Комментировать

24 Ноя, 2021

«Хресчен сасси» 45 (2883) № 24.11.2021

Дина ТРЯКОВА: «Чăваш çи-пуçне кунсеренех тăхăнма хатĕр»

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче — Чăваш тĕррин кунĕ. Çак кун 1914 çулта тĕрĕ ӳнерçи Екатерина Ефремова çуралнă. Уява шăпах ку пулăмпа çыхăнтарнă.

Чăваш тĕрри — авалтан упранса юлнă ал ĕç йăли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ. Унта — халăх кун-çулĕ, шухăшлавĕ, ăс-тăнĕ. Вăл пинпин çул витĕр тухса паянхи кунччен упранса юлнă. Ăна малашне те манăçа кăларас марччĕ.

Телее, юлашки вăхăтра чăваш тĕррипе кăсăкланакансен шучĕ ӳсни палăрать. ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшӳллĕн кăçал Чăваш тĕррин шкулĕ уçăлчĕ. Вăл виçĕ уйăх ĕçлет. Унта çӳрекенсем чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Çавăн пекех республикăра кăçал «Тĕрĕллĕ Чăваш Ен» çĕнĕ проект пуçарнă: кашни район хăйĕн карттине тĕрлерĕ. «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсем вĕсене пĕрлештерсе республика карттине хатĕрленĕ. Вăл наци музейĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ. Сăмах май, иртнĕ çул тĕрĕ ăстисем Чăваш тĕррин кунне халалласа пĕрлехи вăйпа сурпан хатĕрлерĕç.

Йĕпреç районĕн карттине Пучинке ялĕнче пурăнакан Дина Трякова хатĕрленĕ. Ăна пĕчченех тĕрленĕ вăл.

«Районти 13 ял тăрăхне территорисемпе уйăрса палăртрăм, Йĕпреç гербне кĕртрĕм, карттăна чăваш тĕррисемпе илемлетрĕм», — терĕ Дина Анатольевна хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май. Пĕлтĕр вăл вырăнти вăтам шкулти вĕрентекенпе Зоя Акчуринăпа акцие хутшăнса сурпан тĕрленĕ. Çамрăк хĕрарăм чăваш тĕррипе хăçан кăсăкланма пуçланă-ши?

Тĕрĕссипе, вăл ачаранах ал ĕç тума юратнă. Çавна май вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă. Зоя Акчурина вĕрентекен ертсе пыракан кружока хаваспах çӳренĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтне куçăн мар майпа вĕренме кĕрсен ăсталăхне татах та аталантарнă. «Пĕрремĕш курсра вĕтĕ шăрçапа усă курса çи-пуç тăваттăм. Çакăншăн Зинаида Воронова педагога тав тăватăп. Халĕ те мăй çыххисем, хушпу-тухья ăсталатăп. Пиллĕкмĕш курсра вара мана чăваш тĕрри тыткăнларĕ. Унăн илемне ытараймарăм. Халăх пултарулăх кафедрин пуçлăхĕ Раиса Васильева преподаватель пулăшнипе тĕрĕ вăрттăнлăхĕпе паллашрăм. Чăваш тĕррине кăмăлланăранах диплом ĕçне те çак темăпа çыртăм», — иртнине куç умне кăларчĕ ăста. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦  


«Ĕне хăйне те, çемьене те тăрантарать»

Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче чылай çемье ĕне выльăх усрать. Вĕсенчен пĕри — Валерипе Венера Денисовсен çемйи.

Картиш тулли выльăх

«Эпир нихăçан та выльăхсăр пурăнман. Эпĕ качча тухнă май атте-анне, авалхи чăваш йăли-йĕркипе, ĕне, пăру, сурăх панă, пурнăç çавăнтан малалла аталаннă. Каярахпа выльăх йышне ӳстерсе пытăмăр, хуçалăх валли трактор тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянтăмăр», — пуçларĕ калаçăвне Венера Александровна.

