«Хресчен сасси» 46 (2884) № 01.12.2021
Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче республикăри ырă тăвакансен [волонтерсен] форумĕ иртрĕ.
Чăваш Енре волонтерсен юхăмĕ çулсерен аталанать. Ырă тăвас ĕçе вĕсем такам хистенипе мар, чун туртнипе пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 65 пин волонтер. Кашни районтах вĕсен штабĕсем ĕçлеççĕ. Мĕн пур вĕренӳ заведенийĕнче ятарлă отрядсем йĕркеленĕ.
Ырă тăвакансен ĕçĕ анлă, пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем ватăсене пулăшаççĕ, çухалнă çынсене шырама хутшăнаççĕ, çут çанталăк пуянлăхне сыхлаççĕ, истори еткерлĕхне упраççĕ… Ырă тăвакансемшĕн чи кирли — тавралăхшăн, ыттисемшĕн усăллă, кирлĕ пулни.
Кăçал форума хула-районти, вĕрентӳ организацийĕсенчи волонтер пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, влаç тытăмĕнче вăй хуракансем, ертӳçĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри хастар волонтерсене Хисеп грамотипе чысларĕ. Олег Алексеевич ырă тăвакансен юхăмĕ Чăваш Енре те вăй илсех пынине палăртрĕ. Çынсене куллен ырă тума, пулăшма тăрăшнишĕн, пархатарлă ĕçе ыттисене те явăçтарнишĕн тав турĕ вăл. Юлашки вăхăтри çивĕч лару-тăрура, уйрăмах пандеми тапхăрĕнче, волонтер юхăмĕ кирлине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Вун-вун çын хăйсен ирĕкĕпе пĕччен пурăнакан ватăсене, чирлекенсене апат-çимĕçпе, эмелсемпе тивĕçтерме пулăшрĕ, ытти ĕçсене пурнăçларĕ. Чăваш Енре ырă тăвакансен организацине çырăнакансен йышĕ ӳссех пырать. Ку енĕпе эпир çĕршывра малтисен ретĕнче.
Хисеп грамотине илнисен хушшинче Шупашкарти 33-мĕш шкулта вĕрентекен Лариса Мышева та пур.
— Волонтер ĕçĕ — манăн кулленхи пурнăç. Ырă та кирлĕ ĕç, ватăсене, чирлисене пулăшасси — пархатарлă, — терĕ вăл. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Чунпа сусăр мар вĕсем
«Канаш районĕнчи инвалидсен обществине ертсе пыма мана йывăр вăхăтра шанчĕç. Икĕ ывăлăма пытарнă хыççăн çын хушшине тухма мар, никампа та курнăçас килместчĕ, — терĕ Анатолий Семенов калаçăва пуçăннă май. — Район ертӳçисем ӳкĕтленине кура эпĕ килĕшрĕм. Йывăр хуйха ентешсемпе пайлама тăрăшрăм».
