Комментировать

26 Ноя, 2021

«Хыпар» 131-132 (27864-27865) № 26.11.2021

«Ачашăн макăрса куççуль те типрĕ»

Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕнчи почта уйрăмĕн ертӳçинче ĕçлекен Роза Алякина икĕ ывăлне пĕччен çитĕнтерет, картиш тулли выльăх усрать. Аслин Даниилăн усал шыççине пĕрле парăнтарнă хыççăн вăл хăйне çеç шанма хăнăхнă. Тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне пама хатĕр, вĕсем уншăн юратнă арçынран та хаклăрах.

Диагноз çирĕпленчĕ: лейкоз

— Манăн анне — чăваш, атте — Украинăран. Вĕсем Тамбов облаçĕнче паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье чăмăртанă. 1987 çулта Комсомольски районĕнчи Александровка ялне куçса килнĕ. Эпĕ ун чухне 5 çулта пулнă. Ялта пурăнса чăвашла калаçма вĕрентĕм. Шкултан вĕренсе тухсан ЭВМ операторĕн специальноçне алла илтĕм. Икĕ ывăл çуратрăм. Асли 2005 çулта çут тĕнчене килчĕ. Халĕ вăл Патăрьелти техникумра автомеханика вĕренет. Кĕçĕнни 2012 çулта çуралчĕ, 3-мĕш класа каять. Ĕçе çӳретĕп, выльăх усратăп. Эпир, хĕрарăмсем, ачасене пăрахса Мускава шапаша тухса каяймастпăр вĕт. Ирĕксĕрех кунтах тупăш туса илмелли меслет шырама тивет.
Аслă ывăл çулталăк та 9 уйăхра чухне канăçсăрланма тытăнчĕ, чун тӳрех ырă мара сисрĕ, çапах больницăна кайма васкамарăмăр, иртсе каясса кĕтрĕмĕр. Унăн икĕ ури çине кăвак тухма тытăнчĕ. Малтан: «Пĕчĕк ача-çке, пырса тăрăннă пулĕ», — тесе шухăшларăмăр. Даниил 10 уйăхрах утма тытăннăччĕ. Ача садне çӳретчĕ. Тепĕртакран куршак çине ларайми пулчĕ. Хырăмĕ ыратнипе аптăрама тытăнчĕ. УЗИ пĕверпе сули ӳснине кăтартрĕ. Юлашкинчен вăл тăнне çухатма пуçларĕ. Больницăна илсе кайрăм. Тепĕр кунхинех пире васкавлă медпулăшу машинипе Шупашкара ăсатрĕç. Районти педиатр лейкоз пулнине пĕлтерчĕ. Çак диагноза илтсен манăн шок пулчĕ. Ăс-тăн усал хыпара йышăнасшăн пулмарĕ. Лейкозпа чирлĕ ĕнесене мĕнле шăпа кĕтнине лайăх пĕлеттĕм. 2007 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче биопси илсе Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкологи центрне ячĕç. Диагноз çирĕпленчĕ. 5 кунран пире сипленмелли курс ярса пачĕç.

Çӳçĕ тирĕк çине тăкăнма тытăнчĕ

Хими терапийĕ 2 çул та виçĕ уйăха тăсăлчĕ. Тĕрĕссипе, унăн çулталăк çурă кăна пулмаллаччĕ. Анализсем япăххипе ремисси вăхăтне киле яратчĕç. Хими терапийĕн курсĕ çавăнпа тăсăлчĕ. Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче химин пĕрремĕш курсĕ пулчĕ. Вăл пысăк дозăллăччĕ. Тухтăрсем каланă тăрăх, ун хыççăн организмра кальци палăрмаллах чакатчĕ. Ача вăйсăрланма, имшерленме тытăнчĕ. 10 уйăхрах утма пуçланăскер çӳрейми пулчĕ. Унăн пĕтĕм кĕлетки ырататчĕ. Ывăлăма питĕ йывăрччĕ. Вăл нушаланнине курса чире каяттăм. Малтанхи икĕ эрне хама алла илейместĕм. Пĕрмай макăраттăм. Кайран куççуль типрĕ, чуна ирĕксĕрех хытарма тиврĕ. Хими терапийĕн пĕрремĕш курсĕ хыççăн унăн çӳçĕ тирĕк çине тăкăнма пуçларĕ. Вара шакла хыртăмăр. Ун чухне вăл хăйĕн чĕлхипе кăна калаçатчĕ. Катетера майлаштарса хурса çывăрма хăнăхрĕ.

