Комментировать

11 Ноя, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 44 (6392) № 11.11.2021

«Тутăрпа çӳрени Мускава илсе çитерчĕ»

Патăрьелте пурăнакан Людмила Алешева декрет отпускĕнче ТикТокпа туслашнă. Ял хĕрарăмĕн пурнăçне кăтартакан видеороликсем ÿкерсе подписчиксен йышне 55 пине çитернĕ. Ăна Пĕрремĕш каналти «Модный приговор» телекăларăм редакторĕсем те асăрханă, Мускава йыхравланă.

Ĕмĕчĕ пирки манма тивнĕ

Пирĕн ентеш çинчен ӳкернĕ сюжет чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Çĕршыври чи моднăй çĕнĕ пӳрт ĕçки» ятпа эфира тухрĕ. Ахальтен мар çапла: телекăларăма çĕнĕ студире ӳкернĕ. Çавăнпа паллă стилистсене, дизайнерсене, модельсене йыхравланă. Телекăларăм ертӳçисем Александр Васильевпа Эвелина Хромченко, Анастасия Хозисова модель тата студие килнĕ хăнасем Чăваш Енрен çитнĕ 33-ри Людмилăн пурнăçĕпе паллашнă. Вăл — виçĕ ача амăшĕ. Халĕ кĕçĕн хĕрĕпе декрет отпускĕнче ларать. Çамрăк çемье пысăк хуçалăх тытать. Мăшăрĕ — машинăпа çӳреме вĕрентекен инструктор. Людмила студент саккинченех пысăк сцена пирки ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра вĕреннĕскер Вячеслав Петров композитор пулăшнипе ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнă. 21-ре чухне вăл Иван Христофоровăн концертĕнче пĕрремĕш хут куракан умне тухнă. Паллă артистпа пĕрле пĕрре мар юрланă, Татьянăпа та юрăсем шăрантарнă. Чĕрере юрату хĕмленме тытăнсан, Патăрьел каччипе Иван Алëшевпа çемье çавăрсан, Людмилăн сцена пирки манма тивнĕ.

«Ваньăна хулара пурăнма юлатпăр тесе калаçса татăлсах качча тухрăм. Ăна кăрлачăн 19-мĕшĕнче тĕл пултăм. Шăп çав кун, тепĕр çулхине, ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма илсе кайрĕ. Эпĕ ун чухне пĕчĕк хĕрĕме Анютăна ӳстереттĕм. Ваньăна унпа паллаштартăм. Тӳрех пĕр чĕлхе тупрĕç. «Мана ачапа йышăнать тĕк ку лайăх арçын», — тесе шухăшларăм. Чăн та çапла. Халĕ те лайăх пăхать, юратать. Ăна кăна мар, 6 çулти Матвея та, часах виçĕ çул тултаракан Стефанийăна та», — каласа кăтартрĕ Патăрьелти ача сачĕн музыка ертӳçи Людмила. Хунямăшĕпе хуняшшĕ ăна лайăх йышăннă. Качча килсенех кин ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне килĕнче ĕне пăруланă. Мĕн тумалла? Людмила витре йăтса ĕне сума ларнă. Витерен тулли витрепе тухакан кинне курсан хунямăшĕпе хуняшшĕ питĕ савăннă. «Ирхине хам сăвăп, каçхине — эсĕ», — хĕпĕртенĕ Иванăн амăшĕ. «Çавăн чухне пуçа тутăр çыхма пуçларăм. Çакна хам та сиссе юлаймарăм», — аса илчĕ çамрăк хĕрарăм.

Пурăна киле Людмилăпа Иванăн хулара тĕпленес шухăш та пулнă. «Аттепе аннене шел. Эпĕ — пĕртен-пĕр ывăл, ялтах пурăнар», — хваттер илмелли самант çитсен çапла каланă Иван. Вĕсем Патăрьелте кивĕ çурт туяннă, ăна тĕпрен çĕнетнĕ, хапха лартнă, пусă чавнă, пӳрте шыв кĕртнĕ. Халĕ, Людмила калашле, хуларинчен те кая мар пурăнаççĕ. Шупашкара вăхăтлăха килсен те чунĕ ялах туртать. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Чирлисене шеллесе вĕсене пулăшать

Шупашкарта пурăнакан Владимир Груздев мĕн пĕчĕкрен православи тĕнне ĕненсе çитĕннĕ. 10 çул каялла, юпа уйăхĕнче, вăл Пукрав тата Татиана соборĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Омофор» çамрăксен клубĕн ĕçне явăçнă. Унтанпа чиркӳ уншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Владимир йывăрлăха çакланнă çынсене пулăшма тăрăшать.

