Комментировать

16 Ноя, 2021

«Хыпар» 127 (27860) № 16.11.2021

«Арăму тек çук», – тесе каласран хăранă

Ковидпа йывăр чирленĕ Ирина Афросина, телее, сывалнă

Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕ. Çак кун Шупашкарти Афросинсен çемйишĕн калама çук хаваслă пулчĕ. Вăл çемье историйĕнче çырăнса юлатех. Пулать вĕт, Ирина Афросинăна ача кĕтнĕ тапхăрта коронавирус ернĕ. Унăн ӳпки 100 проценчĕпех сиенленнĕ. Амăшĕпе пепкине çăлса хăварас тесе тухтăрсем ăна маларах, 30-мĕш эрнере, кесарево мелĕпе операци туса çураттарнă. Пепкине инкубатора вырнаçтарнă, Иринăна вара республикăри кардиологи диспансерне куçарнă. Тухтăрсем унăн пурнăçĕшĕн чылай вăхăт кĕрешнĕ. Юлашки эрнере çамрăк амăшĕ республикăри клиника больницинче сипленнĕ. Унăн сывлăхне пульмонологсем пăхса тăнă.

«Владăн /арçын ачана çапла ят панă/ аннен Ксения Егоровнăн çуралнă кунĕ тĕлнелле /вăл раштавăн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ/ çуралмаллаччĕ. Вăл вара пирĕн туй кунĕнче, авăнăн 27-мĕшĕнче, сас пачĕ. Çуралнă чухне ывăлăм 1 килограмм та 450 грамм кăна тайнă. Халĕ вара 2,45 килограма çитнĕ», — каласа кăтартрĕ Иринăн мăшăрĕ Юра.

Влад — Иринăпа Юрий Афросинсен виççĕмĕш ачи. Асли Стас — 16-ра, вăталăххи Елена — 8-та. Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче çамрăк амăшне больницăран кăларчĕç. Халĕ вăл хăйне аванах туять. Телейлĕ мăшăра шурă халатлисем ку таранччен Перинаталь центрĕнче пулнă Влада та пачĕç. Вĕсене кĕтсе илме Иринăн ашшĕпе амăшĕ, Юрăн амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕ йышлăн пухăннă. Кашниех тухтăрсене тав турĕ. «Питĕ йывăр вăхăт хыçа юлчĕ. Иринăпа Владшăн кашни кун кĕлтурăмăр. Ирина — хаваслă, пурнăçа юратакан хĕрарăм. Оптимист пулни, хăйне шанни ăна йывăр чире парăнтарма пулăшрĕ. Тухтăрсене таймапуç. Чăваш Енре чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ», — хавхаланса палăртрĕ Ксения Егоровна.

— Ирина больницăна авăнăн 22-мĕшĕнче лекрĕ, — аса илчĕ Юрий Петрович. — Сиплев учрежденине выртиччен унăн пĕр эрне ытла ӳт температури пысăк пулчĕ. Малтанах ОРЗ тесе шухăшларăмăр. Анчах температура ниепле те чакмарĕ, мăшăрăм хăйне çăмăлрах туйма тытăнмарĕ. Çавăнпах тухтăрсем операци турĕç. Коронавируспа чирлекенсемпе курнăçма юрамасть, телефон урлă çыхăну тытрăмăр. Иринăна реани-мацире кислород маскипе сывлаттарнă. Çавăнпа шăнкăрав янăрамассерен шарт сикеттĕм. «Арăму тек çук», — тесе каласран питĕ хăраттăм. Мăшăрăм кардиологи диспансерĕнче сипленнĕ чухне япаласем пама кайсан пĕлĕше тĕл пултăм. Каярахпа унпа вăл хăйĕн амăшне пытарнă чухне курнăçма тиврĕ. Унăн çывăх çынни ковидран вилчĕ. Чунра çав тери япăхчĕ... Аслă ывăлăмăр Стас ача çуратмалли çак çуртрах 6,5 уйăхра çуралнăччĕ. Кунти тухтăрсем пысăк квалификациллĕ тата яваплă пулнине пĕлнĕрен тин çуралнă пепкемĕршĕн питех пăшăрханмарăм. Çапах хăрушă кунсенче пирĕн çемье урăх нимĕн çинчен те шухăшлама тата калаçма пултарайман. Эпир йывăр çак чирпе пурте пĕрле кĕрешрĕмĕр. Тĕрĕссипе, ковид пире çывăхланма пулăшрĕ. Эпĕ прививка тутарнăччĕ те усал вируса çăмăллăнах парăнтартăм. Иринăн амăшĕ йывăррăн чирлерĕ, унăн ӳпкин 62 проценчĕ сиенленнĕччĕ. Арăмăн ашшĕпе манăн анне прививка тутарчĕç. Вĕсем чирлемен. Паллах, вакцинациленмеллех… Питĕ телейлĕ эпĕ паян. Иринăпа Влада тинех киле илсе каятăп. Çак кун Иринăшăн иккĕмĕш çуралнă кун пекех пулĕ!

