Комментировать

10 Сен, 2014

Ӳсĕм пур

Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енре мĕн пур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тӳлевсене 23,3 млрд тенкĕ ытларах хывнă. Çак виçе ӳсĕмлĕ: пĕлтĕрхи асăннă тапхăртипе танлаштарсан - 104,9%.

Тӳлевсен пĕтĕмĕшле калăпăшне тĕпрен илсен хушма хакран илекен /30,8%/, уйрăм çынсене тупăшĕнчен /21,8%/, тупăшран /16,4%/, пурлăхшăн /12%/ илекен налуксемпе тивĕçтернĕ. Акцизсен виçи - 5,3%.

Федераци бюджетне 7,8 млрд тенкĕ пухнă, е - 2013 çулхи çак тапхăртин 110% чухлĕ. Ку укçан тĕп пайĕ те хушма хакран илекен налукран пухăннă - 91,6%. Территори бюджетне 15,5 млрд тенкĕ кĕнĕ - ӳсĕм 2,6% танлашнă. Çав шутра республика бюджечĕн тӳпи - 12,3 млрд тенкĕ ытларах, пĕлтĕрхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчипе шайлаштарса пăхсан çак укçа 6,6% хушăннă. Территори бюджетне хывнă тӳлевсен тытăмĕнче уйрăм çынсен тупăшĕнчен /42,4%/, тупăшран /22,7%/ тата пурлăхшăн /18%/ илекен налуксен тӳпи пысăк.

Н.ДМИТРИЕВ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.