Çамрăксен хаçачĕ 45 (6393) № 18.11.2021
«Тик-Токра ĕмĕтсене пурнăçларăм»
Мария Никитина ача чухне вĕрентекен е юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра журналист профессине илнĕ те халĕ сутуçăра вăй хурать, халăх театрĕнче выляма та вăхăт тупать. Икĕ ача амăшĕ Тик-Токра артист ăсталăхĕпе паллаштарать.
8 пĕртăванран чи кĕçĕнни
— Мария, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха?
— Эпĕ 1989 çулта Тăвай районĕнче Сăхăтпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Эпир саккăрăн ӳсрĕмĕр. Аттепе анне пире çук пурнăçа кăтартман. Çĕнĕ тум илсе парайман пулсан та çĕтĕк çӳретмен. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне пиччен хĕрĕн япалисене тăхăннине астăватăп. Куншăн эпĕ пĕрре те аванмарланман. Аттепе аннерен мĕн те пулин туянса пама ыйтма та пĕлмен ун чухне. 9-мĕш класчен ялти шкул сукмакне такăрлатрăм. Кайран кӳршĕ Тушкил шкулне çӳрерĕм, лицей класĕнче вĕрентĕм. Сăвăсемпе калавсем çырса хаçата ярса параттăм. Çынсем манăн хайлавсене вуланă хыççăн журналистика факультетне кайма сĕнчĕç, çавăнта аслă пĕлӳ илтĕм. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленеттĕм тата юрлама юрататтăм. Çак шухăшсем халĕ те пуçран тухмаççĕ. Тен, пурăна киле пурнăçа кĕрĕç. Халĕ эпĕ телефон сутакан лавккара сутуçăра ĕçлетĕп. Кĕçех ку тытăмра ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитет. Вĕреннĕ чухнех качча кайрăм, диплом илсен яла пурăнма куçрăмăр. Упăшка Канашра ĕçлетчĕ те эпĕ хулара тĕпленесси пирки шухăшламан та. Халĕ Тăвай салинче пурăнатпăр.
— Эсĕ йышлă çемьере ӳснĕ терĕн. Ачалăх мĕнпе асра юлчĕ?
— Ыттисенчен уйрăлса тăман эпĕ. Класра виçĕ хĕрачаччĕ. Юлташсем манран кăшт чаплăрах тăхăнатчĕç пулин те эпир питĕ туслăччĕ. Хальхи ачасем пек телефонра чакаланса ларман. Кĕленчесем пуçтарса укçалла кайса параттăм. Сиплĕ курăксем те пухаттăм. Ĕçлесе илнĕ укçапа лавккаран пылак çимĕç илсе çиеттĕм. Çывăх çынсем туянса паманнипе мар, хамăрăн ĕçсĕр ларас килменнипе тунă çакна. Анне куншăн вăрçкалатчĕ, атте, эпĕ чи кĕçĕнни пулнăран-ши, мана пĕр сивĕ сăмах та каласа курман. Пĕчĕк чухне сарă-хура тĕслĕ кушак çухалнине астăватăп. Уншăн питĕ кулянтăм, макăртăм. Ир-ирех атте патне пытăм та мăр-мăра шырама пулăшмашкăн ыйтрăм. Ун чухне хĕллеччĕ. Аттепе кушак йĕрĕ тăрăх урама тухрăмăр. Йĕр пире уя илсе çитерчĕ. Тепĕр арçын пулнă тăк хăр-хар кăшкăрса тăкĕччĕ те шырама тухмĕччĕ. Çав кун кушака тупаймарăмăр. Атте тепĕр кунхине ăна таçтан илсе килчĕ, манăн минтер çине пырса хучĕ. Мĕн тери савăнтăм! Университета вĕренме кĕнĕ чухне аттепе анне тивĕçлĕ канураччĕ ĕнтĕ. Яла килмессерен вĕсем мана укçа парса яратчĕç. Ун чухне хулара юлташсемпе хваттер тара илсе пурăнаттăм. Çывăх çынсем питĕ нумай пулăшрĕç. Атте-анне паянхи кун ырă-сывă пурăннăшăн Турра тав тăватăп.
— Мăшăрупа ăçта паллашрăн?