Ирина Афросинăна юлташĕсемпе тăванĕсем хавхалантарсах тăнă. Больницăран кĕтсе илме те хĕр тусĕсем йышлăн пухăннă. Вĕсем çамрăк хĕрарăма сырса илчĕç те пĕрин хыççăн тепри ыталарĕç, чечек çыххисем парнелерĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Николай МЯСНИКОВ: Çамрăксем экспедицисене хутшăнса историе лайăхрах пĕлеççĕ

Археологсем этем культурин йĕрĕсене — артефактсене — тĕпчеççĕ тата «Çынсем мĕнле тата ăçта пурăннă?» йышши ыйтусене хуравлаççĕ. Археологсене палеонтологсемпе, чĕр чунсемпе ӳсен-тăран кун-çулне тĕпчекенсемпе, пăтраштарма кирлĕ мар. Паян вулакана паллаштаракан çын шăпах археологсен ретĕнчен. Сăмахăм истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Мясников пирки.

Антропологсем те…

— Николай Станиславович, археологсем пирки тепĕр чухне аваллăх антропологĕсем те теççĕ. Вĕсене çуртсем, эрешсем, çынна пытарнă вырăнсем, ӳкерчĕксем, хĕç-пăшал кăсăклантараççĕ. Эсир мĕншĕн шăпах çак профессие суйласа илнĕ, урăххине мар?

— Тĕп хулари 1-мĕш лицейĕн 5-мĕш класĕнче вĕреннĕ вăхăтра пирĕн пата Наталийăпа Александр Березинсем пынăччĕ. Вĕсем — археологсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем. Çаксем тата шкулти истори учителĕ Айрат Савин тăрăшнипе «Паллă мар Çĕр чăмăрĕ» кружок йĕркелерĕç. Çапла майпа республика тăрăх çӳреме, çырма-çатрана, юхан шывсене тĕпчеме, чĕр чунсен чулланнă шăмми- шаккине чавса кăларма пуçларăмăр.

Эпĕ те çав çулсенче археологипе кăсăкланма, авал çынсем пурăннă вырăнсенче ирттерекен экспедицисене хутшăнма тытăнтăм. Çапла вара шкул пĕтернĕ тĕле кам пуласси ыйту тухса тăмарĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче пĕлӳ илме пуçларăм. Кунта мана археологи енĕпе Евгений Михайлов преподаватель вăйлă витĕм кӳчĕ, археологсемпе чавса шыракан ĕçсене явăçтарчĕ. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, 2009 çулта, мана Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ĕçлеме илчĕç.

— Çапла, кĕске вăхăтрах эсир лаборантран археологи енĕпе ĕçлекен ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ таран çĕкленме пултарнă.

— Паллах, çакăн пек ӳсме 2014 çулта Тутар Республикин Ăслăлăхсен академийĕн А.Х.Халиков ячĕллĕ археологи институчĕн аспирантуринче илнĕ пĕлӳ те пулăшнах. Ăслăлăх ертӳçи Дмитрий Бугров ертсе пынипе Чăваш Ен территорийĕнче çак эрăри пĕрремĕш ĕмĕрсенче мĕн пулнине тĕпчерĕмĕр.