Ачана хĕвел çине илсе тухма юрамастчĕ. Çу кунĕнче ывăлăма килте лартма йывăрччĕ. Вăл чӳрече янахĕ çинче урамра ачасем вылянине пăхатчĕ. 3 çултискере килтен тухма юраманнине каласа ăнлантарма çукчĕ. Пĕчĕкскер йĕретчĕ. Ăна мĕнле лăплантармаллине пĕлместĕм. Ытама илсе хам та унпа пĕрле сахал мар макăрнă. Хими терапийĕн курсĕсене çӳренĕ вăхăтра тухтăрсем инфекци ертесрен сыхланма хушатчĕç, çавăнпа ытларах килте лараттăмăр. Сиплев вăхăтĕнче темĕн те курнă, темĕнле йывăрлăха та парăнтарнă. Реанимацие те лекнĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦ 


Упăшки чирлĕ арăмĕ вилессе кĕтнĕ, анчах…

«Турă çулне мĕн чухлĕ панă — çавăн чухлĕ пурăнасчĕ- ха», — çак сăмахсене Татьяна ахальтен каламасть. Чылай çул каялла унăн усал чирпе кĕрешме тивнĕ.

Пурлăх пайлама пуçланă

Йывăрлăха лексен чи малтан çывăх çынсенчен пулăшу кĕтетĕн- çке. Татьянăн мăшăрĕ вара арăмĕ чирлине пĕлсен ăна лăплантарас, усал шухăшĕсене сирме пулăшас вырăнне... пурлăх пайлама пуçланă. «Виличчен пӳрт-çурта ман çине куçарттар. Кайран документсемпе çӳреме чăрмавлă пулать», — тенĕ вăл темиçе хутчен те. Юратнă çынни çапла калани хĕрарăмăн чунне çĕçĕпе каснăн ыраттарнă. Анчах вăл нимĕн те шарламан: арçын каланине пурнăçланă.

«Упăшкапа иксĕмĕр те Патăрьел районĕнчен, пĕр ялтан, ачаран пĕрле выляса ӳснĕ. Мăшăрлансан Чĕмпĕр облаçне куçса кайрăмăр, совхозра ĕçлеме пуçларăмăр. Эпĕ фермăра ĕне сурăм. Вăл — ме-ханизатор. Ывăлпа хĕр çуралчĕç. Чиперех пурăнаттăмăр, — иртнине аса илнĕ май Татьянăн куçĕ шывланчĕ. — Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хуçалăх шалу тӳлейми пулчĕ. Пурнăç йывăрланчĕ. Ху-няма сĕннипе тăван яла таврăнтăмăр».

Суту-илӳ ĕçне кӳлĕннĕ вĕсем. Иккĕшĕ пĕрле Мускава тавар илме çӳренĕ. Унтан ăна Патăрьел па-сарĕнче сутнă, ялсем тăрăх та кайнă. «Пур-çук укçа-тенкĕпе çурт лартма пуçларăмăр. Туссем капăр тум туяннă чухне эпĕ шифер, цемент илеттĕм. Хăвăртрах çурта туса пĕтерес килетчĕ-çке. Хамшăн пĕр пус тăккалама шелччĕ. Пĕррехинче çапла упăшкан йăмăкĕн туйне кайма хатĕрленетпĕр. Манăн тăхăнма йĕркеллĕ тум çук. Хитре чечеклĕ халата уртса ятăм. Хуняма курчĕ те: «Ай-уй, кинĕм, мĕн ку?» — тесе аллипе пĕççине шарт çапрĕ. «Юрĕ-ха, эпĕ тĕпел кукринчен тухмастăп, чашăк-кашăк çăва-кан та кирлĕ», — тӳрре тухма тăтăм. Хуняма вара хăйĕн юбкипе кофтине тăхăнтартрĕ. Юлашки икĕ-виçĕ çулта кăна, акă, çын çине тухнă чухне çеç мар, килте те хитре тумланма, хама пăхма тăрăшатăп. Мускавра ĕçлесе пурăнакан хĕрĕм нумай пулăшать», — малалла калаçрĕ хĕрарăм. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦ 


Вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен

«Çăка чечек çурнă вăхăтра вĕлле хурчĕсем çав тери хăвăрт ĕçлеççĕ. Пылак сĕткене ытларах пухма васкаççĕ. Çав вăхăтра пахчари утар та, вăрманти те ĕрлесе çеç тăраççĕ. Çăка чечекĕ тăкăнма пултарассине, çумăр килессине те лайăх туяççĕ вĕсем, çавăнпа пушшех хытă ĕçлеççĕ», — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькасси ялĕнчи Светлана Ильина вĕлле хурчĕсем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Çапла пулмасăр: Ильинсем 20 çул ытла каяллах хурт-хăмăр ĕрчетме пуçланă-çке-ха.

Кукамăшĕн ĕмĕтне пурнăçланă

Паянхи кун та ку енĕпе çемйипе ĕçлеççĕ вĕсем. «Пыл хурчĕсем ĕрчетме пуçласчĕ тесе ятарласа тĕллев лартман. Пĕррехинче çапла тăрăшсах утă пуçтаратпăр. Ун чухне, 90-мĕш çулсен вĕçĕнче, ачасем пĕчĕкчĕ-ха. Ывăл пирĕн улмуççие çăвăр хурт ернине асăрхарĕ. Унăн хуçисем тупăнмарĕç, çавăнпа хамăрах усрама шухăшларăмăр, вĕлле илсе килтĕмĕр. Çапла пĕчĕккĕн вĕллесен шутне ӳстерсе пытăмăр. Паянхи кун пирĕн пахчара та, вăрманта та утар пур. Халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, шухăшлатăп та — эпир хурт-хăмăр тытма пуçлани ăнсăртлăх та мар пуль тетĕп. Манăн кукаçипе кукамай Атнар тăрăхĕнче пурăннă, вĕсен вĕлле хурчĕсем пулнă. Кукаçи вăрçа кайнă та хыпарсăр çухалнă. Хаяр çав çулсенче хĕлле сивĕ тăнăран вĕлле хурчĕсем вилсе пĕтнĕ. Кукамай манăн аттепе аннене хурт-хăмăр ĕрчетме сĕннĕ, анчах атте килĕшмен. Темиçе хут каласан та шухăшне улăштарман. Çывăх çыннăмăн ĕмĕтне эпĕ хамăн çемьепе пурнăçа кĕртрĕм теме юрать. Пирĕн пата çăвăр хурт килсе ерсен ăна кукамай леш тĕнчерен ярса памарĕ-ши текен шухăш та çуралнăччĕ. Эпир пыл туса илнĕшĕн Турхан ялĕнче пурăнакан аттепе анне те савăнаççĕ. Вĕсем пĕрлешни кăçал 61 çул çитрĕ. Пирĕн сĕтел çинче яланах пыл пур. Çывăх çыннăмсемпе тăванăмсене те усăллă çак çимĕçрен татăк тăратмастпăр», — пĕлтерчĕ Светлана Николаевна.

