Комментировать

10 Ноя, 2021

«Хресчен сасси» 43 (2881) № 10.11.2021

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чысларĕç. Уява республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Мероприятие пуçтарăннисене саламланă май Олег Алексеевич вырăнта туса илнĕ экологи тĕлĕшпе таса апат-çимĕçе рынокра сармаллине палăртрĕ.

— Çакăн валли экологи тĕлĕшпе таса продукци туса илессине ӳстермелле, «симĕс бренд» тумалла, отрасльте наука çитĕнĕвĕпе, çĕнĕ технологипе усă курассине пулăшмалла, — терĕ вăл.

Потребитель чăваш апат-çимĕçне суйласа илтĕр тесен çĕнĕ йышши маркетингпа усă курмалла, рынока çул хывмалла. Республикăра туса илнĕ продукцин пĕрлехи, пурте пĕлекен бренд пулмалла. Тавара сарма логистика центрĕсем, управсем кирлĕ. Отрасльте цифра платформине аталантарни туянакансене хăвăртрах тупма пулăшать. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çаксене татса пама республикăра майсем çителĕклех.

Тĕп тĕллеве — халăха вырăнта туса илнĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессине — пурнăçланă. Республикăра çак кăтарту РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрини палăртнинчен те пысăкрах: çĕр улмипе — 1,8 хут ытларах, пахча çимĕçпе — 114, сĕт тата сĕт юр-варĕпе 143,2, аш-какай продукцийĕпе 100,2 процент. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Ен çĕр улми туса илессипе — 1-мĕш /Раççейре — 4-мĕш/, сĕтпе — 2-мĕш /10/, пахча çимĕçпе — 2-мĕш /15/, тырăпа 3-мĕш /21/ вырăнта.

Чăваш продукцийĕ ют çĕршыва та çул хывать. Ытларах кондитер изделийĕсем ăсанаççĕ. Çулсерен экспорт калăпăшĕ те ӳсет. Иртнĕ çул 37 çĕршыва продукци сутнă пулсан кăçал кăтарту 41-не çитнĕ. АПК предприятийĕсем чикĕ леш енне чĕр тавара ытларах экспортлаççĕ. Ăна вырăнта тирпейлесе сутни тупăшлăха палăрмаллах ӳстерĕ.

Регион ертӳçи палăртнă тăрăх, республика Правительстви АПК предприятийĕсен конкуренцие юрăхлине пысăклатассипе курăмлă ĕçсем туса ирттерет. Çав шутра отрасльти тĕп предприятисен — Чăвашçăкăрпродукчĕ, Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ — ĕçĕ-хĕлне çĕнĕлле йĕркелессипе те. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

«Эпĕ выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататăп. Çак туртăм манăн ачаранпах пырать. Атте-анне те картиш тулли чăх-чĕп, выльăх усранă. Унсăр пуçне аппапа пĕчĕклех фермăна ĕçлеме çӳренĕ», — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Татьяна Узалукова.

