Комментировать

10 Сен, 2014

Çутă сăнарĕ халăх асĕнче

Чăваш Ен авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР икĕ хут Геройĕн Андриян Николаев космонавт-летчикăн 85 çулхи юбилейне чыслăн палăртрĕ. Сăмах май, çак кун унăн амăшĕ Анна Алексеевна та çуралнă.

Сумлă юбилее халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ: йăлана кĕнĕ спорт эстафети, «Сĕнтĕрвăрри – Шуршăл» агитчупу, вĕренекенсен сăвă, хайлав конкурсĕсем, шахматистсен тупăшăвĕ тата ыт. те.

Уяв Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче те иртнĕ. Космонавт çуралса ÿснĕ яла чылай хăна килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнчех: Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕсем Олег Новицкий, Юрий Батурин, «Восток» космос карапĕн никĕслевçи, космос карапĕсене вĕçеве хатĕрлекен ăслăлăхпа техника центрĕн тĕп специалисчĕ Виктор Благов, «Новости космонавтики» журнал редакторĕ Игорь Маринин, Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова мăшăрĕпе, ывăлĕпе, тăванĕсемпе.

Савăнăçлă митинга Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Пурне те Андриян Григорьевич пек паттăр пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăшăн тăрăшса ĕçлеме ырă суннă.

Елена Андрияновна юлашки çулсенче Чăваш Ене тăтăшах килсе çÿрени пире савăнтарать. Ашшĕ çуралнă тăрăха манмасть вăл. Çитменнине ачисене (унăн икĕ ача), мăшăрне илсе килет. Ывăлĕ Андрей кукашшĕ пек летчик пулма ĕмĕтленет иккен.

Елена Андрияновна сăмахне ентешсем тимлесе итленĕ. «Атте тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ. Тăван чĕлхене те питĕ хисеплетчĕ. Чĕлхене юратăр, хисеплĕр. Вăл пурнăç тымарĕ.

Аттене çуратса ÿстернĕ çĕр çинче каллех пулма тÿр килнишĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Тĕлĕнмелле ырă туйăмсем çупăрлаççĕ мана, ăна палăртма сăмахăм çитмест. Пурне те ыррине кăна сунатăп...» – тенĕ вăл.

Çак кунах чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалласа Шупашкарти К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă каç иртнĕ. Ентешĕмĕре хисеплекенсем кунта та чылай пуçтарăннă. «Андриян Григорьевич ĕçченлĕхпе, маттурлăхпа, ырă кăмăлĕпе ялан палăрса тăнă. Унăн вилĕмсĕр ятне ылтăн сас паллисемпе тĕнче космос историне çырса хунă. Çутă сăнарĕ ĕмĕр халăх асĕнче, ентешĕсен чĕрисенче упранĕ», – палăртнă республика ертÿçи уява пухăннисене саламланă май. Вăл Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Алексей Леонов космонавт летчике 80 çул тултарнă ятпа Асăну паллипе чысланă.

«Эпир Андриян Николаевпа Н.Е.Жуковский ячĕллĕ Сывлăшпа çар инженери академийĕнче пĕрле вĕреннĕ, – тенĕ Алексей Леонов иртнине аса илнĕ май. – Вăл «5»-пе вĕренетчĕ, диплома та чи лайăх паллăпа хÿтĕлерĕ. Вĕçевсем хыççăн ăслăлăх ĕçĕпе тăрăшрĕ. Чăваш Ен ырлăхĕшĕн нумай вăй хучĕ. Вуннăмĕш шкул – паян эпир унта пултăмăр – вăл унăн шкулĕ, унăн ачисем. Çавăн пекех Андриян Григорьевич Шупашкарти трактор заводне çĕклеме те хутшăннă».

Çапла, мухтавлă ентешĕмĕр тивлечĕпе хăй вăхăтĕнче вун-вун шкул, больница, пурăнмалли çурт тунă. Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ. Вăл – Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ.

Андриян Григорьевич «Вĕç, вĕç, куккук» чăваш халăх юррине кăмăлланă. Çавна май симфони капелли уявра çак юрра шăрантарнă.

Валентина МАКСИМОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.