«Мана çак пĕрлешӳре çав тери килĕшрĕ. Çамрăксемпе тĕрлĕ ыйтăва уçăмлататпăр, мероприятисемпе уявсем ирттеретпĕр, тĕл пулса чуна уçса калаçатпăр. Çаксем мана кашни кун чиркĕве утма хистеççĕ. 2015 çулта, Чăваш Ене Кирилл Патриарх килсе кайнă хыççăн, пирĕн клубран ыркăмăллăх организацийĕ туса хучĕç. Çапла эпир «Чăваш Енри православи ыркăмăллăхçисем» пулса тăтăмăр. Пирĕн тивĕç — çамрăксене чиркӳпе çывăхлатасси, пачăшкăсемпе тĕлпулусем йĕркелесси, реабилитации центрĕсенче пурăнакан ачасемпе çамрăксене пулăшасси. Эпĕ çак ырă ĕçсене хутшăннăшăн чунран савăнатăп», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ çамрăк.

Владимир Шупашкарти 59-мĕш шкултан вĕренсе тухсан сывлăхĕ хавшакрах пулнипе аслă пĕлӳ илеймен. Чиркӳ çумĕнче йĕркеленнĕ çамрăксен пĕрлешĕвĕ ăна пурнăçри йывăр саманта хыçа хăварма пулăшнă. Вăл общество организацийĕн ертӳçин пулăшуçи пулса тăнă. «Кунта эпĕ хамăн вырăна, пурнăç тĕллевне тупрăм. Кĕске курссенче хамăн квалификацие ӳстерме пултартăм. Мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлама тăрăшрăм. Пĕрлешӳ ĕçне хастар хутшăннăшăн манна тав хучĕпе пĕрре мар чысларĕç. Аслă пĕлӳ илес ĕмĕт те пур, ан тив, куçăн мар майпа пулсан та», — хавхаланса калаçрĕ хастар çамрăк.

Владимир хăйĕн пирки калаçма кăмăлласах каймасть. Унăн ачалăхĕ больницăсенче иртнĕ тесен те юрать, çавăнпа вăл ун пирки аса илесшĕн пулмарĕ. 29 çулти каччă пурнăçа, çывăх çыннисене тата хăй пурнăçлакан ĕçе юратать. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Çапăçу хирĕнче вилнĕ тĕк ячĕ те чаплăрахчĕ»

«Тăна кĕтĕм те пуç патĕнче — нимĕç атти», — çапла аса илнĕ нимĕçсен тыткăнне лекнĕ Алексей Ельмаков вăрçă хыççăн. Унăн ячĕ ĕмĕрлĕх вараланнă, куншăн вăл пурнăç тăршшĕпех куляннă. Тăван килне таврăнсан сутăнчăк тесе унран юлташĕсем сивĕннĕ. Мăшăрĕ Алтати çеç çыру килме пăрахсан та ăна кĕтсе, юратса пурăннă. Вăл хут çине шăрçаланă сăмахсем салтакăн чĕрине ăшăтнă…

Тăванĕпе паллашсан

Иванпа Матрена Ельмаковсем Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче улăм витнĕ çуртра пурăннă. Иван Ефремович 9 çулта тăлăха юлнă, 7-ри шăллĕне тăрантарас тесе кĕтӳçре ĕçленĕ, кăмака купалама вĕреннĕ. Матренăпа Иван 8 ача çуратнă, 3-шĕ пĕчĕк чухнех чирлесе вилнĕ. Алексей 1898 çулта çуралнă. Вăл 6 уйăхра чухне амăшĕ трахома чирне пула суккăрланнă. Пĕчĕк ачана хутла вĕренмен аппăшĕ 4 çул тултариччен пăхнă. Лекçей тăван ялĕнчи шкулта вĕреннĕ, унтан 12 çухрăмра вырнаçнă икĕ класлă училищĕне кайнă. Вăл лайăх вĕреннĕ, каланине хăвăрт астуса юлнă. Ашшĕ Иван Ефремович хăй хутла пĕлменнишĕн ӳкĕннĕ, çавăнпах ачисене вĕрентме тăрăшнă. 1913 çулта ялта вĕреннĕ икĕ çын кăна пулнă. Иван Ефремович Лекçея Чĕмпĕр чăваш шкулне янă. Ывăлĕ экзаменсене ăнăçлă тытнăшăн савăннă ашшĕ тумтир туянма, укçан пулăшма май пултăр тесе вăрман хуралçине вырнаçнă, çулталăкра 50 тенкĕ шалу илнĕ. Иван Ефремович ывăлне Чĕмпĕре ăсатиччен утиял, çиелти тум туяннă, пушмак илме укçи çитмен — çăпатапах кайма тивнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухне, 1915 çултанпа, Алексей Ельмаков кун кĕнекине çырса пынă.