— Мĕн пулнă кунта, пирĕн çĕр çинче?

— Пирĕн регион çак тапхăрта пысăк йышпа куçса килекенсемпе палăрса юлнă. Вĕсенчен улăп тăпри евĕрлĕ тĕмсен, питĕ пуян япаласемпе тата чылай хĕç-пăшаллă, палăксем юлнă. Çакскерсем вырăнта пурăнакансене — финн-угор, Атăлçи-финн йăхĕсене, мордва халăхĕн несĕлĕсемпе çыхăннисене — хăйсене пăхăнтарса тăнă. Çапла майпа пĕчĕккĕн, археологсен чĕлхипе каласан, авалхи мордва культури аталанма пуçланă. 5-6-мĕш ĕмĕрсенче кунта çармăссен несĕлĕсем килсе вырнаçнă. Çакă пĕтĕмпех тĕрĕксемпе пăлхарсемччен пулса иртнĕ.

Аслă Таяпа — Пăлхар патшалăхĕн хули

— Эсир тĕпчекен ĕçсенчен пысăк пайĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă. Кăна археологи тĕпчевĕсен материалĕсем лайăх çирĕплетеççĕ.

— Эпир тĕрлĕ тапхăрăн археологине тĕпчетпĕр. Юлашки тапхăрта Атăлçи Пăлхар патшалăхĕпе çыхăннă вырăнсенче чавса шырас ĕçе нумай ирттеретпĕр. Сăмахран, Аслă Таяпа хулашĕ пулнă вырăнта тăватă çул каялла Чăваш Ен тата Тутарстан ăсчахĕсен пĕрлехи тĕпчевĕсене йĕркелерĕмĕр. Шырав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн монографи хатĕрлеме палăртнă.

— Аслă Таяпа хулашĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Вăл 10-13-мĕш ĕмĕрсенчи хула пулнă. Çурт пулнă темиçе вырăна, производствăран юлнă хатĕрсене, тимĕрç тата ремеслапа, чӳлмекпе çыхăннисене, тĕпченĕ ĕнтĕ. Несĕлсем ун чухнех кирпĕчпе усă курни паллă. Вĕсенчен пĕр мунча, урай айĕнчен ăшăтакан тытăмлăскер, пулнă ахăр. Хулашра пурăннисен йăлисене, культура, суту-илӳ çыхăнăвĕсене, усă курнă эрешĕсене, вилнĕ çынсене мĕнле пытарнине, вĕсен юлашкийĕсем тăрăх антропологипе çыхăннă хăйне евĕрлĕхсене тата ыттине тĕпчетпĕр.
— Малтанлăха мĕнле пĕтĕмлетӳ тунă пулăттăр?

— Аслă Таяпа — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн хĕвел анăç енчи хули. Çав тапхăрта паянхи Чăваш Енĕн кăнтăр енчи территорийĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. Археологи кăтартăвĕсем /топографи, халăх йышĕ, культура çыхăнăвĕсем, ремесла аталанăвĕн шайĕ/ Таяпа чăн-чăн хула пулнине çирĕплетеççĕ.

— Пăлхар патшалăхĕ нумай нациллĕ пулнă. Аслă Таяпара мĕнле халăх çыннисем пурăннă

— Тĕрĕксем. Вĕсем çывăх тăрăхра тĕпленсе пурăнакансене — çармăссен, мордвасен, удмуртсен тăхăмĕсене — пăхăнтарнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Баттл ирттерсе хуран кукли пĕçереççĕ

Район администрацийĕн ĕçченĕсем Вера Григорьева пирки: «Великая чувашка», — тесе хакласан унпа паллашас кăмăлăм тата пысăкланчĕ. Хамăн телефонри списока та унăн номерне çак ятпах кĕртрĕм.