Умка, Милка, Яша…

Татьяна Николаевна Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ӳснĕ. Каярахпа Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Николай Узалуковпа мăшăрланнă. Халĕ вĕсем асăннă ялта кун кунлаççĕ. Ĕçчен çемье выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. «Ялта выльăх та усрамасан мĕн туса пурăнмалла? Сĕт хакĕ кăштах ӳсни те, ĕнешĕн субсиди пани те хавхалантарать. Мăшăр Коля: «Пĕр ĕнене сутмалла пулĕ. Хăвна кансĕр мар-и?» — тесе ыйтрĕ пĕринче. Эпĕ хирĕçлерĕм. Ара, хĕллехи вăхăтра мĕн туса лармаллаха манăн? Сĕт сутса çемье валли кăштах укçа тусан та самай», — малалла сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Хальхи вăхăтра Узалуковсен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 6 пуç, вĕсенчен сăвăнаканни — 2. Кил хуçи хĕрарăмĕ кунĕпех выльăх патĕнче тăрмашать. Ăна ачисем те пулăшаççĕ. Хăй каланă тăрăх, вăл та пĕчĕкренех ĕне выльăха кăмăлланă. «Люда аппапа çуллахи каникул вăхăтĕнче фермăна ĕне сума çӳреттĕмĕр. Пирĕн урамра 3-4 доярка пурăнатчĕ. Вĕсем пире çак ĕçе явăçтарчĕç. Пĕр ушкăнра 25 ĕнеччĕ. Малтанах алă вĕççĕн сăваттăмăр, ывăнаттăмăр. Дояркăсем пулăшатчĕç. Эпĕ, пĕчĕкскер, ĕне айнех кĕрсе лараттăм. Çавна май курăнмастăм та. Пĕррехинче колхоз председателĕ хуралçăран: «Ĕне сунă сасă илтĕнет-ха, çынни курăнмасть. Камсем ĕçлеççĕ унта?» — тесе ыйтнă. «Тихăн Куля хĕрĕсем», — хуравланă лешĕ. Аппа ун чухне 6-мĕш класран вĕренсе тухнă, эпĕ вара — 4-мĕш класран. Атте Николай Тихонович та фермăрах вăй хунă. Пăрусем валли апат пĕçеретчĕ вăл. Анне Антонина Ивановна Канашри пĕр предприятире тăрăшатчĕ. Вĕсем ĕçрен таврăннă çĕре эпĕ выльăхсене апат параттăм, шăвараттăм, ĕне сăваттăм. Сыснасем пысăкчĕ те вĕсем патне пыма шикленеттĕм. Аппапа йăмăк кил-çурт тирпейлетчĕç, апат пĕçеретчĕç. Çапла, пĕчĕкренех эпир пурте ĕçпе çитĕннĕ. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçа вара темрен те хаклăрахчĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ умĕн савăнăçлă линейка ирттеретчĕç. Колхозра тăрăшса вăй хунисене парнесемпе чыслатчĕç. Мĕн тери хĕпĕртеттĕм çакăншăн. Чыс-хисеп тата та тăрăшарах вĕренме, ĕçлеме хистенĕ мана. 10мĕш класран вĕренсе тухичченех фермăра вăй хунă. Каярахпа ĕнесене аппаратпа сăваттăмăр», — пулни-иртнине аса илчĕ Татьяна Николаевна. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнăшăн, çăкăр хакне пĕлсе ӳстернĕшĕн ашшĕ-амăшне халĕ тав тăвать вăл. Мĕншĕн тесен ĕç ачана воспитани панине хăй туйса çитĕннĕ. «Эпир урамра выляма, ĕçлеме, кĕнеке вулама та вăхăт тупаттăмăр. Ачалăх усăллă, савăнăçлă иртнĕ пирĕншĕн», — чунри савăнăçне манпа пайларĕ хĕрарăм.

Çывăх тăванĕн пĕчĕк хĕрĕ вĕсем патне ашшĕ-амăшĕпе хăнана час-часах килнине каларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. 3 çулти Лера хулара пурăнать. Выльăхсене кăмăллать иккен вăл. Килмессерен витери ĕне выльăха пăхса çаврăнать. Вĕсене тĕрлĕ ят парать: Умка, Милка, Черныш, Яша... «Манăн тусăмсем», — тет выльăх-чĕрлĕхе. Татьяна Николаевна та вĕсене халĕ çак ятсемпех чĕнет. Лешсем хăйсене çапла чĕннине хăнăхнă ĕнтĕ. «Халĕ эпĕ те, Лера пекех, манăн тусăмсем тетĕп», — палăртрĕ вăл. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Чунпа илеме парăннă

Канашра пурăнакан Геннадий Крылов карçинкка çыхма кăмăллать. Çак ĕçе хăй тĕллĕнех хăнăхнă вăл. Хулăран авса тунă савăт-сапана лавккара тыткаласа пăхнă, хаçат-журналта курнă, кĕнекерен вĕреннĕ. Çичĕ теçетке çултан иртнĕ пулсан та ку ĕçе алăран ямасть-ха.

«Çак илеме çынах пурнăçлать-çке. Нивушлĕ эпĕ тăваймастăп?» — тесе шухăшлаттăм. Тытрăм та карçинкка çыхрăм. Икĕ сыпăкри аппа лавккара ĕçленĕ май темиçĕшне илсе килме сĕнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче пурнăç питĕ йывăрччĕ. Вăл карçинкка сутса тупăш туса пачĕ. Çакă мана хавхалантарчĕ, малалла ĕçлеме хистерĕ. Эпĕ тăрăшсах çыхма тытăнтăм. Халĕ хăвана та хамах лартса ӳстеретĕп. Хула хĕрринче пурăннăран çырма-çатра чылай унта. Шăпах çавăнта çитĕнтеретĕп», — пуçларĕ калаçăвне Геннадий Петрович.