— 1982 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ чухне, стройотрядпа Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялне кайрăмăр. Çак тăрăхри ватăсене те пулăшма хушрĕç, ку ĕçе мана йĕркелеме ыйтрĕç. Виçĕ вăрçă витĕр тухнă Иван Прокопьевич Емельянова вутă татса, çурса патăмăр. Вăл Алексей Ельмаковăн тăванĕ, — каласа кăтартрĕ Етĕрне районĕнчи Кăмаккасси ялĕнче пурăнакан Геннадий Филиппов. Çавăн чухне вăл Алексей Ивановичăн тăванĕпе, шкулта ĕçлекен Вера Абашевăпа паллашнă. Вера Силовна ăна пĕр сумка документ парса янă. Унта çырусем, ал çырăвĕсем, сăн ӳкерчĕксем, кун кĕнекисем пулнă. Геннадий Изосимович вĕсене тишкерсе пĕр кĕнекене пухнă, «В огне борьбы — в огне любви» ятлăскере 2012 çулта пичетлесе кăларнă.

«Малалла вĕренме каймарăм, мĕншĕн тесен уйăхне 65 тенкĕ коллектив çеç пама шантарчĕç, аттепе анне вара мана укçан пулăшаймаççĕ. Хам ирĕкпе Хĕрлĕ çара кайма шухăшларăм. Анчах атте кун пирки илтесшĕн те мар. Вĕренӳ вĕçлениччен çартан пăрăнма ирĕк паракан хут пирки ăна пĕлтермесĕр Хĕрлĕ çара кайрăм», — 1918 çулхи кĕркунне кун кĕнекинче çырнă Алексей Ельмаков.

1920 çулта Алексей Ельмаков хăйсен ялĕнчи хĕре Евдокийăна качча илнĕ. Хĕрлĕ çар ретĕнчен ăна 1923 çулта демобилизациленĕ. Тăван ялне таврăнсан Алексей ашшĕн хуçалăхĕнче ĕçленĕ, партире пысăк должноçсем йышăннă, Именкасси шкулĕнче заведующире те ĕçленĕ. Çав вăхăтрах вăл парти ячейкин секретарĕ пулнă, коллективизаци енĕпе пысăк ĕçсем тунă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Канма лараттăмăр та каялла тăма вăй çукчĕ»

«Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 1942 çулта аманса таврăннă. «3 салтакăн пĕр винтовкăччĕ, винтовкăра пуля çукчĕ», — аса илетчĕ вăл. Суранне пула нумай пурăнаймарĕ. Эпĕ 12 çул тултариччен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ», — калаçăва пуçларĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Данилов. Кил хуçи çĕре кĕрсен мĕн пур йывăрлăх арăмĕн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Надежда Кирилловнăн шăпи çăмăл пулман.

Витĕр вĕрекен çил çинче «Анне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шĕмшеш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мĕн ачаранпах пĕлӳ тĕнчине туртăннăскер Мăн Этменри пуçламăш шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Унăн кашни кун 8 çухрăм парăнтарма тивнĕ. Анне йывăрлăхсен умĕнче пуç усман, çирĕп кăмăллă пулнă. 10 класс пĕтерсен аттестат илнĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. «Сана вĕрентсе кăларма вăй çитерейместĕп», — тенĕ кукамай. Аннен яла таврăнма тивнĕ. Ăна тӳрех ĕç сĕннĕ — вулав пӳрчĕн ертӳçи пулма шаннă. Çав вăхăтрах вăл Мăн Этменри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентнĕ.

Вăрçă пуçланнă çул анне 15-ри хĕр пулнă. Тĕттĕмленсен пӳртре çурта çутман, шкул тата клуб чӳречисене хупланă. Тăшман самолечĕ ан асăрхатăр тенĕ ĕнтĕ.

«Ялта ачапча, хĕр-хĕрарăм, уксах-чăлах стариксем çеç тăрса юлчĕç. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Сăр хĕрринче окоп чавмалли пирки пĕлтерчĕç», — каласа паратчĕ анне. Ĕç паттăрĕсем тăшман Мускав патне çывхарнине ăнланнă, çавăнпа вăй-халне шеллемен. Ĕç хатĕрĕсем пурне те çитмен. Анчах норма пурнăçламалла пулнă. Пĕчĕк чухне анне каласа кăтартнине итлеттĕм, анчах халăх мĕн чăтса ирттернине туллин ăнланмастăм.

Хĕсметре манăн та траншея чавма тиврĕ. Салтаксемпе тертлентĕмĕр. Чул пек хытă çĕре чавма пĕрре те çăмăл мар. Çавăн чухне тин хӳтĕлев чиккисене тăвакансен нушине ăнлантăм. Вĕсен йĕпенсе шăннă тумтире улăштарма та май пулман. Тӳсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Тăшман танкĕсене чармалли окопсем тарăн та сарлака пулнă. Шартлама сивĕ çанталăкра, витĕр вĕрекен çил çинче тăпрана çӳлелле ывăтнă. «Канма лараттăмăр та каялла тăма вăй çукчĕ», — тетчĕ анне. Ăшăнас тесе траншейăсенчех кăвайт чĕртнĕ. Юрать, Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем кирлĕ пулман, Хĕрлĕ çар салтакĕсем тăшмана каялла хăваланă. Çапах халăх пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Вăрçă вăхăтĕнче анне колхозра звеньеводра ĕçленĕ. 1948 çулта вăл Туканаш каччипе паллашса çемье çавăрнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.