Комментировать

25 Дек, 2013

«Кăмăл» халăха савăнтарать

ЧНК çумĕнчи «Чăвашлăх управçи» пĕрлешÿ «Чăваш хĕрарăмне мухтав» проектпа килĕшÿллĕн чăваш халăхĕн пултаруллă та маттур хĕрарăмĕсене час-часах чыслать. «Кăмăл» çемье ансамблĕ те ырă сăмаха тивĕçрĕ. Ăна мал ĕмĕтлĕ, пуян чун-чĕреллĕ Дина Кудряшова ертсе пырать. Коллективра 21 çын, чи асли - 60 çулта, кĕçĕнни - 3-ре.

Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕн сцени çине «Кăмăл» ансамбль тухать. Сумлă арсемпе мăнаçлă хĕрарăмсем капăр тумĕсемпе, илемлĕ сассисемпе куракансен чунĕсене тыткăнлаççĕ. «Эпĕ чăваш ачи, саватăп хамăрăн чăваш çĕрне...» - концерта 4-мĕш класра вĕренекен Дима П.Хусанкайăн сăввипе уçать. «Килесех килет тăвансем патне», - шăратать малалла ансамбль. 5 çулти Денис купăс калать... Юрра параппан, чăнкăрти, шакăртма сассисем илемлетеççĕ. Пултаруллă ушкăн чăваш, вырăс, тутар ташшисене çаптарать.

«Кăмăл» ансамбле çÿрекенсем юрлама-ташлама ятарласа вĕренмен. Чун хушнипе, чĕре ыйтнипе аталанать вĕсен пултарулăхĕ. Акă Дина Николаевна трактор заводĕнче нумай çул пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕ Валерий Юлианович параппан çапать. Вăл - «ВСК» предприятин цех пуçлăхĕ. Аслă хĕрĕ Алина - технолог, кĕçĕнни Аня - дизайнер. Иккĕшĕ те ташлама та, юрлама та ăста. Аня Элпике хушма ят илнĕ. Унра турă пани тапса тăрать. Вăл чăваш халăх юррисене тĕлĕнмелле хитре юрлать. Алли те ылтăн унăн. Вĕтĕ шăрçасемпе хитре тĕрлет. Ансамбле çÿрекенсен тумĕсене те хăех çĕленĕ, кашнин валли тухья хатĕрленĕ. «Янташ» эстрада ушкăнне çÿреме те вăхăт тупать.

Концертăн тепĕр курăмĕ «Сăри кăпăкланать» юрăпа пуçланать. Илемлĕ кĕвĕсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса пыраççĕ. Кĕçех 5 çулти Денис ункă варрине тухса ташша ярать, ыттисене те черетпе чĕне-чĕне кăларать. Кăштахран ăна Дима улăштарать. Вăл та чăн-чăн артистран кая мар, çаптарать кăна. Валерипе Петр Кудряшовсем ташша тухсан залра ларакансем тăвăллăн алă çупса яраççĕ. Чăннипех те питĕ пултаруллă вĕсем.

Юлашкинчен «Тăвансем савса чĕннĕрен килтĕмĕр пит инçетрен...» юрă янăраса каять. Вăл Дина Николаевнăн амăшĕн юратнă юрри. Нумай-нумай çултан тин халăх патне çитнĕ. Паян ăна амăшне, кукамăшне, асламăшне, хунямăшне хисеплекенсем чунран юратса юрлаççĕ.

«Кăмăл» ушкăнăн концертне халăх тĕлĕнсе, савăнса пăхрĕ, чăваш йăли-йĕркине, юрри-ташшине, тумне манманшăн, упраса хăварма тăрăшнăшăн мухтаса ыр сунчĕ. Çынсен пичĕ-куçĕ йăл кулăпа çиçнине сăнама питĕ кăмăллă пулчĕ...

Ансамбль «çуралнăранпа» икĕ çул çеç-ха. Апла пулин те вăл пысăк çитĕнÿсемпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Малтанхи вăхăтра районти ялсен уявĕсене çеç çÿренĕ. Каярахпа вара республика шайĕнче иртекеннисене те хутшăнма пуçланă. 2011 çулта Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ «Янра, хут купăс» конкурсра Д.Кудряшова ертсе пыракан ансамбль пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакă вĕсене хавхалантарса янă, малашне тата та хастартарах пулма хистенĕ.

Д.Кудряшовăн пултарулăхĕ ăнсăртран мар. Ашшĕпе амăшĕ таврара юрлама, ташлама ăста пулнипе палăрнă. «Аннене ялти пĕр туйран та хăварман. Вăл 24 хут хĕр илме кайнă. Атте хамăр тăрăхра чаплă купăсçă шутланнă», - тет Дина Николаевна. Хăй те 1-мĕш класра чухнех купăс калама вĕреннĕ. Пулас мăшăрĕпе пĕлĕшĕсен туйĕнче паллашнă. Туслăхран юрату вăй илнĕ, çамрăксем çемье çавăрнă. Валерий Кудряшов йăхĕнчен те юрă-ташă ăстисем чылайăн тухнă. Сăмах май, унăн ашшĕпе амăшĕ 1985 çулта ташă ăстисен конкурсĕн çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Паян «Кăмăл» ансамбле Дина Николаевнăн пиччĕшĕсемпе вĕсен мăшăрĕсем, йăмăкĕ, вĕсен ачисемпе мăнукĕсем, Валерий Юлиановичăн çывăх тăванĕсем çÿреççĕ, пултарулăхĕпе халăха савăнтараççĕ. Икĕ çулта ушкăн 30 яхăн диплома, Хисеп, Тав хучĕсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Кăмăлçăсем республика тулашĕнчи конкурссене те пĕрре çеç мар хутшăннă. Мари Элтан акă вĕсем I степень дипломпа таврăннă.

Çемье ансамблĕ хальхи вăхăтра тăван халăхăмăршăн чăннипех те пысăк ĕç тăвать. Кăмăлçăсем чăвашлăха, халăх юрри-ташшине, йăли-йĕркине, тумне сыхласа хăварма, аталантарма тăрăшаççĕ. Йăхран йăха куçакан хаклăхсене упрама, вĕсене çамрăк ăру ăсне хывма, чунне витерме ăнтăлаççĕ. Паян «Кăмăл» шăрантаракан юрă-кĕвĕ республикипех янăрать. Çынсем вĕсене юратса итлеççĕ.

Ансамбль ячĕ - «Кăмăл» - тата еплерех çепĕç те илемлĕ янăрать! Тăванлăха, ыр кăмăллăха, кил ăшшине, юратăва пĕтĕçтерсе тăрать вăл. Пĕр тымартан тухса туратланнă, чăмăртаннă йыш халăха тулли кăмăлпа савăнтарать, хавхалантарать, çĕклентерет, вăй-хăват парса тăрать.

Л.НИКИФОРОВА,

Шупашкарти 49-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.