Ильинсен ывăлĕпе хĕрĕ те хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ӳснĕ. Ыттисен ачисем шыва кĕме васканă вăхăтра Ильяпа Настя ашшĕ-амăшĕпе пĕрле утарта тăрмашнă. Халĕ те вĕсем пыл юхтармашкăн хуларан ятарласа килеççĕ. Ку ĕçе ют çынсене чĕнмеççĕ, мĕншĕн тесен вĕлле хурчĕ сăхнине хăшĕсем чăтаймаççĕ, аллерги те пуçланма пултарать. Ильинсем вара çакна хăнăхнă темелле. «Вĕсен хăйсен хуçисене палламалла ĕнтĕ, сăхмалла мар», — тесе шӳтлет-ха кил хуçи Юрий Ильич. Анчах пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă мула туртса илни кама килĕштĕр? Çемьере пыл юхтарнă чухне хăйĕн мĕн тумаллине кашниех лайăх пĕлет. «Ку — санăн ĕç, ку вара — манăн», — тесе уйăрасси çук ку çемьере. Утçире, йышпа пурнăçламалли пысăк ытти ĕç вăхăтĕнче те яла васкаççĕ Шупашкарта суту-илӳ тытăмĕнче вăй хуракан Илья тата врача вĕреннĕ хушăрах больницăра тăрăшакан Настя. Ильинсене вĕлле хурчĕсем пекех ĕçчен тесе калас килет. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦ 


Хулара 17 çул пурăнсан тăван тăрăхне куçса кайнă

Ольгăпа Валерий Романовсем Шупашкарта 17 çул пурăннă хыççăн тăван тăрăхне — Красноармейски районĕнчи Карай ялне — куçса кайнă.

Асăмри ачалăх

1981 çул… Вĕренӳ çулĕ вĕçленесси нумаях та юлман: пĕлĕве куллен тарăнлатакан шкул ачисем кĕçех çуллахи каникула саланĕç, анчах аттестат илме хатĕрленекенсемшĕн çак вăхăтра хĕрӳ тапхăр пуçланать кăна-ха — вĕсен пурнăçăн анлă çулĕ çине тухмалла, професси суйламалла.

10-мĕшсем класра — çирĕм улттăн. Çирĕм ултă шăпа. Вĕсен йышĕнче Валера Романов та пур. Вăл 1964 çулта çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ — Кĕркурипе Римма — ку тăрăхра ĕçчен çынсем пулнипе паллă. Шел, ашшĕ чире пула 1972 çултах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. 8 та тултарайман Валера ашшĕне тĕлĕкри пек кăна астăвать. Амăшĕ ăна пĕр çунат айĕнче çитĕнтернĕ, ачаранах ĕçе юратма тата сăпайлă пулма вĕрентнĕ.

Римма Андреевна пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, «Россия» колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ, хуçалăх ĕçченĕсем валли апат пĕçернĕ. Правур хĕрарăмччĕ вăл.. Паянхи кун та унăн вашаватлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Тата вăл районăн «Ял пурнăçĕ» хаçачĕпе туслăччĕ. Сăвăсем, кулăшла юптарусем, пурнăçри пулăмсемпе çыхăннă тĕрленчĕксем çыратчĕ. Шел, 83 çула çитсе кăçал пурнăçран уйрăлчĕ. Валера та амăшĕ пекех ырă кăмăллă, çынна йывăрлăхра тӳрех пулăшма васкать.

Валера Романов шкулта пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пынă. «Тепĕр чухне килти ĕçсене пурнăçламасăр кайни те пулнă, — иртнĕ пурнăçне аса илсе йăл кулчĕ вăл. — Шкул пурнăçĕ паянхи кунчченех хаклă маншăн. Класри ачасемпе Карайри «Малыш» ача сачĕн стройкинче ĕçленине епле манăн тата? Ялшăн уссăллă ĕç пурнăçланă-çке. Эпир вĕреннĕ çулсенче шкулти пионер отрячĕсен хушшинче кивĕ хут пухассипе ăмăрту йĕркелетчĕç. Пирĕн класс яланах малта пыратчĕ. Е тата колхоз шкултан хăмла татма пулăшу ыйтатчĕ. Эпир çак ĕçре каллех чи маттуррисемччĕ. Кашни çулах, пионер организацийĕ йĕркеленнĕ кун, вăрман çумĕнче чĕртнĕ кăвайт урлă ăмăртмалла сиксе каçаттăмăр. Чи савăк, чи савăнăçлă вăхăт пулнă. Аннепе пĕрле ял хуçалăхĕнчи ĕçсене тума хутшăннă. Кăшман анине çум курăкран тасатнă, утă-улăм пуçтарма çӳренĕ, кĕркунне çитсен йĕтем çинче тырă тасатнă... Ĕçĕ нумай пулсан та ял ачисемпе пĕрле выляма та ĕлкĕрнĕ. Халĕ шухăшлатăп та — эпир яла таврăнса тĕрĕс тунă». <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦ 