Ачисене пĕрле илсе кайман

Удмурт Республикинчи Грахово районĕнче Пархатар /вырăсла — Благодатное/ ятлă ял пур. «Ырă», «ырăлăх» тенине пĕлтерет вăл. Чăвашсем пурăнакан çак ял Столыпин реформи хыççăн пуçланса кайнă. Хусан кĕпĕрнийĕ вырăнти çĕрсене сутнă. 11 чăваш çемйи лаптăк туянса унта тĕпленнĕ. Çĕрĕсем тулăх пулнă. Яла çавăнпах Пархатар ят панă. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, тăхăмăрсем унта Çĕрпӳ, Тăвай, Вăрмар районĕсенчен куçса пынă. Пархатар ялĕ вырăнĕнче ун чухне вăрман кашласа ларнă. Пархатар 107 çулта! Паянхи кун та унта чăвашла калаçакансем пурăнаççĕ.

Çак ял çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Вера Леонидовнăпа паллашрăм. Унăн ашшĕ енчи тăванĕсем — Çĕрпӳ районĕнчен. Çамрăкрах чухне ашшĕ Чăваш Ене тăтăш килсе çӳренĕ. Те çулĕ вăрăм пулнăран — ачисене хăйĕнпе пĕрле илсе кайман вăл. Халĕ Вера Леонидовна виççĕмĕш сыпăкри тăванĕсемпе интернет урлă кăна хутшăнать, Шупашкара килсе курман.

«Асатте-асанне епле куçса килнипе, вăрман касса ял, уйсем тунипе ача чухне кăсăкланман çав. Атте-аннерен те ыйтса пĕлмен. Халĕ тĕпчĕттĕм те — каласа кăтартакан çук. Паллă ĕнтĕ, пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă, лашасем пулăшнă», — хаваспах калаçрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ. Унăн ашшĕ фермăра ĕçленĕ, кĕтӳ пăхнă. Тăрăшулăхĕшĕн икĕ ордена тивĕçнĕ. Амăшĕ те колхозра бригадăра, дояркăра вăй хунă. Вĕсем 4 ача пăхса ӳстернĕ. Вера çак ял яшĕпе Олег Григорьевпа çемье çавăрнă, хăйсем пӳрт лартнă. Мăшăрĕ чăваш пулни те ăна тăван чĕлхерен пистермен. Çавăнпа вĕсен виçĕ хĕрĕ те чăвашла пĕлет. Аслисем иккĕшĕ чăвашла калаçаççĕ, кĕçĕнни ăнланать, анчах пуплемест. Аслă хĕрĕ çак ялтах пурăнать, почта уйрăмне ертсе пырать. Вăталăххи район больницинче — завхоз, кĕçĕнни — районти шкулта математика учителĕ. Вĕсем пурте кăçалхи çыравра хăйсене «чăваш» тесех çыртарнă.

Вера Леонидовна ача чухне вĕсен килĕнче таса чăваш чĕлхи янăранă. Кун-çул панă çыннисене ачисем «атте», «анне» тесе чĕннĕ. Кайран вара вырăсла калаçма çăмăлрах пултăр тесе ачасене шкулта вырăсла вĕрентме тытăннă. Çавăнпах вĕсем çитĕнсен хăйсен ывăл- хĕрне «мама», «папа» тесе калаттарнă. Ун чухне шкулта чăваш чĕлхи урокĕсем иртнĕ-ха, кайран вăл факультатив шайĕнче кăна тăрса юлнă. Халĕ вара шкул çук, 5-6 çул каялла хупăннă. Ачасене Заречный салине илсе çӳреççĕ.

