Комментировать

11 Сен, 2014

Татьяна Архипова - çĕнтерÿçĕ

Вăрмар пики, кросс тата вăрăм дистанцисене парăнтарас енĕпе палăрнă спортсменка çурма марафон чупса çĕр-шыв чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ.

Ăмăрту Пушкăрт Республикин тĕп хулинче Ĕпхÿре иртнĕ, унта 12 регионти 50 ытла атлет вăй виçнĕ. Чăваш Ен чысне РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, 2012 çулта Лондонри Олимпиадăра марафон турнирĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă Татьяна Архипова хÿтĕленĕ. Ача çуратса çулталăка яхăн канура пулнă хыççăнхи пĕрремĕш çитĕнÿ ку унăн. Чемпионатра чи вăйлисенчен пĕри шутланнăскер финишра çĕр-шыври пултаруллă тепĕр марафонçăпа, Омск облаçĕнчи Нина Поднебесновăпа тупăшнă. Пирĕн ентеш пур пĕр ăна темиçе çеккунт кая хăварса дистанцие пĕрремĕш вĕçлеме пултарнă. Унăн кăтартăвĕ: 1 сехет те 13 минут та 33,8 çеккунт.

А.МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.