Хăйăра 110 çухрăмран турттарма тивет

Хальхи саманара, автотранспорт шучĕ ӳссе пынă тапхăрта, çул питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл яка та тикĕс пулсан автомашинăпа çӳрекенсене те çăмăл, палăртнă вырăна хăвăрт та вăхăтра çитетĕн. Çул йĕркеллĕ пулсан инкек те сахалланать... Шăпах çак самантсене тĕпе хураççĕ «Яльчикское ДПМК» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем. Вулакансене паян шăпах çак предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр.

Стадиона хута янă

Вячеслав Сядуков директор каласа кăтартнă тăрăх, малтанхи тапхăрта предприяти Патăрьелти ДПМКа филиалĕ пулнă. 1989 çулта унран уйрăлса «Яльчикское ДПМК» производство кооперативĕ йĕркеленĕ.

— Кунта эпĕ 2002 çулта ĕçлеме килтĕм. Малтан тĕп бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçларăм, тепĕр икĕ çултан планпа техника пайĕн пуçлăхне куçарчĕç. 2009 çулта ДПМК директорне çирĕплетрĕç. Ун чухне предприяти-ре лару-тăру çăмăл марччĕ, укçа-тенкĕ çитсе пымастчĕ. Асфальт тăвакан çĕнĕ завод илсе килнĕччĕ, анчах ăна хута яраймарĕç, çавăнпа производство кооперативĕ панкрута тухрĕ. 2011 çулта Çĕрпӳ районĕнчи «Воддорстрой» общество /предприяти ертӳçи Анатолий Федоровччĕ/ пирĕн учредитель пулса тăчĕ. Вăл пу-лăшнипе пирĕн организаци çĕнĕрен вăй илчĕ, — иртнине аса илчĕ Вячеслав Васильевич.

«Яльчикское ДПМК» тулли мар яваплă обществăн ĕç калăпăшĕ пысăк: çулсене юсать, çĕнетет, хĕлле юртан тасатать... «Республикăн 64 километр çулне пăхса тăратпăр, вырăнти çулсем — 168 çухрăм. Çак ĕçе тума район администрацийĕпе килĕшӳ тăватпăр. Елчĕкри, Аслă Таяпари тата тепĕр виçĕ ялти çулсене хĕлле юртан тасататпăр. Калăпăр, çĕрĕпе юр çурĕ тĕк водительсем ирхи 3-4 сехетрех ĕçе пуçăнаççĕ. Пурте хăйĕн ĕçне пĕлеççĕ, лайăх пурнăçлаççĕ. Водитель ĕçĕ яваплă. Пĕр машина çĕрĕпех дежурствăра ларать. Çуркунне шыв-шур пуçланиччен пăрăхсене /вĕсем — 268/ уçатпăр. Унтан çулсене юсама пуçлатпăр. Ре-спубликăри çул-йĕр çинче çак ĕçе çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Ун хыççăн районтисене юсама тытăнатпăр. Вĕсене те Акатуйччен пĕтерме тăрăшатпăр. «Елчĕк — Курнавăш» автотрассăн 7 çухрăмне /пĕтĕмпе — 14 километр/ çĕнетрĕмĕр. Район бюджетĕнчен çак ĕçе тума кăçал 12 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Комсомольски енчен килекен автоçулăн 8 çухрăмне асфальт сартăмăр, Аслă Таяпари 2 километр çула юсарăмăр тата ытти ĕçе турăмăр. «Елчĕк — Таяпа Энтри» автоçулăн 2,5 километрне те çĕнетмелле. Ăна 40 çул каяллах тунă», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ертӳçĕ. Предприяти районти ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Пуçаруллă бюджет» программăпа уйăрнă укçапа чылай ялти çулсене юсанă. Акă пĕлтĕр те пысăк ĕç тунă: Елчĕкри тăватă урамри çулсене çĕнетнĕ.