— Турă çырни хапха умнех килчĕ. Пичче мана клуба кăлармастчĕ. Савнипе 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне кил умĕнче паллашрăмăр. Сергей мана хăйĕнчен тек вĕçертмерĕ. Пĕр çулхине сесси вăхăтĕнче эпĕ ăна çухатрăм, ман пата темиçе уйăх килмерĕ. Кайран пирĕн çулсем пурпĕрех пĕрлешрĕç. 1-мĕш курс пĕтерсен çемье чăмăртарăмăр. Часах хĕр çуралчĕ. Йывăр пулсан та вĕренме пăрахмарăм. Мăшăр отпуск илсе ачана хăй пăхрĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ялта пурăнтăмăр. Кайран тĕпренчĕке хуняма пăхма пулăшрĕ. Упăшкан пиччĕшĕн арăмĕ те сахал мар ăна утьăкка сиктерчĕ. Халĕ мăшăрăм Канашра шăл тухтăрĕнче тăрăшать. Аслă хĕр Полина 7-мĕш класра ăс пухать, кĕçĕнни Эвелина 8 çулта, 2-мĕш класа каять. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пăхса тăрса пӳрте çунтарса ячĕç»
Наталья Никитина икĕ ачипе хĕле хирĕç кил-çуртсăр, тумтирсĕр, пĕр сăмахпа — нимсĕр, тăрса юлнă. Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шăмăршă салинче хăрушă пушар пулнă. Икĕ çемье шар курнă. Вĕсен пӳрчĕсем юнашарах ларнă. Пĕринче — тивĕçлĕ канури кинемейпе 3 çулти мăнукĕ, тепринче Никитинсем пурăннă.
Кĕпере маларах юсанă пулсан…
«Хĕрлĕ автан» алхаснă хыççăн Никитинсен çурчĕ юрăхсăра тухнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ Наталья Геннадьевна каласа кăтартнă тăрăх, вăл халĕ ачисемпе тара илнĕ хваттерте пурăнать. Куншăн уйăхне 6 пин тенкĕ тӳлет.
«Хамăн пурнăçра икĕ пушар чăтса ирттермелле пулчĕ. Пĕрремĕшĕ 1987 çулта çак вырăнтах пулчĕ, эпир ун чухне кунта Иваново облаçĕнчен куçса килнĕ кăначчĕ. Атте-анне Чăваш Енренех, хăй вăхăтĕнче ют региона тухса кайнă. Çав çурта аттене ĕçĕнчен, Шăмăршăри йывăçпа ĕçлекен комбинатран, панăччĕ. Ун чухне те çулăм кӳршĕсем патĕнче тухнă. Эпĕ 6 çулта кăна пулнă та питех лайăх астумастăп. Акă халĕ çак инкеке тепĕр хутчен курма тиврĕ. Чӳкĕн 7-мĕшĕнче эпир ачасемпе хунямасем патне мунча кĕме кайрăмăр. Киле çитсен ăшă вырăн çине кĕрсе выртрăмăр. Эпĕ çывăрса кайма ĕлкĕрейменччĕ. Тăрук темĕнле сасă илтĕнме пуçларĕ, çурт тăрринче такам утнă пек туйăнчĕ. Хăраса кайрăм, урама тухса пăхма шухăшларăм. Сăмсана тӳрех тĕтĕм шăрши кĕчĕ. Кӳршĕсен енче çулăм алхаснине, тĕтĕм йăсăрланнине куртăм. Часрах ачасене вăратрăм та урама чупса тухрăмăр. Пушарнăйсем вăхăтра килчĕç, анчах вĕсенчен пĕри çеç çурт çывăхне пыма пултарчĕ. Пĕр машина каçсан йывăç кĕпер ишĕлме тытăнчĕ. Вăл йăтăнса анасран хăраса теприсем каçмарĕç, вĕсем шланг тăсса шыв сапрĕç.
Ял çыннисем витрепе шыв йăтрĕç. Анчах, шел те, пирĕн çурта сыхласа хăвараймарĕç. Пăхса тăрса пӳрте çунтарса ячĕç. Пушар машинисем пурте кĕпер урлă каçнă тăк пирĕн çурт çунса каймĕччех. Ăна вăхăтра юсанă пулсан урамра тăрса юлмăттăмăр тен. Пӳрт куç умĕнче çунса кайнине курма питĕ йывăр пулчĕ. Халĕ кĕпере юсама тытăнчĕç», — чун ыратăвĕпе пайланчĕ пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă хĕрарăм.