Вăл 15 çула яхăн çырма-çатрана сортлă хăва лартать. Ку ĕçе кĕркунне-çуркунне пурнăçлама юрать иккен. Сăмахран, пĕлтĕр çуркунне лартнă хăвапа кăçалхи кĕркунне усă курма пулать. Çаксенченех сапансем хатĕрлет вăл. 25-35 см тăршшĕ касса илет те çĕр ăшне чикет, хунавсем аванах тымарланаççĕ. Паллах, малтанхи вăхăтра ретсен хушшине çум курăкран тасатать, унсăрăн хăва кирлĕ пек çитĕнеймест.

Карçинкка çыхмашкăн хăвана хăш вăхăтра касмалла-ха? Кĕркунне çулçă тăкăнсан, пĕрремĕш хут тăм ӳксен унăн пахалăхĕ лайăхланать. Çуркунне те касма юрать иккен. Ăста каланă тăрăх, ун чухне хăва шуралать. Шывра вĕретсен вăл сарăхать. Вĕрекен шывра чылайрах тытсан вара хăмăрланать, хĕрлĕрех тĕс çапать ăна. Хăш-пĕр сорт вĕретсен те тĕсне улăштармасть. Çапла вара карçинккана тĕрлĕ тĕслĕ тума пулать. Эрешне ватă тепĕр чухне хăй те шухăшласа кăларать. Ытларах чухне кĕнекерен, интернетран илет.

Геннадий Крылов хăй вăхăтĕнче хăваран сĕтел-пукан та çыхнă. «Ăна хаваспах туянаççĕ. Анчах сĕтел-пукан тума килте услови çук. Икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте çакнашкал пысăк ĕçсем пурнăçлама пулмасть. Шел, мастерской çук манăн, савăнсах ĕçленĕ пулăттăм», — чунри вăрттăнлăхне уçрĕ арçын.

Хăй каланă тăрăх, ку ĕçе вăл хĕлле пурнăçлать. Малтанах хăва хатĕрлесе хурать: вĕретет, хуппине шуратать. Паллах, симĕссинчен те çыхма пулать, анчах вăл типсен çирĕпех мар иккен. Унсăр пуçне илемсĕр. «Ĕçĕ çăмăл мар. Ăна вĕçлессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Карçинкка хитре пулсан чун савăнать, кăмăл тулать. Хама та интереслĕ. Вăл илемлĕ пулсан татах çыхас килет», — кăмăллăн калаçать ăста.

Районта, республикăра иртекен куравсене те хутшăнать ватă. Иртнĕ çул Челябинск, Ульяновск хулисене йыхравланă ăна. Коронавирус чирĕ сарăлнăран çула тухайман. Çыхнă савăт-сапана хăй вăхăтĕнче Мускавра, Хусанта, Шупашкарта хăй вăхăтĕнче чылай сутнă. Çак ăсталăха вĕренес текен пур-ши? Геннадий Петрович палăртнă тăрăх, хăйсен пултарулăхне аталантарас текенсем пур иккен. Çавна май ăсталăх класĕсем ирттернине пĕлтерчĕ вăл. Кĕçĕн ывăлĕ Эдуард та ашшĕн ĕçĕпе кăсăкланать, пулăшать ăна. Анчах хальлĕхе ĕçе пуçăнман. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Туса илме те, сутма та пĕлмелле

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри АПК ветеранĕсемпе тĕл пулса ял территорине, агропромышленноç комплексне аталантарассипе çивĕч ыйтусем хускатрĕ.

Çĕр ĕçченĕсене — пулăшу

Олег Николаев вĕсене ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Кăçал федераци, регион шайĕнче республикăри аграрии секторне пилĕк çуллăха аталантарассипе тĕллевсене палăртнă. Сăмахран, пысăк мар кооперативсем йĕркелессине палăрмаллах ансатлатнă. Малашне ялти бизнеса уçмашкăн та çăмăлланĕ. Ял хуçалăх продукцин — экологи тĕлĕшпе паха таварăн — рынокне йĕркелемешкĕн право никĕсне палăртнă. Ку уйрăм пайтаçăсене продукцие вырăнти рынокра кăна мар, ют çĕршывра та сутма май парать.

Агропромышленноç комплексне аталантарассипе тата ял хуçалăх чĕр таварĕн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелессипе патшалăх программине улшăнусем кĕртнĕ, отрасльти стратегин тĕп енĕсене палăртнă. АПКна цифрăлассипе, кредит явăçтарассипе, машинăпа трактор паркне çĕнетессипе, «Агростартап» программăпа грант илекенсен йышне ӳстерессипе, ял хуçалăх продукцине экспортлама условисем тăвассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.