Кăçал «Яльчикское ДПМК» тăрăшнипе районти стадиона хута янă. Вячеслав Васильевич каланă тăрăх, ăна Тутарстанри пĕр предприяти тума пуçланă, анчах техника çитменнипе вĕсем ĕçе вĕçлеймен. «Вара пире сĕнчĕç. Эпир ăна субподрядчикпе пĕрле виçĕ уйăхра туса пĕтертĕмĕр. Пирĕн ĕçпе кăмăллă пулни савăнтарать. Паллах, кунашкал объектсем тума çăмăл мар. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦ 


Ирина ИВАНОВА: Амăшĕ пуласси – уйрăм професси

«Йывăр ĕç тумалла пулсан арçын тăрать, питĕ йывăр ĕç тумалла пулсан хĕрарăм тăрать», — теççĕ ваттисем. Тĕрĕсех. Çемье епле пуласси этемлĕхĕн черчен çурринчен нумай килет. Апла пулин те пирĕн çемьере арçын хуçа. Эпир малтан канашлатпăр, унтан йăлтах пĕрле тăватпăр», — ăслă шухăшпа паллаштарчĕ Патăрьелте пурăнакан пилĕк ача амăшĕ Ирина Иванова.

Иккĕшĕ те пысăк çемьере ӳснĕ

Салари тĕп библиотека Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Патăрьелти уйрăмĕпе пĕрле çамрăк çемьесен «Çемье» клубне йĕркеленĕ. Иринăпа Николай Ивановсем — çав клубăн хастарĕсем. Ирина библио-анне проекта та хутшăнать. Унта çамрăк амăшĕсем пуçтарăнаççĕ, ĕçе онлайн тата оффлайн мелĕсемпе пурнăçлаççĕ. Конкурссем, фестивальсем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть çамрăк çемьесен клубĕн «Туслă çемье» фестивальте вĕсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Ирина тĕрлĕ мероприятие – тренингсене, тĕрлĕ професси специалисчĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусене, уявсене — хастар хутшăнать. Пĕр сăмахпа, район тата республика шайĕнчи мĕнле те пулин конкурса каймалла тăк тӳрех Ивановсене аса илеççĕ.

Мĕнрен пуçланнă-ха çакă? Ирина 1991 çулта Патăрьелте çуралнă, кунти 1-мĕш шкулта вĕреннĕ. Аттестат илсен Шупашкарти колледжра пĕлĕвне ӳстернĕ. 2009 çулта Патăрьел каччинех Николая качча тухнă.

«Эпир пĕр шкула çӳренĕ. Иксĕмĕр те спортсменсем пулнă. Волейболла вылянă чухне паллашрăмăр та виçĕ çул туслă çыхăну тытрăмăр. Сăмах май, эпир спортпа халĕ те туслă. Волейболла выляма, бассейнра ишме çӳретпĕр. 2010 çулта пирĕн ывăл Даниил çуралчĕ. Çулталăкран Тимофей çут тĕнчене килчĕ. 2013-мĕшĕнче Василисăна «тупрăмăр». 2017 çулта — Анна, пĕлтĕр Виктория хушăнчĕç», — калаçăва тăсрĕ кил хуçи арăмĕ.

Чылайăшĕ паян пĕр-икĕ ача çуратнипех лăпланать, Ивановсем вара пилĕк пепкене пурнăç парнеленĕ. «Упăшка та, хам та пысăк çемьере ӳснĕ. Пирĕн килте ултă ача — икĕ ывăлпа тăватă хĕр — пулнă, эпĕ — кĕçĕнни. Кольăсен килĕнче икĕ ывăлпа виçĕ хĕр туслă çитĕннĕ. «Качча кайсан виçĕ ача çурататăп», — теттĕм маларах, шăпам вара урăхларах килчĕ. Эпĕ хĕрарăмсем ача пăрахнине хирĕç — Турă панине йăлтах çуратмалла пек туйăнать. Шăпам пӳрсен эпĕ тата çуратма та хирĕç мар — пилĕк ача пур çинче улттăмĕшĕ ытлашши пулмĕ. «Чун пулсан чул хушшинче те пурăнĕ», — теççĕ- и-ха ватăсем?» — йăл кулчĕ Ирина.

