тенкĕлĕх/ вырнаçтарнă. Хăнасем реабилитаци курсĕсем витĕр тухакан ачасене пӳлĕмре выляса сипленме çав тери килĕшнине курса ĕненчĕç.

Хевтесĕррисен йышĕнче те тĕрлĕ ăмăрту иртет. Уявра «Пултарулăх — чикĕсĕр» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Конкурс йĕркипе килĕшӳллĕн хутшăнакансен ӳсĕмĕ тĕлĕшпе те чикĕ пулманнине палăртмалла. Тупăшакансем тĕрлĕ номинацире онлайн мелпе ăмăртнă. Чи кĕçĕнни 5 çулта пулнине асăнмалла. Чи асли вара — 100 çулта! Перасковья Васюкова Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнать. Кĕркунне пĕр ĕмĕре çитнĕ чăваш хĕрарăмĕ вырăнти пултарулăх ушкăнĕнче юрлама пăрахманни, унăн пурнăçпа туллин киленес туртăмĕ тĕлĕнтерет. Перасковья Ивановна тăван чĕлхепе çырнă хайлавсене шăрантарма питĕ юратать-мĕн.

Юрă-кĕвĕ тĕнчинче пултарулăхпа палăрнисенчен 18 çултан аслăраххисен ушкăнĕнче çĕнтернĕ Татьяна Щербакова ачаранпах юрлать кăна мар, аккордеон та калать. 67 çулти хĕрарăм Кӳкеçри ваттисемпе сусăрсен интернатĕнче пулăшу илет. Социаллă учрежденире иртекен тĕрлĕ уявра Татьяна Ивановнăна итлеме пурте хавас. Хайлавсем хăй те çырать-мĕн вăл.

«Пултарулăх — чикĕсĕр» конкурсра юрлассипех палăрнă /13-рен пуçласа 18 çула çитичченхисен ушкăнĕнче/ Варвара Аниферова Çĕрпӳри интернатра вĕренет. Уява унпа пĕрле килнĕ воспитатель Надежда Иванова Куславкка тăрăхĕнчи çемьере çуралнă хĕрача çав тери хастаррине, унсăрăн шкулти кăна мар, районти тĕрлĕ ăмăрту та иртменнине палăртрĕ. Класра староста яваплă ĕçне пурнăçлаканскер тантăшĕсемпе çăмăллăн хутшăнать, ӳкĕте кĕртме те, хавхалантарма та пултарать-мĕн. Инвалидсен кунĕнче ача-пăча реабилитаци центрне пырса çитнĕ пур хăна та аслă ăрурирсем, кĕçĕн ӳсĕмрисем валли те ăшă сăмахсем тупрĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕк пепке йывăр чире парăнман

Вилĕм патне те çитерме пултаракан чир — коронавирус — хальхи вăхăтра ача-пăчана та сырăнни вăрттăнлăх мар. Республикăри сыватмăшсенчи инфекци уйрăмĕсенче асăннă амакран вун-вун ывăл-хĕр сипленет.

Пĕчĕк Андрей çут тĕнчене пилĕк уйăх каялла кăна килнĕ. Хушăран сывлăша ӳпкене çитерессишĕн те кĕрешме тивнине вара вăл та пĕлме ĕлкĕрнĕ. Шупашкарта тĕпленнĕ Яковлевсен çемйинчи «çĕнĕ кайăк» юпа уйăхĕнче чирлесе ӳкнĕ. Унăн сывлăхне тĕрлĕ сыватмăшра тĕрĕсленĕ. Тĕпчевсемпе анализсем пĕчĕкскере Covid-19 тапăннине кăтартнă.
Арçын ачан ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкине коронавирус епле майпа ерме пултарни çинчен шухăшласа аптранă. Чăн та, вĕсем хăйсем ку амакпа чирлемен.

— Ывăлăма çуратнă хыççăн ăна кăкăр ĕмĕртнине пула вакцинациленмешкĕн тăхтама каланăччĕ. Ахăртнех, хамăр нимĕнле паллăсăр чирленĕ те пепкене ертнĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, эпир килтен питех тухма та тăрăшман, хăна чĕнмен. Ачашăн пăшăрханса пĕр уйăха яхăн асаплантăмăр — сыватмăшра Андрейпе пĕрле выртма ирĕк памарĕç, — Марина Яковлевăшăн аса илме йывăр кунсене куç умне кăларасси ансат мар.

Пепкене типĕ ӳслĕк аптратма пуçланă. Малтанах Яковлевсем хăйсем пурăнакан вырăнти больницăран пулăшу ыйтнă. Унтан вĕсене ача-пăча медицина центрне янă. Пĕчĕкскерĕн сывлăхĕ лайăхланман. Йывăрлансах çитнĕскерне Шупашкарти ача-пăча инфекци больницин реанимации уйрăмне куçарнă. Компьютер томографийĕ пĕчĕкскерĕн ӳпки пĕтĕмĕшле — 100 проценчĕпех — шыçнине кăтартнă. Васкавлăн Мускаври паллă клиникăсен тухтăрĕсемпе çыхăнса консилиум ирттернĕ. Вăхăта çухатмасăр витĕмлĕ сиплев пуçланă. Кислород вăйлă хумĕ айĕнче пепке виçĕ эрне выртнă.

— Реанимаци уйрăмĕнчи тухтăрсемпе медицина сестрисене Андрее тимлĕхрен вĕçертменшĕн чунтан тав тăватпăр. Пĕлетпĕр-çке: чир çав тери каварлă, пĕчĕк кăна йăнăша та каçармасть. «Шурă халатлисем» ывăла кунĕн-çĕрĕн сăнаса тăман тăк инфекцие çĕнтерме май килĕччĕ-и? — чăтса ирттерни çинчен калаçнă чухне çамрăк амăшĕн халĕ те куççулĕ капланать. <...>

Ирина ПУШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.