Комментировать

10 Сен, 2014

Курава форума халалланă

Кӳкеçри тĕп вулавăшра "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" кĕнеке куравĕ уçăлнă. Ăна юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă.

Вулакансем кунта спортăн тĕрлĕ енĕ, Раççейри, Чăваш Енри паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсем, Олимп чемпионĕсем пирки çырнă "чун çимĕçĕсемпе" паллашма пултарĕç. Чăваш Енри физкультурăпа спорт юхăмĕн аталанăвĕпе Чăваш спорчĕн энциклопедийĕ паллаштарать. "Спортсмены" кĕнеке вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн кăна мар, студентсемпе шкул ачисемшĕн те, ватăсемшĕн те интереслĕ. Унта Чăваш Ене чапа кăларнă, паллă спортсменсем пирки тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать. "Шупашкар районĕн спорт мăнаçĕ" электрон диск вара асăннă район чысне çӳле çĕкленĕ спортсменсемпе, тренерсемпе паллашма чĕнет. Тухăç кĕрешĕвĕсем пирки ытларах пĕлес килет-и/ Тархасшăн! М.Гутинăн "Восточные единоборства" кĕнеки кирек камăн кăмăлне те тивĕçтермелле.

А.ГРОМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.