Унăн сăмахĕсене çав урамра пурăнакан Людмила Евграфова та çирĕплетнĕ: «Эпĕ 2010 çултах вырăнти влаçа йывăç кĕпере юсамалли çинчен пĕлтернĕччĕ. Пушар тухсан ăна сӳнтерме икĕ машина çурт патне пырайманни те юсав тахçанах кирлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Урăх çулпа унта çитме май çук. Юрать-ха, пушарнăйсем çулăма пирĕн хуралтăсем çине куçма памарĕç хăть». <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Отвертка тытса, асанне кĕпине тăхăнса концерт лартаттăм»
Вăл юрă çыртармалли студи уçнă та малалла çирĕппĕн утать. Паян вулакансене çакăн пек пултаруллă çамрăкпа, Шупашкарта пурăнакан Яна СЕМЕНОВĂПА, паллаштарас килет. Вăл хăйне евĕр хушма ят тупнă: Яна Нота. «Музыкăна нота тытса тăрать. Нота — хальхи музыка нотацийĕн графика палли. Пĕчĕк пулсан та пысăк ĕçсем тăвать, çавăнпа хам валли çакнашкал хушма ят суйларăм», — терĕ вăл йăл кулса.
«Яна Нота»
— Яна, эпĕ санпа Константин Рязанов кĕвĕ ăстин студийĕнче ăнсăртран паллашрăм. Эсĕ хăйне евĕрлĕ шухăшлани, йывăрлăхсенчен хăраманни мана тӳрех тыткăнларĕ. Хаçат вулаканĕсене хăвăнпа паллаштарсам.
— Эпĕ — вокал вĕрентекенĕ. 14 çултанпа сăвăсем çыратăп, каярахпа юрă сăмахĕсем те хайлама пуçларăм. Кунсăр пуçне çынсене юбилейпе, çуралнă кунпа тата ытти уявпа саламлама сăвăсем çырса паратăп. Эпĕ качча тухнă, пирĕн икĕ хĕрача ӳсет: 11-ти Милана тата 7 çулти Каролина. Юратнă ĕç манна киленӳ кӳрет. Сăвă çырас пултарулăх аттерен куçнă тесе шухăшлатăп. Эпир унпа питĕ туслă, пĕчĕк чухне пĕрле сăвăсем, юмахсем, калавсем вулаттăмăр, мультиксем кураттăмăр. Кайран вĕсене пĕрле тишкереттĕмĕр.
— Сăвăсенче çут çанталăка сăнлама кăмăллатăни?
— Çут çанталăк теми маншăн çывăхах мар. Ытларах чунри туйăмсем кăсăклантараççĕ. Сăвăсенче çыннăн кун-çулне кăтартма кăмăллатăп. Пĕррехинче, шкулта вĕреннĕ чухне, аптекăна кĕтĕм. Пĕр ватă хĕрарăм эмел туянасшăн, анчах хăйĕн укçи çитмест. Пĕр тăхтамасăр атте панă укçана кĕсьерен кăларса кинемее тыттартăм. Калаçса кайрăмăр. Вăл пĕччен пурăнать иккен. Кăштахран «Пĕчченлĕх» сăвă çуралчĕ. Эпĕ мĕн ачаран сăнарлă шухăшлатăп. Сăмахсем хăйсемех рифмăланаççĕ, текст пуçра шыв юххи пек йĕркеленсе пырать. Çыннăн шалти туйăмне хут çине куçарни маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Юлашки вăхăтра Скандинавсен утти модăна кĕчĕ. Эпĕ те айккинче юлас темерĕм, çак темăпа юрă хатĕрлерĕм те ăна юрлатăп.
— Санăн шухăшпа, чăн-чăн профессионал юрăç пулас тесен музыка енĕпе ятарлă пĕлӳ илмелле-и е çут çанталăк панă пултарулăхпа çырлахмалла-и?
