Комментировать

11 Сен, 2014

Паттăрсене асăнса - велочупу

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, Элĕк районĕнчи Ехремкассинчи Александр Орлов, Елисей Аверкиев, Федор Никитин, Яков Платонов çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Çак пулăма тата Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа ялта Асăну вахти иртрĕ.

Асăну каçне эпир, республикăри "Хĕвеллĕ кустăрмасем" велоюхăм хастарĕсем те, хутшăнтăмăр: "Çĕнĕ Шупашкар - Шупашкар - Элĕк - Ехремкасси" маршрутпа велочупу йĕркелерĕмĕр. Çакнашкал мероприятисем сезонта сахал мар: акă Çĕнтерÿ кунĕнче çулсерен Элĕке çитиччен каятпăр, Канаш районĕнчи Руслан Желудкин пограничника асăнса велочупу иртет, пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн Андриян Николаевăн çуралнă кунĕнче те велосипед çине ларатпăр.

Ку хутĕнче эпир çĕр километрлă дистанцие парăнтарса Ехремкассине çитрĕмĕр, унта сумлă ветерансене тата вăрçăра пуç хунисене асăнса митинг иртрĕ. Сцена çинчен чуна тыткăнлакан сăмахсем, илемлĕ сăвă-юрă янăрарĕ. Ял халăхĕ ентешĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата фронтри хастарлăхĕпе паллаштаракан стендсемпе кăсăкланса паллашрĕ. Вăрçă паттăрĕсене сума суса Куракăш, Качалав, Юманлăх ялĕсем те Асăну вахтине хутшăнчĕç. Вĕсене пуç тайса ытти районпа тăрăхра та пĕлтерĕшлĕ çакнашкал мероприятисем иртессе шанатпăр.

Вячеслав ПЛАТОНОВ,

"Хĕвеллĕ кустăрмасем"
велоюхăм ертÿçи
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.