Республикăра АПК çирĕп аталанса пырать. 2021 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче теплицăра томат — 8,2 пин /иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,9 хут пысăкрах/, хăяр 11,6 пин тонна /1,2 хут нумайрах/ туса илнĕ. Кăçалхи йывăр условисене пăхмасăр республика тырăпа РФ Ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшĕве туллин пурнăçланă, 532,9 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ.

Хуçалăхсем иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан машинăпа трактор паркне 1,5 хут ытларах çĕнетнĕ. 2021 çулта республикăри агропромышленноç комплексне 300 инвестици проектне явăçтарнă /5 млрд тенкĕлĕх/, 350 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал Чăваш Енри АПК 3663 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

2021 çулта федераци тата республика бюджечĕсенчен 29 хресчен-фермер хуçалăхне, 2 ял хуçалăх кооперативне 235 млн тенкĕлĕх грант уйăрнă. Унсăр пуçне «Перспектива» программăпа 13 хресчен-фермер хуçалăхĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Кăçал республикăри ял территорийĕсене аталантарма мĕн пур программăпа 5 млрд тенкĕ уйăрнă. Нухрата социаллă обћектсене юсама, çĕнĕрен тума, инженери, инфратытăма аталантарма янă.

ЧР Ял хуçалăх министерстви «Чăваш Республикинчи ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программине те хута кĕртет. Кăçал 1 пин проекта пурнăçлама 982 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсен Çивĕч ыйтăвĕ — продукцие тупăшлă вырнаç тарасси.

— Чăваш Республикинчи Апат-çимĕç фончĕ вырăнта туса илнĕ продукципе рынока çул хывассипе тĕп вырăн йышăнмалла, чи малтан фермерсенне, — палăртрĕ Олег Алексеевич.
Вăл каланă тăрăх, умри тĕллевсене пурнăçламашкăн логистика центрне, склад тума тивĕ. Вĕсенче, çав шутра общество апатланăвĕн пункчĕсенче, фермер апат-çимĕçне курттăммăн кăна мар, пĕчĕкшер те туянма май пултăр. Фондăн вара çакна тума условисем çителĕклех. Çулталăк вĕçлениччен документсене пăхса тухса ыйтăва татса памалла. Предприяти рынокра ырă ят çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн, туянакансене продукципе вăхăтра тивĕç тернĕшĕн ăна Пĕрлехи реестра та кĕртнĕ.

Пĕтĕм Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне — 2021» куравĕнче фондăн кĕрпи пахалăх тĕлĕшпе малти вырăна йышăнса ылтăн медале тивĕçнĕ. Рынокра хăй вырăнне тупнă предприятие фермерсен ял хуçалăх продукцине тупăшлă вырнаçтарма çăмăлрах пулĕ.

Чăвашçăкăрпродукчĕ иртнĕ çултанпа ĕçĕ-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме тытăннă. Шупашкарти элеваторта тулă çăнăхне авăртмашкăн цеха тĕпрен çĕнетнĕ. Канашри элеватора та юсаççĕ. Унăн хăвачĕ 20% пысăкланнă. Çакă тĕрлĕ продукци хатĕрлесе кăларма май парать.

Предприяти ял хуçалăх продукцине туса илекенсемшĕн, çакăр пĕçерекенсемшĕн хака пĕр пек йĕркелесе тăраканни пулĕ. Ӳсен-тăран отраслĕнче, чĕр тавара тирпейлессипе, ытти енĕпе вăл пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕ.

Ветерансемпе канашланă май Олег Николаев хушма хуçалăхсене пулăшасси пирки те сăмах хускатрĕ. Малашне вĕсене те чĕр тавар туса илнĕ çĕре явăçтармаллине, хуçалăх ĕçĕ-хĕлне тытса пыракансен йышне тата статистикăна кĕртмеллине палăртрĕ. Хальлĕхе çак ĕçе йĕркелеменрен отрасльти кăтартусем те тулли мар.
Ял хуçалăх таварне туса илекенсене паракан пулăшăва çĕнетни АПКна, ял территорине аталантарма хавхалантарать.

— Хамăр туса илнине сутма вĕренсен, кооперативсем тата производство площадкине йĕркелесен аталанатпăр. Эпир отрасльти е территоринчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пултаракан кирек мĕнле пуçарулăха тишкерĕпĕр тата ăна пурнăçа кĕртме пулăшăпăр, — терĕ вăл. <...>

Лариса НИКИТИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.