Анатолий Семенович асăннă обществăна улттăмĕш çул ертсе пырать. Коронавирус сарăличчен вĕсем час-часах пуçтарăннине, уявсене пĕрле ирттернине палăртрĕ вăл. Халĕ, паллах, йĕркене пăхăнма тивет. Апла пулсан та сайра-хутра пуçтарăнаççĕ сусăрсем. Кăçал акă Пулăç кунне савăнăçлă ирттернĕ. Çавал хĕрринче пулă тытса шӳрпе пĕçернĕ, пăшалтан перессипе ăмăртнă. Кашни çулах Аслă Çĕнтерӳ кунне паллă тăваççĕ, шашка-шахматла выляççĕ. Ăмăртăва çамрăк ăрăва та явăçтараççĕ. Çак тĕлĕшпе Шуркассинче пурăнакан Вячеслав Сидорова ырламалла. Вăл кил-çурчĕ умĕнче шашка-шахматла вылямашкăн ятарлă вырăн йĕркеленĕ. Çавна май ентешсем пĕр-пĕринпе ăмăртма унта пуçтарăнаççĕ. Çавăн пекех Вячеслав хăйĕн килĕнче музей те йĕркеленĕ. Пултаруллă çынсем татах пур Канаш тăрăхĕнче: Вăтапуçĕнчи Наталья Михайлова, Атнашри Лира Семенова. Лира Гурьевна сакăр теçетке çулран та иртнĕ, çав-çавах ал ĕç тума кăмăллать. Общество хастарĕсем çавăн пекех сад ĕçĕпе те кăсăкланаççĕ. Анатолий Семенович хăй ăста пахчаçă пулнă май çак ĕçе йĕркелесе ертсе пырать. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем те ирттереççĕ. Сăмахран, йывăçсене сыпасси, вĕсене хăш вăхăтра мĕнле им-çам сапасси, туратсене тĕрĕс иртни кăсăклантарать сад ĕçченĕсене. Анатолий Семенович улмуççисене хăех сыпать. Акă унăн пĕр йывăç çинче 25 сорт çитĕнет. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ çимĕçпе савăнтарать. Çакна та асăнма кăмăллă: Семеновсен пахчинче кăнтăр регионсенче ӳсекен çимĕçсем те вырăн тупнă. «Нумаях пулмасть Лысковăпа Ижевск хулисене улмуççисене сыпмалли материалсем илме кайса килтĕмĕр, — малалла калаçрĕ вăл. — Халĕ ытларах лутра ӳсекен улмуççи, груша лартма кăмăллаççĕ çынсем. Вĕсене вырăн нумай кирлĕ мар: 2 м çеç ӳсеççĕ. Унсăр пуçне рет хушшине 1 м çеç хăвармалла. Турачĕсем айккине мар, çӳлелле туртăнаççĕ. Анчах çак улмуççи çимĕçĕпе вунă çул çеç савăнтарать». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Пурăнать ялта ÿнерçĕ
Петр Теренин Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкулта ачасене технологи предметне вĕрентет. Унсăр пуçне «Мастерок» кружока ертсе пырать. Унта çӳрекен вĕренекенсем район, республика шайĕнчи куравсене хутшăнаççĕ, çĕнтереççĕ те.
Петр Аркадьевич ачасене ĕç урокĕнче йывăçран темĕн те пĕр ăсталама вĕрентет: савăт-сапа, шăнкăрч йăви, тĕрлĕ кĕлетке… Вăл хăй те ӳкерме кăмăллать. «Шкултан вĕренсе тухсан Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре бухгалтерсене хатĕрлекен курсра пĕлӳ илтĕм, — паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе арçын. — Хĕсметре пулнă хыççăн тĕрлĕ ĕçре вăй хутăм. Каярахпа вырăнти «Слава» колхозра художник-оформительте ĕçлеме тытăнтăм. Пĕлĕве аталантарма Мускаври Искусствăсен халăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм». Ӳкерес туртăм унăн ача чухнех пулнă. Анчах ăна ун чухне аталантарман. Çак ĕçпе вăй хунăран шалти туйăм çăл куç пек тапса тухнă тейĕн. Вăл ӳкернĕ картинăсем халĕ ялти чылай килте упранаççĕ. Унсăр пуçне пĕр вăхăт Петр Аркадьевич культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕ валли декорацисем те ӳкернĕ.
Унăн чылай ĕçĕ ялти таврапĕлӳ музейĕнче упранать. Çуллă сăрăпа, кăмрăкпа ӳкернĕ тĕрлĕ картина пур унта: çут çанталăка, ял илемне сăнлани, ĕçчен ял халăхĕн сăнарĕсем. Сăмах май, асăннă музее Петр Аркадьевич хăй вăхăтĕнче Петр Сметанинпа тата Анатолий Михеевпа пĕрле йĕркеленĕ. Унти панорамăсене те хăех ӳкернĕ. Сăмахран, пĕринче ял пурнăçне сăнланă, теприне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсене халалланă. <...>
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Ачасене те прививка тăвĕç
Ноябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра 42,9 пин çын коронавируспа чирленĕ, 3306-шĕ вилнĕ, 37,5 пинĕшĕ сывалнă. Çак вăхăт тĕлне 490 пин çын вакцинациленнĕ.