Мăнкунра çăмарта кустараççĕ

Качча кайиччен Вера Леонидовна Можга хулинче хăйĕн специальноçĕпе çĕвĕçре ĕçленĕ. Ялта пурăнма тытăнсан профессие улăштарма тивнĕ: культура ĕçченĕ пулса тăнă. Унтанпа 25 çул иртнĕ. Çак хушăра ташша-юрра та, халăхпа ĕçлеме те вĕренсе çитнĕ. «Атте-анне вĕçĕм юрлатчĕ. Чăвашсем çавăн пек халăх: пĕрмай юрлаççĕ», — тет вăл. Культура çуртĕнче чăвашсем «Шурă акăш» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Тĕрĕллĕ кĕпесене Шупашкарта çĕлеттернĕ. Аслăрах ӳсĕмрисем валли те, çамрăксем валли те пур. Коллектив районти фестивальсене хутшăнать. Культура çуртĕнче чăвашлăхпа çыхăннă питĕ нумай мероприяти иртет. Сăн ӳкерчĕксене клубăн «Контактри» ушкăнне вырнаçтараççĕ. Вĕсемпе паллашнă май унта культура пурнăçĕ вĕресе тăнине туятăн. Акă «Хуран кукли» баттлта наци çимĕçне пĕçереççĕ, Мăнкунра çăмарта кустараççĕ, Раштавра улах лараççĕ... Çаксем пĕтĕмпех Удмурт Республикинче мар, хамăр патра пулса иртеççĕ тейĕн.

Вера Григорьева сăпайлă хĕрарăм пулнине сисрĕм. Вăл хăйĕн ĕçĕ пирки мухтанса нимех те каламарĕ. Çавăн пек çынсем пулаççĕ: хытă шавласа çӳремесĕр хăйсен ĕçне шăппăн кăна пурнăçлаççĕ. Аякри йăхташăмăр шăпах çавăн йышши. Ĕçĕ вара питĕ пĕлтерĕшлĕскер. Ялти чăвашлăх ун çинче тытăнса тăрать тени — ӳстерсе калани мар. Пĕрре пăхатăн — Вера Леонидовна садике çитнĕ: ачасене чăваш вăййисем выляттарать, тепре пăхатăн — вăл шкулта: вĕренекенсене наци тумĕ çинчен каласа кăтартать... Акă мĕншĕн вăл «Великая чувашка». <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Асăрхаттарнине те шута илмеççĕ

Ӳсен-тăран карантинĕ енĕпе йĕркене пăхăнманшăн нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар усламçине явап тыттарма тивнĕ. Саккуна пăснă çак тĕслĕхе федерацин «Аргус-Фито» патшалăх информаци тытăмĕнче тупса палăртма май килнĕ.

Унти даннăйсем тăрăх усламçă Алтай крайĕнчен 66,5 тонна тулă кĕрпи, çавăн пекех хыртан янтăланă пĕр кубла метр крепеж изделийĕсем туяннă. Ку – саккуна пăсниех мар-ха, асăннă таварсене туянма та, вĕсемпе усă курма та никам та чарман. Анчах ӳсен-тăран продукцийĕ республикăна çитни çинчен Россельхознадзора пĕлтермен тата асăннă тытăмра «гашение» текен функцие пурнăçламан? Çакă – ку енĕпе Чăваш Енре йĕркене уяманнин пĕртен-пĕр тĕслĕхĕ кăна мар.

Мĕн вăл «Аргус-Фито»? Республикăри чылай хуçалăхшăн çĕнĕлĕх мар, нумайăшĕ асăннă тытăмра тахçанах ĕçлет. Анчах çакăн çинчен пачах илтменнисем те пур-ха. Сăмах ӳсен-тăран продукцийĕн çаврăнăшне сăнаса-йĕрлесе тăракан система пирки пырать. Вăл фитосанитари надзорĕпе çыхăннă документсене хатĕрлессине тата упрассине автоматизацилеме май парать.

Ку енĕпе ĕçлекен специалист Чăваш Ене тырă, вăрлăх, пахча çимĕç, улма-çырла, ытти тавар /ятарлă перечене кĕртнисем/ килнине е экспорта кайнине шăпах çакăнта уççăн курать. Кунта, тĕпрен илсен, фитосанитари тата карантин сертификачĕсене, тĕрĕслевсен акчĕсене хатĕрлеççĕ.

Фитосанитари сертификачĕ — ӳсен-тăран продукцийĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документ. Ăна ятарлă тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăна пама ирĕк пур. Тĕнчипе усă куракан çак документ ӳсен-тăран продукцине ют çĕршыва ăсатнă чухне кирлĕ, карантин сертификачĕ вара – карантин фитосанитари зонинчен илсе тухнă чухне. <...>

Надежда ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.