— Эпĕ Шупашкарти В.А тата Д.С.Ходяшевсен ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче тата Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренсе академи вокалĕ тата хор дирижерĕ енĕпе специальноçсем илтĕм. Анчах кулленхи ĕçре çак пĕлӳ маншăн сахал пулнине ăнлантăм, джазпа эстрадăна тĕплĕнрех ăнланас тесе уйрăм педагогсен урокĕсене çӳрерĕм, видеороликсем пăхрăм, нумай вуларăм. Хамшăн тепĕр вăрттăнлăха уçăмлатрăм: сасăпа хуçаланма пулать. Нумаях пулмасть Санкт-Петербурга кайрăм, унта «CVT» автор программипе хальхи музыкăри çĕнĕлĕхсене вĕрентĕм. Сертификат пачĕç. Пĕр курс витĕр тухма 50 пин тенкĕ тӳлерĕм, çул çинче тата хăна çурчĕшĕн тепĕр 50 пин тухса кайрĕ. Ют çĕршывран килнĕ хăш-пĕр педагога пĕр урокшăн 5 пин тенкĕ тӳлени те пулнă. Халĕ эпĕ юрлас текенсене çĕнĕлле вĕрентетĕп. Юрлама вĕрентекенсем тухтăр евĕрех. Вĕсем сасса сыватма та, чирлеттерме те пултараççĕ. Кашни педагогăн юрлакан çыннăн сасă инструменчĕ мĕнлерех ĕçленине пĕлмелле. Пирĕн пĕр сас анчах, вăл чире пула улшăнма пултарать. Юрăçсен ăна упрамаллах. Малтан ман пата килекенсен сассине тишкеретĕп, вара тин вĕсемпе ĕçлеме пуçлатăп. Эпĕ юрăçсене импровизацилеме вĕрентетĕп. Хамăн студи пур, ăна «Яна НОТА» ят патăм. Ман патра ытти регионта пурăнакансем те юрлама вĕренеççĕ, мĕншĕн тесен эпĕ онлайн уроксем ирттеретĕп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Çырма хĕрринчи çĕре сухаланăшăн кулак тесе айăпланă
«Эпĕ çемьере çиччĕмĕш ача пулнă. Анчах ман умĕнхисем пурте вилсе пынă, эпĕ çеç чĕрĕ юлнă. Çуралсанах «кайăк» ят панăран сывă юлнă пуль. Тен, атте-анне ывăл усрава илни мана çăлса хăварнă. Вĕсем кӳршĕ ялта пĕр хĕрарăм ача çуратнă чухне вилнине пĕлнĕ. Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, çемьере ачасем вилсе пырсан тăлăха усрава илмелле. Çеруш тăван мар пулнине вăл паспорт илнĕ чухне çеç пĕлтĕм», — çапла каласа кăтартнă 1925 çулта Канаш районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралнă, ĕмĕрне çавăнтах ирттернĕ Анфиса Трифонова.
«Мунча çеç юлчĕ»
Ашшĕ Трифон платникре ĕçленĕ. Çемье пуян пурăнман, çапах кил-хуçалăхĕ çирĕп пулнă. Колхозсем йĕркеленме тытăнсанах унта кĕнĕ. Çĕр пайне килте миçе арçын пулнине кура панă. Вĕсене икĕ пай çеç лекнĕ, çавăнпа çырма хĕрринчи çĕре сухаланă. Çакă ялти пĕр хĕрарăма килĕшмен, кирлĕ çĕре евитленĕ. Çапла вĕсене кулак тесе айăпланă, 1932 çулта Тихона арестленĕ.
«Халĕ те астăватăп çав куна. Анне кăмакана çăкăр пĕçерме лартрĕ, чукунра яшка вĕретчĕ. Тăрук кил умĕнче вăрăм урапа кӳлнĕ лашасем чарăнчĕç, пӳрте çар тумĕ тăхăннă çынсем кĕрсе тăчĕç те суд йышăнăвне вуласа пачĕç. Анне çăкăр пиçсе пĕтессе кĕтмешкĕн тем пек ӳкĕтлерĕ. Итлесе тăмарĕç, çăкăра кăмакаран кăларчĕç те йывăç валашка çине хурса урама илсе тухрĕç. Унтан пӳрт тăррине хăпарчĕç. Лашана çавăтса тухса кайрĕç, хуралтăсене пăсрĕç. Пĕтĕм пурлăха, пуртă таранах, йӳнĕ хакпа сутрĕç. Çырма хĕрринчи мунча çеç тăрса юлчĕ», — пурăннă чухне куççуль витĕр каласа кăтартнă Анфис аппа /ялта ăна çапла чĕннĕ/ хĕрĕсене Любăпа Ленăна.