Вĕсем уйрăм çуртра пурăнаççĕ. Кил ăшшин управçи «Татнефтьре» операторта вăй хунă. Халĕ килте, ачапа ларать. Мăшăрĕ строительство организацийĕнче ĕçлет, Мускава çӳрет. Ивановсем пĕлтĕр Патăрьел районĕнче «Çамрăк çемье» конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсене республика шайĕнчи ту-пăшăва янă. Вĕсен ачисем те хăйсем пекех питĕ хастар: хитре юрлаççĕ, ăста ташлаççĕ, спортпа та туслă.

«Даниил Хусанти кадет шкулĕнче вĕренет. Тимофей Патăрьелти 1-мĕш шкулта 4-мĕш класра ăс пухать. Василиса кăçал 1-мĕш класа кайрĕ. Аня — садикре, Виктория — килте. Нумаях пулмасть кăна-ха Даниилпа Тимофея тата Василисăна Альметьевск хулине акватлон ăмăртăвне илсе кайрăм. Тупăшу 10 тапхăра тăсăлчĕ. Пурте 4-мĕш вырăн йышăнчĕç. Пирĕн ачасем чупаççĕ, ишеççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ, дуатлонпа интересленеççĕ. Виçĕ эрне каялла Тимофей Хусанта иртнĕ дуат-лон ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ», — кашнинпе уйрăммăн паллаштарчĕ телейлĕ амăшĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦ 


«Шăннă тумĕ ирĕлсе ÿтĕнчен уйрăличчен кăмака умĕнче ларатчĕ»

80 çул каялла, чӳк уйăхĕн шăпах çак кунĕсенче, нимĕç фашисчĕсем çĕршывăн тĕп хулине илес пулсан та малалли тапăнăвне пӳлме Рязань, Владимир, Горький, Куйбышев тăрăхĕсенче, çав шутра Сăрпа Хусан хушшинче, хӳтĕлев чиккисем тума тытăннă, республикăри мĕн пур колхозран пуçтарса килнĕ хĕрарăмсемпе фронта илмен ватă та сусăр арçынсем тăшман танкĕсем çырана ан хăпарайччăр тесе вар-шырлан чавнă, çыран хĕррисене çӳллĕлетнĕ, блиндаж-траншея, дзотсем, дотсем, çĕр пӳртсем хатĕрленĕ.

Суккăр хĕрарăм та чавнă

«Сăр хĕррине окоп чавма пирĕн колхозран 1941 çулхи чӳк уйăхĕн малтанхи кунĕсенче яма пуçларĕç. Эпир Улатăр тăрăхĕнчи Буинск поселокĕн таврашĕнче тара ӳксе ĕçлерĕмĕр. Бригадăсене 4-5 çынран йĕркеленĕччĕ. Вĕсем ылмашăнса тăратчĕç. Пĕр эрне ĕçленĕ хыççăн киле таврăнатчĕç, çав бригада вырăнне тепри каятчĕ. Кĕркунне пире лавпа леçетчĕç, юр çусан çунапа ăсатса яма тытăнчĕç. Апатне миçе кунлăха ĕçлеме кайнине кура килтен илсе каяттăмăр. Камăн мĕн пуррине ĕнтĕ. Колхозран хушăран кĕрпе, çăнăх паратчĕç. Аш-какай лекнĕ-ши? Астумастăп. Çук пулĕ. Вăрçă вăхăчĕ пулнă та колхозра мĕн туса илнине хатĕрлев кантурне леçнĕ: йăлтах — фронтшăн, Çĕнтерӳшĕн.