Паянхи кун Денисовсен ĕне выльăх шучĕ вунна яхăн, вĕсенчен сăвăнаканни — ултă пуç. Кил хуçи хĕрарăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕри çак кунсенче пăруланă, тепри — черетре. Сăмах май, вăл хăех ветеринар та темелле. Ĕнене пăрулама та пулăшать, чирлесен укол тăвать, сиплет. Маларах вĕсем вăкăр та тытнă. Çемье пуçĕ Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çӳренĕрен хушма хуçалăхра çак выльăха усрама пăрахнă. «Вăкăр — усал. Эпĕ унран шикленетĕп, сĕкĕшме те пăхать. Çавăнпа ĕне тытма тытăнтăм. Сĕте хапха умнех килсе илеççĕ. Паянхи кун 1 литр чĕр тавара 22 тенкĕпе туянаççĕ», — малалла сӳтĕлчĕ сăмах çăмхи. «Çапах та хуçалăхшăн хăшĕ тупăшлăрах: ĕне е вăкăр?» — кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм. «Ман шутпа, ĕне. Вăл хăйне те, çемьене те тăрантарать. Унсăр пуçне ĕне хăйшĕн те, пирĕншĕн те ĕçленĕн туйăнать: пăру парать, сĕт-çупа савăнтарать, çавăн пекех сĕтне патшалăха та сутатпăр. Вунă кунран укçа тӳлеççĕ, шалу евĕрех. Кунне 82-83 литр сĕт паратăп. Чăн та, пĕр ĕнепе тупăш палăрсах каймасть, 2-3 ĕнен усси пурах. Унсăр пуçне патшалăх субсиди парса пулăшни те аван. Ял çыннине çакă самай хавхалантарать», — терĕ хĕрарăм. Чылай çул выльăх-чĕрлĕх усраканскер пурнăç йĕркине пĕлетех çав. Ара, ачаранах ĕне сума, кĕтӳ хăвалама тивнĕ тата ытти ĕçе те пурнăçланă. Ултă ачаллă çемьере çитĕннĕрен пĕчĕклех çăкăр хакне пĕлсе ӳснĕ.

Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ. Çав хушăрах пĕрне алăпа сума тивет-мĕн. Çилли хулăн пулнăран техникăпа усă курма май килмест. Пăрăвĕсене вара пĕчĕклех сутма тăрăшаççĕ. Вăкăра ытларах туянаççĕ иккен, сĕт пăрахманнине те илеççĕ. Ĕнисене çамрăклатсах тăраççĕ вĕсем: ваттисене сутаççĕ, вĕсен вырăнне пушмак пăрăвĕсене хăвараççĕ. Ула-чăпар ăрата ытларах кăмăлланине палăртрĕ вăл. Вĕсем сĕт нумайрах параççĕ-мĕн.

Мăшăрĕ Мускавра чухне кил-тĕрĕшри пур ĕç те хĕрарăм çине тиенет. Паллах, ачисем те пулăшаççĕ ăна. Вĕсене Денисовсем ĕçпе çитĕнтереççĕ.

«Дипломсăр агроном»

18 гектар çĕрпе усă кураççĕ вĕсем. Унта нумай çул ӳсекен курăк, кавăн, кăшман çитĕнтереççĕ. Выльăх апачĕ туса илмешкĕн техника çителĕклĕ. Çавăнпа та утă хатĕрлес ĕçе Валерий Порфирьевич пĕчченех пурнăçлать тесен те йăнăш мар. Паллах, трактор туяниччен мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Мотоблок та ял çыннине чылай пулăшу кӳнине асăнчĕ хĕрарăм: «Ăна лаша пек хĕлĕпе апат та çитерес çук. Çулла вара ĕçре усă куратăн: бензин яр та чупать. Тепĕр чухне хам та кĕрлеттеретĕп. Вăл питĕ аван техника».