Чăваш Енре усал амак тĕлĕшпе лару-тăру çивĕчленнĕрен Çĕнĕ çул тĕлне массăллă мероприятисене ирттерме чарасшăн. Кăçал уява кафе-ресторанта палăртассинчен те пăрăнма тивĕ. Хальхи вăхăтра республикăра декабрĕн 31 — январĕн 1-мĕшĕсенче общество апатланăвĕн предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлне чарассине те сӳтсе яваççĕ. Çирĕп мерăсем йышăнни коронавирус сарăлассине, халăх чирлессине чарма пулăшĕ. <...>
Лариса АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Пĕччен йывăçа аçа çапать
Усал сăмаха эпĕ тăван ачасенчен те илтмен. Кин мана мĕн кăна каласа вăрçмасть пулĕ! Тепĕр чухне пурăнас та килмест. Эх, упăшка пурăннă пулсан çак мăшкăла курмастăм. Арçын арçынах çав. Çавăнпа та хĕрарăмсене мăшăрĕсене упрама сĕнетĕп. Пĕччен йывăçа аçа та çапать, вăйлă çил-тăман та авать. Çынна та çавах. Кӳрентерни çеç-и? Чуна витерсе хурлантарать, куççуль кăларать.
Мăшăрăм сарăмсăр вилнĕ хыççăн пилĕк ачапа тăлăха юлтăм. Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр фермăра вăй хутăм. Паллах, вĕсене те пĕчĕклех ĕçлеме вĕрентрĕм. Хăшĕ хампа пĕрле фермăра ĕçлетчĕ, теприсем вара — килте. Выльăх-чĕрлĕх усрани те самаях пулăшатчĕ. Тăрăшса вăй хунăран çĕнĕ пӳрт лартма та пултартăмăр. Ачасене чаплă тумпа иртĕхтермен эпĕ, çĕтĕк те çӳретмен. Мĕншĕн тесен кил-çурт çавăрма укçа пухаттăм яланах. Пĕрин хыççăн тепри тăван килтен вĕçсе тухса саланчĕç чĕппĕмсем. Кашнинех туй туса мăшăрлантарма вăй-хăват çитертĕм.
Паян ача-пăчапа савăнса çеç пурăнмалла пек. Анчах кулянмалли тупăнсах тăрать. Кĕçĕн кин ытла чаплăскер лекрĕ. Пуян çемьере çитĕннĕскер нуша курсах кайман çав. Ури çине ĕне пусса курман. Тухтăрта ĕçленĕрен кил-çурта тап-таса тытать паллах. Мана вара пӳрте варалатăн тесе вăрçать. Ун шучĕпе мăнука таса мар алăпа тытса чирлеттеретĕп иккен. Ăна тытиччен алла виçĕ хутчен супăньпе çумалла, унпа вырăсла çеç калаçмалла. Эпĕ вара, ĕмĕрĕпе ялта пурăннăскер, вырăс чĕлхине пĕлсех каймастăп. Мана пурнăçра чăваш чĕлхи çеç кирлĕ пулнă. Çакăн пирки кинпе калаçса пăхма шут тытрăм пĕринче. «Ачана аллуна илес килет пулсан вырăсла вĕрен», — татса хучĕ вăл. Хăйĕн унта-кунта каймалли тупăнсан ман çумах йăпшăнать-ха. Ун чухне çавра сăмахсемпе пуплет. Чăн та, пурăнма пĕлет кин… <...>
Нина В. Канаш районĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...