Икĕ çултан, Тихона тĕрмерен кăларсан, çемье Çĕпĕре аякри тăванĕсем патне тухса кайнă. Унта пурнăç майĕпен йĕркеленме пуçланă. Анчах ялта Тихонăн ашшĕпе амăшĕ юлнă, çырусенче ывăлне çемйипе каялла таврăнма ыйтнă. Вăрçă тухасси пирки сас-хура сарăлни те вĕсене Чăваш Ене таврăнма хистенĕ.
«Вырăнти влаçран хамăрăн мунчана туянтăмăр, ăна пӳрт вырăнне куçарса лартрăмăр. Хăва вуллисенчен хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Ун чухне пирĕн çемьере йыш хушăннăччĕ ĕнтĕ, 3 хĕр çуралнăччĕ. Вырнаçса пурăнма тытăнтăмăр кăна — вăрçă пуçланчĕ, — йывăр вăхăта аса илнĕ Анфиса Тихоновна. — Пирвайхи уйăхсенче ахаль чухнехи пекех пурăнтăмăр. Çулла тыр-пул пухса кĕртрĕмĕр, кĕркунне — пахча çимĕç. Анчах чунри канăçсăрлăх кунсерен ӳссе пычĕ: нимĕçсем Мускав патне çывхарма пуçларĕç. Пахча çимĕçе пухса пĕтерсен, 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче, халăха правлени çурчĕ умне пухрĕç те вăй питти çынсене окоп чавма ярасси пирки каларĕç. Хĕрарăмсем макăрса ячĕç».
Ирхине Анфиса ашшĕпе пĕрле клуб умнее утнă. Унта пĕтĕм ял-йыш пухăннă. Инструментсем, апат-çимĕç тиенĕ урапасем хускалсан ăсатма килнĕ хĕрарăмсем ӳлесе янă. 50 çухрăмра вырнаçнă Тăвай салине çуранах утнă. Унта çитсен ял çыннисем патне хваттере янă. «Аттепе иксĕмĕр тата тепĕр 5 çын икĕ ачаллă çемье патне лекрĕмĕр. Йывăç çурт пысăк марччĕ, унта сĕтелпе саксем çеç ларатчĕç. Кам — сак çинче, кам — урайĕнче çывăраттăмăр. Ир-ирех тăрса каçхине юлнă апата çырткалаттăмăр та окоп чавма утаттăмăр. Ĕç вырăнĕнчен инçех мар пурăннăран кăнтăрлахи апата килсе каяттăмăр. Хамăрах черетпе пĕçереттĕмĕр. Колхоз çĕр улми, купăста, çăнăх, çăкăр килсе паратчĕ. Каçхине ĕç нормине мĕнле пурнăçланине тĕрĕслетчĕç. Траншея çӳллĕшĕпе те, сарлакăшĕпе те хамăр пекехчĕ. Тăпрана урапа çине тиесе ямаллаччĕ. Лашасемпе ытларах арçынсем ĕçлетчĕç. Çанталăк сивĕтме пуçларĕ. Пурне те ăшă тумтир илме хушрĕç. Пĕрисем тăлăппаччĕ, теприсем çăматăпа… Эпир чухăн пурăннăран манăн улăштарса тăхăнмалли тум та çукчĕ. Урара çăм нускипе çăпатаччĕ. Кайран манна асаннен тăлăпне пачĕç. Шартлама сивĕсем пуçлансан шăннă çĕре пуртă та витместчĕ. Лума кувалдăпа çапса тăпрана кататтăмăр. Кăшт та пулин ăшăнас тесе куç тĕлне пулнă туратсене, тункатасене пухса кăвайт чĕртеттĕмĕр. 40 градус сивĕре пĕр-пĕрне асăрхама тăрăшаттăмăр. Лумпа çĕре таккаса тăнă çĕрте пĕри чупса пыратчĕ те: «Пит çăмарти шуралса кайнă! Сăтăр часрах! Аллу-уруна туятăн-и?» — тетчĕ. Киле пĕрре те ямарĕç, канмалли кунсемсĕр ĕçлерĕмĕр. Йĕркене милиционерсем тĕрĕслетчĕç. Питĕ йывăрччĕ, анчах тарас шухăш пулман.