«Тепĕр чухне упăшка Мускавран каярах таврăннă май курăк «кивелет», — калаçăвне тăсрĕ вăл. — Çавна май пĕринче люцерна вăррине çапса илме шут тытрăмăр. Çакă питĕ ăнăçлă шухăш пулчĕ. Хăш-пĕр анана пăсса çĕнĕрен акрăмăр. Çитменнине, вăрлăх сутмалăх та юлчĕ. Мăшăр çĕр ĕçне юратать. Эпĕ ăна «дипломсăр агроном» тесе ахальтен каламастăп. Вăл ку енĕпе пĕлӳ илмен, çапах пурне те чухлать. Пахча сухаланă хыççăн юлнă шăйрăксене те асăрхать. «Пăх-ха, тăм тухнă вĕт. Мĕншĕн суха кассине çав еннеллех çаптараççĕ? Капла хура тăпра пĕтет-çке», — тесе чунне ыраттарать. Ял хуçалăх тĕлĕшпе аслă пĕлӳ илменнишĕн манран сăмах час-часах тивет ăна. Ăс-тăнĕ çитет пулсан та водителе çеç вĕреннĕ вăл». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦  ♦


Пурнăç сукмакĕ

Апполинария Иванова Янмурçинта çуралса ӳснĕ, унтах тĕпленнĕ. Чылай вăхăт выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçленĕ. Чыслă ĕçшĕн вăл çĕршывăн пысăк наградисене тивĕçнĕ.

Ачалăхпа çамрăклăх

«Вăрçă ачи эпĕ. Хаяр вут-çулăм пире те тĕкĕнмесĕр иртмерĕ, — терĕ ватă çын куççульне шăлса. — Атте Яков Артемьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Анне Галина Петровна мана, пĕртен-пĕр хĕрне, пĕчченех пăхса ӳстернĕ. Хуняçа Василий Иванов та вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Хуняма Анна Сергеевна вара хура-шурне чылай курнă».
Апполинария 1949-1958 çулсенче Упи шкулĕнче вĕреннĕ. Малалла пĕлӳ илеймен, амăшĕ йывăр чирленĕрен ĕмĕчĕ пурнăçланман. Вăл Янмурçинти сĕт-çу фермине пăру пăхма вырнаçнă. Кĕçех ăна тата та яваплăрах ĕç шанса панă: вăл ĕне сума тытăннă. Каярахпа вара сысна пăхнă. Ĕçчен, маттур хĕре хуçалăх ертӳçисем те асăрханă. Çавна май ăна ферма ĕçченĕсен ушкăнне ертсе пыма шаннă. Ун чухне хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх чылай пулнă: сăвакан ĕнесем, самăртма хупнă выльăхсем, сыснасем. 1981-1983 çулсенче ун çине тата та пысăкрах яваплăх «тиеннĕ»: ăна уй-хир бригадирĕн тивĕçне шаннă. Вăл вăхăтра шăпах комплекслă бригадăсем йĕркеленнĕ. Çак çулсенче Апполинария Яковлевна хăй те Вăрнарти совхозтехникумран вĕренсе тухнă, алла зоотехник дипломне илнĕ.

Мăшăрлă пурнăç

1968 çулхи октябрьте Апполинария ял каччипе Анатолий Ивановпа çемье çавăрнă. Кил хуçи ĕмĕрне Упи вăтам шкулĕнче физика учителĕнче ĕçлесе ирттернĕ, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» палла тивĕçнĕ. Шел, 2007 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă.

Туслă та ĕçчен çемье ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав. Ивановсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех хастар çитĕннĕ. Юрий И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машинăсем тăвакан факультетĕнчен вĕренсе тухнă, инженер специальноçне алла илнĕ. Паянхи кун «КЕТРА» заводра тĕп механикра ĕçлет. Ачисем Дмитрипе Евгений Хусанти авиаци институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Ивановсен хĕрĕ Лидия — психиатрнарколог. Вăл 7 çула яхăн районти тĕп больницăра вăй хунă, халĕ — республикăри наркологи диспансерĕнче. Унăн ывăлĕ Роман та Хусанти авиаци институтĕнче вĕренет. <...>

Татьяна БОРИСОВА. Красноармейски районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.