Пирĕн бригадăра Курчаткина, Орлова, Тимофеева тата эпĕ пулнă. Эпир яланах пĕрле кайнă. Ытти бригадăрисем улшăнса тăнă, çавăнпа вĕсене лайăх астумастăп. Эпир тăватсăмăр та пĕр ӳсĕмреччĕ — 40 çултаччĕ. Пурте харсăр пулнă, ĕçре пиçĕхнĕ, чăтма-тӳсме хăнăхнă, йывăрлăхран хăраса тăман. Çапах эрне вĕçнелле халтан каяттăмăр. Вăй юлманпа пĕрехчĕ. Кашниех кун каçа икшер норма пурнăçласа пыраттăмăр-çке (çыннăн талăкра 1 кубла метр çĕр чавмалла пулнă). Хĕнччĕ. Çапах хамăра лăплантараттăмăр, «Кĕçех киле каятпăр, ачасене куратпăр», — теттĕмĕр. Ывăлсемпе хĕрсем пирки пĕрмай шухăшлаттăмăр, чун ырататчĕ… Окоп чавма пĕтĕм колхозника тенĕ пекех явăçтарнă. Никамах та айккинче хăварман. Пирĕн бригадăри Курчаткина çурма суккăрччĕ, тĕттĕмленсен нимĕн те курмастчĕ, пĕрех ĕçлетчĕ — сас-чӳ тăрăх чухласа, тавçăрса шăн çĕре таккатчĕ. Вăрçă пуçланнă çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлач вĕçленичченех ĕçлерĕмĕр. Çулталăк вăхăтне кура кунсем кĕскеччĕ, ытларах тĕттĕмре çĕр чавма тиветчĕ. Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8-ччен ăшталанаттăмăр. Шăн çĕре кăштах ирĕлтерме тĕттĕмленсен кăвайт çунтараттăмăр…

Курчаткинсем хура пӳртре питĕ чухăн пурăнатчĕç. Тăхăнмалли те пулман вĕсен. Тантăшăн çири тумтирĕ те çӳхе сăхман кăначчĕ. Ĕçленĕ чухне шăннине пĕрех туймастăмăр, чăм шыва ӳкеттĕмĕр. Çав хĕл питĕ сивĕ килчĕ — 40 градуса яхăнччĕ. Хваттере кĕнĕ çурта çитиччен тумтир, ĕçлесе тарпа витĕр йĕпеннĕскер, шанках хытатчĕ, кĕперен çатăртатса аран хăпăнатчĕ. Тепĕр чухне аялти кĕпе ӳт çумне çыпçăнса шăнса ларатчĕ. Курчаткина тумтирĕ ирĕлсе ӳтĕнчен уйрăличченех кăмака çумĕнче ларатчĕ, ывăнса халтан кайнăскер çапла салтăнмасăрах, каçхи апат тумасăрах çывăрса каятчĕ. Çапах вăл нихăçан та ӳпкелешместчĕ, юрлатчĕ, пурнăçри кулăшла самантсене аса илсе каласа пирĕн кăмăла çĕклетчĕ, нуша-терте сиретчĕ…

Пирĕн бригада окоп чавнă çĕрте хӳтĕлев чиккисене туса пĕтеричченех ĕçлерĕ. Астăватăп-ха: фронтран япăх хыпар килмессерен (нимĕçсем Мускав патнех çитнĕ, çĕршывăн тĕп хулине парăнтарас хăрушлăх тухса тăнă)окоп чавакансен, блиндаж тăвакансен, вĕсен стенине çирĕплетме йывăç касса турттаракансен йышĕ ӳссех пыратчĕ.

Мускава парăнтарас пулсан… Чуна пусахласа тăракан хăрушă çак сăмахсем пире панă нормăна ирттерсе пурнăçлама хистетчĕç. Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшне эпĕ питĕ лайăх астуса юлнă, мĕншĕн тесен Раштав кунĕнче тăшмана Мускав патĕнче чарса лартни çинчен пĕлтерчĕç, пирĕн çарсем нимĕçсене тапăнса хăвалама пуçлани пирки илтсен чунра шанăç çуралчĕ: тăшман Сăр хĕррине çитмĕ». <...>

Арсений ТАРАСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.