«Вăрçă часрах пĕттĕр», — тесе шухăшлаттăмăр. Ĕç вĕçленнине пĕлтерсен киле чупса тенĕ пек кайрăмăр», — каласа кăтартнă Анфис аппа. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Тылра та ĕçлекенсем кирлĕ»
Çапла каласа комиссар хĕрсене фронта яма килĕшмен «Аттепе анне пурнăçĕ пирки каласа кăтартма юратмастчĕç. «Мĕн тума кирлĕ сире? Тӳсмеллине тӳснĕ. Ун пеккине курма Турă ан хуштăрччĕ», — тетчĕç. Кайран, хам качча кайса ача-пăчаллă пулсан, анне пурнăçĕ пирки кăшт калама пуçларĕ. Ун чухне вăл ватăлнăччĕ ĕнтĕ. Аннен йăмăкĕсем каласа кăтартнисем те асрах. «Аппа нушине нумай курнă», — тетчĕç», — амăшĕ пурăннă чухне пулни-иртнине тĕплĕн ыйтса пĕлменнишĕн пăшăрханчĕ Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Зоя Васильева.
Çăпата хуçма ыйтнă
Унăн амăшĕ Мария Данилова çак районти Тăрмăш ялĕнче 1922 çулта çуралнă. Нумай ачаллă çемьерен пулнă вăл: ултă ачаран — иккĕмĕшĕ. Асли Лекçей çар çынни пулнă, полковника çитнĕ. Марье хыççăнхи Коля пăравус машинисчĕн пулăшуçинче ĕçленĕ. Пĕррехинче пăравуса тасатма тесе айне кĕрсе выртсан вăл урине амантнă. Пелагея, Лена, Петя — пурте юрра-кĕвве юратса çитĕннĕ. Петьăна ялта «Купăс Пети» тесе чĕннĕ. Вăл вăйăра çак инструмента каласа пурне те ташлаттарнă. Ялти хорта купăсçă пулнă. Тăрмăш хорĕ пĕр çулхине Мускава та кайса килнĕ.
«Эпĕ çитĕннĕ вăхăтра кукаçи пирĕнпе çукчĕ. Кукамая та тĕлĕкри пек кăна астăватăп. «Кукаму патне каятпăр», — тени хăлхара янăрать. Кӳршĕ ялта пурăнаканскер патне çуран çӳреттĕмĕр. Вăл тĕп килте Петя куккапа кун кунлатчĕ. Пĕррехинче кукамай йывăр чирленĕ, ури шыçнă.
Куçне ĕмĕрлĕхех хупас умĕн ывăлне вилĕмлĕх тесе çăпата туса пама ыйтнă. Петя кукка ку ĕçе пĕлмен. Ун вырăнне атте çăпата тунă. Кукамай ăна алла тытса пăхнă та: «Виçеллĕ, кăмăла каять», — тенĕ. Аннен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Маня аппа ун пирки аса илсе пĕр истори каласа кăтартнăччĕ. Ку вăрçă çулĕсенче пулнă. Кукамай патне налук пуçтаракан килнĕ те пĕртен-пĕр качакине илсе тухса кайма хăтланнă. Урамра вылякан ача-пăча, çав шутра Маня аппа та пулнă, выльăха хапхаран кăларма паман, кукамай хӳттине кĕнĕ. Унран вуçех налук ыйтмалла пулман, мĕншĕн тесен аслă ывăлĕ — çар çынни, манăн анне вăл вăхăтра торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ, тепĕр ывăлĕ — чукун çул çинче. Çапла качакана илсе кайман», — каласа кăтартрĕ Зоя Ивановна.
Амăшĕ Мария Николаевна нушаллă пурнăçĕ пирки ытлашши нумай каласа кăтартса хĕрне хурлантарас мар тенĕ ахăртнех. Килти архивра та нимĕн те юлман, сăн ӳкерчĕксем те сыхланса юлман. Веçех пушарта çуннă.
«Аннепе атте хăйсен ĕмĕрĕнче 3 пӳрт лартнă. Чи малтан — пĕрлешнĕ хыççăн тĕп килтен уйрăлса тухсан. Пĕррехинче халăх уйра ĕçленĕ. «Пушар! Пушар!» — кăшкăрашнă çынсем. «Камсем çунаççĕ ара?» — кăсăкланнă анне. Хăйсен хушаматне илтсен вăл вăйĕ пĕтнипе çĕре тĕшĕрĕлсе аннă, килне аран-аран утса çитнĕ. Çемье çири тумпа çеç юлнă. Аннен арчара упраннă хĕр туприне те — тутăрпа кĕпине, пир пусмана — сыхласа хăварайман», — малалла калаçрĕ хĕрĕ Зоя. <...>
Ирина КОШКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...